Регионсем хушшинчи обществăлла организаци

Чăваш наци конгресĕ

Чувашский национальный конгресс

Чăваш тĕнчи

2017, чӳк (ноябрь), 6(84) №

Сăнсем

Видеосем

Людмила Балтаева куравĕ уçăлчĕ.

Шырав

Çыхăну

Адрес: 428032 г. Чебоксары, ул. Композиторов Воробьевых, д. 10

Телефон: (8352) 62-35-61

Факс: (8352) 62-82-05

Эл. адрес: congress21@mail.ru

Документ тĕсĕ: docx
Документа кĕртнĕ: 19.08.2015
Документа алă пуснă: 19.08.2015

Н.Ф.Угаслов

Наципе культура организацийĕсен нумай культура уçлăхне упраса хăвармалли тата аталантармалли вырăнĕ.

 

 

Чăваш Республикинче 1 251 600 çынна яхăн, 128 наци çыннисем тата 8 этнос ушкăнĕсем пурăнаççĕ. Республикăри кашни 100 çынран 68-шĕ чăваш, 27-шĕ вырăс, 3-шĕ тутар, пĕри мордва. Вĕсенчен чылайăшĕ хăйĕн тăван чĕлхипе калаçать. Тĕрлĕ наци çыннисем пĕр-пĕринпе хутшăннă

чухне вырăс чĕлхипе ытларах усă кураççĕ.

Республикăра пурăнакан кашни халăх хăйĕн культурипе чĕлхине кирлĕ пек аталантарма пултарать. Ку ĕçе 33 наципе культура пĕрлешĕвĕ йĕркелесе пырать. Вĕсем пирĕн республикăра пур наци çыннисене пĕрлештерсе тăраççĕ.

Чăваш наци конгресĕ Чăваш Енри наципе культура пĕрлешĕвĕсемпе килĕштерсе ĕçлет, вĕсен ертÿçисемпе ĕçлĕ тĕл пулусем ирттерет, ыйтусене пĕрле сÿтсе явать, пулăшу парать, уявсене хутшăнать. Пирĕн республикăра пуранакан тĕрлĕ халăх çыннисем кашни çулах

хăйсен уявĕсене: чăвашсем-Акатуй, тутарсем-Сапантуй, Ураза-Байрам тата Курбан-Байрам, узбексем-Навруз, марисем-Пеледыш, еврейсем-Роша-а-Шана, нимĕçсем-Остерн иртереççĕ. Республикăра иртекен наци уявĕсене пурте пĕрле хутшăнса савăнаççĕ, пĕр-пĕрин культурисемпе паллашаççĕ, вăхăта усăллă иртереççĕ. Çак наци уявĕсем республикăри

тĕрлĕ халăх хушшинчи килĕшÿпе çураçăва тата тăнăçлăха çирĕплетме пулăшаççĕ. Чăваш Енре пурăнакан пур халăх та пирĕн республикăна тăнăçлă

республика тесе шутлать. Кунта тĕрлĕ наци çыннисене пурăнма, ĕçлеме, канма тата хăйсен культурине аталантарма пĕр тан йĕрке (услови) туса панă.

Чăваш Республикинче пурăнакан тĕрле халăх çыннисем этнос енчен пĕрлешсе тата кăварлашса ушкăнсем йĕркелесе усал ĕç (преступлени)туни тата пĕр-пĕринпе хирĕçсе, вăрçса-çапăçса пурăнни пулман.2010 çулхи çырав (перепись) тăрăх, Раççейре вăтамран 1 440 000 чăваш пурăнать. Вĕсенчен çуррине яхăн Чăваш Республики тулашĕнче тĕпленнĕ. Тĕслĕхрен, Чĕмпĕр облаçĕнче – 95 000 чăваш.Раççей Федерацийĕн тĕрлĕ тăрăхĕнче (регионсенче) чăвашсен наципе культура 90 пĕрлешĕвĕ ĕçлет. Чăваш наци конгресĕ вĕсене культура тата чăвашлăха аталантарас енĕпе яланах тĕрлĕ енлĕ пулăшу парать. Çав тĕллевпе конгресс ĕçтешĕсем вырăнсене тухса ларусем ирттереççĕ, наци уявĕсене хутшăнаççĕ, чăвашлăх ĕçĕнче палăрнисене чыслаççĕ. Çĕртме уйĕхĕн 12-13-мĕшенче Тюмень облаçĕн чăвашĕсем Акатуй ирттерчĕç. Ăна йĕркелекенсенчен пĕри-Тюмень облаçĕн чăвашĕсен «Тăван» пĕрлешĕвĕ пулчĕ (ертÿçи Ираида Николаевна Маслова). Уява ЧНК президиумĕн тата вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕн пайташĕсем Юлия Анисимовăпа Геронтий Никифоров хутшăнчĕç. Анат Тавда районĕнче иртнĕ Акатуй тĕрлĕ халăх çыннисене татах та çирĕпрех туслаштаракан пысăк уяв пулса тăчĕ

Акатуй Тюмень тăрăхĕнче пурăнакан ентешĕмĕрсене туллинрех пĕтĕçтерчĕ кăна мар, пирĕн туслăха çирĕплетрĕ те, ĕмĕр-ĕмĕр пĕрле пурăнмаллине аса илтерчĕ.Конгресс тулай чăвашĕсене ăс-хакăлпа культурăна аталантарма ĕç-пуçа явăçтарать.

ЧНК пуçарăвĕпе кашни çул пĕтĕм тĕнчери чăваш эстрада юррисен «Кĕмĕл сасă» конкурс-фестиваль, «Чăваш пики» конкурс иртет. Çакнашкал пултаруллă ăмăртăвĕсене Чĕмпĕр пикисем те хастар хутшăннине палăртма кăмăллă. 2013 çулта «Кĕмĕл Сасă» фестивале Чĕмпĕр тăрăхĕнчен Евгений Шепелев, Татьяна Фролова, 2014 çулта София Афанасьева, 2015 çулта Людмила Белова юрăçсем хастар хутшăнчĕç.

2015 çулта иртнĕ «Кĕмĕл Сасă» конкурс пирки пĕр-икĕ сăмах. Ку конкурса эпир Чăваш чĕлхи кунĕнче, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнче ирттертĕмĕр. Кăçалхи ăмăртăва республикăри юрăçсемсĕр пуçне, Чĕмпĕртен, Иркутскран, Мурманскран тата Тутарстанпа Пушкăртстанран килнисем – пурĕ 20 çын ытла пулчĕç.

Ăмăрту хĕрÿ иртрĕ. Чĕмпĕр пики Людмила Белова «Чи çепĕç чăваш юрăçи» ята тивĕçрĕ. «Кĕмĕл Сасă» конкурс пĕтĕмлетĕвĕнче тăван чĕлхене, йăла-йĕркене, юрра-кĕвве анлă çул памалла тени тĕп шухăш пулчĕ.

2005 çултан пуçласа Муркаш районĕн «Кĕрен парăс» кану çуртĕнче Раççейĕн тĕрлĕ тăрăхĕнче пурăнакан чăваш ачисем валли ятарлă смена йĕркелерĕмĕр. Кăçал та «Эткер» лагерьте чăваш чĕлхипе литература олимпиадисенче, юрă-ташă, ăс-хакăлпа тата ытти пултарулăх ăмăртăвĕсенче çĕнтерне тата палăрнă Пушкăртстанпа Тутарстан,

Ĕрĕнпур, Чĕмпĕр, Тюмень, Сарă Ту, Пенза облаçĕсенчен, Мускав тата Чăваш Ен ачисем канма тивĕçлĕ пулчĕç. Канакансен йышĕнчи Чĕмпĕр облаçĕн Чăнлă регионĕн Кивĕ Улхаш ялĕнчен килнĕ Алина Сулагаева, Данил Сулагаев, Яна Эльмукова ăс-хакăл ăмăртăвĕсемпе вăййисенче

хастар пулчĕç. 2009 çултанпа Шупашкарта чăваш халăх чи пысăк уявне Акатуя ирттеретпĕр. Кăçал уява ЧР тулашĕнчен 12 пултарулăх ушкăнĕ хутшăнчĕ.

Чĕмпĕр тăрăхĕнчен Мелекесс хулинчен килнĕ «Савăнăç» халăх

ансамблĕ (илемлĕх ертÿçи - Иванюкова) хăйĕн илемлĕ юрри-ташшипе куракансене тыткăнларĕ.

Паян Чăваш наци конгресĕ çĕнĕ уставпа ĕçлет.Унпа килĕшÿллĕн ЧР кашни районĕнче тата Шупашкар хулинче ЧНК уйрăмĕсене уçрăмăр.Вĕсем чăваш халăх историпе культурине, йăли-йĕркине упраса хăварас тата аталантарас тĕллевпе вырăнта халăхпа пĕрле тухăçлă вăй хураççĕ.

ЧНК тытăмĕнче 12 комитет йĕркелерĕмĕр. Комитетсем кал-кал

ĕçлеççĕ. Кашни комитет çулталăк планне пăхăнса хăйĕн ĕçне тăвать. Вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕн ĕçне илер. Вăл 2014 çулхи чÿк уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 115 çул çитнине чысласа « Чăваша – чăваш чĕлхи

кирлĕ…» форум ирттерчĕ. Çак пухура чăваш чĕлхине тата тăван ен историйĕпе культурине шкул вĕрентĕвĕнче сыхласа хăварасси, вĕсен пĕлтерĕшĕпе тарăмне çĕклесси çинчен калаçу пулчĕ.

Вĕренÿ министерстви республикăри мĕнпур районти шкулсене вĕренÿ эрнине кĕскетмесĕр, 6 кун ĕçлесе пыма сĕнчĕ.

Тухса калаçакансем чăваш чĕлхине шкулта тата ача садĕнче вĕрентес, чăвашла хутшăну талкăшне сарас, пуплев тасалăхне упрас тата хальхи ытти çивĕч ыйтусене хускатрĕç. Пăшăрхантаракан ыйтусен йышĕнче чĕрĕ пуплев тата çыру

культури хавшани. Чăваш чĕлхин кирлĕлĕхĕ чакса пыни пулчĕ. Ача садĕсенче, училищисенче, колледж-техникумсенче, аслă шкулсенче чăваш чĕлхине вĕренÿ планне кĕртсе вĕрентессине, çакна валли тивĕçлĕ программăсемпе методика литератури хатĕрлемеллине пайăррăн палăртрĕç. Ача садĕсенчи воспитательсем валли чăваш чĕлхи вĕрентме

пулăшакан курссем йĕркелемелле, радиопа телекуравра ача-пăча валли хатĕрленĕ чăвашла кăларăмсен йышне ÿстермеллине çирĕплетсе каларĕç. Чăваш Енре туса кăларакан юр-варпа ĕçме-çимене, географи объекчĕсемпе чарăну ячĕсене чăвашла ят парас ыйтăва та айккинче хăвармарĕç

2015 çул – республикăра К.В. Иванов çулталăкĕ пулни паллă. Конгресс та литература çулталăкне хастар хутшăнчĕ. Шкулсенче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентĕвне лайăхлатас, ачасен ÿнер ăсталăхĕпе пултарулăхне аталантарас тĕллевпе «К.В. Иванов – 125 çул» викторина «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» конкурс тата чăваш халăх писателĕн Илпек Микулайĕн «Хура çăкăр» романне кам тĕплĕн вуланă?» викторина

ирттертĕмĕр. Çак пултарулăх ăмăртăвĕсене ЧР тата Раççей Федерацийĕн тĕрлĕ тăрăхĕнче пурăнакан чăваш ачисем хастар хутшăнчĕç.

Кăçал Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçинче фашистла Германие çапса аркатнăранпа 70 çул çитрĕ. ЧНК Çĕнтерÿ кунне Шупашкарăн тĕп сцени çинче, К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ умĕнче паллă турĕ. Хăнасемпе Шупашкар хулин çыннисене чăвашла концерт кăтартăмăр. Концерт курма килнĕ халăха вăрçă чарăннăранпа

70 çул çитне ятпа тата Аслă Çĕнтерÿ ячĕпе саламларăмăр, пурин те тăнăç пурнăçшăн тăрашса ĕçлемеллине палăртрăмăр.

Çу уйăхĕн 27-28 – мĕшĕнче Пушкăрт Республикин Пелепей районĕн Слакпуç ялĕнче Константин Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине чысласа поэзи уявне ирттертĕмĕр. Уява ЧР чăваш чĕлхи учителĕсем, писательсем, ученăйсем, юрăçсем тата фольклор ушкăнĕсем хутшăнчĕç.

ЧНК Ульяновск облаçĕн чăвашсен наципе культура автономийĕпе туслă ĕçлет. Автономи чăваш халăхĕн культура еткерлĕхне, йăли-йĕркине мешехине упраса хăварма курăмлă ĕçсем тавать. Вĕсенчен пĕрне çĕртме 20-мĕшĕнче Акатуй ирттернине палăртмалла.Кашни çул ЧНК çумĕнчи Вячеслав Христофоров ертсе пыракан «Янра,юрă» эстрада ушкăнĕ Пушкăртстан, Самара, Сарă Ту, Тюмень, Чĕмпĕр

тăрăхĕсенче концертсем ирттерет.

ЧНК хăйĕн ĕçне-хĕлне «Чăваш тĕнчи» хаçатра, Чăваш Ен наци

телерадиокомпанийĕн, «Чăваш Ен» патшалăх телерадиокомпанийĕн, ЮТВ телеканалĕсенче репортажсемпе сюжетсенче тата статьясенче пĕлтерсех тăрать тата сайтра кирле хыпарсен вырнаçтарсах тăрать.

Паянхи кун ЮНЕСКО тĕпчевĕсем чăваш чĕлхи пĕтекен, çĕр

чăмăрĕнчен çухалакансен йышне кĕртни пире пĕрре те савăнтармасть. Çавнашкал лару-тăрура ЧНК 2015-2020 çулсем валли чăваш халăх чĕлхипе культурине упраса хăвармалли, вĕрентмелли тата аталантармалли Программа проектне халăх умне кăларма, халăха паллаштарма хатĕрлет

Чăваш чĕлхи вăл – культурăн пĕр пайĕ. Чăвашла тĕрĕс калаçма, çырматата унпа хутшăнма пултарни паян питĕ пĕлтерĕшлĕ пулмалла. Ку вара шкулта вĕрену предмечĕсен йышĕнче чăваш чĕлхи мĕнле вырăнта

тăнинчен килет. Халĕ 9 класс вĕренсе пĕтерекен ял ачисене чăваш чĕлхине суйласа илсе экзамен т ытма ирĕк панă. Кăçалхи 2014-2015 вĕренÿ çулĕнче республикăн ял шкулĕсенчи 9 класс вĕренсе пĕтерекенсенчен 19 ача кăна чăваш чĕлхипе патшалăх тĕп экзаменне тытрĕç.

Экзамена сахаллăн тытни пире пăшăрхантарать тата

шухăшлаттарать. Чăваш чĕлхи пирĕн республикăра, вырăс чĕлхи пекех, патшалăх чĕлхи пулнине манас марччĕ. Ачасен пĕлĕвне патшалăх шайĕнче тĕрĕслемелле, тĕрĕслемесен Чăваш çĕрĕ çинче пурăнса тăван чĕлхесĕр юлмăпăр-ши эпир? Чăваш чĕлхине упраса хăвармасан килес ăру мĕн калĕ-ши пире?

Ачасен ăс-хакăлĕпе тавра курăмне аталантарма тата ÿстерме, наци мăнаçлăхне çĕклеме шкулсен вĕренÿ тытăмне «Тăван Ен историпе культури» предмета çитĕп йĕркене кĕртмелле, 5-9-мĕш классенче эрнере 1 сехет пăрăнми (обязательно) вĕрентме май тупмалла. Хальлĕхе çак предмета пур шкулта тулли вĕрентмеççĕ.

Нимĕн тума та çук, глобализаци тапхăрне кĕрсе пыртпăр. Шкулсенче чăваш чĕлхине вĕрентесси кăткăслансах пырать. Ял халăхĕн калаçăвĕ –пуплевĕ вырăслана пуçларĕ. Паянхи кун тăван чĕлхе хăйĕн кирлĕлĕхне, çепĕçлĕхне çухатса пырать. Çак пулăма чарма шкулта чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн вăйĕ çитмест. Çавăнпа эпир патшалăх шайĕнче чăваш чĕлхине упраса хаврма Программа тата Чаваш Республики пуçлăхĕ çумĕнче чĕлхе Канашĕ тума сĕнетпĕр.

Чăвашлăх ĕçне конгресс чĕлхе тавра йĕркелесе пырать. Ку енĕпе ĕçлеме Чăваш Республикин чĕлхесем çинчен калакан саккунĕ пур. Çав саккун нормисене пурте пăхăнса ĕçлесен чăваш халăхне наци пек пулма тата малалла аталанма, хăйне евĕрлĕ культурипе йăла-йĕркине упраса хăварма май парать.

Çурла уйăхĕнче ЧНК пресс-служби ерÿçи Зоя Яковлева тата ЧНК Мăн Канашĕн пайташĕ, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх унивеститечĕн профессорĕ Владимир Васильев Тюмень тăрăхĕнче пурăнакан чăвашсемпе паллашас, вĕсем çинчен документлă фильм ÿкерес тĕллевпе Сургут, Нефтеюганск, Тобольск тата Тюмень хулисене, ку

тăрăхри Пĕчĕк Хутор. Канаш, Анат Тавда ялĕсене çитсе курчĕç. Çĕпĕр чăвашĕсен пурăçĕпе ĕçĕ-хĕлне, йăла-йĕркине, пурлăхне çутатма фото тата видеоматериалсем нумай хатĕрлерĕç.

Эпир тĕрлĕ халăх хушшинче пурăнатпăр. Кÿршĕре – вырăссем,

тутарсем,çармăссем, мăкшăсемпе ирçесем; юнашарах – пушкăртсем, удмуртсем…Чăвашсем çĕр-шывăмăрăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнаççĕ.

Тĕнчипех сапаланнă йăхташăмăрсен чĕлхине, культурине упраса хăварма, аталантарма Чăваш наци конгресе хăйĕн вăй-халне шеллемест, Раççей Федерацийĕн регионĕсен тата чикĕ леш енчи çĕр-шывсен чăваш наци культура пĕрлешĕвĕсемпе пĕрле мĕн кирлине туса пыма тăрăшать.