Регионсем хушшинчи обществăлла организаци

Чăваш наци конгресĕ

Чувашский национальный конгресс

Чăваш тĕнчи

2018, пуш (март), 1(84) №

Сăнсем

Видеосем

Николай Угаслов Чĕмпĕрти И.Яковлева халалланă уява хутшăнчĕ

Шырав

Çыхăну

Адрес: 428032 г. Чебоксары, ул. Композиторов Воробьевых, д. 10

Телефон: (8352) 62-35-61

Факс: (8352) 62-82-05

Эл. адрес: congress21@mail.ru

Хăнара - СССР халăх артисчĕ

04.12.2013 14:51
Хăнара - СССР халăх артисчĕ

Раштав (декабрь) пуçламăшĕнче СССР халăх артисчĕ, Саратов патшалăх консерваторийĕн профессорĕ Леонид Сметанников Чăваш Енре пулчĕ. Кăçал вăл икĕ юбилей паллă тăвать: çуралнăранпа - 70 çул тата пултарулăх ĕçне пуçăннăранпа 45 çул çитнине.

Чăваш Республикинче Леонид Сметанниковăн икĕ вĕренекенĕ культура анинче тăрăшса ĕçлеççĕ. Пĕри - паллă юрăç, Чăваш наци конгресĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ Валерий Клементьев, тепри - Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕн культура, спорт тата архив ĕçĕн пайне ертсе пыракан Александров Самсонов.

СССР халăх артисчĕ хăйĕн вĕренекенĕсемпе пĕрле Шупашкарта тата Хĕрлĕ Чутайра концертсем ирттерчĕ, куракансене хăйĕн халĕ те илемлĕ сассипе килентерчĕ.

Культурăра тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн Леонид Сметанникова Чăваш наци конгресĕн Хисеп хучĕпе чысларĕç.

Хусан чăвашсене пухать

04.12.2013 12:50
Хусан чăвашсене пухать

Раштавăн (декабрĕн) 7-мĕшĕнче Хусан хулинче чăвашла калаçакансен шучĕ ÿсĕ. Çак кун Тутарстанри Чăваш наци культура автономийĕ Раççейĕн ытти регионĕсенчи чăваш общество пĕрлешĕвĕсен ертÿçисене хăй патне хăнана кĕтет. Сăлтавĕ те пур - республикăра пурăнакан чипер хĕрсем "Чăваш пики" конкурсра ăмăртĕç. Ун умĕн вара пĕрлешÿсен ертÿçисем Раççей Федерацийĕн чăвашсем йышлă пурăнакан регионĕсен пĕр-пĕриншĕн усăллă çыхăнăвĕсене аталантармалли çинчен калаçĕç.

Чăваш наци конгресĕн вырăнти уйрăмĕ кашни районпа хуларах пулмалла

02.12.2013 16:33
Чăваш наци конгресĕн вырăнти уйрăмĕ  кашни районпа хуларах пулмалла

Чăваш наци конгресĕн Президиумĕн черетлĕ ларăвĕнче кулленхи ĕç-хĕлпе çыхăннă ыйтусене пăхса тухрĕç.

Чи пысăк ыйту - республикăн кашни районĕнче, хулинче Конгресăн вырăнти уйрăмне йĕркелесси. Ку вăл халăхпа тÿрремĕн çыхăнса ĕçлеме кирлĕ.

Çак кунсенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне 2014 çул валли яма палăртнă Çырăвне кĕртме сĕнÿсем пухма пуçлани çинчен пĕлтернĕччĕ. "Наци конгресĕн те каламалли пур, чылай сĕнÿ нумай пулмасть иртнĕ Аслă Пухура янăранăччĕ", - терĕç Президиум членĕсем.

Хисеп хутне тивĕçрĕç

02.12.2013 14:01
Хисеп хутне тивĕçрĕç

Иртнĕ шăмат кун республикăн тĕп хулинче темиçе уяв пулчĕ. Акă "Куславккасем" ентешлĕх Анне кунне халалласа пысăк концерт ирттерчĕ, Канаш районĕнче çуралса ÿснисем те Яков Ухсай ячĕллĕ культура керменĕнче пĕрле пухăнса савăнчĕç.

Чăваш патшалăх филармонийĕн залĕнче халăх лăк тулли. Чи малтанах куславккасене ентешлĕх ертÿçи Юрий Зорин саламларĕ. Вăл районăн чи маттур та хастар ывăл-хĕрне парнесем парса хавхалантарчĕ.

Чăваш наци конгресĕн Президенчĕ Николай Угаслов чăвашлăха аталантарас тĕлĕшпе тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн Юрий Зорина тата Сергей Посредникова Хисеп хучĕпе чысларĕ, малалла та халăхшăн ырă ĕçсем тума сунчĕ.

Конгресăн Хисеп хутне çак кун "Канашсем" ентешлĕхе ертсе пыракан Анатолий Кибеч çыравçă та, "Вăрçă инваличĕсем" обществăлла организацин Чăваш Республикинчи уйрăмĕн ертÿçи Геннадий Матвеев та тивĕçрĕç.

Единение по-мурмански

25.11.2013 17:14
Единение по-мурмански

В минувшие выходные Дворец спорта Центрального стадиона профсоюзов г. Мурманска превратился в площадку для очередного фестиваля национально-культурных объединений Мурманской области "Единение".

В рамках фестиваля состоялся турнир по мини-футболу, который участники неофициально называют "чемпионатом СССР". На турнире чувашская команда легко вышла в полуфинал. Затем в финальной игре она сошлась с "Казахстаном". Команда национально-культурного объединения казахов считалась фаворитом турнира, и это была для них принципиальная игра с командой "Чувашия". Два года назад две команды уже встречались в рамках одного турнира. Дело было так: в своей группе чувашская команда потерпела сокрушительное поражение от "Казахстана" - 1:7 (!) - и только со второго места попала в полуфинал. Слепой жребий свел их снова в полуфинале, и на этот раз были биты казахи - 6:4. Помня об этом, команда "Казахстан" на этот раз укрепила свою команду, пригласив неоднократного чемпиона области Анатолия Переворткина. А у чувашской команды, наоборот, выбыл один из основных игроков Андрей Ларионов. Встреча проходила напряжённо. На этот раз все же победу одержали казахи со счетом 6:5, взяв, таким образом, реванш за поражение двухлетней давности.

Честь чувашской команды защищали Андрей Ларионов, Виталий Горелов, Алексей Ижденев, Ринат Хасянов, Максим Спиридонов, Владимир Гаврилов, Иван Абрашкин, Дмитрий Осипов, Денис Чугаров и играющий тренер Валериан Гаврилов.

Организационную и финансовую помощь в подготовке к турниру оказал заместитель председателя Совета Чувашского культурного общества "Чăвашъен" Валерий Осипов.

В рамках фестиваля "Единение" прошли ещё два мероприятия: торжественный концерт национальных обществ и конкурс национальных блюд. Настоящий фурор произвела чувашская кухня. Гости праздника не отходили от столов. Здесь были ширтан от Вурнарского мясокомбината, пиво от "Букета Чувашии", кондитерские изделия от "АККОНДа", лимонады и воды Аликовского плодоовощного комбината, хуплу и другие блюда. Помимо самих блюд были представлены их рецепты и история предприятий-изготовителей. Большая заслуга в этом принадлежит Валерию Осипову, который уже третий год занимается реализацией чувашской продукции в Мурманской области.

Хочется также отметить поддержку членов Совета культурного общества "Чăвашьен" Владимира Чернышева, Владимира Воротникова, Геннадия Раськина, которые помогли достойно подготовиться к фестивалю "Единение".

Валериан ГАВРИЛОВ

Фото Николая ГАВРИЛОВА

Чăваш сурпанĕ пек ĕмĕр

25.11.2013 15:35
Чăваш сурпанĕ пек ĕмĕр

Иртнĕ шăматкун СССР халăх артистки Вера Кузьмина 90 çул тултарнă ятпа Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче пысăк уяв пулчĕ.

Юбилей ячĕпе сцена ăстине республика ертÿçисем, общество организацийĕсем, театр ĕçченĕсем, унăн пултарулăхне çÿллĕ шайра хаклакан кураканĕсем ăшшăн саламларĕç. Чăваш наци конгресĕн Президенчĕ Николай Угаслов ăна чăвашлăха аталантарас тĕлĕшпе тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн Хисеп хучĕпе чысларĕ. Вера Кузьминична чăннипех те пысăк хисепе тивĕçлĕ. Сцена çинче вăл чăваш хĕрарăмĕн, чăваш амăшĕн рольне пĕрре мар калăпланă. Вĕсем пурте пурнăçа çывăх. Çавăнпа унăн хăйĕн сăнарĕ те кашни чăвашшăн Анне сăнарĕ пулса тăчĕ. Пирĕншĕн тепĕр хаклă ят та - Петĕр Хусанкай - Вера Кузьминапа тачă çыхăннă. Хăйĕн мăшăрĕн, чăваш халăх поэчĕн, çутă çăлтăр пек ятне вăл тап-таса тытса пурăнать.

Хаклăран та хаклă çыннăмăра, Вера Кузьминична Кузьминана, уяв ячĕпе тепĕр хут саламлатпăр. Ĕмĕрĕ чăваш сурпанĕ пек вăрăм та илемлĕ пултăр, утас çулĕ яланах такăр пултăр!Тайма пуç ăна!

Выбираем сок и ФОК

20.11.2013 17:43
Выбираем сок и ФОК

Пьянство разъедает семью и общество, приносит беды и несчастье. Оно напрямую влияет на демографическую ситуацию. От «зеленого змия» погибает немало молодых, трудоспособных людей. Что еще тревожит, оно постепенно прочно входит в быт чувашской деревни. Пьяный человек на наших улицах становится как бы само собой разумеющимся атрибутом. Незаметно окружающие начинают с этим мириться.

Нужна кропотливая разъяснительная работа. Не последнюю роль в этом должны играть медицинские работники. Об этом говорили на днях на встрече с жителями с. Байгулова Козловского района руководитель землячества «Козловчане», председатель комитета Чувашского национального конгресса по физкультуре и здравоохранению доктор Юрий Зорин и врачи республиканского наркологического диспансера.

Грустную статистику привел глава сельского поселения Сергей Утемов: с начала 2013 года в Байгулове от алкоголизма умерли 12 человек. «Есть их последователи, к сожалению, и ныне, – говорил он. – С ужасом ожидаем, кто следующий нам близкий человек не выйдет из очередного запоя. К нашему стыду уже женщины пьяными валяются около магазинов».

Не надо стесняться лечения от алкоголизма. В республиканском наркологическом диспансере вот уже почти 10 лет работает реабилитационный центр. В нем лечат алкоголизм, наркоманию, токсикоманию и табакокурение на основе современных методик.

– Не секрет, что наркотики дошли и до деревень,– сказала заведующая реабилитационным центром Алевтина Андреева. – У нас современное оборудование, новейшие методики, лечим бесплатно все наркологические болезни.

Юрий Зорин призвал всех, кто пришел на встречу, общими усилиями преодолеть зло. «Мы должны сохранить здоровую чувашскую нацию, – подчеркнул он, – обязаны не допускать снижения ее численности. Чувашское правительство в последние годы делает очень многое, чтобы люди вели здоровый образ жизни. В каждом районе республики открыты физкультурно-оздоровительные комплексы (ФОКи). Вот где должны мы проводить свое свободное время».

Валентин КОНСТАНТИНОВ

На фото: доктор Юрий Зорин

Кĕнеке - чун апачĕ

20.11.2013 17:24
Кĕнеке - чун апачĕ

Чăваш наци конгресĕн алăкĕсем пуриншĕн те уçă. Кунта таçтан та килсе çÿреççĕ: тĕп хуларисем те, республика районĕсенчен те, Раççейĕн ытти регионĕсенчен те. Чылайăшĕ Конгреса парнепе килет, чи лайăх парне вара - кĕнеке.

Кашни автор хăйĕн кĕнеки çÿлĕк çинче ан вырттăр, ăна ытларах çын вулатăр тесе ĕмĕтленет. Çавăнпа Конгресс çак кунсенче иртекен "Кĕнеке парнелемелли кун" акцие хутшăнса кĕнекесен пысăк пайне Чăваш наци библиотекине парнелерĕ.

Зинаида Оферкина тĕп библиотекарь çак ырă ĕçшĕн тав сăмахĕ каларĕ, кĕнекесене типтерлĕ упрама шантарчĕ, малашне вĕсемпе кашни вулакан паллашма пултарни çинчен пĕлтерчĕ.

Пирĕн вăй - туслăхпа пĕрлĕхре

20.11.2013 15:53
Пирĕн вăй - туслăхпа пĕрлĕхре

Чăваш Республикине 100 яхăн халăх çынни тăван кĕтесĕ тесе шутлать. Чăвашпа вырăс, тутарпа мăкшă, пушкăртпа çармăс тата ыттисем пĕр-пĕринпе килĕштерсе, пĕр-пĕрне пулăшса туслă пурăннине нимĕн те çитмест.

Çак сăмахсене Чăваш Республикинчи тутарсен наципе культура автономийĕн Канашĕн ертÿçи Фарит Гибатдинов Чăваш наци конгресĕн VIII-мĕш Аслă Пухăвĕ иртнĕ ятпа янă çыру та çирĕплетет.

"Чăваш Республики, уйрăмах пирĕн Каçал тăрăхĕ, Раççейĕн пур регионĕшĕн те тĕслĕх пулса тăма пултарать: кунта ĕмĕртенех чăваш, тутар, вырăс çыннисем туслă çемьери пек пурăнаççĕ. Чăваш халăхĕн авалтан пыракан ăс-кăмăлĕ пире пурне те çураçуллă пулма май парать. Çапах та Чăваш наци конгресĕ хăй çине питĕ пысăк тивĕç илет: мухтавлă чăваш халăхĕ хăйне хăй хисеплеме çĕнĕрен вĕрентĕр, пулас ăрусене те çак хисепе, культура пуянлăхне халалласа патăр, ытти халăхпа та тăванлă пултăр тесе тăрăшатăр эсир. Ку вăл питĕ пысăк ĕç. Хăйĕн аваллăхне пĕлекен, пуласлăха ăнтăлакан халăх пурăнатех. Вăл çĕр чăмăрĕ çинчен çухалмĕ, этемлĕхĕн ăс-хакăл арчине хăйĕн ылтăн-кĕмĕлĕпе пуянлатĕ", - çапла хавхалантарать пире тăванла тутар халăхĕ ячĕпе Фарит Гибатдинов.

Шупашкарсем Çеçпĕл Мишшин çуралнă кунне паллă турĕç

19.11.2013 11:55
Шупашкарсем Çеçпĕл Мишшин çуралнă кунне паллă турĕç

Эрнекун, чÿк (ноябрь) уйăхĕн 15-мĕшĕнче, Шупашкарта кăвар чĕреллĕ чăваш поэчĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 114 çул çитнине паллă турĕç. Уява Çеçпĕл Мишшин обществăлла ыр кăмăллăх фончĕн председателĕ, Чăваш халăх поэчĕ Валерий Тургай, Чăваш наци конгресĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ Валерий Клементьев, Чăваш çамрăкĕсен "Сăвар" пĕрлешĕвĕн ертÿçи Олег Цыпленков тата ыттисем хутшăнчĕç.

Поэт палăкĕ умне чечек çыххисемпе пухăннă çынсем Çеçпĕл Мишши чăваш чĕлхине аталантарма тĕлĕнмелле хăватлă ĕç тунипе, хăйĕн вышкайсăр пысăк пултарулăхĕпе яланлăхах халăх асĕнче пуласса палăртрĕç.

Страницăсем: 1 ... 117, 118, 119, 120, 121, [122], 123