Регионсем хушшинчи обществăлла организаци

Чăваш наци конгресĕ

Чувашский национальный конгресс

Чăваш тĕнчи

2018, пуш (март), 1(84) №

Сăнсем

Видеосем

Николай Угаслов Чĕмпĕрти И.Яковлева халалланă уява хутшăнчĕ

Шырав

Çыхăну

Адрес: 428032 г. Чебоксары, ул. Композиторов Воробьевых, д. 10

Телефон: (8352) 62-35-61

Факс: (8352) 62-82-05

Эл. адрес: congress21@mail.ru

Чӑваш театрĕ Питĕр хулинчи культура кунĕсене пуянлатрĕ

09.04.2018 14:22
Чӑваш театрĕ Питĕр хулинчи культура кунĕсене пуянлатрĕ

 

 

Питĕр хулинчи Чӑваш наципе культура автономийĕ ( ертӳҫи В.М. Живов), ку хулари Нацисен ҫурчĕ тӑрӑшнипе 12 ҫул иртнĕ хыҫҫӑн тепĕр хут К. Иванов ячĕллĕ Чӑваш патшалӑх академи драма театрĕн спектаклĕсене ку историллĕ хулара кӑтартма май килтерчĕҫ.

Чӑваш культура кунĕсем пынӑ май, ака уйӑхĕн 8, 9 - мĕшĕсенче "Литейнӑй" театрĕнче паллӑ театр хӑйĕн чи лайӑх икĕ спектакльне кӑтартать.

Ĕнер, ака уйӑхĕн 8-мĕшĕнче И.С.Максимов-Кошкинскин "Вĕри юнлӑ ҫемҫе чун" спектакльне курма Питĕрте пурӑнакан пирĕн ентешсем, театра юратакансем чылайӑн килчĕҫ.

Чӑваш наципе культура автономийĕн председателĕ Владимир Михайлович Живов каланӑ тӑрӑх, кунти чӑвашсем хамӑрӑн тӑван культурӑшӑн, чĕлхешĕн тунсӑхлаҫҫĕ. Вĕсем Вера Кузьминана, Нина Яковлевӑна тата ытти талантлӑ артистсене чунтан хисеплесе кĕтеҫҫĕ.

Чӑваш театрĕ килни кунти пирĕн культура кунĕсене питех те пуянлатрĕ.

Паян вара "Литейнӑйра"- Арсений Тарасовӑн "Туя туй пек тумалла" камичĕ.

Питĕрсем кунта та йышлӑн килессе шанас килет.

 

Зоя Яковлева, ЧНК пресс - службин ертӳҫи.

Чӑваш Ентен килнĕ делегаци Питĕрти паллӑ вырӑнсенче пулса курчĕ

08.04.2018 22:57
Чӑваш Ентен килнĕ делегаци Питĕрти паллӑ вырӑнсенче пулса курчĕ

Паян, ака уйӑхĕн 8-мĕшĕнче, Мӑнкун кунĕ Питĕрти чӑваш обществи ( ертӳҫи В.М.Живов) йĕркеленипе чӑваш культурин кунĕсене уявлама килнĕ делегаци историллĕ хулапа паллашрĕ. Чи малтанах паллӑ ӑсчах Никита Бичурин канлĕх тупнӑ 18-мĕш ĕмĕрте пурӑннӑ паллӑ ҫынсене пытарнӑ масар ҫине ҫитрĕҫ. Чӑваш халӑхне чапа кӑларнӑ хĕвел тухӑҫ енчи ҫĕршывĕсене тĕпченĕ ученӑя пуҫ тайса чĕрĕ чечексем хучĕҫ.

Малалла пирĕн ентеш Петр Егоров архитектор проекчĕпе ӑсталанӑ Ҫуллахи сад карти патĕнче, унӑн проекчĕпех тунӑ чиркӳ вырӑнĕнче пулчĕҫ. Халĕ кунта пурӑнакан ентешсем тӑрӑшнипе чиркĕве ҫĕнĕрен купалаҫҫĕ. Никĕсне туса пĕтернĕ, малалла стенисене хӑпартаҫҫĕ.

Экскурсовод вырӑнĕнче пирĕн ентеш, Анатолий Рыбкин художник пулчĕ. Вӑл, 1974-мĕш ҫултанпа кунта пурӑннӑран, хула историне питĕ лайӑх пĕлет. Ӑна пулӑшса пыракансем кунти Владимир Живов, Михаил Кондратьев искусствовед тата Атнер Хусанкай ӑсчах пулчĕҫ.

Хӑнасен хушшинче спектакльпе килнĕ чӑваш академи драма театрĕн артисчĕсем пĕтĕм йышĕпех пулчĕҫ.

Юлашкинчен делегаци Аслӑ вӑрҫӑ вӑхӑтĕнчи блокадӑра пуҫĕсене хунисене пытарнӑ Пискарев ҫӑвинче пулса хамӑр ентешсене асӑнса вырнаҫтарнӑ плита умне чĕрĕ чечексем хучĕ.

 

Зоя Яковлева, ЧНК пресс-службин ертӳҫи.

Питĕрте чӑваш культурин кунĕсем иртеҫҫĕ

08.04.2018 18:17
Питĕрте чӑваш культурин кунĕсем иртеҫҫĕ

Акӑ К.В.Иванов ячĕллĕ чӑваш патшалӑ академи драма театрĕн артисчĕсем кĕтнĕ кун тинех ҫитрĕ: - вĕсем - Питĕр хулинче. Юлашки хут кунта пирĕн сцена ӑстисем 12 ҫул каялла пулнӑччĕ. Ун чухне Ленсовет ячĕллĕ театрта Ф. Павловӑн

"Ялта " драмине тата Анатолий Чебановӑн "Праски кинеми мӑнукне авлантарать" камитне кӑтартнӑччĕ.

Чӑваш артисчĕсене хальхинче те Нева ҫинчи хулари сумлӑ "Литейнӑйри" йышӑнĕ. Телейлĕ ҫак самант ыран пулĕ. Паян вара Питĕрти Национальнӑҫсен ҫуртĕнче Чӑваш культурин кунĕсем уҫӑлчĕҫ. "Нева ҫинчи Атӑл шурӑмпуҫĕ" курава кунта ĕҫлесе пурӑнакан йӑхташсем хутшӑнчĕҫ. Вĕсем - Раҫҫей тава тивĕҫлĕ, Чӑваш халӑх художникĕ Анатолий Рыбкин, Александр Федоров, Мария Любимова, Антон Петров, Анна Кондратьева, Атилла Балтаев, ыттисем. Вĕсем тĕрлĕрен, анчах пурте - Чӑвашран. Тӑван халӑха юратнине, йӑла- йĕркене хисепленине, тӑван кĕтесе пуҫ тайнине палӑрать ĕҫĕсенче. Культура кунĕсене уҫнӑ ҫĕре ЧР культура министрĕ Константин Яковлев, Санкт- Петербург хула администрацийĕн наци хутшӑнӑвĕсен комитетне ертсе пыракан специалисчĕ Вадим Придус, Национальноҫсен ҫурчĕн директорĕн заместителĕ Дмитрий Федоров, Питĕрти Чӑваш культура обществин председателĕ Владимир Живов хутшӑнчĕҫ.

Шухӑшсем:

Константин Яковлев, ЧР культура министрĕ:

- Паянхи мероприятин пĕлтерĕшĕ питĕ пысӑк. Темиҫе сехет каялла этнографи музейĕнче ҫавра сĕтел иртрĕ. Унта ҫитес вӑхӑтра Шупашкар хулине йĕркелесе янӑранпа 550 ҫул ҫитнине халалланӑ курав уҫӑпӑр. Халь вара тепĕр килĕшӳ - национальноҫсен ҫурчĕпе тӑвӑпӑр. Шупашкарта та Халӑхсен ҫурчĕ пур. Ҫыхӑну тытса ĕҫлеме меллĕ пулĕ. Ҫакӑншӑн Национальноҫсен ҫурчĕн ертӳҫисене пысӑк тав.

Анатолий Рыбкин, Раҫҫей тава тивĕҫлĕ художникĕ:

- Питĕрте чӑваш художникĕсем питĕ йышлӑ, анчах вĕсене пĕр чӑмӑра -курава - пухма ҫӑмӑлах пулмарĕ: кашнийĕ хӑйĕн мастерскойĕнче ĕҫлет. Ҫапах та 40 яхӑн ӳнерҫе явӑҫтарма май килчĕ. Вĕсем тахҫантанпах Питĕрте пурӑнаҫҫĕ пулсан та, чунĕпе - Чӑваш Енре. Ҫакна вĕсен ĕҫĕсем лайӑх ҫирĕплетеҫҫĕ.

 

Надежда Смирнова ( фото Зоя Яковлева )

ЧНК президенчĕ Питĕрти ентешсене саламларĕ

06.04.2018 10:21
ЧНК президенчĕ Питĕрти ентешсене саламларĕ

Ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче Питĕрти А.С. Грибоедов ячĕллĕ нацисен литературин библиотекинче чăваш культурин куравĕ уçăлчĕ. Ăна Ленинград облаçĕнчи чăваш культура обществипе (ертÿçи В.А. Гаврилов) Питĕрти чăвашсен пĕрлĕхĕ (ертÿçи А.Р. Павлов) йĕркелерĕç.

Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов çак ятпа пирĕн ентешсене скайп урлă тÿррĕн çыхăнса саламларĕ.

Вăл Питĕр тăрăхĕнче пурăнакан чăваш пĕрлĕхĕсене çапла хамăр культурăна, йăла -йĕркене тата паллах чĕлхемĕре аталантарассишĕн тăрăшса ĕçленĕшĕн тав турĕ.

-Пĕтĕмпех культурăран пуçланать. Хамăр культурăна, чĕлхене манмасан пирĕн пурнăçĕ те лайăхланать, экономика та аталанать. Тав сире, ăнăçу та ырлăх-сывлăх сунатăп!,- терĕ Николай Угаслов.

 

ЧНК пресс-служби.

Чи маттур та пултаруллă ачасен ĕçĕсене хаклатпăр

05.04.2018 11:35
Чи маттур та пултаруллă ачасен ĕçĕсене хаклатпăр

Ака уйăхĕн 2 - 5-мĕшĕсенче Иван Яковлевич Яковлев 170 çул çитнине халалланă "Ман халăх, ман Тăван çĕршыв" регионсен хушшинчи литература пултарулăхĕпе ал ĕç ăсталăхĕн конкурсне ачасемпе студентсенчен чылай ĕç килчĕ. Конкурс ЧНК "Халăхсен наци пуянлăхĕ - Раççей пуянлăхĕ" РФ Президенчĕн грантне тивĕçнĕ проектпа килĕшÿллĕн иртет.

Килнĕ ĕçсен йышĕнче "Алăпа тунă чи лайăх япала" номинацине ярса панисем нумай пулнине палăтмалла.

Сăвăпа калавсем те сахал мар килчĕç.

"Алăпа тунă чи лайăх япала" номинацине килнĕ ĕссемпе сире паллаштарас тетпĕр.

 

ЧНК пресс-служби.

 

Проект "Национальное достояние народов - достояние России" реализуется Межрегиональной общественной организацией "Чувашский национальный конгресс" при поддержке Фонда президентских грантов.

 

#ПроектПобедитель

#ФондПрезидентскихГрантов

#ПоддержкаНКО

#ПрезидентРоссии

#ПрезидентРФ

На средства гранта Президента РФ ЧНК приобрел профессиональную видеокамеру

04.04.2018 16:25
На средства гранта Президента РФ ЧНК приобрел профессиональную видеокамеру

Благодаря проекту ЧНК "Национальное достояние народов -достояние России", удостоенного гранта Президента РФ, для пресс-службы конгресса приобрели профессиональную камеру с микрофоном и со штативом. Теперь можно снимать и монтировать сюжеты, передачи и даже фильмы о мероприятиях, проводимых в рамках грантового проекта и предоставлять в ТВ каналы, размещать на сайтах ЧНК.

Компактность камеры и штатива позволяют легко вывозить их для съемок в районы Чувашии и регионы России.

Давняя мечта руководителя пресс-службы ЧНК сбылась! Спасибо грантодателю!!! Спасибо оргкомитету проекта и лично Елене Светлой!.

 

Зоя Яковлева, руководитель пресс-службы проекта.

 

Проект "Национальное достояние народов - достояние России" реализуется Межрегиональной общественной организацией "Чувашский национальный конгресс" при поддержке Фонда президентских грантов.

 

#ПроектПобедитель

#ФондПрезидентскихГрантов

#ПоддержкаНКО

#ПрезидентРоссии

#ПрезидентРФ

ЧНК президенчĕ Раиса Еруслановăна çавра çулпа саламларĕ

04.04.2018 11:51
ЧНК президенчĕ Раиса Еруслановăна çавра çулпа саламларĕ

Ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов, унăн çумĕсем Валерий Клементьевпа Петр Ивантаев тата Ваттисен Канашĕн пайташĕсем Раиса Ильинична Еруслановăна сумлă çавра çулпа саламларĕç.

Чăн та, Раиса Ильинична пурнăçне пархатарлă ĕçпе - тăван халăхăн пурнăç пахалăхне лайăхлатассишĕн, унăн ырлăх-пурлăхне ÿстерессишĕн тăрăшассипе çыхăнтарнă.

Раиса Ерусланова Тутар Республикинчи Пăва районĕнчи Тарканпуç ялĕнче 1938 çулхи ака уйăхĕн 2-мĕшĕнче çуралнă. Хусан патшалăх медицина институтĕнчен вĕренсе тухнă, КПСС Тĕп Комитечĕн Общество ăслăлăхĕсен академине пĕтернĕ. Истори наукисен кандидачĕ, профессор, РФ Социаллă вĕрентĕвĕн академийĕн, Раççей Социаллă наукисен академийĕн чăн членĕ.Раиса Ильинична ахаль тухтăртан Республикăри стоматологи поликлиникин тĕп врачне çити çĕкленнĕ. Медицина ĕçченĕсен профсоюзĕн республикăри комитетне ертсе пынă,халăх депутачĕсен Шупашкар хула Канашĕн ĕçтăвкомĕн председателĕн заместителĕ, Чăваш АССР социаллă ыйтусене тивĕçтерекен министр, Чăваш Республикин Министрсен Канашĕн Председателĕн заместителĕ, Раççей патшалăх социаллă университечĕн Шупашкар хулинчи филиалĕн директорĕ пулнă, Чăваш Республикин Аслă Канашĕн депутатне пĕрре кăна мар суйланнă.

Раиса Ерусланова халĕ те лара-тăра пĕлмест: общество пурнăçне яланхиллех пуçаруллă хутшăнать.

Вăл — Чăваш наци конгресĕн Ваттисен канашĕн членĕ.

— Халăх кун-çулне ырăлăх кĕртессишĕн тăрăшакан хастарсен пархатарлă ĕçне 2016 çултанпа хутшăнатăп, — тет Раиса Ильинична. — Пире тăван чĕлхе малашлăхĕ хумхантарать. Ăна аталантарассипе çыхăннă ыйтусене тăтăшах сÿтсе яватпăр, хамăр шухăш-кăмăла пуçлăхсем патне çитеретпĕр. Тулашри йăхташсен пурнăçне çĕнĕ варкăш кĕртессине те тивĕçлипе хаклатпăр.

Ваттисен канашне канăçсăрлантаракан тепĕр çивĕч ыйту — аслă ăру çыннисен пурнăç пахалăхне лайăхлатасси. РФ Президенчĕн суйлавĕ умĕнхи тапхăрта кун пирки пĕрре кăна мар калаçнă. Раиса Ильинична шухăшĕпе, ку енĕпе те ырă улшăнусем пуласса шанма май пур. Сăмах май, Ваттисен канашĕ республикăри ят-сумлă çынсене, хăй вăхăтĕнче унăн экономикин тĕрекне вăй илтерме сумлă тÿпе хывнă хастарсене — Василий Шадрикова, Ираида Стекольщиковăна, Федор Мадурова, Федор Карягина, Анатолиий Кибече /çав шутра, паллах, Раиса Еруслановăна/ тата ыттисене — пĕрлештерсе тăрать.

— Хамăр тăван хутлăх пурнăçĕпе тÿрремĕнех çыхăннине чунпа-юнпа туйса тăнă май ырă ĕçсем тата ытларах тăвас килет, — палăртать Раиса Ерусланова.

Вăл çавăн пекех ЧР Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерствипе тачă çыхăну тытать, ветерансен канашĕн пуçаруллă хастарĕ шутланать: аслă ăру çыннисене социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтересси çинчен калаçнипе пĕрлех çамрăксене ĕçе вырнаçтарассипе çыхăннă ыйтусене те çивĕч тишкереççĕ унта.

Хастар та пултаруллă чăваш хĕрарăмне Раиса Еруслановăна Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов сумлă çавра çулпа саламласа ырлăх –сывлăх сунчĕ.

«Раиса Ильинична, сире мĕн пур чăваш халăхĕнчен тав тăватăп. Нумай, нумай çул пĕрле ĕçлемелле пултăр. Сире ырлăх – сывлăх сунатпăр. Эсир халăхшăн мĕн чухлĕ ырă ĕç тунине никам та манмасть,»- терĕ Николай Угаслов.

Чăваш халăхĕ умĕнче тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн тата 80 çул тултарнă ятпа саламласа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раиса Ильинична Еруслановăна Тав Хучĕпе чысланă тата алла çыхмалли сехет парнеленĕ. Çак сумлă наградăсене юбиляра Николай Федорович Угаслов çитерчĕ.

Ваттисен Канашĕн пайташĕсем пурте хăйсемпе пĕрле чăвашлăхшăн, тăван халăхшăн тăрăшакан юлташне çавра çулпа саламларĕç, сывлăх, телей сунчĕç.

 

ЧНК пресс-служби. ( «Хыпар» хаçатра тухнă Валентина Смирнова статьйипе усă курнă).

ЮБИЛЕЙ КАÇĔНЧЕ. ("Елчек Ен" хаçатран)

03.04.2018 17:03
ЮБИЛЕЙ КАÇĔНЧЕ. ("Елчек Ен" хаçатран)

Яманчÿрелĕнчи культура çуртĕнче Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, журналистсен республикăри премийĕсене лауреачĕ, 37 çул «Хыпар» хаçатра тăрăшакан Надежда Георгиевна Смирнован юбилей каçĕ иртрĕ.

Сумлă журналистăн пултарулăх каçне ентешсем йышлăн пуçтарăннă. Уява «Тăван Атăл» журнал редакторĕ Лидия Филиппова уçрĕ. Хисеплĕ калем ăстине район пуçлăхĕ Ираида Васильева, «Яманчурино» ООО директорĕ Владимир Рахмуллин, «Елчĕк ен» хаçатăн тĕп редакторĕ Николай Малышкин тата ыттисем саламларĕç, пултарулăх ĕçĕнче ăнăçусем сунчĕç.

Шупашкартан килнĕ чăваш эстрада юрăçисем юбиляр ячĕпе илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç. Ял çыннисем, пĕрле вĕреннĕ тантăшĕсем, «Эткер» фольклор ушкăнĕ пултаруллă та сăпайлă журналиста ял çыннисене хаваслă та ырă кăмăл-туйăм парнеленĕшĕн тав турĕç.

"Чăваш тĕнчи" пичетрен тухрĕ

03.04.2018 10:17
"Чăваш тĕнчи" пичетрен тухрĕ

Пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче пичетрен Чăваш наци конгресĕ "Хыпар" издательство çурчĕн ĕçченĕсем пулăшнипе кăларса тăракан "Чăваш тĕнчи" хаçатăн çĕнĕ номерĕ тухрĕ.

Темиçе çул ĕнтĕ пирĕн хаçат Чăваш Республикин информаци политикипе массăлла коммуникаци министерстви уйăрса панă грант пулăшнипе тухса тăрать. Уншăн эпир ку министерствăн ертÿçине Александр Степанович Иванова тата çак министерсво ĕçченсене тав сăмахĕ калатпăр!

Чăваш наци конгресĕн хаçачĕ вăхăтлă та пуян содержаниллĕ тухнинче "Хыпар" издательство çурчĕн директорĕн тата тĕп редакторĕн Татьяна Вашуркинăн, Валентина Багадерова корреспондентпа Нина Иванова калăплаканăн тÿпи те пысăк. Вĕсене чунтан тав тăватпăр!

"Чăваш тĕнчи" çĕнĕ номерĕнче регионсем хушшинче иртнĕ "Кĕмĕл сасă" эстрада юррисен фестивалĕ, чăвашсен пултаруллă поэчĕ Митта Ваçлейĕ çуралнăранпа 110 çитнине халалланă "Сăваплă ят" викторина пĕтĕмлетĕвĕпе чыславĕ, Аслă Вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлев аса илĕвне Владимир Чекушкин профессор çутатса пани тата ытти кăсăклă материалсем пичетленнĕ.

Хаçата ЧНК çуртне килсе илме е пирĕн сайтра электронлă версине уçласа илме пултаратăр.

 

Зоя Яковлева, "Чăваш тĕнчи" хаçатăн яваплă редакторĕ.

1-мӗш «Михайлов вулавӗсем» наукӑпа практика конференцийӗ иртрӗ

02.04.2018 15:17
1-мӗш «Михайлов вулавӗсем» наукӑпа практика конференцийӗ иртрӗ

Чăваш музыка культурин паллă ĕçченне, композиторне тата музыка педагогне Анатолий Михайлова халалласа республикӑри 1-мӗш «Михайлов вулавӗсем» наукӑпа практика конференцийӗ иртрӗ

Форума хутшӑнакансене Çĕрпÿ районĕнчи А.М. Михайлов ячӗпе хисепленсе тӑракан ача-пӑча ӳнер шкулӗнче ӗçлекен педагогсем тарваватлӑн кӗтсе илчӗҫ. Конференци Ҫӗрпӳ районӗн администрацийӗн, А.М. Михайлов ячӗпе хисепленсе тӑракан ача-пӑча ӳнер шкулӗн, Чӑваш наци конгресӗн, Чӑваш Республикин композиторӗсен Ассоциацийӗн, республикăри «Трактор тăвакансен керменĕ» Халăх пултарулăх çурчĕн, Чӑваш наци библиотекин пуçарăвӗпе тата пулăшăвӗпе йӗркеленнӗ. Мероприяти Чӑваш наци конгресӗ пуҫарса янӑ «Чӑваш Ен пултаруллӑ ҫыннисем» проектпа килӗшӳллӗн иртрӗ.

Анатолий Михайлов ячӗпе йӗркеленӗ вулава ирттерме Ҫӗрпӳ районне ахаль суйламан. Шӑпах ҫак тӑрӑхра Старосёлка ялӗнче ҫуралса ӳснӗ вӑл. Хӑй вăхӑтӗнче Чӑваш Республикин Халӑх ҫурчӗн ертӳҫинче тӑрашнӑ, Чӑваш Республикин композиторӗсен Ассоциацине пултаруллă ертсе пынӑ.

Тӗлпулӑва вулавӑн модераторӗ – педагогика ӑҫлӑлӑхӗсен кандидачӗ, Великобританири тата Çурçĕр Ирландири Пĕлӱлĕх Академийĕн член-корреспонденчĕ Галина Алжейкина ертсе пычӗ. Анатолий Михайлов ячӗпе йӗркеленӗ вулава ирттерме республикӑри паллӑ культура, ӑслӑлӑх, вӗрентӳ ӗҫченӗсем, обществӑлла организацисен тата массӑллӑ ӗҫ хатӗрӗсен элчисем, учительсемпе шкул ачисем хутшӑнчӗҫ.

«Михайлов вулавӗсем» пӗлтерӗшӗ пысăкки каламасăрах паллă. Мероприяти питӗ тухӑҫлӑ иртрӗ: палӑртнӑ темӑсем анлӑ пулчĕç. Пӗтӗмпе 30 ытла докладпа паллаштарчӗҫ. Пӗрремӗш уйрӑмӗнче докладсем вуласа пачӗҫ, вӗсене пӗрле сӳтсе яврӗҫ. Иккӗмӗш уйрӑмӗнче - виҫӗ секци ӗслерӗ. Калаҫакансем йышлӑ пулчӗҫ: Ҫӗрпӳ районӗн администрацийӗн специалисчӗ, А.М. Михайлов ячӗпе хисепленекен ача-пӑча ӳнер шкулӗн директорӗ Лариса Федорова, Чӑваш Республикинчи композиторсен Ассоциацийĕн президенчӗ Николай Зимин, Ҫӗрпӳ шкулӗн ертӳҫи Галина Фадеева, Ҫӗрпӳри историпе краеведени музейӗн ертӳҫи Елена Федорова, Ҫӗрпӳри ӳнер шкулӗн директорӗ Луиза Петрова тата ыттисем те.

Тӗп темӑсем «Республикӑри вӗрентӳ тытӑмӗн ӗҫӗ-хӗлӗн кӑтартӑвӗсем», Чӑваш культурипе искусствин аталанӑвӗ», «Ҫӗрпӳ районӗн паллӑ ҫыннисем» тата ыттисем пулӗҫ.

Чӑваш Республикин Ассоциациӗн президенчӗ Николай Зимин çак пултарулăх пĕрлешĕвĕ Анатолий Михайлов ертсе пынипе культурăпа искусство анинче тĕрлĕ ĕçсем туни çинчен каласа пачĕ. Ассоциаци пайташĕем уйрăмах аслă Иван Яковлевич Яковлев вĕренекенĕсем Федор Павлов, Степан Максимов пил панă йăлисене малалла пурнăçлассишĕн тăрăшаççĕ, юрă-кĕвĕ çыракан авторсен, халăх хорĕсен, музыкçăсен пултарулăхне аталантарма пулăшаççĕ.

Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗн ертӳҫи, Чӑваш наци библиотекин вулавӑшӗн тӗп специалисчӗ Вера Архипова итлекенсене наци библиотекинче йӗркеленнӗ «Мерчен» юрӑ-кӗвӗ тӗпелӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе тата культура комитечĕ йӗркелесе янӑ «Чӑваш Енӗн мухтавлӑ ҫыннисем» проект ҫинче чарӑнса тӑчӗ.

Наци библиотекин «Чӑваш музыки» электронлӑ нота коллекцийӗпе паллаштарчӗ. Виртуаллӑ куравра Анатолий Михайловӑн авторла сборникӗсене, нота изданийӗсене пӗтӗмпех кӗртнӗ. Композитор пултаруллӑхӗнче юрӑ жанрӗ тӗп вырӑн йышӑнать. Вăл 700 яхӑн юрӑ кӗвӗленӗ, вӗсем авторăн вунӑ кӗнекинче пичетленнӗ. Композиторăн вӗрсе каламалли инструменсен оркестрӗ валли, фортепианапа тата сӗрме купӑспа каламалли хайлавсем те пур.

Тӗлпулура ҫавӑн пекех Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗн пайташӗ, «Телей» халӑх фольклор ушканӗн ертӳҫи Наталья Арсентьева пулчӗ. Вӑл Ҫӗрпӳ районӗнче ҫуралса ӳснӗ паллӑ ҫынсемпе паллаштарчӗ. Ҫак йышра: сӑвӑҫӑ, публицист Альберт Канаш; Юрий Зайцев, Анатолий Рыбкин, Николай Овчинников ӳнерҫӗсем; чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, энтограф Николай Золотницкий, Анатолий Михайлов, Аристарх Орлов-Шуçăм, Александр Сергеев композиторсем тата ыттисем те. Наталья Витальевна юрӑҫ тата чӑваш халӑх юррисене пухаканӗ Ираида Вдовина пултарулӑхӗ ҫинчен те тӗплӗн каласа пачӗ.

Конференцире ҫавӑн пекех икӗ кӗнеке хӑтлавӗ иртрӗ - Н.А. Зиминӑн «Жизнь – в музыке» тата Г.А. Алжейкинан монографийӗ «Историко-педагогические аспекты обучения специалистов социокультурной сферы и искусств в Чувашии в ХХ веке и на рубеже веков» (2018).

Республикӑри «Михайлов вулавӗсем» наукӑпа практика конференцине малалла та ирттересси çирӗп йăлана кӗрессе шанса тӑрас килет.

 

Вера Архипова,

Чӑваш наци конгресӗн культура комитетчӗн ертӳҫи.

Страницăсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, ... 123