Регионсем хушшинчи обществăлла организаци

Чăваш наци конгресĕ

Чувашский национальный конгресс

Чăваш тĕнчи

2018, пуш (март), 1(84) №

Сăнсем

Видеосем

Николай Угаслов Чĕмпĕрти И.Яковлева халалланă уява хутшăнчĕ

Шырав

Çыхăну

Адрес: 428032 г. Чебоксары, ул. Композиторов Воробьевых, д. 10

Телефон: (8352) 62-35-61

Факс: (8352) 62-82-05

Эл. адрес: congress21@mail.ru

Документ тĕсĕ: rtf
Документа кĕртнĕ: 10.12.2013
Документа алă пуснă: 26.10.2013

Чăваш наци конгресĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен

 

Чăваш наци конгресĕн VIII Аслă Пухăвĕн делегачĕсем Президиумăн отчетлă докладне тата мандат комиссийĕн докладне сÿтсе явнă хыççăн Аслă Пуху çапла ЙЫШĂНАТЬ:

1. Чăваш наци конгресĕн Президиумĕ VII Аслă Пуху хыççăн туса ирттернĕ ĕçсене "çителĕклĕ" тесе хак парать.

2. Чăваш наци конгресĕн Президиумĕн, Раççей Федерацийĕн патшалăх наци политикин стратегине кашни кунри ĕçре тĕпе хумалла, çĕр-шыври тата Чăваш Республикинчи халăхсен хушшинчи килĕшĕве çирĕплетмелле;

Чăваш наци конгресĕн малашне тумалли ĕçсен стратегине хатĕрлес енĕпе ятарлă ушкăн туса хумалла, ăна 2014 çулта çирĕплетмелле;

Чăваш наци конгресĕн Уставне улшăнусем кĕртес енĕпе ятарлă ушкăн туса хумалла, Уставăн çĕнĕ редакцине 2014 çулта çирĕплетмелле;

Чăваш Республикин патшалăх тата вырăнти органĕсемпе тачă çыхăну тытса чăваш халăхĕн хăй евĕрлĕхне, йăли-йĕркине, культурине тата чĕлхине малалла аталантарас енĕпе малашне те тĕллевлĕ ĕçлемелле. Çак ĕçе пурнăçлама патшалăх органĕсемпе тĕрлĕ учреждени ирттерекен конкурссене хутшăнса грантсем çĕнсе илес енĕпе тăрăшуллă ĕçлемелле;

Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенче тата урăх çĕр-шывсенче чăваш наципе культура ушкăнĕсемпе ĕçлĕ çыхăнăва анлăлатмалла, тĕнчери пĕтĕм чăваш валли уявсем, конкурссем тата фестивальсем ирттермелле. Чăваш наци конгресĕн Президиумĕн кашни çулах регионсенчи чăваш наци культура ушкăнĕсемпе ĕçлеме пĕрлештернĕ ĕç планĕ тумалла;

Чăваш халăх историне тĕпчес тата ăна халăхсен хушшинче сарас енĕпе ятарлă ушкăн туса хумалла;

Чăваш наци конгресĕ тунă ĕçе республика пурнăçĕнче анлăрах кăтартмалла, унăн хăйĕн ĕçне интернетра тăтăшах çутатмалла, пресс-служба йĕркелемелле. "Чăваш тĕнчи" хаçата кăларса тăма республикăра финанс майĕсем тупмалла.

Чăваш писателĕсене халăхăн наци ăнланулăхне ÿстерме пулăшакан хайлавсем çырма хавхалантарас тĕллевпе тĕрлĕ номинаципе ЧНК литература премине туса хумалла, ăна авторсене (авторсен ушкăнĕсене) икĕ çулта пĕрре памалла.

3. Чăваш Республикин Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствине ачасемпе çамрăксен хушшинче чăвашлăх туйăмне, тăван тавралăха тата çĕр-шыва юратас туртăма, чунлăха аталантарас енĕпе вăйлăрах ĕçлеме, чăваш çамрăкĕсем валли çулленех тĕрлĕ слет, форум, ытти тĕрлĕ ĕç ирттерме, çуллахи лагерьсем уçма, республикăра тата Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенче чăваш чĕлхине аталантарас енĕпе тĕрлĕ конкурс, олимпиадăсем, çуллахи мероприятисем ирттерме сĕнес.

4. Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствине сĕнес:

Шупашкар хула администрацийĕпе пĕрле Национальноçсен çуртне уçас ыйтăва татса пама;

республикăри тĕрлĕ халăха наци культура ушкăнĕсене тытса тăрас енĕпе пулăшмалли ĕçе (çурт, штат тата укçа енчен) анлăлатма;

республикăри вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен администрацийĕсемпе пĕрле республикăри культура çурчĕсенче фольклор ушкăнĕсем уçма, вĕсем валли кашни çулах конкурссемпе фестивальсем ирттерме;

республикăри халăхсен хушшинче чăвашлăха аталантарас, чăвашлăх пĕлтерĕшне анлăлатас ĕçе вăйлатма;

республикăра Чăваш наци лицейĕсем уçас ĕçе хăвăртлатма;

чăваш писателĕсене пĕр союза пĕрлештерес ĕçе хăвăртлатма, унăн ĕçне патшалăхăн укçа-тенкĕ пулăшăвĕпе тивĕçтерме.

5. Республикăра вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен администрацийĕсене сĕнес:

чăваш чĕлхи Чăваш Республикин патшалăх чĕлхи пулнă май общество вырăнĕсене чăвашлăх туйăмĕпе тата чăваш чĕлхипе усă курса илемлетме;

кашни ача садĕнче чăваш фольклор ушкăнĕ уçма;

Чăваш наци конгресĕн вырăнти уйрăмĕсене чăвашлăха упрас тата аталантарас енĕпе ĕçленĕ чухне пулăшма.

6. Чăваш Республикин Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствине сĕнес:

чăвашла массăллă информаци хатĕрĕсене тата чăваш журналистикине аталантарас енĕпе уйрăм программа йышăнма;

чăвашлăха упрас тата аталантарас ĕçе халалланă, чăваш халăхĕн паллă ывăлĕ-хĕрĕ çинчен каласа кăтартакан кĕнекесем ытларах кăларма;

радиопа телекурав кăларăмĕсенче чăваш чĕлхипе анлăрах усă курма, унта чăвашла спектакльсем ытларах кăтартма.

7. Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствине сĕнес:

ял хуçалăх производствине пулăшас тата аталантарас енĕпе ятарлă программа çирĕплетме;

ялта пурăнакансем, уйрăмах çамрăксем валли ĕç вырăнĕсем çителĕклĕ тума.

8. Чăваш Республикин Экономика министерствине промышленноçа аталантарас, ĕçлекен çынсен шалу виçине тата халăхăн пурнăç шайне ÿстерес, республикăран кадрсем тухса каяссине чакарас енĕпе ятарлă ĕçсем тума сĕнес.

9. Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствине халăх сывлăхне тата унăн шутне ÿстерес енĕпе тăвакан ĕçсене сарма сĕнес.

10. Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институтне чăваш халăхĕн тата Шупашкар хулин историйĕсене тĕпчес ĕçе анлăлатма, çак ыйтусемпе наука-практика конференцийĕсем, çавра сĕтелсем нумайрах ирттерме сĕнес. Çак ĕçре институтăн Раççей Федерацийĕн тĕрлĕ регионĕнчи наука учрежденийĕсемпе тачăрах çыхăну тытмалла.

11. Чăваш кĕнеке издательствине ача-пăча валли чăвашла илемлĕ кĕнекесем, вырăсла-чăвашла словарьсем, чăваш халăх историйĕпе культурине халалланă литература кăларас ĕçе анлăлатма сĕнес.

12. Чăваш Республикин Патшалăх Канашне Чăваш Республикинчи вырăсла хитре мар янăракан ял ячĕсене улăштарас енĕпе ятарлă ĕçсем тума сĕнес.

 

 

Чăваш Республикин Конституцине (Тĕп Саккунне)

"Патшалăх" сăмаха кĕртесси çинчен

 

Чăваш наци конгресĕн VIII Аслă Пухăвĕ Чăваш Республикин Конституцийĕн (Тĕп Саккунĕн) 1 статйин 1 пунктне "Патшалăх" сăмаха кĕртме ыйтать.

 

 

Чăваш керменĕ çинчен

 

Чăваш наци конгресĕпе Чăваш тавра пĕлÿçисен пĕрлĕхĕ çирĕм çул каялла Шупашкарти Чăваш этноцентрĕнче (Чăваш ялĕнче) Чăваш керменне (Халăхсен туслăх дворецне) лартма тытăнасси çинчен ыйту хускатнă, ăна тĕрлĕ шайра нумай хут сÿтсе явнă.

Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ А.О. Ладыков 2012 çулхи пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче Патшалăх Канашне янă 1454-мĕш çырура Чăваш керменне лартма виçĕ вырăнтан пĕрне суйласа илме сĕнет: «Университет-2» микрорайонта (заказчик-застройщик «Тус» хупă акционер обществи), «Грязевская стрелка» 1-А микрорайонта («Старко» фирма) тата Президент бульварĕнче - Чăваш патшалăх филармонийĕ патĕнче.

Çакăн хыççăн ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсемпе архив ĕçĕн министерстви Пуçару ушкăнне çапла хурав панă: «Вопрос об открытии в г. Чебоксары Дома национальностей является актуальным, в связи с чем он находится под постоянным контролем Министерства. Строительство нового здания на эти цели в ближайшие годы не представляется возможным...» (2013 çулхи нарăсăн 13-мĕшĕ, 0-4 / 14-676 №).

Çак лару-тăрăва шута илсе Чăваш наци конгресĕн VIII съезчĕ çапла йышăнать:

1. Чăваш керменне тума чăваш наци культура автономийĕсемпе фирма-компанисене тата уйрăм усламçăсене пая кĕртсе пĕтĕм халăх меслечĕпе лартма тытăнас.

2. ЧНК Мăн Канашне строительство Попечителĕсен канашне йĕркелеме хушас.

 

 

Чăваш халăх хуралĕ çинчен

 

1. Чăваш вырăнĕсенче Ваттисен канашĕсем (Советы Старейшин) тата ял мухтарĕсен (старостисен) витĕмĕ пархатарлă пулнине палăртса VIII Аслă Пуху Чăваш наци конгресĕн вырăнти уйрăмĕсене, тулайри наци культура автономийĕсене, центрсемпе ушкăнсене тата ытти пĕрлĕхсене пурне те Ваттисен канашĕсен çирĕп тытăмне йĕркелесе çитерме тата вĕсен сапăрлăх (воспитани) ĕçĕнчи ырă витĕмĕпе туллин усă курма ыйтать.

2. Халăх хуралĕ, Ваттисен канашĕ тата ял мухтарĕсем çинчен калакан тÿрлетнĕ тăрăма (положение) «Чăваш тĕнчи» хаçатра çĕнĕрен пичетлесе кăларас.

3. ЧНК Президиумĕпе тĕп ĕçтăвкомне Чăваш ваттисен тĕп канашĕн çĕнĕ йышне пăхса тухса çирĕплетме, наци автономийĕсем урлă тулай çĕрти Ваттисен канашĕсемпе тытакан çыхăнăва вăйлатма хушас.

 

 

Г.С. Лебедев ячĕллĕ наци интернат лицейĕ çинчен

 

1. Шупашкар хулинчи 2012 çулхи çĕртме уйăхĕнче хупăннă Г.С. Лебедев ячĕллĕ наци интернат лицейне сыхласа хăварма, ăна çĕнĕлле ĕçлеттерсе яма май туса памалла.

2. Чăваш ачисен шкулне "Пултаруллă ачасен Г.С. Лебедев ячĕллĕ Чăваш наци интернат лицейĕ" ят памалла.

3. Лицей йĕркелÿçи ЧР Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерстви пулмалла.

4. Лицее 200 ача валли вĕренÿ çурчĕ (шкул), укçа-тенкĕ шыраса тупма пулăшмалла.

5. Чăваш Республикин прокуратуринчен лицей çурчĕсемпе вăл вырнаçнă 3 гектар ытла лаптăка сутма хăтланакансене чарма тата киревсĕр çав ĕç мĕнле шайра пулнине тĕпчеме ыйтас.

 

 

Чăваш наци телекуравĕ çинчен

 

2011 çулхи юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш наци телекуравĕ ĕçлеме пуçларĕ. Ырă çак ĕçшĕн Чăваш Республикин Пуçлăхне М.В. Игнатьева, Чăваш Патшалăх Канашне тата Министрсен Кабинетне тав тумалла. Анчах унтанпа 2 çул иртрĕ пулин те патшалăх укçине питĕ нумай тăкса тунăскер халĕ те йĕркеллĕ ĕçлесе каяймасть.

Чăвашла кăларăмсем Концепцире палăртнă пек 65 процент пулса пымаççĕ. Эфир сеткине тишкерсен куравсен темисем ансăрри, вĕсем йĕркеллĕ тухса пыманни, урăх телеканалсенчен илнĕ фильмсем хуçаланни палăрать. Вырăсла кăларăмсен шучĕ чăвашлисенчен темиçе хут нумайрах. Чăваш спектаклĕсемпе фильмĕсем питĕ сахал.

Çак тата ытти çитменлĕх йăлтах Чăваш наци телекуравĕ халĕ те "тулли" пуçлăхсăр пулнипе çыхăннă. Кăçалхи çу уйăхĕнче иртнĕ конкурсра комисси обществăра хăйсен ĕçĕсемпе палăрнă, телекурав ĕçне лайăх пĕлекен тăхăр кандидатран пĕри те Чăваш наци телерадиокомпанийĕн пуçлăхĕ пулма тивĕçлĕ мар тесе йышăнчĕ.

Малтанах телекурав тăвасси питĕ хакла кайса ларать тесе хăратакансем халĕ, ăна туса хунă хыççăн, чăваш халăхĕ кĕтнĕ телекурава аталантарса ярассишĕн пĕрре те тăрăшмаççĕ. Чăваш наци конгресĕн VIII Аслă Пухăвĕ çак ыйтăва ЧР Пуçлăхĕнчен çитес вăхăтрах татса пама ыйтать.

 

2013, юпа, 26