Регионсем хушшинчи обществăлла организаци

Чăваш наци конгресĕ

Чувашский национальный конгресс

Чăваш тĕнчи

2018, пуш (март), 1(84) №

Сăнсем

Видеосем

Николай Угаслов Чĕмпĕрти И.Яковлева халалланă уява хутшăнчĕ

Шырав

Çыхăну

Адрес: 428032 г. Чебоксары, ул. Композиторов Воробьевых, д. 10

Телефон: (8352) 62-35-61

Факс: (8352) 62-82-05

Эл. адрес: congress21@mail.ru

Документ тĕсĕ: doc
Документа кĕртнĕ: 27.04.2015
Документа алă пуснă: 25.04.2015

«Чăваш наци конгресĕ»

регионсен хушшинчи общество организацийĕн Ваттисен канашĕ

Чăваш Ен халăхне чĕнсе калани

 

 

Чăваш Республикин хисеплĕ çыннисем!

 

Эпир, Ваттисен канашĕн членĕсем - вăрçăпа тыл ветеранĕсем тата вăрçă ачисем - Тăван çĕршывĕн аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитес умĕн тĕнчери лару-тăру тата экономикăри кризислă пулĕмсем çивĕчленнишĕн пăшăрханнине палăртатпăр.

Çĕр-шыв фашистлă Германие çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине уявлама хатĕрленет, çав вăхăтрах хĕвел анăçĕнчи чылай патшалăхра пирĕн халăхăн çĕнтерӳ пĕлтерĕшне чакарас тĕллевлĕ политика сарăлса пырать. Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçин историне пăсса улăштарни фашизма çĕнĕрен чĕртсе ярас шутпа çыхăннă, çакна Украинăри событисем уçăмлăн кăтартаççĕ.

Раççейĕн тĕнчипе паллă мирлĕ политики тата унăн тĕрекленсе пыракан оборона хăвачĕ хальхи агрессорсене канăç памасть. Çĕр çинчи çут çанталăк ресурсĕсен пысăк пайĕ Раççейĕн пулни те. Крым халăхĕ ыйтнипе, çурутрав килнĕ Раççее таврăнни те «анчăксене» вĕчĕрхентерет…

Америкăн Пĕрлешлĕ Штачĕпе вĕсен хĕвеланăçри пулăшуçисем пирĕн çĕр-шыва хирĕç калама çук анлă та пур енлĕ информаци вăрçине пуçласа ячĕç. Политикăра тата экономикăра нимле те ăнланма çук санкцисем йышăнаççĕ. çакă, паллах, Раççей экономикине сиен кӳретех ĕнтĕ.

Эпир, аслă ăру представителĕсем: вăрçăпа вăрçă хыççăнхи юхăнчăка тата çĕнтерме пултарнисем, чăтса ирттернисем, ачаран выçлăхпа çукра ӳснисем, калама çук йывăр ĕçре пиçĕхнисем, каярах вара нумай нациллĕ йышра Тăван çĕр-шыв вăй илсе çунатланнине курса савăннă. Халăхсем пĕр шухăшлă туслă килĕшсе ĕçлесе пурăнсан темле йывăр самантсенче те çĕнтерме майсем пуррине лайăх пĕлетпĕр.

Пĕтĕм халăх уявĕ умĕн эпир сире, хаклă ентешсем, пурнăçри, экономикăри чăрмавсене çĕнтерес тĕллевпе мĕнпур вăйсене пĕрлештерсе, анлă юхăма кар тăрса хутшăнма чĕнсе калатпăр, çак ĕçре кашнийĕ хăйĕн чи паха енĕсене кăтарттăр.

Чăн малтан унчченхи Совет Союзĕнчи мĕнпур халăхсемпе пĕрле, çав шутра республика тулашĕнче пурăнакан чăвашсемпе те, прогрессивлă этемлĕхпе пĕрле çĕнтерĕвĕн чаплă юбилейне тивĕçлипе кĕтсе илĕпĕр. Хальхи тата пулас ăрусемшĕн хăйсен пурнăçне шеллемен паттăрсене аса илĕпĕр. Аслă çĕнтерĕве Чăваш Енĕн ывăлĕсемпе хĕрĕсем те тивĕçлĕ тӳпе хывнине асра тытăпăр, фронта 208 пин ытла çын тухса кайнине, вĕсенчен 100 пин çын вăрçăран таврăнайманнине манпăпăр. 75 ентеш Совет Союзĕн Геройĕн чыслă ятне илнĕ, 54 пин çынна орденсемпе тата медальсемпе наградăланă.

Пирĕн мăн асаттесем, пиччесемпе аппасем вăрçăпа вăрçă хыççăнхи калама çук йывăр çулсенче кунĕн-çĕрĕн заводсемпе фабрикăсенче, стройкăсенче, уй-хирпе фермăсенче ĕçленĕ, фронта апат- çимĕçпе, кĕпе-тумтирпе: атă-пушмакпа, çапăçура кирлĕ мĕн пур вăрçă хатĕрĕсемпе тивĕçтерсе тăнă. Аслă çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă.

Анчах çĕнтерӳ кунĕ умĕн обществăн чылай пысăк пайĕ çĕршыв шăпишĕн тата тулăх пурнăçшăн яваплăх туйăмĕ чакса пынине палăртать.

Общество кĕске вăхăтрах халсăрланчĕ, нумайăшĕн сӳрĕклĕх, юлхавлăх, çавăнпа пĕрлех Совет Союзĕнчен юлнă пурлăха салатма хатĕр туйăм çуралчĕ.

Чăваш халăхĕ яланах ăс-хакăлпа шухăш-кăмăл енчен, культура пуянлăхĕсене упраса хăварнипе палăрса тăнă.

Эпир обществăпа бизнеса тата влаçа пĕрлештерсе пĕтĕм вăя кризиса хирĕç йышăнакан мерăсене пурнăçлама чĕнсе калатпăр.

çĕршыв Президенчĕ В.В. Путин тытса пыракан шалти тата ту-лашри политикăна ырлатпăр, республикăна малалла аталантарас тĕлĕшпе Чăваш Ен ертӳçисем тăвакан ĕçсене те ырласа йышăнатпăр.

çамрăксене тата çитĕнекен ăрăва ĕçе хăнăхтарса ӳстерес, вĕсен ăс-хакăлĕпе шухăш-кăмăлне тата патриотизм туйăмне вăйлатас ыйтусем чи малти вырăна тухса тăраççĕ.

Республикăн кашни çитĕннĕ çыннийĕ ĕçри тăрăшулăхпа, йĕркелĕхпе, культурăпа, тавралăха тирпейлĕ тытнипе ырă тĕслĕх кăтартма тивĕç.

Хальхи лару-тăру рынока патшалăх енчен витĕм кӳрессине вăйлатма, финанс ресурсĕсене экономикăн чи кирлĕ отраслĕсене, уйрăмах ял хуçалăхне аталантармашкăн хистет.

Уявсене ĕçри çитĕнӳсемпе кĕтсе илес йăла пирĕн халăхра мĕн авалтан пырать. Атьăр-ха, çĕнтерӳ ячĕпе йывăçсем ытларах лартас, çĕнĕ скверсем уçас, çурхи уй-хирĕ ĕçĕсене вăхăтра тата пысăк пахалăхпа ирттерес тĕлĕшпе пĕтĕм вăйсене пĕрлештерер. çакă çĕр-шывăн апат-çимĕç хăрушсăрлăхне тытса пырас ĕçре пысăк тӳпе пулĕ. Ун çинчен çĕр-шыв Президенчĕ сахал мар асăрхаттарнă. çамрăк вăрман шăтнă тата сухаласа акман хирте тырă пулмасть, сухаласа акнă ана çинче тырă пулать. Раççей аталанăвĕ тата вăй-хăвачĕ - ĕçре.

Çапла пултăр!