Регионсем хушшинчи обществăлла организаци

Чăваш наци конгресĕ

Чувашский национальный конгресс

Чăваш тĕнчи

2015, раштав (декабрь), 8(75) №

Сăнсем

Видеосем

Пулнă, пур, пулать те_ Фильм о возрождении деревни Бубылькасы

Шырав

Çыхăну

Адрес: 428032 г. Чебоксары, ул. Композиторов Воробьевых, д. 10

Телефон: (8352) 62-35-61

Факс: (8352) 62-82-05

Эл. адрес: congress21@mail.ru

Хĕрлĕ Чутайри культура çуртĕнче «Чутай пики-2016» илемлĕхпе пултаруллăх конкурсĕ иртрĕ.

Хĕрлĕ Чутайри культура çуртĕнче «Чутай пики-2016» илемлĕхпе пултаруллăх конкурсĕ иртрĕ.

31.05.2016 15:44

ЧНКан Хĕрлĕ Чутайри уйрăмĕн хастарĕсем пуçарнипе иртнĕ çул пĕрремĕш хут « Чутай Нарспийĕ -2015» конкурс иртнĕччĕ. Кăçал ăна Ĕç çынни çулталăкне халалларĕç. Конкурс тĕллевĕ – районта талантлă çамрăксене тупса палăртасси, авалхи чăваш халăхĕн ырă йăли-йĕркине тата культурине упраса хăварасси, кашни çын чĕринче чăвашлăх туйăмне вăй илтересси.

Чи пултаруллă та маттур, илĕртӳллĕ те çепĕç, ĕçчен те сăпайлă пилĕк пике конкурса хутшăнчĕç.

Пĕри тепринчен илемлĕ те кăмăллă. Малтанах хĕрсем каçхи кĕпесемпе хăйсемпе паллаштарчĕç, Чутай ташши-юррине тата йăли-йĕркине пĕлнине кăтартрĕç, аваллăхпа хальхи чăваш халăхĕпе çыхăннă ыйтусене хуравларĕç.

Чутай тумĕпе илĕртӳллĕ утса чăваш апат-çимĕçне пĕçерме пултарнипе те палăрчĕç.

Чăваш наци конгресĕн Президенчĕн пĕрремĕш çумĕ Валерий Клементьев ертсе пыракан сумлă жюрие те маттур пикесенчен чи пултаруллине суйласа илме çăмăлах пулмарĕ. Çапах та конкурса хутшăннă пикесен уйрăмлăхне, çи-пуçне , юрласа ташлас ăсталăхне, чăвашла тĕрĕс те илемлĕ калаçма пĕлнине,

кĕлеткепе сăн-пит илĕртӳллĕхне тата ытти енĕсене шута илсе «Чутай пики-2016» титула Трлаькасси хĕрĕ Татьяна Мурайкина çĕнсе илчĕ. Пултаруллă хĕр Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта 10 – мĕш класра кадетсен класĕнче вĕренет.

Унăн тантăшĕ, Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕнчен, Анна Сармандейкина вара «Куракансем кăмăлланă пике» е вице-пике титула тивĕçрĕ. Аня та кадетсен класĕнчех пĕлӳ илет.

Конкурса хутшăннисенчен чи çамрăкки Татьяна Ефремова Çĕн Атикассинчи вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренекен Штанаш пики. Вăл «Çепĕç пике» ята тивĕçрĕ.

Пантьăк ял тăрăхĕнчи Карина Селянкина «Ăс пике», Мăн Этмен тăрăхĕнчи Анастасия Фондеркина «Хӳхĕм пике» номинацисене тивĕçрĕç. Хĕрсем иккĕшĕ те Мăн этменти вăтам шкулта вĕренеççĕ, пĕри – 11 класра, тепри – 10 класра.

Конкурс савнăçлă та кăмăллă лару-тăрура иртрĕ. Пикесем черетлĕ конкурса хатĕрленнĕ самантра сцена çине «Пилеш» ача сачĕн икĕ фольклор ушкăнĕ, районти пултаруллă артистсем тухрĕç.

Конкурса чăн чăвашла хатĕрленсе ирттерни, чăваш кĕвви-юрри янрани куракансен кăмăлне тивĕçтерчĕ.

 

Юлия Мареева

"Хастарсем" чăн та хастар

30.05.2016 15:58

 

Çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕнче пĕтĕм тĕнчери çамрăксен пултарулăх фестивалĕ иртрĕ. Чăваш наци конгресĕ çумĕнчи çамрăксен "Хастар" ушкăнĕ пултаруллă яш-кĕрĕмсен фестивальне хутшăнчĕ.Тăхăр çĕршывран килсе çитнĕ яш-кĕрĕм хушшинче "Хастар" ушкăн хĕрĕсем виççĕмĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕç.

"Хастарсене" чăн та хастар пулнипе чун-чĕререн саламлатпăр.

 

ЧНК пресс-служби

Чи вулаканни - ЧНК хастарĕн Лидия Филиппован кĕнеки

Чи вулаканни - ЧНК хастарĕн Лидия Филиппован кĕнеки

30.05.2016 15:44

 

Республикăри библиотекăсем кашни çул ирттерекен конкурсра кăçал Чăваш наци конгресĕн "Чăваш хĕрарăмĕ" комитет тата Мăн Канаш пайташĕ, паллă çыравçă Лидия Ивановна Филиппова çĕнтернĕ. Унăн "Пульсация - Чун таппи" ятлă сăвăсен пуххишĕн 1814 вулакан сассине панă.

Çĕнтерÿçĕсене майăн 27-мĕшĕнче Чăваш наци библиотекинче чысланă.

ЧНК хастарĕсем Лидия Ивановнана чунтан çак ятпа саламлаççĕ, унăн çитĕнĕвĕсемшĕн савăнаççĕ.

 

ЧНК пресс-служби.

Кино çулталăкĕнче ЧНК хастарĕсем тăрăшнипе çĕнĕ документлă фильм тухĕ

Кино çулталăкĕнче ЧНК хастарĕсем тăрăшнипе çĕнĕ документлă фильм тухĕ

30.05.2016 10:10

 

Çак кунсенче ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева телережиссер тата И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ, культурологи докторĕ Владимир Васильев Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул çитнине халалланă "Чăвашсем" ярăмри иккĕмĕш фильма ÿкерме Беларуç çĕршывне кайса килчĕç. "Вилĕмсĕрлĕхе куçнисем" ("Шагнувшие в бессмертие") çапла ят панă пултарулăх ушкăнĕ хаяр вăрçă пуçлансанах, 1941-1942-мĕш çулсенче Беларуçри Гродно хулинче подпольщиксен чи пĕрремĕш ушкăнне туса хунă пирĕн ентеш, Муркаш районĕнче çуралнă Николай Волков çинчен ÿкерекен çĕнĕ фильма.

Документла фильм авторĕсем - Владимир Васильев сценарист тата Зоя Яковлева режиссер-оператор май уйăхĕн 24-мĕшĕпе 28-мĕшĕччен Польша тата Литва чиккинче вырнаçнă Беларуç Республикине кĕрекен Гродно хулинче тĕлĕнмелле кăсăклă кадрсем ÿкерчĕç.

Ку фильма ÿкерме Гродно хулинчи Чăваш наципе культура обществин ертÿçи, Çĕнĕ Шупашкарта çуралса ÿснĕ Владимир Юрьевич Силов тата унăн çемьи чылай пулăшрĕ. Каласа хăвармалла, Раççей Федерацийĕнчи Беларуç Республикин посольствин Хусан хулинчи уйрăмĕ тата Россотрудничество пулăшнипе Гродно хула администрацийĕ пултарулăх ушкăнне фильма ÿкерме лайăх майсем туса пачĕ. Пилĕк кун хушшинче Владимир Васильев профессорпа Зоя Яковлева телережиссер Николай Волков тата вăл йĕркеленĕ подпольщиксен ушкăнĕ çинчен питĕ нумай видеоматериал ÿкерчĕç. Гроднори архивсен докуменчĕсем, Волковăн çемьи пурăннă çурт, нимĕç фашисчĕсем Польша чиккинчен пирĕн çĕршыва тапăнса кĕнĕ вырăнсем...пурте пулас фильм кадрĕсене кĕчĕç.

Гроднори Янка Купала ячĕллĕ университетра ĕçлекен истори наукисен докторĕ, профессор, кафедра ертÿçи Сергей Пивоварчик тата истори наукисен кандидачĕ, доцент Светлана Силова ăсчахĕсем те фильм ÿкерме самай пулăшрĕç.

Гродно хулинчи 35-мĕш шкула Николай Волков подпольщикăн ятне панă, унти музей чылай паха документсемпе сăнÿкерчĕксем пуçтарнă. Шкул çине асăну хăми çакнă саманта пирĕн пултарулăх ушкăнĕ ÿкерсе илчĕ.

Гродно хула администрацийĕн йышăнăвĕпе паттăр подпольщика хулан Мухтавлă çыннисен кĕнекине кĕртнĕ.

"Вилĕмсĕрлĕхе куçнисем" ("Шагнувшие в бессмертие") документлă фильма авторсем кĕркунне валли йĕркелесе çитересшĕн.

 

ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева

Документсем

ПОЛОЖЕНИЕ О ФЕСТИВАЛЕ СГ-2016.docx
П О Л О Ж Е Н И Е о проведении Всечувашского фестиваля-конкурса эстрадной песни «Кĕмĕл сасă» (Серебряный голос)
11.10.2013 ЧНК комитечĕсем.docx
Чăваш наци конгресĕн комитечĕсем
ЧНК ĕç планĕ 2016 .doc
ЧНК 2016-мĕш çул валли ĕç планĕ
Положение Паха тере .pdf
Положение о конкурсе "Паха тĕрĕ"
Речь Н.Ф. Угаслов.docx
Наципе культура организацийĕсен нумай культура уçлăхне упраса хăвармалли тата аталантармалли вырăнĕ.

Ыйту-хурав