Регионсем хушшинчи обществăлла организаци

Чăваш наци конгресĕ

Чувашский национальный конгресс

Чăваш тĕнчи

2018, пуш (март), 1(84) №

Сăнсем

Видеосем

Николай Угаслов Чĕмпĕрти И.Яковлева халалланă уява хутшăнчĕ

Шырав

Çыхăну

Адрес: 428032 г. Чебоксары, ул. Композиторов Воробьевых, д. 10

Телефон: (8352) 62-35-61

Факс: (8352) 62-82-05

Эл. адрес: congress21@mail.ru

Чăваш наци конгресĕн уҫӑ вулавӗсем: «Аваллăха упраса, малашлăха ĕненсе»

02.04.2018 13:44
Чăваш наци конгресĕн уҫӑ вулавӗсем: «Аваллăха упраса, малашлăха ĕненсе»

Пӗлтӗр Раҫҫей шайӗнче ЧНК ал-ĕç ăстисен ассоциацийĕн председателĕ Зинаида Воронова йӗркелесе янӑ «Чăваш тумĕ – халăх пуянлăхĕ» конкурс-фестиваль питӗ пысӑк шайра иртсе кайрӗ. Кӑҫал конгресӑн культура комитечӗ ҫӗнӗ проектсемпе ӗҫлеме пуҫларӗ. Ҫак йышра Чăваш наци конгресĕн «Аваллăха упраса, малашлăха ĕненсе» ятлӑ уҫӑ вулавӗсем.

Проектӑн тӗп тӗллевӗ – чӑваш халӑх йӑли-йӗркине упраса хӑварасси тата ҫак ӗҫе ҫитӗнекен ӑрӑва явӑҫтарасси. Кашни чăваш ашшӗ-амӑш чӗлхине, тӑван халӑх историне, йӑла-йӗркине, юрри-ташшине, юмах-халапне пӗлме тивӗҫ. Пирĕнтен кашниех хӑш халӑхран тухнине пӗлмеллех, унсӑрӑн эпир тымарсӑр йывӑҫ пекех пулӑпӑр. Тымарсӑр йывӑҫ часах хӑрать, типет, пирӗн вара хамăр халӑх историне, йӑли-йӗркине ытларах тӗпчесе пӗлсе вӑйланса, ҫирӗпленсе ҫеҫ пымалла пултӑрччӗ. Ҫак проекта пуçласа ярса хамӑр ума эпир шӑпах ҫак тӗллеве лартнӑ. Палӑртнине пурнӑҫлас тесе -

- Чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркине вӗрентӳ лекцийӗсен циклӗ урлӑ лекторсем каласа парӗҫ.

-Раҫҫей субьекчӗсене, республикӑри тӗрлӗ районсене, ялсене ҫитсе унта пурӑнакансене, шкул ачисене вырӑнти тата тулайри чӑвашсен культурипе, историйӗпе, йӑли-йĕркипе тӗрлӗ ӗҫ-пулӑм (мероприяти) урлӑ паллаштаратпӑр. Палӑртнӑ ӗҫе пурнӑҫланӑ хыҫҫӑн пухнӑ материала тӗпе хурса мультимедийлӑ диск тата кӗнеке кӑларасшӑн.

«Аваллăха упраса, малашлăха ĕненсе» çĕнĕ проекта Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕ пирĕн юратнă Андриян Николаев çуралнă ялтан – Шуршăлтан пуçларĕ. Культура комитечĕн председателĕ, проект авторĕ Вера Архипова йĕркеленипе Шуршӑлти культура çуртне пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чӑваш наци конгресӗн хастарӗсем ҫитрӗҫ. Культура комитечĕн пайташĕсем: Наталья Васильева, Эльвира Альмешкина, Елена Светлая, Роза Степанова, Любовь Вазюкова, Наталья Арсентьева, Елена Шурту, Зоя Яковлева, Нина Андреева, Раиса Васильева çак проекта йĕркелесе пыракансем. Вӗсен йышӗнче лектор - вӗрентӳ комитечӗн ертӳҫи Геронтий Лукиянович Никифоров, наука комитечĕн ертÿçи Василий Пушкин пулчӗç.

Шуршăл халăхĕ ЧНК пайташĕсене хапăл туса кĕтсе илчĕ. Культура çуртне вĕсем чылайăн пуçтарăннă. Алевтина Николаевна Петрова ертсе пыракан Шуршӑлти «Ҫутӑ ҫӑл» фольклор ушкăнĕ мероприятине хатĕрленсе чылай ĕç тунă. Фойере авалхи пурнăçа кăтартса паракан курав, кĕнекесен куравĕсене йĕркеленĕ, кунти халăх йăли-йĕркине çĕнĕрен тĕплĕн йĕрлесе тухнă, хăйсен коллективĕ çинчен видеопрезентаци монтажланă.

Малтанах сцена çине Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Мясников хăпарчĕ. Вăл чăваш халăхĕ авалхи, йăла-йĕркепе пуян халăх пулнине каларĕ. Чăваш наци конгресĕ «Аваллăха упраса, малашлăха ĕненсе» проекта Шуршăл ялĕнчен пуçлани районшăн хисеп те чыс пулнине асăнчĕ.

«Ламран лама куçарса пырса сыхласа хăварнă йăла-йĕрке пирĕнпе ан вĕçлентĕр тесе тăрăшса ĕçлемелле. Айтăр пурте кар тăрса упратпăр хамăрăн культурăна, йăла-йĕркесене!»,- терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ.

Проект çинчен тĕплĕнрех ЧНК культура комитечĕн ертÿçи Вера Севастьяновна Архипова каласа пачĕ, вăлах конгресран килнĕ хăнасемпе паллаштарчĕ.

ЧНК президенчĕн проектсемпе ĕçлекен пулăшуçи Елена Светлая конгресс РФ президенчĕн грантне çĕнсе илнĕ «Халăхсен наци пуянлăхĕ – Раççей пуянлăхĕ» проект çинчен ăнлантарса пачĕ, çав шутпа мĕнлерех ĕçсем пулса иртни пирки каласа пачĕ.

Конгресăн наука комитечĕн ертÿçи Василий Пушкин пирĕн чаплă виççĕмĕш космонавт Андриян Николаев чăн чăваш пулса пурăнни, хамăр йăласене чунтан хисеплени çинчен аса илчĕ.

Мероприятин тĕп лекторĕ Геронтий Никифоров чăваш йăли-йĕркисем çинчен тĕплĕн ăнлантарса пачĕ.

Алевтина Николаевна Петрова ертсе пыракан Шуршӑлти «Ҫутӑ ҫӑл» фольклор ушкӑнӗ вырӑнти йӑла-йӗркене сцена ҫинче кӑтартса пачӗ. Каласа хăварас пулать, çаксене вĕсем ваттисенчен ыйтса пĕлсе, халăхран авалхи тумсене пуçтарса йĕркеленĕ, çавăнпа инсенировкăсем пăхма кăсăклă пулса тухнă.

Мероприятире чăваш халӑх тата Пушкарт чӑвашӗсен халӑх юррисене Роза Степановапа Елена Шурту шӑрантарчӗҫ кăна мар, халăх йăли –йĕрки, юрăсен историйĕ çинчен каласа пачĕç.

Чăваш наци конгресĕн культура комитечӗн пайташӗсем – ал-ӗҫ ӑстасем (Любовь Вязюкова, Раиса Васильева), ташӑ лартакансем (Наталья Васильева, Эльвира Альмешкина), юрӑ ӑсталӑхне ӑша хывтаракансем (Наталья Арсентьева, Роза Степанова, Елена Шурту) шуршӑлсемпе маҫтӑр-классем ирттерчӗҫ. Уява килнисемшĕн ку тĕлĕнмелле кăсăклă пулчĕ, чылай кирлĕ япалана вĕрентрĕ.

Шуршăла çитсе епле-ха космонавтика музейне çитсе килмĕн, Андриян Николаев вил тăприне пуç таймăн. ЧНК хастарĕсене музейри çĕнĕ экспонатсемпе Зоя Антонова музей ĕçченĕ хаваспах паллаштарчĕ.

Конгресс пайташĕсем Андриян Григорьевича пытарнă часавая кĕрсе çуртасем лартрĕç, кашни хăй ăшĕнче пирĕн юратнă космонавтăн çутă сăнарне аса илчĕ, вăл чăннипех те хамăр халăхăн улăпĕ, чăвашсене чапа кăларакан пулнине çĕнĕрен ăнланса илчĕ.

Андриян Николаев пек пурте чӑвашлӑхшӑн, унӑн ламран лама куҫса пыракан йӑли-йӗркине, ӑслӑлӑхне упраса малалла аталантарса пырса наци сумне, чапне ҫӳле ҫӗклер!

Чӑвашлӑх туйӑмӗ кашни чӑваш чӗринче Шуршăлти çутă ҫӑлкуҫ пек тапса тӑтӑр!

 

Зоя Яковлева, Вера Архипова.

Юбилейная весна Раисы Ильиничны Еруслановой!!!

02.04.2018 09:46
Юбилейная весна Раисы Ильиничны Еруслановой!!!

 

Сегодня, 2 апреля свой юбилей празднует Раиса Ильинична Ерусланова, заслуженный работник социальной защиты населения России и Чувашии, почетный работник высшего профессионального образования РФ.

Раиса Ильинична внесла весомый вклад в развитие системы социальной защиты населения республики. Она более 20 лет возглавляла Чебоксарский филиал Российского государственного социального университета, который был открыт благодаря ее усилиям. Именно это в республике ставят ей в заслугу: это был очень нужный университет, он способствовал пополнению служб социальной защиты населения высококвалифицированными кадрами. Кроме того, Еруслановой впервые была изучена история развития социальной помощи в Чувашии. Она автор около 150 научных работ, более 30 учебных пособий по развитию и совершенствованию государственной политики в сфере соцзащиты населения.

Биография Раисы Ильиничны чрезвычайно насыщенна — она работала врачом, заведующей отделением, главным врачом республиканской стоматологической поликлиники, председателем Чувашского обкома профсоюза медицинских работников, министром социального обеспечения Чувашской АССР (1979—1984 гг.), заместителем Председателя Совета Министров Чувашской Республики (1984—1992 гг.), министром социальной защиты населения Чувашской Республики (1992—1994 гг.). Не раз избиралась депутатом Верховного Совета Чувашии, возглавляла комиссию при Совете Министров по Государственным премиям Чувашской Республики в области науки, литературы и искусства. И везде, на каждом поприще Раиса Ильинична проявляла высокие организаторские способности, являясь образцом профессионального и в то же время трепетного подхода к своему делу. Подтверждением тому служат высокие звания и награды, среди которых орден Дружбы народов, орден и медаль ордена «За заслуги перед Чувашской Республикой».

И сегодня Раиса Ильинична полна энергии и оптимизма, по-прежнему активно участвует в общественной работе — она член Совета старейшин Чувашского национального конгресса.

Члены Совета старейшин накануне юбилея встретились в ЧНК. А ГТРК "Чувашия" сняла сюжет о Р.И.Еруслановой.

 

Пресс-служба ЧНК.

(По материалам газеты "Советская Чувашия")

Увековечим память воинам - землякам погибшим при обороне и освобождении города-героя Севастополь!

02.04.2018 09:27
Увековечим память воинам - землякам погибшим при обороне и освобождении города-героя Севастополь!

Уважаемые руководители предприятий и организаций всех форм собственности, общественных организаций, жители всех регионов Российской Федерации и дальнего зарубежья, обращаемся к Вам с просьбой оказать финансовую помощь (пожертвование) на создание и установку памятника «Уроженцам земли Чувашской погибшим при обороне и освобождении Севастополя в 1941-1944 годах». Памятник "Скорбящая мать" будет установлен в городе Севастополь (г. Балаклава, улица Новикова).

Желающим принять участие в этом благородном деле могут перечислить целевые средства по следующим реквизитам:

 

Получатель:

Некоммерческая организация «Благотворительный Фонд Межрегиональной общественной организации «Чувашский национальный Конгресс»

 

ИНН/КПП: 2128040642/213001001

Целевой счет на строительство памятника «Скорбящая мать»:

40703810775020100310 в Чувашском отделении № 8613 ПАО Сбербанк

БИК 049706609

К/с 30101810300000000609

Директор П.Н. Вязов

Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем Муркашри «Путене» ача пахчинче пулчĕç

30.03.2018 17:46
Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем Муркашри «Путене» ача пахчинче пулчĕç

 

Чăваш наци конгресĕн президенчĕн пĕрремĕш çумĕ Валерий Клементьев, «Чăваш хĕрарăмĕ» комитет председателĕ Юлия Мареева, комитет пайташĕсем Нина Петрова, Раиса Сарпи, Зоя Яковлева кунта тăван культурăна, чĕлхемĕре шкул çулне çитменнисене вĕрентесси мĕнле шайра пулнипе паллашрĕç. Вĕсемпе пĕрле ЧНК Муркашри уйрăмĕн ертÿçи Наталья Николаева та пулчĕ.

Тĕлпулăва ку районти ача сачĕсен ертÿçисемпе воспитателĕсем, район администрацийĕнче тăрăшакансем килчĕç. Хĕрлĕ Чутай тата Етĕрне районĕсенчи пултаруллă воспитательсем те хăйсен пуян опычĕпе паллаштарма тата кунтисенчен вĕренме килсе çитрĕç.

Кăçалхи çул эпир чăваш халăхне çутта кăларакан Иван Яковлев çавра çулне паллă тăватпăр. Муркашра та ку енĕпе сахал мар ĕçлеççĕ. Кунта несĕлĕмĕрсен ырă йăли-йĕркипе те ачасене пĕчĕкренех паллаштараççĕ. Ача пахчинче пĕчĕк тавра пĕлÿ музейĕ йĕркеленĕ, тĕрлĕ енлĕ кружок ĕçлет. Кун çинчен учреждени ертÿçи Изабелла Ферапонтова хавасланса каласа пачĕ.

Чăваш наци конгресĕн пайташĕсене кунти ĕçченсем хăйсен музейĕпе паллаштарчĕç. Каласа хăвармалла, «Путене» ача пахчи тĕп хулари хăш-пĕр ача сачĕсенчен хăтларах та пек туйăнчĕ. Кашни кĕтесе типей-илем кÿнĕ, пур çĕрте те чăвашлăх сĕмĕ туйăнса тăрать.

Малалла тĕлпулу акт залĕнче тăсăлчĕ. Мероприятине ЧНК «Чăваш хĕрарăмĕ» комитет ертÿçи Юлия Мареева йĕркелесе пычĕ.

Муркаш район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Ирина Ершова хăнасене районти ача пахчисен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕ, чăваш культурине, йăли - йĕркине тата хамăрăн чĕлхене аталантарасси пирки еплерех тăрăшнине уçăмлатрĕ.

ЧНК вице-президенчĕ Валерий Клементьев конгресс юлашки вăхăтра регионсенче чăвашлăха аталантарассипе мĕн-мĕн тунине тата малашнехи плансем çинчен каласа пачĕ. Вăл Муркашсене çапла тăрăшуллă ĕçленишĕн мухтарĕ, конгресс туса пыракан ĕçсене хутшăнса регионсене те пĕрле тухса çÿреме, хăйсен пуян опычĕпе паллаштарма сĕнчĕ.

Аслисем калаçнă май, ачасем тĕрлĕ инсценировкăсем, ташă-юрăсем кăтартса парса воспитательсен тăван чĕлхене тимлес енĕпе тунă ĕçĕсен пахалăхне çирĕплетсе пычĕç. Оксана Ершова воспитатель ертсе пынипе вăтам ушкăна çÿрекенсем Иван Яковлев калавĕ тăрăх лартнă «Лаша шырани» инсценировка пурне те кăмăла кайрĕ.

Алина Тихоновăпа Луиза Ефимова воспитательсем ачасемпе хатĕрленĕ «Мăнкун вăййине» те хăнасем тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç.

Хĕрлĕ Чутайри «Пилеш» ача пахчинче тĕлĕнмелле пултаруллă хĕрарăм, Надежда Гусельщикова ĕçлет. Вăл Муркашри ача сачĕсенче тăрăшакансене чăваш пуканине ăсталас маçтăр - класс кăтартрĕ. Ку ĕç пурне те питĕ килĕшрĕ.

Муркаш районĕнчи Москакассинчи ача садĕнчи музыка ăсталăхне вĕрентекен Вера Макарова чăваш юррисене, йăли-йĕркине ăша хывма вĕрентес тĕллевпе питĕ курăмлă ĕçлет. Тĕлпулура вăл видеокуравпа усă курса хăй ĕçне уçса пачĕ. Вырăс юррисене чăвашла куçарса, анимаци мелĕпе илемлетес меле вăл упăшки пулăшнипе алла илнĕ. Чăвашла сценарисем çырас ăсталăха та хăйĕн ĕçтешĕсене хаваспах вĕрентрĕ Вера Степановна Макарова.

Чăваш наци конгресĕн «Чăваш хĕрарăмĕ» комитет пайташĕсем Раиса Сарпи поэтпа Нина Петрова та тĕлпулура тухса калаçрĕç. Чăвашлăха ача садне çÿрекен ачасене ăша хывассипе мĕнлерех ĕçлесси пирки хăйсен шухăшĕсене каларĕç. Раиса Сарпи ача-пăча валли хăй çырнă сăвăсен пуххисене «Путене» ача пахчине парнелерĕ.

«Çакнашкал тĕлпулусем пире ачасене чăваш культурине, йăли –йĕркине тата тăван чĕлхепе усă курма вĕрентес ĕçе тата та хавхаланса тума хистеççĕ – тавах сире пурне те килнишĕн»,- терĕ Муркашри 27-мĕш «Путене» ача сачĕн заведующийĕ Изабелла Владимировна.

ЧНК хастарĕсем те Муркашран хавхаланса таврăнчĕç. Енчен те хула çывăхĕнчи районта тăван чĕлхешĕн тăрăшса ĕçлени куçкĕрет пулсан, апла шанчăк пĕтмен-ха!

ЧНК хастарĕсем Муркашра пулни çинчен телерепортажа пирĕн сайтсенче тата ЮТВ телеканалта курма май пулĕ.

 

Зоя Яковлева (сăнÿкерчĕксем авторăн).

«СĂВАПЛĂ ЯТ» ВИКТОРИНА ПĔТĔМЛЕТĔВĔН ЧЫСЛАВĔ

28.03.2018 11:19
«СĂВАПЛĂ ЯТ» ВИКТОРИНА ПĔТĔМЛЕТĔВĔН ЧЫСЛАВĔ

 

Кӑҫал пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче хурҫӑ саслӑ Василий Егорович Митта ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитрӗ. Пултаруллӑ сăмах ăстине хисеплесе Чăваш Республикин наци библиотеки, «Чăваш наци конгресĕ» регионсен хушшинчи общество организацийĕн вĕренÿ комитечĕ, «Хыпар» Издательство çурчĕн литературăпа культура тата искусство «Тăван Атăл» журналĕпе чăваш ачисен «Тантăш» хаçачĕ 2018 çулхи кăрлач уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕччен республика шайĕнче «Сăваплă ят» викторина ирттерчĕç. Пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин наци библиотекийĕнче Митта Ваҫлейӗ ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалланă «Аслӑ Арапуҫ юманӗ» поэзи уявĕн «Сăваплă ят» викторина пӗтӗмлетӗвӗ иртрĕ. Тĕп библиотекăна пултарулăх ăмăртăвĕн çĕнтерÿçисемпе, конкурса хастар хутшăннисем пуçтарăнчĕç.

Уяв юрӑпа пуҫланчĕ. Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке вӑтам шкулӗн 4-мӗш класĕнче вӗренекен Анастасия Анисимова «Чӑваш пики» юрра илемлĕ шӑрантарчĕ.

Викторина жюрийĕн председателĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Геронтий Никифоров литература ăмăртăвне 220 ĕç килни çинчен пĕлтерчĕ. Пĕтĕмпе 260 çын хутшăннă. Вĕсен йышĕнче Чăваш Республикипе Тутарстан шкул ачийĕсемпе вĕрентекенĕсем, аслă шкул студенчĕсем, вулавăш ĕçченĕсемпе ача сачĕн воспитатĕлĕсем, Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕн Чăвашкасси ялĕн Василий Селендеев таврапĕлÿçĕ, пенсионер учитель хастар пулнине пĕлтерчĕ.

Çӗнӗ Шупашкарти Митта Ваçлейĕ ячӗллӗ 20-мӗш номерлӗ вӑтам шкулӑн вырӑс чӗлхипе литератури вӗрентекен, Митта Петӗрӗн мӑнукӗ Марина Волченкова Василий Егорович Митта кун-çулĕпе тата пултарулăхĕпе паллаштарчĕ.

Поэзи уявне Митта Ваçлейĕн тăванĕсем: мăнукĕ Дарья Мартыненко, Александра Егоровнăн хĕрĕсем Ольга Васильевнăпа Елизавета Васильевна тата чăваш халăх писателĕ Анатолий Кипеч хутшăнчĕç. Анатолий Ильич Митта Ваçлейĕн пултарулăхне чысласа ирттернĕ литература ăмăртăвне пысăк хак пачĕ, Геронтий Никифорова ырă сунса «Кашни çын вăл – хăй тĕнче» сăвăлла çырнă роман-хроникине парнелерĕ.

Викторинăна хутшăнакансенчен чылайăшĕ ыйтусемпе «Тӑван Атӑл» журналпа «Тантӑш» хаҫатра вуласа паллашнă иккен. Çĕнтерÿçĕсене «Тӑван Атӑл» журнал редакторĕ, сӑвӑҫ, публицист, общество ĕçченĕ Лидия Филиппова тата «Тантăш» хаçат редакторĕ Алина Ларшникова саламларĕç. Вĕсем «Хыпар» Издательство çурчĕн Хисеп грамотипе «Сăваплă ят» викторинăра ыйтусене тĕрĕс те тулли хуравланăшӑн ҫак хастарсене чысларĕç:

Надежда Риманова, 9-мĕш класс

Вăрмар районĕ, Пысăк Енккасси шкулĕ

Иванова Галина Викторовна,

чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Канаш, 3-мĕш шкул

Анисимова Лариса Валерьевна,

чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Шупашкар, 10-мĕш шкул

Ольга Агеева, 6-мĕш класс

Йĕпреç районĕ, Энтриел шкулĕ

Андрей Петров,7-мĕш класс Елчĕк районĕ, Курнавăш шкулӗ

Иванова Татьяна Владимировна,

чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Шупашкар, 49-мĕш шкул

Николаева Людмила Аркадьевна,

чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Сĕнтĕрварри районĕ, Шуршăл шкулĕ

Екатерина Урмакова, 8-мĕш класс

Патăрьел районĕ, Ишлĕ шкулĕ

Яна Николаева, 9-мĕш класс Канаш районĕ, Сухайкасси шкулĕ

Комарова Наталия Витальевна,

чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Çĕнĕ Шупашкар, 14-мĕш шкул

Софронова Антонина Ивановна, Степанова Татьяна Алексеевна,

чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем Çĕнĕ Шупашкар, 19-мĕш шкул

Елена Соловьева, 10-мĕш класс

Муркаш районĕ, Çатракасси шкулĕ

Воронова Вера Николаевна,

чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Елчĕк районĕ, Курнавăш шкулĕ

НикитинаСветлана Петровна,

чăваш чĕлхи вĕрентекен Патăрьел районĕ, Пăлапуç Пашьел шкулĕ

Васильева Оксана Николаевна,

чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Вăрмар районĕ, Энĕшпуç шкулĕ

Петрова Светлана Валерьяновна,

чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен

Красноармейски районĕ, Упи шкулĕ

Хисеп грамотине тивĕçнисене Патӑрьел районӗнчи Первомайски шкулĕн 9-мĕш класĕнче вĕренекен Ксюша Митта сăвă каласа саламларĕ.

Викторинӑна йӗркелекенсен пӗри вӑл – Чӑваш наци конгресӗ. Конгресӑн пайташӗсем Геронтий Никифоровпа Юлия Анисимова пултарулăх ăмăртăвне хастар хутшăннăшăн Чӑваш наци конгресӗн Тав хутне ҫак хастарсене пачĕҫ:

Майков ЕвгенийАлександрович,

чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем Шупашкар районĕ, Кăшавăш шкулĕ

Юлия Кулакова, 4-мĕш курс студентки

И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУ, чăваш тата вырăс филологийĕн факультечĕ

Егорова Людмила Владимировна, библиотекарь

Красноармейски районĕ, Упи ял вулавăшĕ

Мария Соколова, 1-мĕш курс студентки

И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ вырăс, чăваш тата журналистика факультечĕ

Сорокина Евгения Александровна, воспитатель Элĕк районĕ, Вутланти тĕп шкул çумĕнчи «Йăва» ача сачĕ

Инесса Шашкина, 3-мĕш курс студентки Чăваш патшалăх культурăпа ÿнер институчĕ

Анастасия Пестрова, 4-мĕш курс, М-06(1)-14 ушкăн студентки Шупашкар, И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ, медицина факультечĕ

ВасильеваВера Вениаминовна,

чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Красноармейски районĕ, Упи шкулĕ

Николаева Ольга Витальевна,

библиотекарь Çĕнĕ Шупашкар, Ю. Гагарин ячĕллĕ тĕп вулавăш

Каруева Татьяна Владимировна, библиотекарь Патăрьел районĕ, Алманчă ялĕн вулавăшĕ

Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке вӑтам шкулӗн 10-мĕш класĕнче вӗренекен Илья Шибаев Мӗтри Юман ҫырнӑ «Амӑшне» сӑвăпа саламланă хыççăн Чӑваш Республикин наци библиотекин «Чӑваш кӗнеки» центрĕн пуҫлӑхĕ Галина Соловьева 3-мĕш вырăн йышăннă хастарсене ăшă сăмах каласа дипломпа чысларĕ:

Архипова Татьяна Анатольевна,

кĕçĕн классене вĕрентекен Çĕнĕ Шупащкар, 3-мĕш шкул

Анна Александрова, 11-мĕш класс

Шупашкар районĕ, Тутаркасси шкулĕ

Лиана Николаева, 11-мĕш класс Красноармейски районĕ, Упи шкулĕ

Надежда Федотова,10-мĕш класс Элĕк районĕ, Юнтапа шкулĕ

Сорокина Елена Федоровна,

чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Патăрьел районĕ, Первомайски шкулĕ

Ишмуратова Людмила Валериановна, чăваш чĕлхи вĕрентекен Çĕнĕ Шупашкар, 20-мĕш шкул

Шупашкар хулин 40-мĕш шкулĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Римма Альбертовна Гаврилова хăй çырнă "Тăвансем, тусăмсем" юрра илемлĕ шăрантарчĕ. Юрă вĕçленсен «Сăваплă ят» викторинăра 2-мĕш вырăн йышӑннисене Галина Соловьева дипломпа чысларĕ:

Левая Нина Аркадьевна,

чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен

Елчĕк районĕ, Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕ

Ильина Светлана Микояновна,

чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Вăрнар районĕ, Аçăмçырма шкулĕ

Антонова Зинаида Андреевна, математика учителĕ, библиотекарь Муркаш районĕ, Сосновка шкулĕ

Анисимова Юлия Елисеевна, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Шупашкар, 10-мĕш шкул

Диана Воробьева, 9-мĕш класс

Тăвай районĕ, Йăнтăрчă шкулĕ

Филимонова Ираида Николаевна,

чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Çĕрпÿ районĕ, Чурачăк шкулĕ

Елена Мучукова, 8-мĕш класс

Вăрмар районĕ, Кавал шкулĕ

Гаврилова Римма Альбертовна, Николаева Надежда Михайловна,

чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем Шупашкар, 40-мĕш шкул

Юркина Надежда Николаевна,

чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Патăрьел районĕ, Ишлĕ шкулĕ

Ксения Митта, 9-мĕш класс

Патăрьел районĕ, Первомайски шкулĕ

Татьяна Аверьянова, 10-мĕш класс

Вăрмар районĕ, Мăнçырма шкулĕ

«Халăх чĕлхи, наци сăн-сăпачĕ, сахал сăмахпа нумай калама пĕлни, таса кăмăл, вĕри чĕре таппи, тарăн шухăш – акă мĕн туять вулакан Митта сăввисенче...», – тенĕ чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай. Аслă поэтăмăр сăмахне сцена ҫинче Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫ шкулӗнче пӗлӳ пухакан пултаруллӑ вӗренекен «çамрăк Миттаçăсем»: Марат Лукин (5-мĕш класс), Сергей Викторов (5-мĕш класс), Аня Селиванова (2-мĕш класс), Филипп Сидоров (3-мĕш класс), Даша Селиванова (8-мӗш класс), Кирилл Сидорова (5-мӗш класс) Митта Ваçлейĕн сăввисене уçă сасăпа шăрантарса çирĕплетрĕç.

«Сăваплă ят» викторинăра 1-мĕш вырăн йышăннисене жюри председателĕ Геронтий Никифоров дипломпа чысларĕ. Пирӗн ҫӗнтерӳҫӗсем çаксем пулчĕç:

Илья Шибаев, 10-мĕш класс

Йĕпреç районĕ, Пучинке шкулĕ

Федорова Галина Димитриевна,

чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Шупашкар, 18-мĕш шкул

Владимирова Людмила Алексеевна,

чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Патăрьел районĕ, Ишлĕ шкулĕ

Трофимова Рина Рудольфовна,

чăваш чĕлхи вĕрентекен Çĕрпÿ районĕ, Кăнар шкулĕ

Геронтий Никифоров Митта Петӗрӗн мӑнукне Марина Волченковăпа наци библиотекин «Чӑваш кӗнеки» центрĕн пуҫлӑхне Галина Соловьевăна Чăваш наци конгресĕн Хисеп хучĕпе чысланă хыççăн уява ертсе пыракан библиотека ĕçченĕ Оля Тимофеева чыслава пĕтĕмлетсе çапла каларĕ: «Хаклă туссем, Митта Ваçлейĕн пултарулăхне хаклакансем, сăввисене юратакансем! Сире «Сăваплă ят» викторинăна хастар хутшăннăшăн тав тăватпăр, ÿлĕм те тăван чĕлхешĕн, чăвашлăхшăн тăрăшма, пултарулăх ăмăртăвĕсене хутшăнма хастарлăх, çирĕп сывлăх сунатпăр! Мĕн ырри сире пултăр! Пирӗн пата килсех ҫӳрӗр, кӗнекепе туслӑ пулӑр, малашнехи конкурссене те хастар хутшӑнӑр. Библиотека алӑкӗсем сире валли яланах уҫӑ».

Уяв юрăпа вĕçленчĕ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Шупашкар районӗнчи Тутаркасси шкулӗн 11-мӗш класĕнче вӗренекен Анна Александрова «Шурӑ кӑвакарчӑн» юрӑпа саламларĕ.

Чăваш литератури ÿсĕмĕн кун-çулĕнче паллă йĕр хăварнă паттăр та тÿрĕ кăмăллă Василий Егорович Миттана хисеплесе ирттернĕ «Аслă Арапуç юманĕ» поэзи уявĕпе «Сăваплă ят» викторина чыславĕ сумлă çыравçăн ячĕ ĕмĕр-ĕмĕр тăван халăх чĕринче пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕ.

 

Геронтий ХУРАМАЛ

(Зоя Яковлева сăнÿкерчĕкĕсем)

Николай Угаслов принял участие в IV военно-историческом фестивале «Мартыновский овраг – рубеж героев»

27.03.2018 14:22
Николай Угаслов принял участие в IV военно-историческом фестивале «Мартыновский овраг – рубеж героев»

 

25 марта 2018 г. состоялся IV военно-исторический фестиваль «Мартыновский овраг – рубеж героев», посвященный 100-летию образования 25-й стрелковой Чапаевской ордена Ленина Краснознаменной дивизии и 76-летию парада, проведенного в честь годовщины создания дивизии. Фестиваль организован Государственным музеем героической обороны и освобождения Севастополя при поддержке Министерства культуры Российской Федерации, Российского военно-исторического общества, Правительства г. Севастополя и Администрации г. Инкермана.

 

Гостей фестиваля встречали участники регионального отделения Всероссийского детско-юношеского военно-патриотического общественного движения «Юнармия» и учащиеся школы № 58. В рамках музейной акции «Живая аллея Героев» они рассказывали об участниках обороны Севастополя 1941-1942 гг. – Героях Советского Союза.

 

Торжественное открытие фестиваля состоялось на поляне перед гротом, где располагался командный пункт 25-й Чапаевской дивизии. Фестиваль открыл вице-губернатор г. Севастополя Ю.И. Кривов. С приветственным словом к присутствующим обратились депутат Законодательного Собрания г. Севастополя В.Н. Горелов, Глава г. Инкермана Р.И. Демченко, Директор Государственного музея героической обороны и освобождения Севастополя Н.И. Мусиенко, ветеран Великой Отечественной войны 1941-1945 гг. А.В. Галкин. Родину знаменитого начдива –Чувашию на мероприятии представил депутат Государственного Совета Чувашской Республики Н.Ф. Угаслов. Гости фестиваля отметили огромный вклад в оборону Севастополя Чапаевской дивизии, бойцы которой всегда славились воинской доблестью, самоотверженностью и мужеством.

За плодотворную работу по патриотическому воспитанию граждан и увековечиванию подвига бойцов 25-й стрелковой ордена Ленина Краснознаменной дивизии имени В.И. Чапаева коллетиву Государственного музея героической обороны и освобождения Севастополя объявлена Благодарность Государственного Совета Чувашской Республики.

Учащиеся инкерманской школы-интерната № 6, которая носит имя командира 25-й Чапаевской дивизии И.Е. Петрова, рассказали присутствующим о судьбах воинов легендарного соединения. 25-я стрелковая дивизия во время второй обороны города проявила массовый героизм: более двух тысяч человек удостоены боевых наград, а три человека – почетного звания Героя Советского Союза.

Участники фестиваля почтили память погибших воинов Красной армии, бойцов 25-й Чапаевской дивизии минутой молчания и торжественно возложили цветы и венки к мемориальному знаку в гроте.

Продолжился фестиваль реконструкцией парада, который был проведен в 1942 году в Мартыновском овраге в честь годовщины соединения. Прямо с парада бойцы легендарной дивизии возвратились на передовую и вступили в бой.

После проведения парада гостей военно-исторического фестиваля ждала реконструкция эпизода боевых действий. Реконструкторы из 18 российских военно-исторических клубов «отразили атаку» частей вермахта бойцами 25-й Чапаевской дивизии. Эта победа в далеком прошлом воодушевила бойцов, подняла боевой дух, который помогал нашим войскам еще 100 дней оборонять Севастополь.

К 100-летию Рабоче-крестьянской Красной армии и 25-й Чапаевской дивизии Государственный музей героической обороны и освобождения Севастополя подготовил новые музейные выставки, посвященные истории дивизии, ее героям и победам, а также событиям обороны города в 1941-1942 годах: «Выставка военных плакатов», «Чапаева дети не дрогнут в строю…» и «Горькая память земли»… о войне после войны».

В рамках военно-исторического фестиваля прошла торжественная церемония награждения памятной медалью к 100-летию Рабоче-Крестьянской Красной Армиии памятным знаком «100 лет 25-й стрелковой Чапаевской ордена Ленина Краснознаменной дивизии» ветеранов Великой Отечественной войны и Вооруженных Сил – членов ветеранских организаций г. Севастополя и г. Инкермана.

На «Солдатском привале» все желающие смогли отведать настоящую солдатскую кашу.

Завершился фестиваль ярким праздничным концертом под открытым небом. Для гостей фестиваля выступили творческие коллективы Культурного комплекса «Корабел» и учащиеся школы № 58.

 

Первоисточник: Государственный музей героической обороны и освобождения Севастополя

"Ман халăх, ман Тăван çĕршыв!" конкурс малалла пырать

26.03.2018 17:08
"Ман халăх, ман Тăван çĕршыв!" конкурс малалла пырать

И.Я.Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалланă "Ман халăх, ман Тăван çĕршыв!" регионсем хушшинчи ача -пăча пултарулăхĕн конкурсне татах та çĕнĕ ĕçсем килчĕç.

Чи лайăх ал -ĕçĕ номинацине: 1. Валерия Николаева (Патăрьел районĕ, Туç шкулĕ, 10-мĕш класс).

2. Валерия Шашкина (Патăрьел районĕ, Туçа шкулĕ, 6-мĕш класс).

3. Ангелина Юманова (Чĕмпĕр тăрăхĕнчи Чăнлă районĕн Кивĕ Улхаш шкулĕ, 4-мĕш класс).

Чи лайăх сăвă номинаци: 1. Мария Абзеева (Патăрьел районĕ, Çĕнĕ Ахпÿрт шкулĕ, 4-мĕш класс).

 

Проект "Национальное достояние народов - достояние России" реализуется Межрегиональной общественной организацией "Чувашский национальный конгресс" при поддержке Фонда президентских грантов.

 

#ПроектПобедитель

#ФондПрезидентскихГрантов

#ПоддержкаНКО

#ПрезидентРоссии

#ПрезидентРФ

Готовятся мероприятия на родине просветителя

26.03.2018 16:13
Готовятся мероприятия на родине просветителя

В апреле исполняется 170 лет со дня рождения великого просветителя И.Я.Яковлева. В честь этого события Чувашский национальный конгресс запланировал праздничные мероприятия на родине Учителя в Кошки – Новотимбаево Тетюшского района Республики Татарстан. Это мероприятие пройдет в рамках марафона «Многонациональная культура народов России» по президентскому грантовому проекту «Национальное достояние народов – достояние России».

Сегодня в министерстве Культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики прошло совещание по организации этого выезда. Вел совещание начальник отдела этноконфессиональных отношений Кирилл Павлов. Присутствовали члены оргкомитета грантового проекта ЧНК, сотрудники министерства, Дома дружбы народов Чувашии.

Кирилл Николаевич просил объединить силы для успешного проведения праздничных мероприятий. Члены оргкомитета ЧНК Михаил Краснов и Елена Светлая ознакомили присутствующих с планом ЧНК по реализации юбилейных мероприятий в Кошки – Новотимбаево и районном центре, в Тетюшах. Предлагается провести круглый стол по теме «Значение наследия И.Я. Яковлева для чувашского народа», мастер – классы по разным направлениям культуры чувашского народа, пресс –конференции с СМИ, концерты чувашской национальной культуры.

На совещании предложили уточнить списки выезжающих, участников мастер – классов, решить вопросы с транспортом, назначили ответственных лиц по разным направлениям.

По организации мероприятия решили постоянно координировать действия с администрацией Тетюшского района.

 

Пресс – служба ЧНК.

 

Проект "Национальное достояние народов - достояние России" реализуется Межрегиональной общественной организацией "Чувашский национальный конгресс" при поддержке Фонда президентских грантов.

 

#ПроектПобедитель

#ФондПрезидентскихГрантов

#ПоддержкаНКО

#ПрезидентРоссии

#ПрезидентРФ

"Серебряный голос - 2018" дал старт ХХ фестивалю - конкурсу

26.03.2018 12:04
"Серебряный голос - 2018" дал старт ХХ фестивалю - конкурсу

23 –го марта на сцене учебного театра института культуры и искусств города Чебоксары прошел межрегиональный фестиваль-конкурс «Серебряный голос» (Кĕмĕл сасă).

19 раз Чувашский национальный конгресс организовал этот замечательный конкурс чувашской эстрадной песни, способствующий развитию вокального искусства, обмену профессиональным опытом в области культурных и межнациональных отношений жителей Российской Федерации. В этом году он вошел в марафон «Многонациональная культура народов России», по проекту ЧНК «Национальное достояние народов – достояние России». Как известно, проект реализуется с помощью гранта Президента Российской Федерации.

На фестиваль приехали любители чувашской песни из Чувашии, Татарстана, Башкортостана, Тюменской, Иркутской, Пензенской, Оренбургской, Самарской областей, городов Санкт-Петербург, Мурманск. Всего было 26 участников сольного пения и 3 ансамбля.

Фойе института культуры и искусств украсил фольклорный ансамбль Синьялского дома культуры и народные мастерицы под руководством председателя ассоциации народных мастеров при Чувашском национальном конгрессе Зинаиды Ивановны Вороновой.

Украшением гала-концерта стали почетные гости, обладатели шикарных голосов Ахмед Ясин (Палестина), Марина Нагиб (Египет)!

В составе жюри были профессиональные вокалисты, видные деятели искусства и культуры: Станислав Кондратьев – профессор, заведующий кафедрой вокального искусства ЧГУ, Светлана Белоус – кандидат педагогических наук, директор Чебоксарского музыкального училища, Антонина Краснова – заслуженная артистка Чувашии, Алина Федорова – певица, президент союза артистов чувашской эстрады, Виктор Дмитриев – продюсер чувашской национальной телерадиокомпании, Павел Вязов – директор благотворительного фонда при ЧНК. А возглавлял жюри первый вице-президент ЧНК, заслуженный артист Чувашии Валерий Клементьев.

Приветственным словом на гала-концерте выступил министр Культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики Константин Яковлев и председатель Ассамблеи народов Чувашии Лев Кураков. Они высоко оценили значимость фестиваля "Кĕмĕл сасă" и пожелали участникам больших побед.

После подсчета баллов стали известны победители и номинанты конкурса.

В номинации «Ансамбли» лауреатом III степени стал ансамбль «Ентеш» из Чебоксарского района Чувашии, II степени – ансамбль «Нарспи» из Грачевского района Оренбургской области, I степени – «Ăраскал» из музыкального училища города Чебоксары.

Татьяна Штурмина из Пензенской области получила приз зрительских симпатий. «Певицей с нежным голосом» стала Татьяна Ефремова из Красных Четай Чувашии, Дина Агеева из Мурманска получила титул «Певица с оригинальным голосом».

На фестиваль - конкурсе «Кĕмĕл сасă» (Серебряный голос) отметили и дипломантов. Ими стали : Виктория Серафимова (Пенза), Анжелика Еремеева (Аксубаевский район Татарии), Ксения Маслова (Тюмень).

Жюри конкурса оценило дипломом третьей степени исполнение Ольги Суриковой из Самарской области, Тимофеева Евгения из Моргаушского района Чувашии и Людмилы Засыпкиной из Аликовского района Чувашской Республики.

Вдохновила зрителей своим оригинальным выступлением Наталья Васильева из Санкт – Петербурга. Строгое жюри посчитала ее исполнение достойным второго места в конкурсе. Вера Кожеманова из Аксубаевского района Татарской Республики получила солидное первое место.

Лучшим из лучших из всех участников была Екатерина Мурайкина из Чувашского педагогического университета им. И. Яковлева. Под сопровождение баяна она блестяще спела чувашскую народную песню «Шур перчетке».

Руководители участников конкурса «Кĕмĕл сасă -2018» и зрители были довольны организацией праздника и высоко оценили работу оргкомитета.

Следующий год должен состояться юбилейный, ХХ фестиваль «Серебряный голос». Подготовка к нему уже началась.

 

Пресс-служба ЧНК.

(фотографии в группах ЧНК "В Контакте", "Одноклассники")

 

Проект "Национальное достояние народов - достояние России" реализуется Межрегиональной общественной организацией "Чувашский национальный конгресс" при поддержке Фонда президентских грантов.

 

#ПроектПобедитель

#ФондПрезидентскихГрантов

#ПоддержкаНКО

#ПрезидентРоссии

#ПрезидентРФ

"Кĕмĕл сасăллисене" палăртрĕç

24.03.2018 11:52
"Кĕмĕл сасăллисене" палăртрĕç

Чăваш наци конгресĕ регионсем хушшинче 19-мĕш хут йĕркеленĕ"Кĕмĕл сасă" конкурс-фестиваль пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче гала-концертпа вĕçленчĕ.

Конкурса 26 уйрăм юрлакан тата виçĕ ансамбль хутшăнчĕç.

Кăçалхи çĕнĕлĕх вара - гала-концертра Чăваш Енре пурăнакан ытти халăх яш-кĕрĕмĕ юрлани пулчĕ.

Тÿресем шутĕнче сумлă çынсем: Станислав Кондратьев профессор, педагогига наукисен кандидачĕ, музыка училищин директорĕ Светлана Белоус, ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Антонина Краснова, чăваш эстрада артисчĕсен пĕрлĕхĕн президенчĕ Алина Федорова, чăваш наци радиовĕн продюсерĕ Виктор Дмитриев, ЧНК ыркăмăллăх фондчĕн директорĕ Павел Вязов тата ЧНК президенчĕн пĕрремĕш çумĕ, ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Валерий Клементьев пулчĕç. Кашни тÿре пайташĕн балĕсене пĕрле шутласан çакă паллă пулчĕ:

1. Ансамбльсем: Шупашкар районĕнчи "Ентеш" ушкăн -3-мĕш вырăн;

Оренбург облаçĕнчи Грачевски районĕнчен килнĕ "Нарспи" ушкăн 2-мĕш вырăн;

Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищин "Ăраскал" ансамблĕ 1-мĕш вырăн йышăнчĕç.

2. Уйрăм юрлакан юрăçсем хушшинче:

Куракансем килĕштернĕ юрăç -Пенза облаçĕнчен килнĕ Татьяна Штурмина;

Чи çепĕç саслă юрăç -Хĕрлĕ Чутай пики Татьяна Ефремова;

Хăйне евĕр ăста юрлакан юрăç- Мурманскран килнĕ Дина Агеева;

Дипломант ятне Пенза облаçĕнчи Виктория Серафимова тата Тюмень хулинчи Ксения Маслова тивĕçрĕç.

Виççĕмĕш вырăна виçĕ юрăç: Самар хулинчи Ольга Сурикова, Муркаш каччи Евгений Тимофеев тата Элĕк хĕрĕ Людмила Засыпкина пайларĕç.

Иккĕмĕш вырăна Питĕр хулинчен килнĕ Наталья Васильева;

Пĕрремĕш сумлă вырăна Тутар Республикинчи Аксу районĕнчен килнĕ Вера Кожеманова тухрĕ.

Гран-при вара Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вĕренекен ЕКАТЕРИНА МУРАЙКИНА çĕнсе илчĕ.

Ăна фестиваль тĕп спонсорĕ Павел Вязов 20 пинлĕх профессиллĕ микрофон парнелесе чысларĕ.

Страницăсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, ... 123