Регионсем хушшинчи обществăлла организаци

Чăваш наци конгресĕ

Чувашский национальный конгресс

Чăваш тĕнчи

2017, чӳк (ноябрь), 6(84) №

Сăнсем

Видеосем

Людмила Балтаева куравĕ уçăлчĕ.

Шырав

Çыхăну

Адрес: 428032 г. Чебоксары, ул. Композиторов Воробьевых, д. 10

Телефон: (8352) 62-35-61

Факс: (8352) 62-82-05

Эл. адрес: congress21@mail.ru

Документ тĕсĕ: pdf
Документа кĕртнĕ: 24.10.2013
Документа алă пуснă: 21.10.2013

Чăваш наци конгресĕн чăваш халăхĕн этника хăйне евĕрлĕхне сыхласа хăварас енĕпе ĕçлемелли

ПРОГРАММИ

 

(тĕллевсем)

1) Cоциаллă пурнăçпа политикăра:

- Чăваш Республикин - федераци патшалăхĕн пайĕн, чăваш халăхĕн социаллă пурнăçпа политика тата этнокультура центрĕн - статусне упраса хăварасси;

- чăваш халăхĕн этника хăйне евĕрлĕхне сыхласа упрама тата аталантарма, чăвашсен йăлана кĕнĕ тата професси культурине, чĕлхине, наци йĕркеленĕвне, пурлăхĕпе ăс-хакăл пуянлăхне пулăшу кӳме патшалăх-право никĕсне йĕркелемелли мерăсене хатĕрлесси;

- чăваш халăхĕн социаллă пурнăçпа экономика, этнокультура аталанăвĕн федераци тĕллевлĕ программиссене хатĕрлеме пуçару кăтартасси.

2) Cоциаллă пурнăçпа экономикăра:

- чăваш этника пĕрлĕхне чĕрĕлсе пыма идея тĕлĕшĕнчен хавхалантарасси, сывă пурнăç йĕркине сарасси, чăвашсен çемьепе ачалăхăн йăлана кĕнĕ хаклăхĕсене çĕнĕрен чĕртсе тăратмалли проектсене пурнăçласси;

- чăваш этника пĕрлĕхĕн çамрăк ăрăвĕн пĕлӳ шайне, пĕлӳ пахалăхне ӳстерме пулăшасси, чăвашсене социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн инноваци ресурсĕсене алла илме хавхалантарсси;

- чăваш ялĕн - этника хăйне евĕрлĕн çĕнĕрен чĕртсе тăратакан институтăн - социаллă пурнăçпа экономикине, социокультура аталанăвне, йăлана кĕнĕ культурипе чĕлхине сыхласа упрама пулăшасси;

- Чăваш Республикипе Раççей Федерацийĕн регионĕсен хушшинче экономика çыхăнăвĕсене анлăлатас ĕçре Чăваш наци конгресĕн тата чăваш общество пĕрлешĕвĕсен пĕлтерĕшне вăйлатасси;

- Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн чăвашсем пурăнакан регионĕсен экономикăри пĕр-пĕриншĕн усăллă çыхăнăвĕсене çирĕплетме хутшăнасси;

- чăваш предпринимателĕсем социаллă пурнăçпа экономикăра çыхăну тытассине вăйлатасси, вĕсене ыр кăмăллăх тата спонсор ĕçĕ-хĕлĕ валли условисем туса парасси;

- Чăваш Республикинче тата чăвашсем йышлăн пурăнакан регионсенче чăваш этнокультури тĕпре тăракан этника туризмне аталантарма çул уçасси;

- чăваша халăх промыслисемпе ăслайĕсене, промысла пĕрлешĕвĕсене, прикладной ӳнер пултарулăхĕн мастерскойĕсене çĕнĕрен чĕртсе тăратма, аталантарма пулăшасси.

3) Ăслăлăхра:

- çамрăксен йышĕнчен чăваш гуманитари ăслăлăхĕсен пысăк квалификациллĕ кадрĕсене хатĕрлеме пулăшасси;

- чăвашсен историйĕпе культури çинчен хатĕрлекен ăслăлăх проекчĕсене укçа-тенкĕпе пулăшассине тивĕçтерме чăваш пайтаçисем хутшăннипе ăслăлăх гуманитари фондне йĕркелесси;

- чăвашлăхпа çыхăннă гуманитари Ăслăлăхĕнче ĕçлекен наука кадрĕсен квалификацине пĕрмаях ӳстерме регионсен хушшинчи тата пĕтĕм тĕнчери çыхăнусене çул уçса парасси;

- чăваш ăсчахĕсем тĕнче ăслăлăхне хывнă еткере пропагандăласси;

- ăслăлăх мероприятийĕсем (конференцисем, семинарсем, çавра сĕтелсем) ирттерес, истори, культура, чĕлхе, фольклор, наци вĕренĕвĕ, чăваш халăхне воспитани парас енĕпе археологи, этнографи экспедицийĕсем, ăслăлăх тĕпчевĕсем йĕркелес ĕç-хĕле анлăлатасси;

- чăваш халăхĕн этника хăйне евĕрлĕхне тишкерме пулăшакан этносоциологи тĕпчевĕсем ирттересси;

- чăваш халăхĕн этноистори палăкĕсене музей вырăнне хурса йышăнма, вĕсене реставрацилеме, юсама, культурăпа пĕлӳ туризмне йĕркеленĕ чухне çак палăксемпе усă курма пулăшасси;

- тĕнче опычĕпе усă курса этнокультура музейĕсен ĕçĕн çĕнĕ интерактив мелĕсене туса хатĕрлесси;

- тавра пĕлӳ тĕпчевĕсене анлăлатасси, чăваш ялĕсен историйĕ çинчен каласа кăтараткан кĕнекесене сарасси;

- чăваш халăхĕн пурлăхне еткерĕпе, ăс-хакăл культура пуянлăхне тишкересси, сыхласа упрасси тата сарасси;

- чăваш халăх историйĕпе, культурипе, чĕлхипе, фольклорĕпе çыхăннă ăслăлăх литературине хатĕрлеме, пичетлесе кăларма тата сарма пулăшасси.

4) вĕрентӳ ĕçĕнче:

- Чăваш Республикинче тата РФ субъекчĕсенче тăван чĕлхене вĕренме тата сыхласа упрама, хутшăнмалли, воспитани памалли тата вĕренмелли чĕлхене суйласа илме, унпа усă курма чăваш халăхĕн прависене пăхăннин мониторингне йĕркелесси;

- Чăваш Республикинче тата Раççей Федерацийĕн регионĕсенче наци вĕренĕвĕн тытăмне сыхласа упрама тата аталантарма, чăвашла вĕрентекен вĕренӳ учрежденийĕсен сетьне анлăлатма, вĕсене халăх йăли-йĕркине тĕпе хурса воспитани памалли кăмăл-сипет нормисене чĕртсе тăратмашкăн хутшăнма пулăшасси;

- çемьен йăлана кĕнĕ хаклăхĕсене, чăваш этнопедагогикине сарма пулăшасси;

- чăвашсен пĕрлĕхлĕ конкурентлă наци вĕренӳ уçлăхне /унта шкулчченхи, шкул çулĕнчи, професси тата аслă шкул хыççăнхи вĕренӳ пулмалла/ йĕркелеме хавхалантарсси;

- наци вĕренĕвĕнче инноваци технологийĕсене сарма май туса парасси;

- чăваш чĕлхине, литературине, историне, чăваш халăхĕн культурине çӳллĕ шайра вĕрентессине, наци вĕренĕвĕн тытăмĕн учрежденийĕсенчен вĕренсе тухакансен конкурентлăхне тивĕçтерме пулăшу кӳресси;

- федераци вĕренӳ органĕсем регион учебникĕсем, чĕлхепе, литературăпа, историпе, чăваш халăхĕн культурипе тĕрлĕ шайри вĕренӳ пособийĕсем кăларассине йĕркелеме пуçарулăх кăтартасси;

- Чăваш Республикинчи, çавăн пекех Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенчи аслă тата ятарлă вăтам пĕлӳ паракан заведенийĕсенче чăваш чĕлхипе тата культурипе профессионалсем вĕрентсе хатĕрлемелли тытăма çĕнетсе улăштарма хутшăнасси;

- Раççей Федерацийĕнче аслă вĕренӳ тытăмĕнче этнокультура чăваш компонентне пулăшасси;

- наци вĕренĕвĕн право никĕсне çĕнетсе улăштарма саккун кăлармалли пуçарусене хатĕрлесси;

- педагогăн - чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕн профессийĕн сумне ӳстермелли проектсене пурнăçласси;

- наци вĕренĕвĕн тытăмĕ тăрăх этноссен хушшинчи толерантлăха аталантарасси тата çирĕплетесси;

- уйрăмах пултаруллă ачасемпе çамрăксем валли вĕренӳ учрежденийĕсен сетьне йĕркелесси.

5) Этнокультурăра:

- чăвашсен ăс-хакăл пуянлăхне анлăн сарасси, çак тĕллевпе ку чухнехи вĕренӳ тата коммуникаци технологийĕсемпе усă курасси;

- ку чухнехи чăваш ӳнер культурин аталанăвне пулăшасси;

- наци культура традицийĕсене хисеплеме вĕрентсе ӳстересси, чăваш халăх историйĕпе культура пуянлăхĕн хăйне евĕрлĕхне сыхласа упрасси;

- çамрăксем чăваш халăхĕн истори тата культура пуянлăхĕпе, йăлана кĕнĕ тата професси ӳнер культурипе ытларах кăсăкланма пуçлаччăр тесе тăрăшасси;

- Чăваш Республикинче тата чăвашсем йышлăн пурăнакан регионсенче чăвашсен йăлана кĕнĕ тата професси культурине аталантарма пулăшакан этнокультура проекчĕсене пурнăçласси;

- Чăваш Республики Раççей Федерацийĕн регионĕсемпе тата чикĕ леш енчи çĕр-шывсемпе тытакан культура çыхăнăвĕсене йĕркелемешкĕн тата аталантармашкăн чăвашсене хутшăнма хавхалантарасси;

- чăвашсен культура пуянлăхне сыхласа упрас, ку чухнехи професси наци культурине аталантарас енĕпе ĕçлекен культура учрежденийĕсен специалисчĕсене хатĕрлеме, чăвашсен культура пуянлăхне халăх хушшинче саракансене, сыхласа упракансене пулăшасси;

- йăлана кĕнĕ тата професси культурине сыхласа упрама ачасемпе çамрăксен хушшинче ирттерекен конкурссене пулăшасси.

6) Информаци сферинче:

- чăваш халăхĕн культура хаклăхĕсене çĕнĕрен чĕртме тата трансляцилеме çĕнĕ технологисем ĕçе кĕртесси, этноссем пĕр-пĕринпе хутшăнма интерактив мелĕсене аталантарасси;

- чăваш культурине сарма мультимедиа хатĕрĕсене модернизацилесси;

- çӳллĕ шайри полиграфи тата тарăн содержаниллĕ стандартсемпе чăваш тата вырăс чĕлхисемлĕ Пĕтĕм Раççейри пичет кăларăмне туса хурасси;

- чăваш халăхĕн культура пуянлăхне сарас тата унăн хальхи аталанăвĕн çивĕч ыйтăвĕсене сӳтсе явас тĕлĕшпе тĕрлĕ йышши Интернет-проектсем йĕркелесси.

7) Этноссене пĕр чăмăра пĕрлештерес тата чикĕ леш енчи чăваш диаспорине интеграцилес тытăмра:

- этника хăйне евĕрлĕхне сыхласа хăварас енĕпе Чăваш наци конгресĕ тата чăваш наци культура пĕрлешĕвĕсем пĕрле ĕçлессине тивĕçтересси;

- Чăваш Республикин патшалăх тата общество тытăмĕсем Раççей Федерацийĕн регионĕсенчи тата чикĕ леш енчи чăвашсен институцийĕсемпе çыхăну тытмалли мелсене çĕнетсе улăштарасси;

- чăвашсен этника ушкăнĕсене пĕр чăмăра пĕрлештермелли эффективлă майсем туса хатĕрлесси