Регионсем хушшинчи обществăлла организаци

Чăваш наци конгресĕ

Чувашский национальный конгресс

Чăваш тĕнчи

2018, пуш (март), 1(84) №

Сăнсем

Видеосем

Николай Угаслов Чĕмпĕрти И.Яковлева халалланă уява хутшăнчĕ

Шырав

Çыхăну

Адрес: 428032 г. Чебоксары, ул. Композиторов Воробьевых, д. 10

Телефон: (8352) 62-35-61

Факс: (8352) 62-82-05

Эл. адрес: congress21@mail.ru

Паян "Кĕмĕл сасăллă" юрăçсем Шупашкара килсе çитрĕç

22.03.2018 16:39
Паян "Кĕмĕл сасăллă" юрăçсем Шупашкара килсе çитрĕç

Чăваш Енри тата Раççей Федерацийĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенчи вăтăр ытла чăваш хĕрĕсемпе каччисем юрлас ăсталăха кăтартас кăмăлпа кăçалхи "Кĕмĕл сасă" регионсем хушшинчи конкурс-фестивале хутшăнма кăмăл турĕç.

Тутарстан, Пушкăрт, Мурманск, Пенза, Оренбург, Тюмень, Иркутск тата ытти тăрăхсенчен çитнĕ çамрăксене ЧНК хастарĕсем хапăл туса кĕтсе илчĕç.

Паян, пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕнче кашнинех вокал енĕпе специалистсем:Роза Степанова юрăçпа Вячеслав Александров композитор итлесе пăхрĕç, кам хыççăн кам юрлассине жеребевка ярса çирĕплетрĕç.

ЧНК президенчĕн пĕрремĕш çумĕ тата конкурсăн йĕркелÿ комитечĕн председателĕ Валерий Клементьев юрлас ăсталăх енĕпе тупăшас кăмăллă çамрăксемпе тĕл пулчĕ. Вăл кĕскен Чăваш наци конгресĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, "Хастар" çамрăксен ушкăнĕ конгресра мĕнле вырăн йышăнни çинчен каласа пачĕ.

- Кăçал "Халăхсен наци пуянлăхĕ - Раççей пуянлăхĕ" проект РФ Президенчĕн грантне тивĕçнĕ май, эпир регионсемпе тачăрах ĕçлеме пуçларăмăр, нумайрах тухса çÿретпĕр.Эсир пурăнакан хуласемпе ялсене те çитсе килĕпĕр-ха. Ака уйăхĕнче авă, Тюмень тăрăхне, Тутарстана кайса йăхташăмăрсене кирлĕ тĕрлĕ мероприяти йĕркелĕпĕр,- терĕ Валерий Леонидович.

Халĕ конкурса хутшăнакансем репетици пуçларĕç. Вĕсемпе Людмила Квасова, Дмитрий Петров режиссерсем, Наталья Васильева, Алиса Лукина хореографсем ĕçлеççĕ.

Ыран, пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче 11.00 сехетре Культурăпа ÿнер институтĕнче конкурс пуçланать. 18.00 - Гала - концерт.

 

Зоя Яковлева.

 

Проект "Национальное достояние народов - достояние России" реализуется Межрегиональной общественной организацией "Чувашский национальный конгресс" при поддержке Фонда президентских грантов.

 

#ПроектПобедитель

#ФондПрезидентскихГрантов

#ПоддержкаНКО

#ПрезидентРоссии

#ПрезидентРФ

Тинĕс шывайçи кунĕ

22.03.2018 10:24
Тинĕс шывайçи кунĕ

 

«Тинĕс шывайçин кунĕ» - Раççей Федерацин шывай флочĕн çар çыннисем кашни çул, пушăн 19-мĕшĕнче ирттерекен професси уявĕ. Тинĕс ай кимми çинчи моряксен уявне 1906 çултанпа палăртма пуçланă. Раççей императорĕн II Николайăн указĕпе çар флочĕн шутне çĕнĕ карапсене - шыв ай киммисене - кĕртнĕ, Раççей флочĕ вара шыв айĕн ишекен 20 караппа пуянланнă. 1917 çулхи октябрь революцийĕ хыççăн асăннă уява палăртассине пăрахăçланă. Сакăр вунă çула яхăн иртсен кăна ăна çĕнĕрен чĕртсе тăратнă. Главнокомандующи Феликс Громов адмирал 1996 çулта подводник моряксен кунне çулсеренех мартăн 19-мĕшĕнче уявлама хушнă.

Халĕ çак уява Чăваш Енре те анлă паллă тăваççĕ. Ҫак кунсенче Наци вулавашӗнче Çарпа тинĕс флотĕнче тăрăшакансен конференцийӗ иртрӗ. Ӑна Раҫҫей ветеранӗсен пӗрлешӗвӗ обществăлла организаци йĕркеленĕ. Уява шыв айӗнчи карапсенче ҫарта пулнӑ ветерансем, кадетсем пухӑнчӗҫ. Мероприятие Чӑваш наци конгресӗн хастарӗсем те – Ирина Лампасова, Сергей Долгов, Роза Степанова килсе ҫитрӗҫ.

Конференцие Василий Лаврентьев капитан-лейтенант тата Чӑваш наци конгресӗн культура комитечĕн ертӳҫи, наци вулавӑшӗн тӗп специалисчӗ Вера Архипова уҫрӗҫ.

Пухура историри чи шалкӑм вӑхӑтсене те аса илчӗҫ. 2002 ҫулхи ҫурла уйăхӗн 12-мĕшӗнче Баренцево тинӗсенче «Курск» атом карапӗ ҫинче 118 ҫын путса вилнӗ. Вӗсен хушшинче пирӗн ентеш Алексей Баланов та пулнӑ. Мероприятире Алексей мичманӑн ашшӗпе амӑшӗ те пулчӗҫ.

Пуҫтарӑннисем наци библиотекин гуманитари пайӗ йӗркеленӗ «Морской державе быть!» экспозиципе паллашрӗҫ. Чӑваш патшалӑх культурӑпа искусство институчӗнче вӗренекен студентсем подводник моряксене тата ветеранĕсене саламласа юрӑсем шӑрантарчӗҫ.

«Хӗсметре тӑма чӑваш ҫамрӑкӗсем час-часах тинӗс флотне суйласа илеҫҫӗ. Пирӗн ентешсен тата Раççей тинĕс ай флочĕн ветеранĕсен тӗслӗхӗ ҫитĕнекен ӑрӑва ҫӗршыва хӳтӗлеме хистет», - терĕ уява пĕтĕмлетнĕ май Раҫҫей ветеранӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Николай Семенов.

 

Вера Архипова,

Чӑваш наци конгресӗн культура комитетчӗн ертӳҫи

Паян Чăваш наци конгресĕн президенчĕн çумĕсем Валерий Клементьев тата Анатолий Ухтияров Владимир Нагорнов скульпторпа тĕл пулчĕç

21.03.2018 15:38
Паян Чăваш наци конгресĕн президенчĕн çумĕсем Валерий Клементьев тата Анатолий Ухтияров Владимир Нагорнов скульпторпа тĕл пулчĕç

Владимир Нагорнов çак кунсенче Крым Республикинчен таврăнчĕ. Унта вăл икĕ тĕллевпе кайса килнĕ.

Тĕп тĕллевĕ - Балаклава хулинче Аслă вăрçă вăхăтĕнче Крыма хÿтĕлесе пуçĕсене хунă чăваш салтакĕсене асăнса лартмалли палăк вырăнне тĕпчесси.

Тепри вара - пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче Симферопольти художество музейĕнче унăн «Владимир Нагорнов. Вăхăт. Мел. Сăнар» ятлă пултарулăх куравĕ уçăлнă. Тепĕр уйăхран курав Севастополе куçать.

Владимир Порфирьевич Нагорнов – Раççей тата Чăваш тава тивĕçлĕ художникĕ, Чăваш Патшалăх премийĕн лауреачĕ.

Паллă скульпторăн, художникăн куравĕ уçăлнă çĕре Симферопольпе Севастополь хулисенчи чăваш наципе культура автономийĕсен хастарĕсем хастар хутшăннă.

ЧНК вице-президенчĕсене Владимир Порфирьевич Крымра чăваш салтакĕсене асăнса лартма шутланă палăк вырăнне хатĕрлес ĕç мĕнле пынипе паллаштарчĕ.

«Малтан фотоÿкрчĕксем тăрăх проект турăм. Çав проектсене тĕрĕсех тунă-ши, вырăнти тавралăхпа килĕшÿллĕ-ши тесе кайса пăхрăм. Проектсене эпĕ тĕрĕсех тунине ăнлантăм, скульптура унти çутçанталăкпа килĕшÿллĕ пулса тухнă. Нимĕн те улăштармалла мар, ту-сăртлă вырăнĕ пур енчен те илемлĕ курăнать, ăнăçлă»,- терĕ паллă художник.

Валерий Леонидович Клементьевпа Анатолий Ильич Ухтияров Владимир Нагорновпа ку енĕпе малашне ĕçлес тĕллевсене сÿтсе яврĕç.

Халĕ скульптурăн «ĕç модельне» тумалла. Ăна пĕр 70 см тăршшĕ тăваççĕ. Пĕтĕмĕшле «Хурланакан амăшĕ» ятлă палăк шурă чултан, 3 метр тăршшĕ пулмалла. Владимир Порфирьевича палăк тума Владимир Филатов архитектор пулăшать.

Чăваш салтакĕсене асăнса лартакан палăк хакĕ 6 миллион тенке ларать. Владимир Нагорнов хăй гонорарне икĕ миллион таран чакарнă, тата тăватă миллион тенкĕ юлать.

ЧНК президенчĕ Николай Угаслов тепĕр миллион тенкине хăй тÿлессине тата палăка вырăна çитерсе вырнаçтарас тăкаксене хăй çине илессине каларĕ. Апла пулсан, тепĕр ВИÇĔ миллионне ниме майĕпе пуçтармалла пулать. Çакăн валли ятарлă счет уçнă.

Унăн реквизичĕсем:

 

НЕКОММЕРЧЕСКАЯ ОРГАНИЗАЦИЯ «БЛАГОТВОРИТЕЛЬНЫЙ ФОНД МЕЖРЕГИОНАЛЬНОЙ ОБЩЕСТВЕННОЙ ОРГАНИЗАЦИИ «ЧУВАШСКИЙ НАЦИОНАЛЬНЫЙ КОНГРЕСС»

 

Р/с 40703810775020100310 в ЧУВАШСКОМ ОТДЕЛЕНИИ № 8613 ПАО СБЕРБАНК

 

БИК 049706609

 

К/с 30101810300000000609

«МАН ХАЛĂХ, МАН ТĂВАН ÇĔРШЫВ!» КОНКУРСА ХУТШĂНМА ВАСКĂР!

21.03.2018 12:29
«МАН ХАЛĂХ, МАН ТĂВАН ÇĔРШЫВ!» КОНКУРСА ХУТШĂНМА ВАСКĂР!

Аслă Вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлевич Яковлев

çуралнăранпа 170 çул çитнĕ май

 

Кăçал Чăваш наци конгресĕн «Халăхсен наци пуянлăхĕ – Раççей пуянлăхĕ» проекчĕ Раççей Федерацийĕн Президенчĕн грантне тивĕçрĕ. Президент гранчĕ пулăшнипе «Нумай нациллĕ Раççей халăхĕсен культури» марафона хутшăнса конгресăн вĕренÿ комитечĕ, «Хыпар» Издательство çурчĕн литературăпа культура тата искусство «Тăван Атăл» журналĕ, чăваш ачисен «Тантăш» хаçачĕ И. Я. Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалланă «Ман халăх, ман Тăван çĕршыв!» регионсен хушшинчи ача-пăча пултарулăхĕн конкурсне йĕркелерĕç. Конкурс тĕллевĕсем чăваш чĕлхипе литературине, хутшăнупа пуплев культурин çыхăнăвĕсене аталантарасси, илемлĕхе туякан пултаруллă шкул ачисемпе çамрăксене тупса палăртасси, вĕсене литературăпа ал ĕç ăсталăх ăмăртăвне анлăрах явăçтарасси, ачасемпе студентсене хăйсен пултараслăхне йĕркелеме, шухăш хастарлăхне аталантарма, литературăпа ал ĕç ăсталăхĕпе кăсăкланма хавхалантарасси, Иван Яковлевăн ырă тĕслĕхĕпе халалĕ çинче вĕренекенсене наци тата этнос харпăр хăй ăнланулăхне йĕркелеме пулăшасси, ачасемпе çамрăксен сăмахлăх пултарулăхĕпе ал ĕç ăсталăхне аталантарма учительсемпе ачасен ашшĕ-амăшне анлăрах явăçтарасси пулчĕç.

 

Пултарулăх ăмăртăвĕ тăватă номинаципе иртет:

-- чи лайăх сăвă,

-- чи лайăх калав, очерк, тĕрленчĕк,

-- чи лайăх пьеса,

-- алăпа тунă чи лайăх япала (çыхса, тирсе, касса, тĕрлесе, эрешлесе, капăрлатса, çунтарса-ĕнтсе тата ытти мелпе тунă ал ăсталăх япалисем).

Комисси литературăн тĕрлĕ жанрĕпе чăвашла çырнă, компьютерпа пичетленĕ ал çыру хайлавĕсене тата алăпа тунă япаласене Чăваш наци конгресĕнче йышăнать.

Пуш уйăхĕн 22-мĕшĕ тĕлне ача-пăча пултарулăх конкурсне Чăваш Реслубликин тата Раççей Федерацийĕн регионĕсен шкулĕсенче вĕренекенсемпе аслă шкул студенчĕсенчен çаксем хăйсен ĕçĕсене ăмăртăва тăратрĕç: Александра Федорова (Хĕрлĕ Чутай районĕ, Хусанушкăнь шкулĕ, 6-мĕш кл.), Анастасия Данилова (Шупашкар, И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ, юридици факультечĕ, 1-мĕш курс студентки), Софья Глазкова (Тюмень облаçĕ, Анат Тавта районĕ, Канаш шкулĕ, 6-мĕш кл.), Артем Бучельников (Тюмень облаçĕ, Анат Тавта районĕ, Канаш шкулĕ, 3-мĕш кл.), Дарья Мальцева (Тюмень облаçĕ, Анат Тавта районĕ, Канаш шкулĕ, 3-мĕш кл.), Сергей Антонов (Тюмень, 65-мĕш шкул, 3-мĕш кл.), Кира Антонова (Тюмень, 65-мĕш шкул, 2-мĕш кл.), Татьяна Иванова, Лиана Харитонова, Татьяна Шибаева (Йĕпреç районĕ, Пучинке шкулĕ, 8-мĕш кл.), Виктория Таланцева (Шупашкар районĕ, Ишек шкулĕ, 4-мĕш кл.), Петр Ятрушев (Етĕрне районĕ, Урпаш шкулĕ, 5-мĕш кл.), Анастасия Кузмина (Етĕрне районĕ, Урпаш шкулĕ,11-мĕш кл.), Кристина Столярова (Çĕрпÿ, 1-мĕш интернат шкул), Александр Ильмендеров (Çĕрпÿ, 1-мĕш интернат шкул, 8-мĕш кл.), Николай Алексеев (Çĕрпÿ, 1-мĕш интернат шкул), Софья Тимофеева (Йĕпреç районĕ, Пучинке шкулĕ, 4-мĕш кл.), Данил Спиридонов (Çĕрпÿ районĕ, Михайловка шкулĕ, 7-мĕш кл.), Алексей Семенов (Канаш районĕ, Вăтапуç шкулĕ, 8-мĕш кл.), Александр Осипов (Канаш районĕ, Вăтапуç шкулĕ, 8-мĕш кл.), Данил Евдокимов (Йĕпреç районĕ, Чăваш Тимеш шкулĕ, 9-мĕш кл.), Наталия Алексеева (Канаш районĕ, Вăтапуç шкулĕ, 7-мĕш кл.).

Хисеплĕ ачасемпе студентсем, учительсемпе ачасен ашшĕ-амăшĕ! Регионсен хушшинчи литература пултарулăхĕпе ал ĕç ăсталăхĕн конкурсĕ 2018 çулхи ака уйăхĕн 10-мĕшĕччен пырать. Хăвăр мĕн пултарнине, чи лайăх сăвă, калав, пьеса хайлавĕсене тата ал ĕçĕсене конгреса ярса(кĕртсе) пама васкăр! Кĕтетпĕр!

 

Ыр сунса Геронтий НИКИФОРОВ,

йĕркелÿ комитечĕн пайташĕ,

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ

 

Проект "Национальное достояние народов - достояние России" реализуется Межрегиональной общественной организацией "Чувашский национальный конгресс" при поддержке Фонда президентских грантов.

 

#ПроектПобедитель

#ФондПрезидентскихГрантов

#ПоддержкаНКО

#ПрезидентРоссии

#ПрезидентРФ

Республика пуласлăхĕшĕн пӗрле тӑрӑшар

20.03.2018 16:03
Республика пуласлăхĕшĕн пӗрле тӑрӑшар

 

Иртнĕ эрнере наци вулавӑшӗнче Чăваш Республикин композиторсен Ассоциацийĕн черетлĕ ларăвĕ пулса иртрĕ. Унта Ассоциаци, Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗ тата наци библиотеки малалла пӗрле ӗҫлемелли ыйтусене сӗтсе яврӗҫ. Аса илтеретпĕр: Композиторсен Ассоцийцийĕ – пирĕн республикăри чи йышлă пултарулăх пĕрлешĕвĕнчен пĕри. Вăл композиторсене, музыковедсене, юрăçсене, инструменталистсене, хормейстерсене, дирижёрсене, композиторсемпе пĕрле ĕçлекен сăвăçсене пурĕ 100 ытла пайташа пĕрлештерсе тăрать.

Композиторсен Ассоциацийĕ Чăваш Республикин культура министерствине кĕрекен Халăх пултарулăх центрĕпе, Чӑваш наци конгресӗпе, наци библиотекипе пĕрле тăрăшать. Терлĕрен мелпе йĕркелӳ семинарĕсене, халăх пултарулăх фестивалĕсене хутшăнать.

Ассоциацин Канашĕн ларăвĕн председателĕ Станислав Ильин композиторсен пĕрлешĕвĕн кăçахи мероприятийĕсем çинчен каласа пачĕ. Наци конгресӗ пуҫарса янӑ «Чӑваш Ен пултаруллӑ ҫыннисем» проектпа музӑкҫӑсене культура комитетчӗн ертӳҫи Вера Архипова паллаштарчӗ. Пулас мероприятисенчен çаксене палăртмалла: Филипп Лукинӑн 105 ҫулĕ, Герман Лебедевӑн 105 ҫулĕ, Николай Эривановӑн 80 ҫулĕ, Земфира Яковлева 80 ҫул тултарнине халалланă пултарулăх каçĕ, Анатолий Михалов вулавӗсем тата Олимпиада Агакова ячĕллĕ Республика музыка фестивалӗ.

Ларăвĕн 1-мĕш ыйтăвăпе килĕшӳллĕн, Ассоциаци ретне çĕнĕ пайташсене илчĕç. Малашне Данилова (Степанова) Роза Витальевна (ЧНК культура комитечӗн пайташӗ, Шупашкар районĕ), Иванов Александр Юрьевич (Шупашкар хули), Терентьев Владимир Иванович (Елĕк районĕ) – композиторсен тата музыкçăсен секцийĕ, Орехова Елена Владиславовнана (Шупашкар хули) музыкçăсен секцийĕ халĕ çак паллă организацинче тăрăшĕç.

Чăваш Республикин Композиторсен ассоциацийĕн президенчĕ Николай Зимин организаци 2017-мĕш çулта пурнăçланă мероприятисем çинчен каласа пачĕ. Ассоциаци республикăри патшалăх тытăмĕпе, культура учрежденийĕсемпе пĕрле «Çавалпа Шетмĕ кĕввисем» (Мелодии Шатьмы и Цивиля) черетлĕ 19-мĕш фестивальне тата композиторсен пултарулăхĕн «На волне таланта» (Пултарулăх хумĕсем çинче) пĕрремĕш уçă фестивальне йĕркелесе ирттернĕ. Республика Кунĕн, «Раççей çăлкуçĕсем» 25-мĕш фестивалĕн, пĕтĕм чăвашсен Акатуй уявĕн культура ĕçĕсене хутшăннă; çĕнĕ музыка хайлавĕсен кĕнекисене кăларнă. Ассоциацийĕн ретĕнче тăнă паллă культура деятелĕсен, Иван Аршинов композиторăн 85 çулхи, Валентин Алексеев композиторăн 80 çулхи, Тамара Чумакова юрăçăн 85 çулхи, Василий Давыдов-Анатри поэтăн 100 çулхи юбилейĕсем иртрĕç. Çавăнпа пĕрлех Николай Зиминăн, Юрий Кудаковăн, Светлана Азаматăн, Надежда Силпин, Николай Ершовăн тата ытти юбилярсен пултарулăх каçĕсем пулчĕç.

Композиторсен Канашĕн ларăвĕнче пултарулăх пĕрлешĕвĕн X сьездне ака уйăхăн 27-мĕшĕнче ирттерме палăртрĕç, пулас форумăн йĕркине çирĕплетрĕç.

Кӑҫал чӑваш музыкине аталантарас тӗлӗшпе пысӑк ӳсӗмсем тунӑшӑн Композиторсен Ассоциацийĕн президенчӗ Николай Зимин "Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ" хисеплĕ ята тивӗҫрӗ. Чӑваш наци конгресӗн пайташĕсем паллӑ композитора ҫак ятпа чунтан саламлаççĕ!

 

Вера Архипова,

Чăваш наци конгресĕн культура комитечӗн председателĕ.

ĂСТАЛĂХĔ ТЕ, ХАВХАЛАНĂВĔ ТЕ ПУЛЧĔ

19.03.2018 10:12
ĂСТАЛĂХĔ ТЕ, ХАВХАЛАНĂВĔ ТЕ ПУЛЧĔ

 

Пуш уйăхĕн 12-13-мĕшĕсенче Çĕнĕ Шупашкар хулин 18-мĕш лицейĕнче «Ăсталăхĕ те, хавхаланăвĕ те» педагогика шухăшĕсен 3-мĕш фестивалĕн тытăмĕнче «Чăваш чĕлхипе урок тулашĕнчи уçă мероприяти-2018» меслетлĕх уявĕ иртрĕ. Ăна йĕркелекенсем Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн вĕренÿ пайĕ, мониторингпа вĕренÿ центрĕ тата чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен пĕрлешĕвĕ пулчĕç. Уява Аслă Вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 170 çул тата Константин Васильевич Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрне никĕсленĕренпе 100 çул çитнине халалларĕç.

Кăçалхи фестиваль хула шкулĕсен ачийĕсемпе вĕрентекенĕсем хушшинче чăваш литературин илемлĕ хайлавĕсене сцена çинче лартса парас енĕпе ăмăрту мелĕпе иртрĕ. Унăн тĕп тĕшшийĕ ачасене тăван литературăн тĕрлĕ жанрлă паха хайлавĕсемпе паллаштарасси, суйласа илнĕ хайлавсене лартма хатĕрленнĕ май сцена çинче вылянă чухне пуплеве тĕрлĕ интонаципе калама хăнăхтарасси тата артист ăсталăхлă вĕренекенсемпе вĕрентекенсене палăртасси, вĕрентÿпе воспитани ĕçĕн малти опытне пĕтĕмлетсе халăхра сарасси пулчĕ. Çак пайрăмсене шута илсе ĕнтĕ Çĕнĕ Шупашкар хулин чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен пĕрлешĕвĕ (ертÿçи – Алевтина Такина) 2017-2018-мĕш вĕренÿ çулĕнче «Чăваш халăхĕн мухтавлă çыннисем тата вĕсен культура еткерлĕхĕ» проекта пуçарса янă. Хула шкулĕсем кăсăклансах çак пархатарлă ĕçе хутшăнчĕç.

«Чăваш чĕлхипе урок тулашĕнчи уçă мероприяти-2018» меслетлĕх фестивальне кăçал хулан 15 шкулĕ хутшăнчĕ. Пултарулăх уявне чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсемпе вĕренекенсем хавхалансах хатĕрленнĕ. Вĕсем проза, сăвă, драма хайлавĕсене, юмахсене тата К.В. Ивановăн «Нарспи» поэмине, Ф.П. Павловăн «Сутра» комедине сцена çинче кăтартма йĕркеленĕ, инсценировкăсем çырнă, спектакле пырса курма буклетсемпе афишăсем хатĕрленĕ.

Литература хайлавĕсене сценкăласа кăтартма пурте лайăх хатĕрленсе килнĕ. Уявра ачасемпе вĕрентекенсен ăсталăхне те, хавхаланăвне те куртăмăр. Вĕрентекенсемпе вĕренекенсем инсценировкăсенче пĕрле выляни, вăйă картине тăрса юрă шăрантарни, ташă ташлани, сăвă калани, чăваш литературин паха хайлавĕсене халăх умĕнче кăтартма пултарни пире савăнтарчĕ.

Ачасен ăс-тăнĕпе чун хавалне, культурине аталантарассине, кулленхи хутшăнура чăваш чĕлхипе усă курма хăнăхтарассине асра тытса вăй хураççĕ Çĕнĕ Шупашкар хулин пултаруллă чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем. Çакă вара уявра татах та аван палăрчĕ. 1-мĕш степеньлĕ диплом илме тивĕçлисен йышĕнче чăваш чĕлхи учителĕсемпе пĕрле 2-мĕш шкулăн 2, 3, 6-мĕш класĕсен ачисем («Уйăх çинчи хĕр» халап инсценировки), 5-мĕш шкулăн 9-мĕш класĕн ачисем (Ф.П. Павловăн «Сутра» комедийĕ), 12-мĕш шкулăн 5-8-мĕш класĕсен ачисем («Яковлев мăнукĕсем» И.Я. Яковлевăн «Халалĕ» тăрăх хатĕрленĕ спектакль), 13-мĕш шкулăн 4-7-мĕш класĕсен ачисем (И.Я. Яковлевăн «Халалĕпе» çыхăнтарнă «Çарăк» юмах инсценировки), 16-мĕш шкулăн 4, 6-мĕш класĕсен ачисем («Кам ĕмĕрĕ вăрăмрах?» чăваш халăх юмахĕн инсценировки), 18-мĕш лицейĕн 4, 5, 7, 8-мĕш класĕсен ачисем (Г.Н. Волковăн «Суяпа инçе каяймăн» калав инсценировки), 19-мĕш шкулăн 7, 9, 10-мĕш класĕсен ачисем (К.В. Ивановăн «Нарспи» поэмин сыпăкĕн инсценировки); 2-мĕш степеньлĕ диплом илме тивĕçлĕ 3-мĕш шкулăн 4, 6-мĕш класĕсен ачисем (Виталий Енĕшĕн «Чи пĕчĕк патшалăх» калавĕ тăрăх лартнă пĕр пайлă драма), 6-мĕш гимназин 5а, 5б, 5в класĕсен ачисем (Г.Н. Волковăн «Анне яшки – чи тутли» калав инсценировки), 8-мĕш шкулăн 2, 4-мĕш класĕсен ачисем («Туслăхра – вăй» Петĕр Эйзинăн «Кам-ши кĕнĕ пахчана?» тата «Çарăк» вырăс халăх юмахĕ тăрăх йĕркеленĕ сценка), 9-мĕш шкулăн 1, 4, 5, 8-мĕш класĕсен ачисем («Çарăк» вырăс халăх юмахĕ тăрăх йĕркеленĕ сценка), кадет лицейĕн 6, 7-мĕш класĕсен ачисем (Юхма Мишшин «Качакапа унăн тусĕсем» хайлав инсценировки); 3-мĕш степеньлĕ диплом илме тивĕçлисен йышĕнче 4-мĕш шкулăн 4-мĕш класĕн ачисем («Сакăр çĕлĕк» эрмен халăх юмахĕн

инсценировки), 17-мĕш шкулăн 7-9-мĕш класĕсен ачисем (Çĕпритун Шăпчăкăн «Лартрĕ» хайлавĕн инсценировки), 20-мĕш шкулăн 4-мĕш класĕн ачисем («Пĕчĕкçĕ пÿрт» вырăс халăх юмахĕн инсценировки) пулчĕç.

Жюри ачасемпе вĕрентекенсем пĕр-пĕринпе хутшăнăва кĕрсе сăнарсене артистла вылянине курсан ăста та пултаруллисене «Чи лайăх вылякан» номинаци пама йышăнчĕ. Çак ята 5-мĕш шкулăн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем Наталия Афанасьевăпа (Ухтеркке сăнарĕ) Людмила Иванова (Сăпани сăнарĕ), кадет лицейĕн 7-мĕш класĕнче вĕренекен Никита Никандровпа 6а класĕнче вĕренекен Мария Яковлева тата 18-мĕш лицейĕн 8а класĕнче вĕренекен Кирилл Сергеев тивĕçрĕç.

Çĕнĕ Шупашкар хулин тăван чĕлхене вĕрентекенсем хула ачисене чăваш чĕлхине хисеплеме, юратма, чăвашла калаçма хăнăхтарма, ун талккăшне сарма тепĕр курăмлă вăйă мелĕпе тухăçлă усă курнине пĕлтĕмĕр.

Инсценировкăсем пурте пире килĕшрĕç. Жюри пайташĕсем: Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн ертÿçи Геронтий Никифоров, паллă поэт юрăçă, «Сас» радиокăларăмăн авторĕпе редакторĕ Светлана Асамат, «Ахрăм» халăх театрĕн режиссерĕ, «Теветкел» фольклор ансамблĕн ертÿçи Альбина Алексеева, 11-мĕш шкулăн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Зоя Степанова тата Ю. А. Гагарин ячĕллĕ тĕп вулавăш ĕçченĕ Ольга Николаева пĕр саслăн пулса ачасем уроксенче илнĕ пĕлĕве класс тулашĕнчи ĕçсенче инсценировкăсене, интермедисемпе сценкăсене чăвашла выляса тата калаçса кăтартма, пуплев хăнăхăвне çирĕплетсе хăварма пултарнине ырларĕç. Чăваш литературин илемлĕ хайлавĕсене сцена çинче шкул ачисемпе вĕрентекенсем пĕрле лартакан çакăн пек инсценировкăсен фестивалĕсене районсемпе ытти хуласенче йĕркелесе ирттерсен мĕн тери аван пулĕччĕ те çав...

 

Геронтий Никифоров,

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ.

Пултарулăх ăмăртăвĕ хĕрсех пырать. Межрегиональный конкурс "Мой народ, моя Родина!" продолжается...

16.03.2018 14:28
Пултарулăх ăмăртăвĕ хĕрсех пырать.  Межрегиональный конкурс "Мой народ, моя Родина!" продолжается...

Чăваш наци конгресĕ РФ Президенчĕн грантне тивĕçнĕ "Халăхсен наци пуянлăхĕ - Раççей пуянлăхĕ" проекчĕпе килĕшÿллĕн "Ман халăх, ман Тăван çĕршыв!" регионсен хушшинчи ача-пăча пултарулăхĕн конкурсне çĕнĕ ĕçсем килсех тăраççĕ. Эпир маларах килнĕ ĕçсемпе паллаштарнăччĕ. Халĕ çак кунсенче ярса панă «Чи лайăх ал ĕç япали» номинацине килнĕ ĕçсен кăтартăвне пăхма сĕнетпĕр.

1. «Илемпи пукане» - Тимофеева Софья 4 класс, Йĕпреç районĕнчи Пучинке шкулĕ

(Ертÿçи: Петрова Марина Витальевна)

2. «Чăваш çемйи» - Спиридонов Данил 7 класс, Çĕрпÿ районĕнчи Михайловка шкулĕ. (Вĕрентекен: Федорова Ирина Николаевна)

3. «Сетнерпе Нарспи» - Спиридонов Данил 7 класс, Çĕрпÿ районĕнчи Михайловка шкулĕ. (Вĕрентекен: Федорова Ирина Николаевна)

 

Хисеплĕ ачасемпе вĕрентекенсем! Пултарулăх ăмăртăвĕ ака (апрель) уйăхĕн 10-мĕшĕччен пырать, хăвăр мĕн пултарнине: сăвă, калав, пьеса тата ал ĕçĕсенче кăтартма васкăр.

 

Йĕркелÿ комитечĕ.

 

----------------------------------------------------------------------------

В рамках грантового проекта Президента Российской Федерации "Национальное достояние народов - достояние России" продолжается межрегиональный конкурс "Мой народ, моя Родина!". От учащихся школ и студентов вузов в Чувашский национальный конгресс поступают все новые и новые творческие работы. Ранее мы ознакомили с ними.

Предлагаем на рассмотрение следующие работы, поступившие на днях:

1. «Кукла Илемпи» - Тимофеева Софья, 4 класс, Новочурашевская школа Ибресинского района. (Руководитель: Петрова Марина Витальевна).

2. «Чувашская семья» - Спиридонов Данил, 7 класс, Михайловская школа Цивильского района. (Руководитель : Федорова Ирина Николаевна).

3. «Нарспи и Сетнер» -- Спиридонов Данил, 7 класс, Михайловская школа Цивильского района. (Руководитель : Федорова Ирина Николаевна)

 

Напоминаем, детский конкурс "Мой народ, моя Родина!" проводится до 10 апреля этого года. Ждем лучшие работы!

 

Оргкомитет конкурса.

 

Наши координаты:

 

428032 г.Чебоксары

ул. Композиторов Воробъевых дом 10

Чувашский национальный конгресс

эл. адрес: congress21@mail.ru

тел.: 89176701821

 

Проект "Национальное достояние народов - достояние России" реализуется Межрегиональной общественной организацией "Чувашский национальный конгресс" при поддержке Фонда президентских грантов.

 

#ПроектПобедитель

#ФондПрезидентскихГрантов

#ПоддержкаНКО

#ПрезидентРоссии

#ПрезидентРФ

Вчера, 15 марта состоялось очередное заседание оргкомитета проекта ЧНК "Национальное достояние народов - достояние России"

16.03.2018 12:57
Вчера, 15 марта состоялось очередное заседание оргкомитета проекта ЧНК "Национальное достояние народов - достояние России"

 

Президент ЧНК и руководитель проекта, удостоенного гранта Президента РФ Николай Угаслов и члены оргкомитета анализировали результаты поездки в январе этого года в город Санкт-Петербург, обсудили текущие задачи по дальнейшей реализации проекта.

Заместитель руководителя грантового проекта Валерий Клементьев озвучил перед оргкомитетом свои выводы о небольших недоработках в старте проекта в Северной столице России.

Николай Угаслов настойчиво просил в дальнейшем заранее уточнить, чтобы принимающая сторон предоставила договора по условиям проживания и питания делегатов по месту проведения мероприятия, ознакомил списком и условиями размещения участников из других регионов.

На заседании оргкомитета рассмотрели вопрос о продолжении марафона "Многонациональная культура народов России" в апреле с выездом в Тюменскую область. В рамках этого марафона предусмотрено проведение выставок, мастер-классов, тематических встреч.

В Тюмени же планируется проведение круглого стола по вопросам налаживания социально-экономических и культурных связей между Тюменской областью и Чувашской Республикой с приглашением правительств участвующих сторон.

Координатор проекта по культуре и образованию Геронтий Никифоров доложил об участии в рамках проекта "Национальное достояние народов - достояние России" в днях чувашского языка Тюменской области с 15 -17 февраля 2018 года. В составе делегации были члены президиума ЧНК Геронтий Никифоров и Юлия Анисимова. Они провели открытые уроки и мастер-классы с учителями и учащимися общеобразовательных и воскресных школ Тюменской области.

Согласно программы грантового проекта, 23 марта в городе Чебоксары проводится фестиваль - конкурс "Кĕмĕл сасă" (Серебряный голос) с участием вокалистов разных национальностей и народностей Чувашии и регионов России.

Президент Чувашского национального конгресса и руководитель грантового проекта Николай Угаслов интересовался ходом подготовки к конкурсу, уточнил детали проведения «Кĕмĕл сасă».

В конце заседания рассмотрели вопрос о предстоящих поездках в рамках марафона «Многонациональная культура народов России» в Татарстан и Пензенскую область.

 

Руководитель пресс-службы ЧНК Зоя Яковлева.

 

Проект "Национальное достояние народов - достояние России" реализуется Межрегиональной общественной организацией "Чувашский национальный конгресс" при поддержке Фонда президентских грантов.

 

#ПроектПобедитель

 

#ФондПрезидентскихГрантов

 

#ПоддержкаНКО

 

#ПрезидентРоссии

 

#ПрезидентРФ

ПУШ УЙĂХĔН 23-МĔШĔНЧЕ «Кĕмĕл сасă - 2018» ФЕСТИВАЛЬ-КОНКУРСĂН ИККĔМĔШ тата ВИÇÇĔМĔШ ТАПХĂРĔ ИРТЕТ !

16.03.2018 10:55
ПУШ УЙĂХĔН 23-МĔШĔНЧЕ «Кĕмĕл сасă - 2018» ФЕСТИВАЛЬ-КОНКУРСĂН ИККĔМĔШ тата ВИÇÇĔМĔШ ТАПХĂРĔ ИРТЕТ !

 

Чăваш наци конгресĕ пуçарса янă пултарулăх конкурсĕ çулсерен анлăланса та хăватланса пырать. Халĕ Раççей тĕрлĕ регионĕсенче пурăнакан чăваш çамрăкĕсене малашнехи пурнăçра çирĕппĕн утма çул уçса паракан фестиваль пулса тăчĕ вăл. «Кĕмĕл сасă" - хамăрăн пуян культурăна, чĕлхене, юрă-кĕвве тата йăла-йĕркене анлă сарма, унпа ытти халăх çыннисене паллаштарма, юрлас ăсталăха туптама пулăшакан чи лайăх мел. Ку конкурса хутшăнас кăмăллă яш-кĕрĕм шучĕ çултан çул нумайлансах пырать. Регионсенчи чăваш çамрăкĕсем çак фестивальте пĕр-пĕринпе туслă çыхăнусем йĕркелеççĕ, чăвашлăха аталантарас енĕпе ĕçлеме пĕр-пĕринчен вĕренеççĕ.

Конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕ кăçал нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа пуш уйăхĕн 20-мĕшĕчен пырĕ. Ку вăл Чăваш Республикинчи районсенче, Раççей регионĕсенчи конкурссем. Унта çĕнтерсе мала тухнисем вара пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарти культурăпа ÿнер институчĕнче 11 сехетре пуҫланакан иккĕмĕш тапхăрта хăйсен юрлас ăсталăхне кăтартĕç.

Иккĕмĕш тапхăрта çĕнтернĕ яшсемпе хĕрсем çав кунах Гала-концерта хутшăнĕç.

Ытти çулхипе танлаштарсан, кăçалхи фестиваль-конкурса 15 çултан пуçласа 40 çула çитнисем таран хутшăнма пултараççĕ. Паллах, "Кĕмĕл сасă" фестивалĕн иккĕмĕш тапхăрĕнче чăваш чĕлхине пĕлекен, юрлама ăста, сцена çинче хăйне илемлĕ те тирпейлĕ тытма пĕлекен, конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕнче çĕнтернĕ çамрăксем пулĕç. Пĕрремĕш тапхăра лекес кăмăллă çамрăксен Чăваш Республикин районĕсенчи е хуласенчи администрацисене е унти ЧНК уйрăмĕсене каймалла. Раççей регионĕсенче пурăнакан çамрăксен вара вырăнти чăваш наципе культура автономийĕсен ертÿçисемпе çыхăнмалла.

Ăмăртăва хутшăнас тесен 4 минутран ытла мар пыракан икĕ произведени хатĕрлемелле: 1. Эстрада юрри (поп, джаз, рок-композици);

2. Шайĕпе тивĕçтермелле илемлетнĕ халăх юрри.

 

Конкурсăн иккĕмĕш тапхăрне хутшăнакан яшсемпе хĕрсен пуш уйăхĕн 20-мĕшĕччен Чăваш наци конгресĕн congress21@mail.ru адресĕпе ыйтса çырса ямалла. Фестиваль-конкурс положенине тата заявка формине ЧНК сайтĕнчи менюра "Документсем" уйрăмра уçласа илме пулать. Унтах тĕплĕ информаци тупăр.

Фестиваль-конкурс йĕркелекен комитет адресĕ:

Шупашкар хули, Воробьев композиторсен урамĕ, 10-мĕш çурт,

Чăваш наци конгресĕ

тел.: 8-917-670-18-21.

E-mail: congress21@mail.ru

 

Чăваш наци конгресĕн пресс-служби.

 

Проект "Национальное достояние народов - достояние России" реализуется Межрегиональной общественной организацией "Чувашский национальный конгресс" при поддержке Фонда президентских грантов.

 

#ПроектПобедитель

#ФондПрезидентскихГрантов

#ПоддержкаНКО

#ПрезидентРоссии

#ПрезидентРФ

Мошкаси ял клубĕнче «Пурнăç илемĕ» конкурс иртрĕ

15.03.2018 13:03
Мошкаси ял клубĕнче «Пурнăç илемĕ» конкурс иртрĕ

 

Тăван тăрăх аталанăвне хастар хутшăнас, çемье хаклăхне халăх хушшинче сарас, юратнă арçынсене çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантарас, амăшлăхпа ачалăх сыхлавне хăпартас тата çепĕçлĕхпе ыр кăмăллăха çирĕплетес тĕллевпе Шупашкар районĕнчи Мошкаси ял клубĕнче «Пурнăç илемĕ» конкурс иртрĕ. Уява хатĕрлесе ирттерекенĕ - ял клубĕн пуçлăхĕ, ЧНК культура комитечĕн пайташĕ Эльвира Викторовна Альмешкина.

Культура çуртĕнче халăх майĕпен тулчĕ. Ачасемпе ашшĕ - амăшĕсем, асламăшсем тата хаклă хăнасем пуçтарăнчĕç. Конкурса 6 пултаруллă та илĕртуллĕ аннесем хушăнчĕç. Уяв конкурсĕ пĕтĕмпе 5 тапхăрпа пулчĕ. Пултарулăх конкурсне аннесем пурте пĕрле сцена çине тухрĕç, вĕсем ял пурнăçĕ çинчен юрăллă – ташшăллă пулăм кăтартрĕç. Ытти конкурсенче аннесем чăвашла хитре калаçма пĕлнине, упăшка валли хăвăрт çĕрулми шуратма пултарнине, куç хупса кĕрпесене лайăх пĕлнине, чăваш тумтирне тăханса уяв валли ятарлă апат хатĕрлеме пултарнине кăтартрĕç. Конкурсантсен пултарулăхĕпе ăсталăхне сумлă жюри – ял старости Пимен Васильев, ял хастарĕ – Евгений Зубков, Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн пайташĕ Людмила Кинер (композитор, юрăç, Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ), Чăваш патшалăх симфони капеллин солистчĕ, оперăпа балет театрĕн юраçи Любовь Александровна Зайцева - хакларĕç. Пултаруллă аннесене арçынсем сцена çинчен юрату юрри парнелерĕç, чĕререн тухакан сăмахсемпе пĕрле роза чечекĕсем пачĕç. Залра ларакан хĕрарăмсене вара Дина тата Владимир Зубковсен çемьи мимоза чечекĕсене парнелерĕç. Кашни конкурса хутшăннă аннесем ятарлă номинацисем илчĕç.

Ял старости Пимен Васильев вара çĕнтерÿçĕ-пикесене хаклă парнесем парса хавхалантарчĕ. Пурне те сумлă жюри чĕререн тав туса ăнăçу сунчĕç, ырă сăмахсемпе саламларĕç, аннесен пултарулăхне пысăка хурса хакларĕç тата дипломсем парса чысларĕç. Пултаруллă пикесене Людмила Кинер тата Любовь Зайцева асамлă юрăсемпе саламаларĕç.

 

ЧНК культура комитечĕн председателĕн çумĕ Наталья Васильева.

Страницăсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9, 10, ... 123