Регионсем хушшинчи обществăлла организаци

Чăваш наци конгресĕ

Чувашский национальный конгресс

Чăваш тĕнчи

2017, çĕртме (июнь), 1(79) №

Сăнсем

Видеосем

ÇĔР_АННЕ ЫТАМĔНЧЕ. ТЕЛЕПРОГРАММА

Шырав

Çыхăну

Адрес: 428032 г. Чебоксары, ул. Композиторов Воробьевых, д. 10

Телефон: (8352) 62-35-61

Факс: (8352) 62-82-05

Эл. адрес: congress21@mail.ru

13.07.2017 10:54

Утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче Çĕрпÿ район ĕçченĕсем Акатуй ирттерчĕç. Çанталăкĕ вăл кун хĕвеллĕ пулчĕ, çавăнпа халăх уява йышлă пухăнчĕ. Районта пурăнакан тĕрлĕ халăх çыннисем хăйсен тумĕпе уява пыни Акатуя сăн кĕртрĕ. Ирех Акатуй лапамĕнче сунтал сасси янăраса кайрĕ: тимĕрçĕсен регионсен хушшинчи конкурс-фестиваль уçăлчĕ. Кăнтăрлапа «Наци культурисен тăкăрлăкĕнче» уçă фестиваль ĕçлеме пуçларĕ. Çавал шывĕ хĕррипе суту-илÿ лавккисем ларса тухнă. Ал ĕç ăстисен тĕрлĕ япали хăйсен вырăнне тупнă кунта. Чăх-чĕп, хур-кăвакал сутассине те йĕркеленĕ. Акатуя килнисем кăмăла каякан чылай тавар туянма пултарчĕç. Илемлĕ лапамра Çĕрпÿ районĕн ял тăрăхĕсен ĕçченĕсем кил-çурт картишĕпе пÿрт ăш-чиккин ĕлкисене ретĕн-ретĕн майлаштарса вырнаçтарнă. Унта-кунта хут купăс, тăм шăхлич сасси илтĕнсе тăчĕ. Районта пурăнакан тĕрлĕ халăх çыннисем ял тăрăхĕн картишĕ умĕнче юрă-ташăпа куракансене савăнтарчĕç. Уяв чыславĕнче чăвашлăха аталантарас тĕлĕшпе тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн Чăваш наци конгресĕн Хисеп хутне Çĕрпÿ вулавăшĕн тĕп ĕçтешĕ Татьяна Аванская тата Патăрьел культура çурчĕн ертÿçи Лиана Яковлева тивĕçрĕç. Юрă-ташă халăха сцена патне пуçтарчĕ. Унта юрă, вăйă, ташă, такмак тата ытти те пĕр-пĕринпе ылмашăнса янăрарĕ. Кĕвĕ-çемĕ юратакансем каç кÿлĕм Анастасипе Захар Заволокинсен концертне курса киленчĕç. Кунтах пирĕн юрă ăстисемпе хут купăсçăсем хăйсен пултарулăхĕсемпе паллаштарчĕç. Мускав хăнисем чи лайăх номерсене çырса-ÿкерсе илчĕç. Çĕрпÿ Акатуйĕ районта пурăнакан тĕрлĕ халăх çыннисене татах та пĕтĕçтерчĕ, туслаштарчĕ, ĕмĕр-ĕмĕр

килĕштерсе пурăнмаллине аса илтерчĕ.

 

Геронтий НИКИФОРОВ, ЧНК вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕн ертÿçи.

Делегация Чувашии приняла участие в празднике чувашской культуры «Акатуй» в Оренбургской области

10.07.2017 14:37
Делегация Чувашии приняла участие в празднике чувашской культуры «Акатуй» в Оренбургской области

 

9 июля 2017 г. в селе Пронькино Сорчинского района Оренбургской области состоялся областной праздник чувашской культуры «Акатуй».

На празднике участвовали и активисты ЧНК в лице помощника президента ЧНК по культуре Вячеслава Христофорова и эстрадной группы "Янра юрă".

С праздником плуга и земли жителей и гостей поздравили вице-губернатор – заместитель Председателя Правительства Оренбургской области по внутренней политике Вера Баширова, глава городского округа Сорочинск Татьяна Мелентьева, начальник отдела этноконфессиональных отношений Министерства культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики Кирилл Павлов, президент Оренбургской региональной национально-культурной автономии Петр Семенов и другие почётные гости.Помощник президента ЧНК по культуре Вячеслав Христофоров от имени Николая Угаслова поздравил с национальным праздником и вручил наиболее активным членам национально-культурной автономии чувашей Оренбургской области Почетные грамоты конгресса.

Кирилл Павлов зачитал поздравление Главы Чувашской Республики М.В. Игнатьева с праздником «Акатуй». «…Этот чувашский национальный праздник, пришедший к нам из глубины веков, воплощает в себя лучшие качества народа, его трудолюбие и гостеприимство. Мелодичное чувашское слово «Акатуй» переводится как «свадьба сева» – символ торжества коллективного созидательного труда хлебопашца, источник вдохновения крестьянина. В этот праздник мы с особой теплотой выражаем любовь к земле – кормилице, прославляем тружеников… Выражаю признательность Оренбургской региональной национально-культурной чувашской автономии и жителям области за бережное отношение к самобытной культуре и добрым традициям чувашского народа…», – говорится в поздравлении.

За многолетнюю плодотворную работу по сохранению и развитию национальной культуры чувашского народа Кирилл Павлов вручил благодарственные письма Министерства культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики начальнику отдела по культуре и искусству Сорочинского городского округа Оренбургской области Наталье Вагиной и начальнику Пронькинского территориального отдела администрации Сорочинского городского округа Оренбургской области, председателю Совета общественной организации «Чувашская национально-культурная автономия Сорчинского городского округа Оренбургской области Светлане Гудовой.

Для гостей «Акатуя» была организована насыщенная программа. Участники мероприятия посетили выставку изделий мастеров народного промысла, мастер-классы по плетению чувашских лаптей, венков из луговых трав, по вышивке лентами, выставку национальных подворий, продегустировали национальные блюда. Здесь также работали площадки по спортивным состязаниям, аттракционы, торговые площадки.

Праздник украсил красивый концерт с участием творческих коллективов Оренбургской, Челябинской областей, Республики Башкортостан, а также народного артиста Чувашской Республики Вячеслава Христофорова и группы «Янра юрă».

 

Использован сайт минкультуры Чувашии.

ЧНК президенчĕ Уява хутшанчĕ

10.07.2017 14:12
ЧНК президенчĕ Уява хутшанчĕ

Хальхинче те унта нумай хăна килнӗччӗ: РФ Патшалăх Думин депутачӗ Айрат Хайруллин, ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн çумӗ Римма Ратникова, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ, ТР ЧНКА председателӗ Дмитрий Самаренкин, Хусанти халăхсен Туслăх Çурчӗн директорӗ Ирек Шарипов, Чăваш Ен Патшалăх Канашӗн Председателӗ Валерий Филимонов, ЧР Культура министрӗ Геннадий Яковлев, ЧНК президенчӗ Николай Угаслов, тата ыттисем. Мероприяти пуçланиччен вӗсем Нурлат районӗнчи Ерӗпьел Культура çуртне уçрӗç.

Чăваш наци конгресĕн ал-ĕç ăстисен Ассоциацийĕн ертÿçи Зинаида Воронова тата ытти пайташсем Уявра иртнĕ "Чăваш пики" конкурса йĕркелеме пулăшрĕç тата хăйсен ăсталăхĕн куравне йĕркелерĕç.

Зинаида Воронова виççĕмĕш вырăна тухнă пикене хăй ăсталанă мăй çыххине парнелерĕ. Пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăна тухнă чиперккесем те вăл ăсталанă тухъяпа масмака тивĕçрĕç.

"Чăваш пики" ăмăртăвĕ Аксу районĕнче те иртрĕ. Унта та ЧНК ал-ĕç ăстисен Ассоциацийĕ хастар хутшăнчĕ.

 

"Сувар" хаçат сайтне усă курнă.

Унăн ашшĕ-амăшĕ халăха юрăхлă ача пăхса ÿстернĕшĕн тивĕçлипех савăнать

06.07.2017 17:08
Унăн ашшĕ-амăшĕ халăха юрăхлă ача пăхса ÿстернĕшĕн тивĕçлипех савăнать

Утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш наци музейĕнче Асамат Балтаев çамрăк художник-медальерăн ĕçĕсен куравĕ уçăлчĕ.

Ашшĕ-амăшĕн тивлечĕпе пĕчĕкрен ÿнер ĕçне парăнса ÿснĕскер, Чехири Яблонец-над-Нисоу ятлă пĕчĕк хулари медальерсен ăсталăхне туптакан Аслă шкул пĕтернĕ вăл.Тĕрĕссипе каласан, чăваш халăх куç умĕнче ÿснĕ Людмилăпа Николай Балтаевсен икĕ ывăлĕ те, Асаматпа Атилла.

Хăйĕн ăсталăхне, ÿркенменлĕхне пула, халăхсен историне тĕплĕн пĕлнипе Асамат Балтаев тенкĕ-медаль шăратассипе кĕске вăхăтрах Европа шайĕнче ырă ят çĕнсе илнĕ. Чехинчи Наци банкĕ те унăн ĕçĕсене пысăка хурса хаклать.

Чăваш наци музейĕнчи курава уçнă çĕре Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин пай пуçлăхĕ Кирилл Павлов, Чăваш наци конгресĕн президенчĕн пĕрремĕш çумĕ Валерий Клементьев, Вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕн председателĕ Геронтий Никифоров, ÿнер ăстисем, культура ĕçченĕсем, журналистсем, Асаматăн ашшĕ-амăшĕ, тăванĕсем пуçтарăнчĕç.

Малтанах медальерăн ашшĕ Николай Балтаев художник сăмах илчĕ. Ывăлĕн ăсталăхĕн çăлкуçĕ пирки каласа пачĕ.

- Асаматăн аслашшĕ те Елчĕк районĕнче паллă тимĕрçĕ пулнă, уншăн вăл яланах тĕслĕх вырăнĕнче. Йĕркеллĕ ача пултăр тесен ăна пĕчĕкренех туптамалла. Асамат ăсталăхĕ, тавракурăмĕ алла кăранташ тытма вĕренсенех аталанма пуçланă,- терĕ Николай Михайлович.

Чăваш наци конгресĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ Валерий Клементьев пирĕн çамрăксем çапла тĕнче шайĕнче ĕçлеме пултарнăшăн савăннине пĕлтерчĕ. -Эпир ĕçченлĕхпе ытти халăхран палăрса тăратпăр. Эпир пултаруллă халăх. Çакнашкал талантлă та ÿркенмен ачасем çитĕнтернĕшĕн ашшĕ-амăшне тав,- терĕ Валерий Леонидович Николай Балтаева ЧНК Хисеп хучĕпе чысланă май.

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Геронтий Никифоров Асамат Балтаев Г.Лебедев ячĕллĕ чăваш наци лицейĕнче вĕреннĕ вăхăтсене кăмăллăн аса илчĕ. Геронтий Лукиянович Асаматăн ача чухнехи историллĕ калавĕсене, ÿкерчĕкĕсене тирпейлĕн упрать иккен, вĕсене курава уçнă çĕре килнисене кăтартрĕ вăл.

Тухса калаçакансен йышĕнче Культура министерствин пай пуçлăхĕ Кирилл Павлов, Петр Пупин художник, Марина Карягина тележурналист тата ыттисем те пулчĕç. Пурте çамрăк медальерăн ăсталăхĕпе тĕлĕннине, унăн ашшĕ-амăшне çакăншăн чунтан тав тунине пĕлтерчĕç. Асамат Балтаева çак кăсăклă та хăйне евĕрлĕ ÿнер ĕçĕнче малашне пысăк çитĕнÿсем тума сунчĕç.

 

ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева.

Состоялся юбилейный вечер поэтессы Светланы Азамат

06.07.2017 09:02
Состоялся юбилейный вечер поэтессы Светланы Азамат

24 июня 2017 года отметила юбилей известная чувашская поэтесса, прозаик, исполнитель собственных песен и автор Чувашского книжного издательства Светлана Азамат.

4 июля в Чебоксарах в Музее воинской Славы Чувашского национального музея состоялся юбилейный вечер, посвященный этой знаменательной дате.

Светлана Азамат ― автор более 20 изданий. Первый сборник ее стихов «Хуркайӑк çулĕ» (Млечный путь) был опубликован в Чувашском книжном издательстве в 1986 году. А в этом году ее книга «Урам вӑранчĕ. Улица проснулась» стала победителем республиканского конкурса «Литературная Чувашия: самая читаемая книга 2016 года» в номинации «Савӑк ачалӑх» (детская книга на чувашском языке в жанре поэзии).

К юбилею Светланы Васильевны была организована выставка с оригинальным названием «Стихи рождая, с музыкой сплетаюсь». В экспозиции были представлены сценические костюмы, книги, снимки с концертов, дипломы, благодарности, почетные грамоты, которые показывают, как интересна и насыщенна ее жизнь. Таким образом гости могли ознакомиться с творчеством поэтессы.

Светлану Азамат поздравили многие известные деятели искусства, писатели, журналисты, студенты и учащиеся. Редактор ВГТРК «ГТРК Чувашия», член Союза композиторов России Александр Осипов выразил благодарность и поздравил поэтессу с юбилеем. «Она написала множество книг, песен. Она ― разносторонний человек», ― отметил Александр Аркадьевич. Ведь Светланой Васильевной написано более 200 песен на свои стихи и произведения чувашских поэтов: Петра Хузангая, Юрия Семендера, Любови Мартьяновой, Петра Эйзина и др.

Председатель Союза профессиональных писателей Чувашии Геннадий Максимов подчеркнул, что Светлана Азамат внесла большой вклад в развитие чувашской национальной культуры.

Народный писатель Чувашии Анатолий Кибеч высоко оценил ее творчество. Он вручил Светлане Васильевне свою книгу «Кашни ҫын вӑл – хӑй тӗнче».

Мероприятие завершилось общей фотосессией и исполнением песен Светланы Азамат гостями творческого вечера.

 

Алена Герасимова, Зухра Шайдуллина,

студентки ЧГУ.

Çĕнĕ кăларăма кĕтĕр

03.07.2017 09:13
Çĕнĕ кăларăма кĕтĕр

Чăваш наци конгресĕн "Чăваш хĕрарăмĕ" комитечĕ йĕркелесе пыракан черетлĕ телекăларăм - "Çĕр-анне ытамĕнче" ятлă пулĕ. Эпир ăна Раççейре - Экологи çулталăкне тата Чăваш Республикинче 2017-мĕш çула Амăшĕпе ашшĕн çулталăкĕ тесе пĕлтернине халаллас терĕмĕр.

Кăларăма Шăмăршă тăрăхĕнче ÿкертĕмĕр. Яланхиллех ăна Лидия Филиппова журналист ертсе пырать, унпа пĕрле паллах "Чăваш хĕрарăмĕ" комитет пайташĕсем.

Передачăна экспертсем пулса Шăмăршă тăрăхĕнче çуралнă Федор Мадуров скульптор, таврапĕлÿçĕ тата Валерий Лукиянов артист хутшăнаççĕ.

"Çĕр-анне ытамĕнче" кăларăма çитес вăхăтра ЮТВ эфирĕнче тата пирĕн сайтсенче курма пулĕ.

 

https://ok.ru/chvashnats/topic/67195850459920 каçăпа санÿкерчĕксене курма май пур.

 

Зоя Яковлева, ЧНК пресс-службин ертÿçи.

Камчаткăри Акатуйра

29.06.2017 15:06
Камчаткăри Акатуйра

 

Çĕртме уйăхĕн 23-27- мĕшĕсенче ЧНК Ман Канаш пайташĕ, Сĕнтĕрвăрри районĕн ентешлĕхĕн пуçлăхĕ, район Пухăвĕн депутачĕ Андрей Геннадьевич Кузнецов аякри Камчатка çур утравĕнчи ентешсем патĕнче пулнă.

Камчатка тăрăхĕнчи чăвашсен "Канаш" обществин ертÿçи Геннадий Иванович Григорьев йыхравланипе вăл кунти чăвашсен Акатуйне хутшăннă. Кăçалхи çак уява унти чăвашсем "Канаш" пĕрлешĕвĕн 25 çулне тата Чăваш Ен кунне халалланă.

Шăп чĕрĕк ĕмĕр каялла, çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче Камчатка чăвашĕсем хăйсен обществине саккун тăрăх регистрациленĕ.

Андрей Геннадьевич каласа панă тăрăх, Акатуй уявне кунти чăвашсем ытти наци халăхĕпе пĕрле туслăн уявланă.

Уява чăвашла ертсе пыма та Андрей Кузнецова шаннă. Вăл чи малтан Чăваш Ен халăхĕнчен, ЧНК президенчĕ Николай Угасловран, ентешлĕхсен Канашĕн ячĕпе Камчатка чăвашĕсене саламланă. Унта пурăнакан чи хастар ентешсене Чăваш наци конгресĕн Хисеп хучĕпе чыс тунă. Уявра тăван чĕлхепе юрласа йăхташăмăрсене савăнтарасси уншăн чи пĕлтерĕшли пулнă.

"Çын тăван тăрăхран мĕн чухлĕ аякрах пурăнать, çавăн чухлĕ уншăн тунсăхлать. Çав вăхăтрах тăван ен, туслăх, тăванлăх туйăмне тата та ытларах хаклать, хисеплет. Камчата чăвашĕсенче çакна тата та ытларах туйса илтĕм. Вĕсемшĕн кашни унта куракан чăваш чи çывăх тăван пек,"- тет Андрей Геннадьевич.

 

ЧНК пресс-служби.

Маттур ачасене чысларĕç

28.06.2017 09:35
Маттур ачасене чысларĕç

2017 çулхи çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви чăваш чĕлхипе тата литературипе ирттернĕ пĕтĕм тĕнче олимпиадин çĕнтерÿçисене тата вĕсен вĕрентекенĕсене чысларĕ. Маттур ачасене вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Юрий Николаевич Исаев дипломсем, парнесем пачĕ, вĕрентекенсене хисеп хучĕсем парса тав турĕ. Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ Олег Александрович Дельман ачасене дипломсемпе парнесем парса хавхалантарчĕ. «СВ-Пресс» издательство ушкăнĕн директорĕ, журналистсен союзĕн членĕ Александр Николаевич Вражкин парнесемпе савăнтарчĕ. Чăваш патшалăх гуманитари институчĕнчен те ятарлă парнесем пулчĕç. Чăваш наци конгресĕн пайташĕ Геронтий Лукиянович Никифоров çамрăксене ăнăçу сунчĕ.

Аса илтеретпĕр, 2017 çулта чăваш чĕлхипе тата литературипе ирттернĕ пĕтĕм тĕнче олимпиадин çĕнтерÿçи ятне çак ачасем тивĕçрĕç:

Андреева Регина Владиславовна, (Вăрнар районĕн Санарпуç вăтам шкулĕ). Вĕренекенĕ – Семенова Ирина Геннадиевна.

Васиков Павел Александрович (Тутар Республикин Аксу районĕн Анатриял вăтам шкулĕ). Вĕрентекенĕ – Максимова Галина Николаевна

Сергеева Любовь Сергеевна (Куславкка 2-мĕш вăтам шкулĕ). Вĕрентекенĕ – Егорова Надежда Николаевна.

Ядрицова Мария Витальевна (Йĕпреç 2-мĕш вăтам шкулĕ). Вĕрентекенĕ – Ядрицова Алена Андреевна.

Якимова Ираида Сергеевна (Тăвай районĕн ТурикасТушкил вăтам шкулĕ). Вĕрентекенĕ – Морякова Лидия Петровна.

Ярдухина Юлия Николаевна (Шупашкар 62-мĕш вăтам шкулĕ). Вĕрентекенĕ – Николаева Людмила Петровна.

Олимпиада призерсем Çĕрпÿ, Шупашкар, Патăрьел, Вăрнар, Вăрмар, Йĕпреç, Элĕк, Тутар Республикин Çĕпрел, Чĕмпĕр облаçĕн Чăнлă, Пушкăрт Республикин Кăрмаскал районĕн, Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулин маттурĕсем пулчĕç.

Чыслă тивĕçе малалла çирĕп тытса пыма çĕнтерÿçĕсене ăнăçÿ сунатпăр.

Чăваш халăхĕшĕн пысăк çухату

26.06.2017 17:57
Чăваш халăхĕшĕн пысăк çухату

 

Талантлă поэтăн, халăх юратакан композиторăн, хор ĕçĕн ăстин Николай Сергеевич Карлинăн чĕри тапма чарăнчĕ.

Н.С.Карлин Чăваш Республикин Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕк ялĕнче 1946 çулхи юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче çуралнă. Вăтам шкул хыççăн профессипе техника училищи пĕтернĕ, çар хĕсметĕнче тăнă, унтан Шупашкарти Ф.П. Павлов ячĕллĕ музыка училищин хор дирижерĕсен уйрăмĕнче ăнăçлă вĕренсе тухнă, çавăнтах В. Ходяшев композитор ертсе пынипе хăйĕн пĕрремĕш юррисене хывнă.

Малалла унăн пĕтĕм пурнăçĕ сăвă-юрă ĕçĕпе çыхăннă. Н.С. Карлин Шупашкарти пысăк предприятисен, вĕренÿ заведенийĕсен, Етĕрне, Красноармейски районĕсенчи, юлашки çулсенче Самар тăрăхĕнчи Сергиевски районĕнчи художество пултарулăх коллективĕсене пуçаруллăн ертсе пынă, çав хорсем кĕске вăхăтрах хисеплĕ ятсем илнĕ, облаçри, республикăри, зонăри смотрсемпе конкурссенче, Пĕтем Раççей фестивалĕсенче малти вырăнсене йышăннă.

Писательсен тата композиторсен пĕрлешĕвĕсен пайташĕ пулнă май вăл тăтăшах сăвă-юрă кĕнекисем кăларса тăнă: "Пурнăç çулĕ", "Ытарайми тăван ен", "Юмах. Легенда. Баллада", хăй илемлетнĕ "Чăваш халăх юррисем", "Ача-пăча юррисем" тата ытти кĕнекесем вăл наци илемлĕх туйăмне тарăннăн ăнланакан, асра юлмалли сăнарсем калăплакан пысăк ăста пулнине туллин çирĕплетсе параççĕ. Унăн "Шурă хурăн", "Пилеш", "Юр тăкăнать", "Çичĕ чÿрече", "Пĕрле ÿснĕ туссем", "Шухăшлă вальс" тата ытти юррисем туслăхпа юратăва, пурнăç илемне мухтаççĕ, малалла утма хавхалантараççĕ. Вĕсене пысăк юрăçсем хăйсен репертуарне кĕртнĕ.

Литературăпа искусствăра пысăк çитĕнÿсем тунăшăн Н.С. Карлина "Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ята панă.

Пĕтĕм пурнăçне тăван культура аталанăвĕшĕн хывнă чăн-чăн ăста сăнарĕ яланлăхах пирĕн асра юлĕ.

 

В.Н.Филимонов, К.Г.Яковлев, Н.Ф. Угаслов, С.С. Шелтуков, В.Н. Викторов, П.Н. Теплов, В.Н.Агеев, Л.В. Левый, П.А. Блинов, В.Л.Свеклов, И.И. Христофоров, В.В. Христофоров, А.Ю. Лапшин, Г.А. Борисов, П.П. Сидоров, Б.А. Миллин, А.В. Скворцов, Н.М. Герасимов, З.А.Яковлева, А.А.Александрова, А.Н. Вражкин.

Чăваш Енре ĕçлĕ тĕл пулусемпе уявсем шавласа иртрĕç.

26.06.2017 17:55
Чăваш Енре ĕçлĕ тĕл пулусемпе уявсем шавласа иртрĕç.

 

«Раççей регионĕсем - ӳсĕмĕн çĕнĕ çăл куçĕсем» Шупашкарта иртнĕ экономика форумĕ пин ытла çынна пуçтарнă. РФ 30 субъектĕнчен хăнасем килсе çитнĕ. Ют çĕршывсенчен килнисемт те сахал мар пулнă. Вĕсем: Италирен, Японирен, Китайран, Швецирен, Польшăран, Норвегирен, Индонезирен, Турцирен, Азербайджанран, Казахстанран. Вĕсемсĕр пуçне «Ĕçлĕ Раççей» Пĕтĕм Раççейри обществăлла организацин пайташĕсем, «Раççей хÿтлĕхĕ», РФ Суту-илӳ промышленноç палатинчен, вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарассипе ĕçлекен федераци корпорацийĕнчен, монохуласене аталантарассипе ĕçлекен фондра ĕçлекенсем, граждансен пуçарăвĕсене витĕм кӳрессипе тимлекен Кудрин фондĕнчен те сахал мар ертӳçĕсем килсе çитнĕ. «Бизнес-Ăнăçу» Наци премийĕн регионти тапхăрĕ иртнĕ. Пуçласа Чăваш Республикинче экспертсем, предпинимательлĕх тытăмĕнче ĕçлекенсем, финансистсем, банкирсем, журналистсем, влаç пайĕнче ĕçлекенсем, обществăлла организацисенче вăй хуракансем чи малшухăшлă тата тухăçлă предпринимательсене палăртрĕç. Ăнăçлă ĕçлекен муниципалитетсене суйласа илме пултартĕç. Форум ĕçĕнче регион шайĕнче «ФИНФИН Регион – 2017» конференци йĕркеленĕ. Кунта шăпах та, финанс ыйтăвĕсене тĕплĕн сӳтсе явнă.Промышленноç компанийĕсемпе студентсем валли «Профессине хăнăхтарасси» пĕтĕм Раççей шайĕнчи проект тăратнă. Экономикăна ӳстерессипе палăртнă тĕрлĕ мероприятисем пулнă. Импорта улăштарас, экологи ыйтăвне тивĕçтерес, специалистсемпе тивĕçтерес ыйтусем те кун йĕркинчех тăнă. Промышленноç пайĕнче пысăк технологиллĕ хатĕрсемпе ĕçлесси, муниципалитет пĕрлешĕвĕсене аталантарас тата та ытти ыйтусене тĕплĕн тишкернĕ. Ют çĕршывсенчен килнĕ хăнасемпе ĕçлĕ тĕлпулусем те сахал мар йĕркеленĕ.«Раççей регионĕсем - ӳсĕмĕн çĕнĕ çăл куçĕсем» Шупашкарта иртнĕ экономика форумĕ ĕçлĕ канашлусем ирттермелли тĕп мероприятисенчен пĕри пулса тăчĕ. Тĕрлĕ организацисемпе предпиятисем пĕр-пĕринпе куçа-куçăн тĕл пулса ĕçлĕ çыхăнусене сарасси пирки сӳтсе явнă. Кăçал форумра 140 компани ĕçленĕ, ĕçе Раççей Федерацийĕн 7 регионĕнчен хăнасем хутшăннă. «Нумай экспертсен шухăшĕпе, Чăваш Енре бизнеса аталанса пыма çав тери лайăх условисем. Экономикăна вăй илтерме те сахал мар мелсем пур», - тенĕ Владимир Аврелькин министр. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççейри пысăк предприятисем Чăваш Енпе кăсăкланнине палăртнă. Чăваш Республикинчи промышленноç предприятийĕсене аталантарса пыма, çĕнĕ çулсем шыраса тупма Раççейри технологи аталанăвĕн фончĕпе Килĕшӳ хутне алă пусса çирĕплетни те хăйне евĕр пысăк витĕм кӳнине асăннă регион Пуçлăхĕ. Ĕç хучĕ республика фондне федераци ресурсĕсемпе усă курма çул уçать.«Чăваш Республикинчи Промышленоçа тата инвестицине аталантарассипе ĕçлекен фонд 1,5 млрд тенкĕ экономикăри пуçаруллă проектсене пурнăçа кĕртме тăкакланать. Халăх валли çĕнĕрен те çĕнĕ ĕç вырăнĕсем хатĕрлемелле. Çынсен шалу укçин виçине ӳстерсе пымалла», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев уяв мероприятийĕсен савăнăçлă пулăмĕсем пирки чарăнса тăнă. Пĕтĕмпе Республика кунне РФ 55 субъектĕнчен хăнасем килнĕ. Ют çĕршывсенчен те сахал мар. Китай Халăх Республикипе Беларуç Республикин пултарулăх ушкăнĕсем çав тери çынсене кăмăллă юрă-ташăсемпе савăнтарнине палăртнă министр. «Ача-пăча акатуйӗ» – хулари ача-пăча пултарулăх ушкăнӗсен чăваш наци уявӗн йăли-йӗркипе мешехисене халалланӑ фестивалӗ, Раҫҫей Федерацийӗн декораци-прикладной искусствăн тата халăх пултарулăхӗн ертсе пыракан специалисчӗсем хутшăнакан ăстаҫăсен «Хальхи тӗнчери этнокультура» наукăпа практика конференцийӗ, «Раҫҫей ҫăл куҫӗсем» Пӗтӗм Раҫҫейри халăх пултарулăхӗн фестивальне савăнăҫлăн уҫни, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн ирттерекен «Раҫҫей ăстисем» декораци-прикладной искусство ăстисен Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӗ, Шупашкар хулинчи Хӗрлӗ тӳремри «Ӗмĕрсен эрешĕсем» наци тумтирӗн уявӗ, Анне палăкӗ умĕнче юрланă Раççей хорĕ, «Раҫҫей ҫăл куҫӗсем» Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх пултарулăхӗн фестивальне хутшӑнакан коллективсен тата Шупашкарти пултарулăх ушкăнӗсен тӗп хулари уҫă вырăнсенче кăтартакан концерчӗ, Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх пултарулăхӗн фестивальне тата Пӗтӗм чăвашсен «Акатуй» уявне хутшăнакансем, Чăваш Ен хăй пултарулăх ушкăнӗсем театрализацилесе утни, Чăваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев патшалӑх уявӗ – Республика кунӗ ячӗпе саламлани, «Раҫҫей ăстисем» декораци-прикладной искусство ăстисен Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӗн ҫӗнтерӳҫине Чăваш Республикин Пуҫлăхӗн парнине пани халăхăн асĕнче ĕмĕрлĕх асра юлнине каланă министр. Раççей хорĕ хăйне евĕр тарăн йĕр хăварчĕ Чăваш Енре пурăнакансене савăнăçлă юрă кĕвĕпе тыткăна илчĕ. Хорта Раççей Федерацийĕн 32 регионĕнчен пин ача хутшăннă . Çав шутран Чăваш Республикинчен 600 ача пулнă. «Халăх Чăваш Ен сума сунса кĕтсе илнĕшĕн тав тăвать. Уяв çӳллĕ шайра иртрĕ тесе хаклать», -пĕлтернĕ Чăваш Республикин культура министрĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Республика Кунне хатĕрленме пулăшнă мĕнпур çынсене тав сăмахĕсем каланă. Мероприятисем çӳллĕ шайра иртнине палăртнă.

 

Чăваш Республикин ертÿлĕхĕн официаллă сайтĕнчен.

Страницăсем: [1], 2, 3, 4, 5, 6, ... 98