Регионсем хушшинчи обществăлла организаци

Чăваш наци конгресĕ

Чувашский национальный конгресс

Чăваш тĕнчи

2017, чӳк (ноябрь), 6(84) №

Сăнсем

Видеосем

Людмила Балтаева куравĕ уçăлчĕ.

Шырав

Çыхăну

Адрес: 428032 г. Чебоксары, ул. Композиторов Воробьевых, д. 10

Телефон: (8352) 62-35-61

Факс: (8352) 62-82-05

Эл. адрес: congress21@mail.ru

"Ăсталăх - чун хавалĕ" курава чĕнетпĕр

09.01.2018 21:41
"Ăсталăх - чун хавалĕ" курава чĕнетпĕр

 

Кӑрлач уйӑхĕн 11- мĕшĕнче, 15 сехетре Шупашкарти Чӑваш тĕррин музейĕнче ЧНК ҫумĕнчи ал ĕҫ ӑстисен ассоциацийĕн тата культура комитечĕн пайташĕн Людмила Владимировна Балтаеван ҫавра ҫулне халалланӑ куравĕ уҫӑлать. Чӑнах та, чун хавалĕн ăшшипе ӑсталанӑ чӑваш капăрлăхне курса хаклама, киленме пулĕ ку куравра.

 

ЧНК пресс-служби.

2018-мĕш çулпа!

29.12.2017 16:33
2018-мĕш çулпа!

ЧĂВАШ НАЦИ КОНГРЕСĔН ПРЕЗИДЕНЧĔН САЛАМĔ

Хисеплĕ ентешĕмĕрсем!

Çĕнĕ çул ячĕпе саламлама ирĕк парсамăр!

Çулсем иртсе пырсан та, çак уяв пурне те асамлăх, кĕтменлĕх, шанчăк кÿрет. Çĕнĕ çул пире ĕненÿ, ырăлăхпа çутăлăх, килĕшÿллĕхпе юрату парнелет, кашнинех çак уяв кунĕсенче чунра ырă, кăмăл хăпартуллă.

Кивĕ çул каçалăкĕнче эпир çулталăка пĕтĕмлететпĕр, çитес çул валли тата та пысăк тĕллевсем палăртатпăр.

2017-мĕш çул Чăваш наци конгресĕшĕн тухăçлă та кăтартуллă, юбилейлă çул пулчĕ.

Юпа уйăхĕнче конгреса туса хунăранпа 25 çул çитнине анлă паллă турăмăр, Х Аслă Пухăва пухăнса ăна тивĕçлĕ шайра ирттерсе ятăмăр.

Раштав уйăхĕнче вара Раççей Президенчĕн фончĕ "Раççей пуянлăхĕ - пĕтĕм халăх пуянлăхĕ" проекта килес çул ăнăçлă пурнăçа кĕртме çул уçса пани пирĕншĕн пысăк парне пулчĕ, çавăнпа пĕрлех пирĕн ума пысăк яваплăх та кăларса тăратрĕ.

Апла пулсан, 2018-мĕш çулта Чăваш наци конгресĕшĕн кăна мар, республикăра пурăнакан чăвашсемшĕн, ытти халăх çыннисемшĕн тата регионсенчи йăхташăмăрсемшĕн те çанна тавăрса ĕçлеме каçалăк пур.

Чăваш наци конгресĕн пайташĕсем, тулайри хастар чăвашсем Тăван çĕр-шыв ырлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшса тата пурнăçра хастарлăх кăтартса халăх пурнăçĕн пахалăхĕпе шайне ÿстерме, обществăри тăнăçлăхпа килĕшÿллĕхе тата унăн тĕреклĕхне çирĕплетме яланах ĕçленĕ, малашне тата та тăрăшса ĕçлĕç.

Хисеплĕ ентешĕмĕрсем! 2018-мĕш çулта чăваш халăхĕн ырă пуласлăхĕшĕн усăллă, анлă та пархатарлă ĕçсем чылай пулмалла.

Çавăнпа та сире çирĕп сывлăх, çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм, иксĕлми вăй-хал, ырă пуçарусенче ăнăçу, телейпе юрату сунатăп!

Çĕнĕ çул ячĕпе сире!

 

Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов.

Вăхăтпа ыйтнипе тан утса

29.12.2017 13:32
Вăхăтпа ыйтнипе тан утса

Кăçал Чăваш наци конгресĕн «Халăхсен наци пуянлăхĕ — Раççей пуянлăхĕ» проекчĕ РФ Президенчĕн грантне тивĕçрĕ. Çапла майпа çулталăк тăршшĕнче Президент гранчĕсен фончĕ пулăшнипе республикăра, чăвашсем йышлă пурăнакан регионсенче йăхташăмăрсене пĕрлешме, чăвашлăха упраса пырса аталантарма, тăванлăх туйăмĕсен хăватне вăйлатма пулăшакан, тĕрлĕ халăхсен туслăхне çирĕплетме май паракан вун-вун мероприяти иртĕ. Çак ярăмри пĕрремĕш «çавра сĕтеле» ЧНК хастарĕсем «Грант илме хутшăнни — вăхăт ыйтни» ятпа раштавăн 26-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай районĕнче йĕркелерĕç.

Унта Чăваш наци конгресĕн Элĕк, Муркаш, Çĕмĕрле, Етĕрне районĕсенчи уйрăмĕсен представителĕсем, культура, вĕрентÿ учрежденийĕсен ĕçченĕсем хутшăнчĕç. «Çавра сĕтеле» Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров уçрĕ, вăл чăваш халăхĕшĕн федераци проекчĕн пĕлтерĕшĕ пысăккине палăртрĕ. Çавăн пекех сумлă мероприятие ирттерме Хĕрлĕ Чутай районне суйласа илнĕшĕн тав турĕ. Çакă ахальтен мар: Чăваш наци конгресĕн ку районти уйрăмĕ тухăçлă ĕçлекенсенчен пĕри. Юлия Мареева ертсе пыракан хастарсен ушкăнĕ район çыннисемпе çулталăкра вун-вун мероприяти йĕркелет. Вĕсен ĕç-хĕлĕнче хăйне евĕрлĕх те пур: вăйă-конкурса, фестивальсене тĕрлĕ ăру çыннисене явăçтараççĕ. ЧНК пĕрремĕш вице-президенчĕ Валерий Клементьев Хĕрлĕ Чутайсем тĕслĕх пулса тăнине палăртрĕ, вĕсен ĕç-хĕлĕпе ыттисене те паллаштарма, унпа кулленхи ĕçре усă курма сĕнчĕ.

«Халăхсен наци пуянлăхĕ — Раççей пуянлăхĕ» проект пирки ЧНК президенчĕн пулăшуçи, проект мероприятийĕсен консультанчĕ Елена Светлая каласа кăтартрĕ. «Пирĕн пуянлăх — халăх ырлăхĕшĕн, чĕлхене, йăла-йĕркене, культурăна упраса хăварассишĕн ырми-канми ĕçлеме хатĕр çынсем», — терĕ Елена Владимировна. Çак çынсем, паллах, Чăваш наци конгресĕ тавра пуçтарăннă хастарсем, пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланса ĕçлеме пултаракан ушкăн.

Çак йышри маттурсем Хĕрлĕ Чутайĕнче те хăйсен пултарулăхне туллин кăтартрĕç: Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕнче ăсталăх класĕсем йĕркелерĕç. Халăх ăстисен ассоциацийĕн председателĕ Зинаида Воронова, ЧНК культура комитечĕн членĕсем Раиса Васильева, Наталья Захарова-Кульева, Роза Степанова, Любовь Вазюкова ачасене чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарчĕç, пир çине хитре эрешсем тума вĕрентрĕç. Наталья Васильева — хореографи, Людмила Кинер вокал енĕпе ирттернĕ ăсталăх класĕсене те ачасем хаваспах хутшăнчĕç. Çак вăхăтра вĕсен çамрăк чун-чĕринче ташăçă та, юрăçă та пулас ĕмĕт çунатланса çуралчĕ…

…Кашни саманан хăйĕн тĕллевĕ, ыйтăвĕ пур. Паянхи кун ыйтни вăл — тĕрлĕ конкурса-тупăшăва хутшăнса пултарулăха кăтартма ирĕк çĕнсе илесси. Пысăк çитĕнÿ патне мĕнле майпа çул хывмалла? Грант илмелли проекта мĕнле хатĕрлемелле? Шăпах санăн ĕçÿ çĕнтертĕр тесен мĕн çине ытларах пусăм тумалла? Культура тата вĕрентÿ тытăмĕнче тăрăшакансен çак тата ытти ыйтăвĕн Елена Светлая, ЧНК президиумĕн членĕ Михаил Краснов хуравларĕç.

 

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

В Красных Четаях состоялся успешный старт проекта «Национальное достояние народов – достояние России»

27.12.2017 15:39
В Красных Четаях состоялся успешный старт проекта  «Национальное достояние народов – достояние  России»

26 декабря 2017 года межрегиональная общественная организация «Чувашский национальный конгресс» в рамках реализации федерального грантового проекта «Национальное достояние народов - достояние России», при поддержке Фонда Президентских грантов провела первые мероприятия в Красных Четаях.

Цель выездного мероприятия - ознакомление районных отделений ЧНК с планом реализации проекта. В Красных Четаях прошел круглый стол на тему «Участие в конкурсе на получение гранта - требование времени», встреча на тему «Сохранение самобытности народов в современных условиях» и пресс-конференция по вопросам реализации проекта. В перечисленных мероприятиях приняли участие: члены оргкомитета проекта, активисты ЧНК, представители районных отделений ЧНК (Аликовского, Моргаушского, Шумерлинского и Ядринского районов Чувашии), работники учреждений культуры и образования, представители СМИ.

Торжественное открытие состоялось в малом зале администрации Красночетайского района. Участников круглого стола приветствовал глава администрации Красночетайского района Александр Башкиров. Он выразил слова благодарности руководству ЧНК за признание района, как одного из самых активных в Чувашской Республике. Глава района подчеркнул значимость федерального проекта ЧНК и пожелал всем собравшимся плодотворной работы. На круглом столе также выступил начальник отдела культуры, туризма и архивного дела Красночетайского района Александр Самсонов. Он кратко рассказал о культурной жизни и деятельности района, перечислил вновь возведенные и отремонтированные здания, подчеркнул успехи в работе учреждений культуры, выразил готовность жителей района сотрудничать в рамках федерального проекта Чувашского национального конгресса.

Затем слово предоставили первому вице-президенту конгресса Валерию Клементьеву. Он рассказал о мероприятиях российского масштаба, воплощенных в жизнь активистами ЧНК, подчеркнул, что итогом многолетней плодотворной работы стала победа в конкурсе проектов НКО на грант Президента РФ. Валерий Леонидович ознакомил присутствующих с ключевыми точками проекта, выразил готовность общественных деятелей и активистов ЧНК плодотворно работать на благо жителей Чувашской Республики и регионов России. Первый вице-президент конгресса поблагодарил Юлию Марееву, председателя Красночетайского отделения ЧНК за активную работу и отметил, что это районное отделение является образцовым для других отделений конгресса.

От имени президента ЧНК Николая Угаслова были вручены Почетные грамоты активистам Красночетайского района. В свою очередь, Юлия Мареева поблагодарила официальную делегацию из столицы Чувашии за высокую оценку работы подразделения и кратко рассказала о деятельности в современных условиях местного отделения Чувашского национального конгресса.

Помощник президента ЧНК, автор и консультант мероприятий проекта «Национальное достояние народов - достояние России» Елена Светлая (Петрова) провела презентацию проекта-победителя. Она подчеркнула, что у Чувашского национального конгресса есть бесценный опыт общественной работы и сплоченная команда, которой под силу осуществить все запланированные мероприятия проекта. «Президент нашей страны Владимир Путин, Глава республики, руководители районных и городских администраций всегда подчеркивают то, что наше достояние - это народ! И они правы, потому что именно наш народ готов работать и днем и ночью на благо общества, своего района, города, республики, страны… Жители Чувашии много делают, чтобы сохранить свой уникальный язык, традиции и культуру, объединяя при этом на территории республики людей других национальностей и народностей»,- сказала Елена Владимировна. Она подробно ознакомила присутствующих с мероприятиями проекта, датами и географией их реализации.

На круглом столе также обсуждались вопросы сохранения самобытности народов в современных условиях, о которых рассказал член президиума ЧНК Михаил Краснов. Председатели комитетов образования и культуры конгресса Геронтий Никифоров и Вера Архипова рассказали о проделанной работе 2017 году и запланированных мероприятиях на 2018 год. Член комитета по культуре Нина Андреева акцентировала внимание на конкурсе «Лучшая чувашская деревня», вкратце рассказала об основных пунктах положения конкурса.

Заключительным моментом официальных мероприятий стала пресс-конференция с работниками СМИ и культуры по вопросам подготовки документов на конкурс грантов республиканского и федерального уровня. Представители конгресса ответили на вопросы: как правильно написать грант и оформить заявку, на что необходимо обратить особое внимание, правила оформления сметы расходов проекта и т. д.

Во время проведения круглого стола и встречи одновременно в Красночетайской общеобразовательной школе силами активистов ЧНК проходили познавательные мастер-классы: уроки по вышивке проводили председатель ассоциации народных мастеров при конгрессе Зинаида Воронова, члены комитета по культуре Раиса Васильева, Наталья Захарова-Кульева, Любовь Вазюкова. Так же члены комитета по культуре Наталья Васильева провела мастер-класс по хореографии, Людмила Воронова-Кинер и Роза Степанова давали уроки по вокалу. Ученики средних и старших классов с удовольствием осваивали технику вышивания, учились у профессионалов правильной постановке голоса, красиво двигаться в танце, сохраняя национальный колорит и культуру. Детям было вдвойне приятно перенимать опыт у известных в республике работников культуры и искусства.

В 13 часов в районном Дворце культуры начался новогодний праздник для дошколят и младших классов, в организации которого активно приняли участие представители Чувашского национального конгресса. Детям, пришедшим на елку в национальных костюмах народов, проживающих в Чувашии, вручили подарки и ценные призы. Весь день в Красных Четаях был насыщен официальными и праздничными предновогодними мероприятиями, в организацию которых вложили свою душу неравнодушные общественники Чувашского национального конгресса.

Старт проекта «Национальное достояние народов - достояние России» в районе дан успешно! В январе 2018 года предстоит выезд активистов конгресса в регион. В городе Санкт-Петербург запланирована презентация проекта. Новый год обещает быть насыщенным новыми мероприятиями, событиями, встречами, которые будут способствовать объединению людей и сплочению народов нашей многонациональной страны.

 

Руководитель пресс-службы ЧНК Зоя Яковлева.

 

 

Комментарии о проведенном мероприятии:

 

Валерий Сатлайкин, член Правления Красночетайского отделения

ЧНК:

- Проведение в нашем районе первого официального мероприятия в рамках реализации Федерального грантового проекта «Национальное достояние народов - достояние России» имеет для нас большое значение.

Во-первых, я рад, что ЧНК сумел выиграть такой значимый грант; во-вторых, ознакомление с планом мероприятий по реализации данного проекта и целями и задачами проекта работников культуры и активистов ЧНК; в третьих, автор проекта Елена Светлая при презентации столь значимого проекта для чувашского народа остановилась на основных моментах, как правильно написать.

Немаловажное значение имеет и то, что активисты ЧНК проводили в Красночетайской средней школе мастер-классы по вышиванию чувашских узоров, хореографию и вокалу. Какими довольными остались наши ученики не передать словами.

Новогодний праздник для дошколят и школьников удался на славу. Приятно было смотреть как представители ЧНК вручили подарки детям, а те свою очередь порадовали их национальными костюмами и талантами. Слова благодарности скажу и коллективу детского сада «Рябинушка» за организацию столь прекрасного новогоднего представления.

После успешного старта проекта «Национальное достояние

народов - достояние России» у активистов ЧНК и работников культуры появилось желание писать проекты и участвовать в грантовых конкурсах. Тот, кто шагает в ногу со временем –будет участвовать в таких конкурсах.

Большое спасибо Чувашскому национальному конгрессу, за то что выбрали наш район для официального старта в рамках реализации данного проекта.

 

Татьяна Яжейкина, председатель Ядринского отделения ЧНК:

- 26 декабря 2017 года учащимся Ядринского района выпала честь участвовать в чувашской елке в селе Красные Четаи. Для детей подготовлено большое новогоднее торжество. Праздник начался с большого хоровода возле ёлки. Интересный сюжет, красивая музыка, яркие костюмы – всё это создало атмосферу волшебной сказки. Весь праздник дети веселились, пели чувашские песни, танцевали.Особенно запомнились детям мастер-классы по вышиванию чувашских узоров, хореографии и вокалу, проводимые активистами ЧНК в Красночетайской средней школе Какими довольными остались наши ученики не передать словами.

Праздник оставил множество ярких впечатлений и положительных эмоций.Мы выражаем слова благодарности за такой праздник администрации Красночетайского района и активистам ЧНК.

Рабочее совещание по реализации проекта

25.12.2017 10:14
Рабочее совещание по реализации проекта

 

22 декабря в ЧНК состоялось очередное рабочее совещание оргкомитета по реализации проекта «Национальное достояние народов - достояние России», победителя конкурса Фонда президентских грантов для НКО.

На совещании обсуждался вопрос первого выезда членов оргкомитета проекта и активистов ЧНК в район Чувашии - Красные Четаи. Как уже ранее сообщалось, поездка запланирована на 26 декабря 2017 года, куда войдут следующие мероприятия: круглый стол на тему: «Участие в конкурсе на получение гранта - требование времени», встреча на тему: «Сохранение самобытности народов в современных условиях» и пресс-конференция по вопросам реализации проекта. Кроме официальных мероприятий жителей и гостей района ждут мастер-классы, встречи с известными деятелями культуры и искусства республики.

Официальные мероприятия пройдут в администрации Красночетайского района, начало в 10 часов.

На совещании присутствовала главный бухгалтер проекта Елена Васильева. Она рассказала об основных статьях сметы проекта и строгой отчетности перед грантодателем - Фондом президентских гратнов. Также главный бухгалтер призвала всех членов оргкомитета контролировать соответсвие выполненяемых работ поставленым целям и задачам проекта.

Каждый член оргкомитета определил свой фронт работы на мероприятии 26 декабря в рамках первого выезда.

 

Пресс-служба ЧНК.

Хĕрлĕ Чутайра çавра сĕтел тата ытти мероприятисем иртĕç

22.12.2017 13:39
Хĕрлĕ Чутайра çавра сĕтел тата ытти мероприятисем иртĕç

Чăваш наци конгресĕ Раççей Президенчĕн грантне тăратнă "Раççей пуянлăхĕ - пĕтĕм халăх пуянлăхĕ" проект çĕнтерни пирки эпир пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ.

Раштав уйăхĕн 26-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутайра çак проектпа çыхăнтарса «Вăхăт таппин ыйтăвĕ - грант илни" çавра сĕтел, «Хальхи саманара халăхсен хăйнеевĕрлĕхне упраса хăварасси" ятпа тĕлпулу тата проекта пурнăçа кĕртессипе çыхăннă пресс-конференци иртеççĕ.

Çак ĕçе пурнăçлама Хĕрлĕ Чутая ЧНКран гранта пурнăçлас тĕллевпе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕ, массăлла информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем тата конгресăн районсенчи уйрăмĕсен пайташĕсем çитĕç.

 

Зоя Яковлева, ЧНК пресс-службин ертÿçи.

В рамках реализации проекта «Национальное достояние народов - достояние России» в Красных Четаях проводится круглый стол

22.12.2017 13:37
В рамках реализации проекта «Национальное достояние народов - достояние России» в Красных Четаях проводится круглый стол

Межрегиональная общественная организация «Чувашский национальный конгресс», участвуя проектом «Национальное достояние народов - достояние России» в конкурсе на предоставление грантов Президента Российской Федерации на развитие гражданского общества, признана победителем.

В рамках реализации указанного проекта в 10 часов 26 декабря 2017 года проводится круглый стол на тему: «Участие в конкурсе на получение гранта - требование времени», встречи на тему: «Сохранение самобытности народов в современных условиях» и пресс-конференции по вопросам реализации проекта.

Полагая, что указанные мероприятия будут информационно весьма полезными для работников учреждений культуры, решили провести их на базе Красночетайского отделения ЧНК.

От Чувашского национального конгресса на мероприятиях примут участие члены рабочей группы по реализации проекта и представители СМИ Чувашской Республики (всего 24 чел.), а от Красночетайского района - работники учреждений культуры и члены местного отделения ЧНК.

На мероприятии планируется участие также представителей отделений ЧНК из Аликовского, Моргаушского, Шумерлинского и Ядринского районов.

 

Пресс-служба ЧНК.

Чăваш наци конгресĕн культура комитечӗ Наци радиовӗнче

22.12.2017 11:26
Чăваш наци конгресĕн культура комитечӗ Наци радиовӗнче

Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн пайташĕсем ку çулхи юлашки ларăва Наци радиовӗнче пуçтарăнчĕç. Комитет юлашки ҫулсенче чылай сумлă ĕçсемпе палăрчĕ. Ҫакӑн пирки радиоитлекенсене каласа пама культура комитетне Наци радиовӗн редакторӗ, комитетӑн пайташӗ Ирина Лампасова йыхравларӗ.

Культура комитечĕн ертӳҫи Вера Архипова 2017 ҫулта туса ирттернӗ курӑмлӑ ӗҫсемпе, çитес çул валли хатĕрленĕ ĕç планӗпе паллаштарчӗ. Пурне те пĕр-пĕрне ăнланса, килĕшÿллĕ ĕçлесе пынишĕн чун-чӗререн тухакан пысăк тав сăмахĕ каларӗ.

Кӑҫал Чӑваш наци конгресӗ 25 ҫул тултарнӑ май, 10-мӗш Аслӑ пуху ӑнӑҫлӑ иртрӗ. Ку ĕçре комитетӑн тÿпи те пысăк пулчӗ. ЧНК «Нацисен пуянлӑхӗ-Раҫҫей пуянлӑхӗ» проектпа Раҫҫей Президенчӗн грантне ҫӗнсе илнине палӑртма та кӑмӑллӑ.

Тата тепӗр пысӑк проект – Чӑваш Республикипе Иркутск облаҫӗн правитильствисем пулӑшнипе, пӗрле йӗркелесе пурнӑҫа кӗртнӗ пӗтӗм чӑвашсен уявӗ – «Байкал ҫинчи Акатуй» пулса тӑчӗ. Чӑваш Республикин культура министерствипе пӗрле палӑртнӑ проектсене çӳллĕ шайра пурнӑҫлама тӑрӑшрӑмӑр. Вӗсем хушшинче, паллах, регионсем хушшинче иртекен "Кĕмĕл сасă", "Раҫҫей чăваш пики», «Чăваш тумĕ – халăх пуянлăхĕ» фестиваль-конкурссем.

2017 ҫул Аттепе Анне ҫулталӑкӗ пулчӗ. Ҫавна май комитет пайташӗсем ку ҫул ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑхне аталантарас енӗпе, ҫемье институтне ҫирӗплетес тӗллевпе нумай вӑй хучӗҫ. Халӑх пултарулӑхӗн «Талантсен янăравĕ» II фестивалӗ, наци музыкин, поэзийӗн тата ӳнерӗн республикӑри «Тӑван Ен» VII фестивалӗ, ЧНК культура комитечĕн пайташĕ, композитор тата юрăç Людмила Кинер йӗркеленӗ «Асамат кӗперӗллӗ ҫӗршыв» ятпа республикӑра ирттернӗ телевиденин конкурсне тата ыр кӑмӑллӑх концертне те асӑнса хӑвармалла. Кӑҫал, ҫавӑн пекех, комитет пайташӗсем «Чӑваш Ен историйӗнчи ят» ярӑмри мероприятисене хастар хутшӑнчӗҫ, нумайӑшне хӑйсем тӗллӗн йӗркелесе ирттерчӗҫ.

Радиокӑларӑмра комитетӑн пайташӗсем ытти ӗҫсене те аса илчӗҫ. Зинаида Воронова, Любовь Вязюкова, Людмила Балтаева, Раиса Михайлова, Наталия Захарова-Кульева, Нина Андреева ал-ӗҫ ӑстисем хӑйсен туса ирттернӗ ӗҫсемпе паллаштарчӗҫ. ЧНК пресс-служба ертӳҫи Зоя Яковлева тата конгресăн президенчĕн грантсемпе ӗҫлекен пулăшуçи Елена Светлая ҫӗнтерсе илнӗ грантпа тӗллевлӗн усӑ курассине пӗлтерчӗҫ. Роза Степанова, Наталия Васильева, Раиса Андреева кӑҫалхи ҫул регионсене тухса ҫÿрени, чӑваш халӑхне юрӑ-ташӑпа савӑнтарни пирки каларӗҫ.

КАласа хăвармалла, çулталăк тăршшĕпех культура комитечӗн ĕҫӗ-хӗлӗ пирки комитет пайташӗсем, Чӑваш наци радиовӗн редакторӗсем Алексей Иванов тата Ирина Лампасова Наци радиовӗн кӑрарӑмӗсенче тата ЧНК пресс-службин ертӳҫи Зоя Яковлева массăллă информаци хатĕрĕсенче тӑтӑшах ҫутатса тӑчӗҫ.

ЧНК культура комитечӗ хӑйӗн умне лартнӑ тӗллевсене ҫулран ҫул пурнӑҫласа пыма тӑрӑшать, 2017 ҫулта та палӑртнине пурнӑҫа кӗртрӗмӗр пулӗ тесе шутлатпӑр. Малашне те чӑваш культурине упраса, аталантарса, ламран-лама пыракан йӑла-йӗркене пулас ӑрусем валли упраса хӑварас тесе ӗҫлӗпӗр.

Хисеплӗ чӑвашсем, ытарайми тӑвансем! Пурне те Ҫӗнӗ 2018 ҫул ячӗпе саламласа япӑххине манса, ҫӗнӗлле пурӑнма сунатпӑр. Ҫӗнӗ шухӑшсене, ӗмӗтсене, ӗҫсене тивӗҫлӗ пурнӑҫлама пурне те ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми вӑй-хӑват сунатпӑр.Телейлӗ пулӑр!

 

Вера Архипова,

Чӑваш наци конгресӗн Культура комитечӗн ертӳҫи

 

Ирина Лампасова,

Чӑваш наци конгресӗн Культура комитечӗн пайташӗ,

Чӑваш наци радиовӗн музыка редакторӗ

Митта Ваçлейĕн пултарулăхне халалланă конкурс

20.12.2017 14:27
   Митта Ваçлейĕн пултарулăхне халалланă конкурс

Митта Ваçлейĕн пултарулăхĕ – халăх пуянлăхĕ. Вăл яш ĕмĕре упрама, çамрăк вăхăта сая ярасран сыхланма, ăслă, хăюллă, маттур пулма вĕрентет. Кам Митта кĕнекине алла илет, вăл чăн-чăн поэзи пылакне тутанса пăхать.

Алексей Талвир, чăвашсен паллă писателĕ

«СĂВАПЛĂ ЯТ» ВИКТОРИНА

Поэт, прозаик, куçаруçă тата критик Митта Ваçлейĕ (1908-1957) чăваш литературинче паллă йĕр хăварнă. Унăн пултарулăх еткерĕ пуян. Сăмах ăстин паха хайлавĕсене шкулта вĕренеççĕ, тишкереççĕ. Сăввисем ачасене шухăшлама, тăван чĕлхене юратма, илемлĕхе туйма, таса чун-чĕреллĕ пулма пулăшаççĕ.

Чăвашсен аслă ăру поэчĕ Митта Ваçлейĕ çуралнăранпа 2018 çулхи пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче 110 çул çитет. Хисеплĕ çыравçăн çуралнă кунне паллă тума пĕтĕм чăваш тĕнчи хатĕрленет. Юратнă поэта сума суса эпир те «Сăваплă ят» викторина йĕркелес терĕмĕр. Ăна ирттерекенсем: «Чăваш наци конгресĕ» регионсен хушшинчи общество организацийĕн вĕренÿ комитечĕ, Чăваш Республикин наци библиотеки, «Хыпар» Издательство çурчĕн литературăпа культура тата искусство «Тăван Атăл» журналĕпе чăваш ачисен «Тантăш» хаçачĕ. Литература вăййине Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн тăрăхĕсен шкул ачисене, профессипе техника училищĕсенче, колледжсемпе техникумсенче вĕренекенсене, аслă шкул студенчĕсене, çамрăксене, учительсемпе библиотека ĕçченĕсене, Митта Ваçлейĕн пултарулăхне юратакансене пурне те хутшăнма чĕнетпĕр.

Викторина хуравĕсене компьютерпа А4 форматлă шурă хут листи çине Alt пусмалли Times New Roman шрифтпа, 12 №-лĕ пысăкăшĕпе, 1,5 йĕрке хушшипе, пур енчен те хĕррисене (поля) 2 см хăварса пичетлесе 2018 çулхи нарăс (февраль) уйăхĕн 28-мĕшĕччен «Митта Ваççлейĕн конкурсне» паллăпа çак адреспа йышăнаççĕ: электрон почти: congress21@maill.ru

428032, Чăваш Республики, Шупашкар хули, Воробьев композиторсен урамĕ, 10 çурт, Чăваш наци конгресĕ. Телефонсем: 62-35-61, 62-82-05

Вăйă ăмăртăва хутшăнакансем! Ыйтусене хуравласа çырнă ĕçĕрте хăвăрăн хушамата, ята, аçу ятне, ăçта тата миçемĕш класра (курсра) вĕреннине е ĕçленине, шкул е кил адресне чăвашла тата вырăсла çырма ыйтатпăр. Çĕнтерÿçе тата призерсене чи тĕрĕс те тулли хуравланисенчен палăртăпăр, вĕсене Чăваш Республикин наци библиотекин дипломĕпе чыслăпăр, хушамачĕпе ячĕсене «Тăван Атăл» журналпа «Тантăш» хаçатра пичетлĕпĕр. Викторинăна хутшăннисене Чăваш наци конгресĕ хатĕрленĕ сертификата парăпăр.

Пĕтĕмлетÿпе чыслав Чăваш Республикин наци библиотекинче иртĕ. Чыслава хăçан ирттерессине ятарласа пĕлтерĕпĕр.

Геронтий НИКИФОРОВ,Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ,

викторина йĕркелекен комитет пайташĕ

Ыйтусем:

1. Василий Егорович Митта мĕнле кил-йышра ÿссе çитĕннĕ?

2. Литература тĕпчевçисем Митта Ваçлейĕн пултарулăхĕн çулне темиçе тапхăра уйăрса пăхаççĕ. Геннадий Юмарт поэт тĕпчевçĕ Митта Ваçлейĕн пултарулăхĕн çулне миçе тапхăра уйăрнă?

3. 18 çулхи Митта Ваçлейĕ çывăх тусĕ патне янă çырура: «Эпĕ çав ĕçе, чăваш халăхне малалла ярас йĕркене, нихăçан та, хамăр ĕмĕр иртсе каймасăр та пăрахас çук», – тесе каланă. Çамрăк поэт çак тупа сăмахĕсемлĕ çырăва кам патне яма пултарнă?

4. Василий Митта чăваш ялĕсенче пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем – колхозсем – йĕркелени çинчен поэма çырнă. Ăна автор 1930 çулта «Сунтал» журналта мĕнле ятпа пичетленĕ? 1932 çулта çав хайлав тепĕр хут урăх ятпа çапăнса тухнă. Поэмăн иккĕмĕш ятне те калăр.

5. «Чăваш çыравçин Митта Ваçлейĕн ырă сăнарне мĕн ĕмĕрĕм тăршшĕнче те манса каймашкăн тивĕçĕм çук. Митта хама пирĕшти пек тĕл пулнă чух мана тÿсме çук йывăрччĕ, кун-çулăм татăлас вĕçнех çитнĕччĕ. Ваçлей мана шăпах выçă вилесрен хăтарчĕ...», – тенĕ культ тапхăрĕнче, Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче Миттапа пĕр лагерьте пулнă пĕр паллă çын. Василий Егоровичăн çынлăхне хакласа калаканăн ятне, вăл хăш халăх çынни пулнине калăр.

6. Культ самани çинчен чăваш çыравçисем чылай çырнă. Вĕсен йышĕнчи пĕр хисеплĕ çыравçă Митта Ваçлейĕн шăпине тĕпе хурса паллă хайлав пичетлесе кăларнă. Унта репресси вăхăтĕнчи лару-тăрăва сăнласа кăтартнă. Ĕç-пуç 1937-1947 çулсенче Чăвашра тата Çĕпĕр çĕрĕнче пулса иртет. Хайлав ятне тата авторне калăр.

7. Митта Ваçлейĕ пĕр сăвăра поэзие ырă сунакан виçĕ хăват пуррине каланă. Поэтăн сăвввин ятне тата виçĕ хăват ячĕсене çырăр.

8. Вырăссен аслă поэчĕн Александр Пушкинăн пĕр сăввине Николай Шупуççынни, Аркадий Ĕçхĕл, Митта Ваçлейĕ – пурте уйрăммăн куçарнă. Митта Ваçлейĕ куçарнин чăвашла ятне калăр.

9. Шупашкарта тата Чăваш Республикинче Митта Ваçлейĕ ячĕпе çыхăннă вырăнсем, ятсем пур. Вĕсен шучĕ ултта яхăн. Поэт пурăннă тата ун ячĕпе хисепленекен вырăнсене калăр.

10. Василий Егорович Митта 1957 çулхи çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче вилнĕ, 12-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ. Поэта хăш ял çăвине (масарне) пытарнă? Унăн вилтăпри çине лартнă палăк çине çырса хунă тăватă йĕркеллĕ сăвă çаврăмне çырăр, ăна мĕн ятлă хайлавран илнине калăр.

И. Я. ЯКОВЛЕВ ÇУРАЛНĂРАНПА 170 ÇУЛ ÇИТНИНЕ ХАЛАЛЛАНĂ КОНКУРС ÇИНЧЕН

20.12.2017 14:25
И. Я.  ЯКОВЛЕВ ÇУРАЛНĂРАНПА 170 ÇУЛ ÇИТНИНЕ ХАЛАЛЛАНĂ КОНКУРС ÇИНЧЕН

 

«МАН ХАЛĂХ – МАН ТĂВАН ÇĔР-ШЫВ»

РЕГИОНСЕН ХУШШИНЧИ АЧА-ПĂЧА ПУЛТАРУЛĂХĔН

КОНКУРСĔН ПОЛОЖЕНИЙĔ

Пĕтĕмĕшле калани

«Чăваш наци конгресĕ» регионсен хушшинчи общество организацийĕ, «Хыпар» Издательство çурчĕн литературăпа культура тата искусство «Тăван Атăл» журналĕ, чăваш ачисен «Тантăш» хаçачĕ И. Я. Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалланă «Ман халăх – ман Тăван çĕр-шыв» регионсен хушшинчи литература пултарулăхĕпе ал ĕç ăсталăхĕн конкурсне ирттереççĕ. Конкурса Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн тăрăхĕсен шкулĕсенче 4-11-мĕш класĕсенче вĕренекенсене, колледжсемпе аслă шкулсен студенчĕсене хутшăнма чĕнеççĕ. Регионсен хушшинчи литература пултарулăхĕпе ал ĕç ăсталăхĕн конкурсĕ 2018 çулхи кăрлач уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 10-мĕшĕччен пырать.

Конкурс тĕллевĕсем

* чăваш чĕлхипе культурине, хутшăнупа пуплев культурин çыхăнăвĕсене аталантарасси;

* пултаруллă шкул ачисемпе çамрăксене тупса палăртасси, вĕсене литературăпа ал ĕç ăсталăх ăмăртăвне анлăрах явăçтарасси;

* ачасемпе студентсене хăйсен пултараслăхне йĕркелеме, шухăш хастарлăхне аталантарма, литературăпа ал ĕç ăсталăхĕпе кăсăкланма хавхалантарасси;

* И. Я. Яковлевăн ырă тĕслĕхĕпе халалĕ çинче вĕренекенсене наци тата этнос харпăр хăй ăнланулăхне йĕркелеме пулăшасси;

* ачасемпе çамрăксен сăмахлăх пултарулăхĕпе ал ĕç ăсталăхне аталантарма учительсемпе ачасен ашшĕ-амăшне анлăрах явăçтарасси.

Конкурс йĕркелекенсем

* «Чăваш наци конгресĕ» регионсен хушшинчи общество организацийĕ;

* «Хыпар» Издательство çурчĕн литературăпа культура тата искусство «Тăван Атăл» журналĕ, чăваш ачисен «Тантăш» хаçачĕ.

Конкурса хутшăнакансем

«Ман халăх – ман Тăван çĕр-шыв» ача-пăча пултарулăхĕн ăмăртăвне Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн тăрăхĕсен шкулĕсенче 4-11-мĕш класĕсенче вĕренекенсем, колледжсемпе аслă шкул студенчĕсем хутшăнма пултараççĕ.

Хайлавсене йĕркелесе конкурса тăратасси

Конкурс тăватă номинаципе иртет:

чи лайăх сăвă,

чи лайăх калав, очерк, тĕрленчĕк,

чи лайăх пьеса,

алăпа тунă чи лайăх япала (çыхса, тирсе, касса, тĕрлесе, эрешлесе, капăрлатса, çунтарса-ĕнтсе тата ытти мелпе тунă ал ăсталăх япалисем).

Конкурс комиссийĕ литературăн тĕрлĕ жанрĕпе чăвашла çырнă ал çыру хайлавĕсене тата алăпа тунă япаласене йышăнать. Прозăпа пьеса хайлавĕсен калăпăшĕ 10-15 страницăран ытла мар, сăвăсен хисепĕ 3-рен кая мар пулмалла. Алăпа тунă япаласене конкурса темиçе тăратма та юрать. Ал çырусене компьютерпа А4 форматлă шурă хут листи çине Alt пусмалли Times New Roman шрифтпа, 12 №-лĕ пысăкăшĕпе, 1,5 йĕрке хушшипе, пур енчен те хĕррисене (поля) 2 см хăварса пичетлемелле.

Çамрăк авторсен ал çыру хайлавĕсенче, алăпа тунă япаласенче конкурсăн номинаци ятне, хăйсен хушаматне, ятне тата ашшĕ ятне, хăш шкулта (колледжра е аслă шкулта), миçемĕш класра (ушкăнра) вĕреннине, район (хула), республика (область) ятне чăвашла, вырăсла тата пултарулăх ăмăртăвне хатĕрлекен вĕрентекенĕн хушаматне, ятне, ашшĕ ятне, кĕсье телефонĕн номерне кăтартса çырмалла. Конкурс ĕçĕсене 2018 çулхи ака (апрель) уйăхĕн 10-мĕшĕччен «Ача-пăча конкурсне» паллăпа çак адреспа йышăнаççĕ: электрон почти: congress21@maill.ru 428032, Чăваш Республики, Шупашкар хули, Воробьев композиторсен урамĕ, 10 çурт, Чăваш наци конгресĕ. Телефон: 62-82-05

Конкурс ирттермелли йĕрке

Конкурс йĕркелекен комитет жюрие палăртать. Жюри пайташĕсем Чăваш Республикин паллă писателĕсемпе журналисчĕсем, ал ĕç ăстисем, тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕсем пулаççĕ. Жюри конкурса тăратнă ĕçсене пăхса тухса хак парать, призлă вырăнсене ÿсĕм тăрăх, 4-7, 8-9 тата 10-11-мĕш классенче, колледжсемпе аслă шкул вĕренекенсен йышĕнчен кашни тăватă номинацире уйрăм палăртать. Пултарулăх ăмăртăвĕнче I, II, III вырăн йышăннисене дипломсемпе парнесем параççĕ. Жюри илемпе сăнарлăх енчен паха хайлавсемпе ал ĕç япалисене уйрăм ят пама пултарать.

Конкурс пĕтĕмлетĕвне протокол çырса çирĕплетеççĕ. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсен списокне Чăваш наци конгресĕн сайтĕнче вырнаçтараççĕ, «Тантăш» хаçатра пичетлеççĕ.

Чыслани

«Ман халăх – ман Тăван çĕр-шыв» конкурс çĕнтерÿçисемпе призерĕсене дипломсемпе парнесем парса чыслаççĕ. Конкурса хутшăннисене пурне те сертификат параççĕ. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене хатĕрленĕ вĕрентекенсене Тав хучĕпе чыслаççĕ.

Чыслава хăçан тата ăçта ирттерессине уйрăм пĕлтереççĕ. Чи лайăх хайлавсене «Тантăш» хаçатра, «Самант» тата «Тăван Атăл» журналсенче пичетлеççĕ.

 

Геронтий НИКИФОРОВ, конкурс йĕркелекен комитет пайташĕ

Страницăсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, ... 114