Регионсем хушшинчи обществăлла организаци

Чăваш наци конгресĕ

Чувашский национальный конгресс

Чăваш тĕнчи

2018, пуш (март), 1(84) №

Сăнсем

Видеосем

Николай Угаслов Чĕмпĕрти И.Яковлева халалланă уява хутшăнчĕ

Шырав

Çыхăну

Адрес: 428032 г. Чебоксары, ул. Композиторов Воробьевых, д. 10

Телефон: (8352) 62-35-61

Факс: (8352) 62-82-05

Эл. адрес: congress21@mail.ru

На заседании оргкомитета по грантовому проекту наметили поездки в регионы России

15.03.2018 12:15
На заседании оргкомитета по грантовому проекту наметили поездки в регионы России

14 марта состоялось очередное заседание оргкомитета проекта ЧНК «Национальное достояние народов – достояние России», удостоенного Федерального гранта Президента России

Главный бухгалтер проекта Елена Никандровна Васильева отчиталась перед членами оргкомитета по текущим финансовым вопросам проекта. Елена Никандровна попросила всех в ежемесячных отчетах подробнее раскрыть проделанную работу по грантовому проекту, что каждый отвечает за свой фронт работы.

Заместитель руководителя проекта «Национальное достояние народов – достояние России» Валерий Клементьев информировал присутствующих о том, что в продолжении Марафона "Многонациональная культура народов России" предстоит поездка в апреле в Тюмень и Татарстан. Он ознакомил с планом работы в Тюмени, просил внести свои предложения и замечания.

На заседании был составлен предварительный список участников поездки в Тюмень, уточнены мастер-классы, необходимые в этой поездке.

Координатор проекта Елена Светлая внесла некоторые коррективы в требования по размещению информации на сайты, и т.д.

Пресс-служба проекта сообщила о дальнейших планах по информационному освещению проекта «Национальное достояние народов – достояние России» в СМИ.

 

Пресс-служба ЧНК.

 

#ФОНДПРЕЗИДЕНТСКИХГРАНТОВРФ

 

 

Проект "Национальное достояние народов - достояние России" реализуется Межрегиональной общественной организацией "Чувашский национальный конгресс" при поддержке Фонда президентских грантов.

#ПроектПобедитель

#ФондПрезидентскихГрантов

#ПоддержкаНКО

#ПрезидентРоссии

#ПрезидентРФ

«Ҫак юрра эп ахаль мар юрларӑм» кӗнекепе документ куравӗ

15.03.2018 09:36
«Ҫак юрра эп ахаль мар юрларӑм» кӗнекепе документ куравӗ

Чăвашсен поэчĕ, пултарулӑхлӑ ҫыравҫӑ, ӑста куҫаруҫӑ Митта Ваçлейĕ çуралнăранпа 2018 çулхи пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче 110 çул çитрӗ. 

Митта Ваçлейне сума суса пуш уйӑхӗн 12-мӗшĕнче К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче астӑвӑм каҫӗ йĕркелерĕç. Мероприяти Чӑваш наци конгресӗ пуҫарса янӑ «Чӑваш Енӗн мухтавлӑ ҫыннисем» проектпа килӗшӳллӗн иртрӗ.

Уява Литература музейӗн ертӳҫи, Чӑваш наци конгресӗн культура комитетчӗн пайташӗ Ирина Оленкина ертсе пычӗ. Музей ӗҫченӗсем мероприяти валли ҫыравҫӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑх ҫулӗ ҫинчен «Ҫак юрра эп ахаль мар юрларӑм» кӗнекепе документ куравӗ йӗркеленӗ.

Юбилей каҫӗнче Митта Ваҫлейӗн пултарулӑхне хак пама ӑслӑлӑх ҫыннисем, ҫыравҫӑсем, культурӑпа ӳнер ӗҫченӗсем, тӑванӗсем, Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗн пайташӗсем, учительсемпе шкул ачисем хутшӑнчӗҫ.

Поэтӑн иксӗлми пултарулӑхне Виталий Родионовпа Юрий Артемьев тӗпчевçӗсем, Патăрьел администрацийӗн тӗп специалисчӗ Полина Логунова, Патăрьел район библиотекин тивӗҫтерӳ пай ертӳҫи Наталья Ракова, Чӑваш наци конгресӑн культура комитечӗн ертӳҫи, наци вулавӑшӗн тӗп специалисчӗ Вера Архипова, Патăрьел ентешлӗхӗн пуçлӑхӗ Владимир Семенов, Митта Ваçлейĕн мăнукĕ - Илемпи Васильевна, хĕрӗ - Дарья Мартыненко хакларӗҫ. Уява килнисем пултарулӑхлӑ ҫыравҫӑн, ӑста куҫаруҫӑн Митта Ваҫлейӗн кун-çулĕпе пултарулăхĕ çинчен тулли каласа пачĕҫ.

Конгресӑн хастарӗ Вера Архипова Митта Ваҫлейӗ чӑннипех те чӑваш чунлӑ поэт пулнине палӑртӗ, хайлавӗсепе паллаштарчӗ, унӑн сӑввисемпе поэмисем, калавӗсемпе очеркӗсем республикари тата Чӑваш наци вулвӑшӗнчи  Кӗнеке палатинче тата «Чӑваш кӗнеки» центрӗнче тирпейлӗн упраннине пӗлтерчӗ. Уявра куракансене конгресӗн культура комитетчӗн пайташӗ, пӗтӗм чӑвашсен «Кӗмӗл сасӑ» конкурс лауреачӗ Роза Степанова «Атӑл урлӑ каҫнӑ чух» чӑваш халӑх юррипе савӑнтарчӗ. Шупашкарти 60-мӗш шкулта вӗренекенсем поэзипе музыка композицине кӑтартрӗҫ.

«…Митта Ваҫлейӗ хӑйне евӗр сӑвӑҫ, хӑйне евӗр ҫын, хӑйне евӗр шухӑшлавҫӑ, хӑйне евӗр сӑмах ӑсти пулнӑ. Сӑвӑ унӑн ӗҫӗ мар, унӑн сывлӑшӗ, унӑн пурнӑҫӗ, унӑн чӗре таппи пулнӑ», - тесе ҫырать поэтӑмӑр пирки академик Геннадий Волков (Паллӑ ҫынсем – Митта Ваҫлейӗ ҫинчен.- Ялав. – 1988. - № 3. С. 19).

Музейра йӗркеленӗ «Ҫак юрра эп ахаль мар юрларӑм» кӗнекепе документ куравӗ, унти экспонатсемпе паллаштарни, поэтӑн пурнӑҫӗнчи кӑсӑк пулӑмсем ҫинчен каласа панисем Митта Ваҫлейӗ сумлӑ ячӗ чӑваш поэзийӗн ҫутӑ ҫӑлтӑр пулнине тепер хут ҫирӗплетрӗҫ.

 

Вера Архипова, ЧНК культура комитетчӗн ертӳҫи.

АСЛĂ ПОЭТĂМĂРĂН ЫРĂ ЯЧĔ ХАЛĂХ АСĔНЧЕ. "СĂВАПЛĂ ЯТ» ВИКТОРИНА ПĔТĔМЛЕТĔВĔ

15.03.2018 09:16
АСЛĂ ПОЭТĂМĂРĂН ЫРĂ ЯЧĔ ХАЛĂХ АСĔНЧЕ. "СĂВАПЛĂ ЯТ» ВИКТОРИНА ПĔТĔМЛЕТĔВĔ

 

 

Пултаруллă поэт, прозаик, куçаруçă тата критик Василий Егорович Митта çуралнăранпа кăçал пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче 110 çул çитрĕ. «Чăваш наци конгресĕ» регионсен хушшинчи общество организацийĕн вĕренÿ комитечĕ, Чăваш Республикин наци библиотеки, «Хыпар» Издательство çурчĕн литературăпа культура тата искусство «Тăван Атăл» журналĕпе чăваш ачисен «Тантăш» хаçачĕ сăмах ăстине сума суса 2018 çулхи кăрлач уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕччен «Сăваплă ят» викторина ирттерчĕç.

Литература ăмăртăвне 220 ĕç килчĕ. Ăмăртăва Чăваш Республикипе Тутарстан шкул ачийĕсемпе вĕрентекенĕсем, аслă шкул студенчĕсем, вулавăш ĕçченĕсемпе ача сачĕн воспитателĕсем хастар хутшăнчĕç. Викторина ыйтăвне хуравлакансен йышĕнче Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕн Чăвашкасси ялĕн Василий Селендеев таврапĕлÿçĕ, пенсионер учитель, 8б пĕтĕм класĕпех (Шупашкар, 40-мĕш шкул) пулнине палăртса хăварма кăмăллă. Ăс-хакăл вăйă картине хутшăннă «Тăван Атăл» журналпа «Тантăш» хаçат тата вулавăш тусĕсене пурне те тав тăватпăр.

Жюри ĕçсене пăхса тухнă хыççăн викторина ыйтăвĕсене чи тĕрĕс те тулли хуравлакансене палăртрĕ. Вĕсем Шупашкара Наци библиотекине Митта Ваçлейĕ çуралнăранпа 110 çул çитнине халалланă «Аслă Арапуç юманĕ» уява хутшăнма тивĕçлисем çаксем пулчĕç: Диана Воробьева (Тăвай районĕ, Йăнтăрчă шкулĕ, 9-мĕш кл.), И.Н. Филимонова (Çĕрпÿ районĕ, Чурачăк шкулĕ, вĕрентекен), Ю.Е. Анисимова (Шупашкар, 10-мĕш шкул, вĕрентекен), Л.А. Владимирова (Патăрьел районĕ, Ишлĕ шкулĕ, вĕрентекен), С.М. Ильина (Вăрнар районĕ, Аçăмçырма шкулĕ, вĕрентекен), Екатерина Урмакова (Патăрьел районĕ, Ишлĕ шкулĕ, 8-мĕш кл.), Яна Николаева (Канаш районĕ, Сухайкасси шкулĕ, 9-мĕш кл.), Н.Н. Юркина (Патăрьел районĕ, Ишлĕ шкулĕ, вĕрентекен), А.И. Софронова, Т.А. Степанова (Çĕнĕ Шупашкар, 19-мĕш шкул, вĕрентекенсем), Елена Соловьева (Муркаш районĕ, Çатракасси шкулĕ, 10-мĕш кл.), Л.В. Ишмуратова (Çĕнĕ Шупашкар, 20-мĕш шкул, вĕрентекен), М.В. Волченкова (Çĕнĕ Шупашкар, 20-мĕш шкул, вĕрентекен), Н.В. Комарова (Çĕнĕ Шупашкар, 14-мĕш шкул, вĕрентекен), В.В. Васильева (Красноармейски районĕ, Упи шкулĕ, вĕрентекен), С.В. Петрова (Красноармейски районĕ, Упи шкулĕ, вĕрентекен), Лиана Николаева (Красноармейски районĕ, Упи шкулĕ, 11-мĕш кл.), Л.В. Егорова (Красноармейски районĕ, Упи ял вулавăшĕ, библиотекарь), Г.В. Иванова (Канаш, 3-мĕш шкул,

вĕрентекен), Ольга Агеева (Йĕпреç районĕ, Энтриел шкулĕ, 6-мĕш кл.), З.А. Антонова (Муркаш районĕ, Сосновка шкулĕ, математика вĕрентекен, библиотекарь), Анастасия Пестрова (Шупашкар, И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ, медицина факультечĕ, 4-мĕш курс студентки), С.П. Никитина (Патăрьел районĕ, Пăлапуç Пашьел шкулĕ, вĕрентекен), Р.Р. Трофимова (Çĕрпÿ районĕ, Кăнар шкулĕ, вĕрентекен), Ксения Митта (Патăрьел районĕ, Первомайски шкулĕ, 9-мĕш класс), Е.Ф. Сорокина (Патăрьел районĕ, Первомайски шкулĕ, вĕрентекен), Надежда Федотова (Элĕк районĕ, Юнтапа шкулĕ, 10-мĕш кл.), О.Н. Васильева (Вăрмар районĕ, Энĕшпуç шкулĕ, вĕрентекен), О.В. Николаева (Çĕнĕ Шупашкар, Ю. Гагарин ячĕллĕ тĕп вулавăш, библиотекарь), В.Н. Воронова (Елчĕк районĕ, Курнавăш шкулĕ, вĕрентекен), Андрей Петров (Елчĕк районĕ, Курнавăш шкулĕ, 7-мĕш кл.), Н.А. Левая (Елчĕк районĕ, Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕ, вĕрентекен), Т.В. Каруева (Патăрьел районĕ, Алманчă ялĕн вулавăшĕ, библиотекарь), Г.Д. Федорова (Шупашкар, 18-мĕш шкул, вĕрентекен), Т.А. Архипова (Çĕнĕ Шупашкар, 3-мĕш шкул, кĕçĕн классене вĕрентекен), Е.А. Сорокина (Элĕк районĕ, Вутланти тĕп шкул çумĕнчи «Йăва» ача сачĕн воспитателĕ), Илья Шибаев (Йĕпреç районĕ, Пучинке шкулĕ, 10-мĕш кл.), Л.А. Николаева (Сĕнтĕрвăрри районĕ, Шуршăл шкулĕ, вĕрентекен), Р.А. Гаврилова, Н.М. Николаева (Шупашкар, 40-мĕш шкул, вĕрентекенсем), Надежда Риманова (Вăрмар районĕ, Пысăк Енккасси шкулĕ, 9-мĕш кл.), Елена Мучукова (Вăрмар районĕ, Кавал шкулĕ, 8-мĕш кл.), Юлия Кулакова (И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУ, чăваш тата вырăс филологийĕн факультечĕ, 4-мĕш курс студентки), Мария Соколова (И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ, вырăс, чăваш тата журналистика факультечĕн 1-мĕш курс студентки), Е.А. Майков (Шупашкар районĕ, Кăшавăш шкулĕ, вĕрентекен), Анна Александрова (Шупашкар районĕ, Тутаркасси шкулĕ, 11-мĕш класс), Татьяна Аверьянова (Вăрмар районĕ, Мăнçырма шкулĕ, 10-мĕш кл.), Инесса Шашкина (Чăваш патшалăх культурăпа ÿнер институчĕ, 3-мĕш курс студентки), Л.В. Анисимова (Шупашкар, 10-мĕш шкул, вĕрентекен), Т.В. Иванова (Шупашкар, 49-мĕш шкул, вĕрентекен).

Юратнă поэтăмăрăн ырă ячĕ халăхра паянхи кун та хисепре. Пире, «Сăваплă ят» викторина ирттерекенсене, Митта Ваçлейĕн ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланакансем йышлă пулни, вĕсем паттăр чун хаваллă поэтăн пултарулăх çăл куçне тĕпчени, тĕрĕс хуравсене тупма пултарн питех те савăнтарчĕ. Анчах та хăшĕ-пĕри пĕр-пĕр ыйтăва тĕрĕсех хуравлайманни те пулчĕ. Пирĕн пата килнĕ ĕçсенче тĕл пулнă йăнăшсене кăтартма чи уйрăмлăраххисене, чи типлăраххисене кăна илес терĕмĕр.

2-мĕш ыйту. Геннадий Юмарт поэт тĕпчевçĕ Митта Ваçлейĕн пултарулăхĕн çулне миçе тапхăра уйăрнă? Йăнăш хуравсем: Геннадий Юмарт поэт Митта Ваçлейĕн пултарулăх çулне икĕ пĕр пек тан пая е хăшĕ-пĕри тăватă тапхăра уйăрнă тени;

4-мĕш ыйту. Поэмăн иккĕмĕш ятне калăр. Йăнăш хуравсем: «Хулăм сас» поэмăн иккĕмĕш ячĕ – «Татăк-кĕсĕксем» ятлă «Тăвалла марш» ятлă, çак поэмăна автор «Çеремре» ят парса «Сунталта» пичетленĕ. унăн иккĕмĕш ячĕ – «Эмигрант»; 1930 çулта «Сунтал» журналта «Çĕр чĕлхи» ятпа пичетленнĕ, 1932 çулта – «Хулăн сас» ятпа;

5-мĕш ыйту. Василий Егоровичăн çынлăхне хакласа калаканăн ятне, вăл хăш халăх çынни пулнине калăр. Йăнăш хуравсем: Василий Егоровичăн çынлăхне хакласа калакан Михаил Алексеев – вырăс халăх çынни; Василий Егоровичăн çынлăхне хакласа калакан Михаил Алексеев -- тутар сăвăçи Хасан Туфан;

6-мĕш ыйту. Митта Ваçлейĕн шăпине тĕпе хурса çырнă хайлав ятне, авторне калăр. Йăнăш хуравсем: Михаил Юхма «Тĕпреннĕ чĕре»; Юхма Мишши «Тĕпренсе кайнă чĕре»; Александр Артемьев «Пурнăç чăнлăхĕпе писатель ăсталăхĕ»; Ухсай Яккăвĕ «Кĕлпук мучи»; Илпек Микулайĕ «Тимĕр» роман; Петĕр Хусанкай «Пуç кăшăлĕ вырăнне» статья; Петĕр Хусанкай «Ăста поэзишĕн» хайлав; Василий Давыдов-Анатри «Митта в моей памяти» повесть-воспоминание; А. Алка «Хамăрьялсем» поэма; Н. Теветкел «Тĕнче вăййи» поэма;

8-мĕш ыйту. Александр Пушкинăн сăввине Митта Ваçлейĕ куçарнин чăвашла ятне калăр. Йăнăш хуравсем: «Калашников хуçа çинчен хывнă юрă» поэма; вырăс поэчĕн «Жених» сăввине «Хуçа хĕрĕ» ятпа куçарнă; «Борис Годунов трагеди;

9-мĕш ыйту. Поэт пурăннă тата ун ячĕпе хисепленекен вырăнсене калăр. Йăнăш хуравсем: Шупашкар хулин пĕр урамне Митта ятне панă; Шупашкарта Митта урамĕ пур; Шупашкарта Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ урам; Шупашкарти наци гимназийĕ Митта Ваçлейĕ ячĕпе хисепленсе тăрать; Шупашкарта Митта Ваçлейĕ ячĕпе шкул хисепленет.

Викторинăна хутшăннӑ хастарсене пуш уйӑхӗн 27-мӗш хыҫҫӑн сертификатсене Чăваш наци конгресне пырса илме ыйтатпӑр.

«Сăваплă ят» викторина ыйтăвĕсене чи тĕрĕс те тулли хуравлакансене жюри палăртнă хаклă туссем! Сире пуш/март уйăхĕн 27-мĕшĕнче, ытларикун, 12.00 сехетре пуçланакан Чăваш Республикин Наци библиотекине викторина пĕтĕмлетĕвĕпе чыславне чĕнетпĕр. Митта Ваçлейĕ çуралнăранпа 110 çул çитнине халалланă «Аслă Арапуç юманĕ» уява пурне те чăвашла тумланса килме ыйтатпăр.

 

Ырлăх-сывлăх сунса Геронтий Хурамал,

викторина жюрийĕн председателĕ,

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ

Николай Угаслов принял участие на первом съезде народов Ульяновской области

14.03.2018 18:48
Николай Угаслов принял участие на первом съезде народов Ульяновской области

13 марта Президент ЧНК, руководитель грантового проекта «Национальное достояние народа –достояние России» Николай Угаслов принял участие на 1-ом съезде народов Ульяновской области.

Здесь проживает более ста народов, из них третье место по численности занимают чуваши. Национально-культурная автономия чувашей считается одним из лучших объединений области.

Сейчас в регионе 36 национальных общественных объединений, среди них 17 автономий. Большая работа ведется по сохранению родных языков, культуры, обычаев и традиций народов.

В Ульяновской области чувашский язык наряду с другими языками преподается в школах, где компактно проживают наши земляки. Тут более десяти лет работает Совет по межнациональной политике, который стал эффективной площадкой для общения всех народов региона. И чтобы сделать в этом направлении еще больше, Губернатор Сергей Морозов предложил 2019 год объявить Годом национального единства в Ульяновской области».

Президента ЧНК Николая Угаслова радушно встретили руководитель национально-культурной автономии чувашей, вице-президент конгресса Олег Мустаев и наши земляки.

I Съезд народов Ульяновской области собрал более 600 делегатов. В мероприятии приняли участие представители национально-культурных автономий, молодежные национальные движения, в том числе Молодежная Ассамблея народов России, представители национальных СМИ, работники культуры и образования, гости из соседних республик и федеральные эксперты. Форум стал завершающим этапом цикла мероприятий, посвященных Международному дню родного языка. Поэтому важность его изучения стала одним из ключевых вопросов для обсуждения на съезде. Также участники форума обсудили меры по укреплению межнационального единства.

Наряду председателем Совета Общероссийской общественной организации «Ассамблея народов России» Светланы Смирновой, заместителя премьер-министра Республики Татарстан, председателя национального Совета Всемирного конгресса татар Василь Шайхразиевы, Президент межрегиональной общественной организации «Чувашский национальный конгресс» Николай Угаслов был почётным гостем съезда.

«Ассамблею народов России связывает с Ульяновской областью не только давняя дружба, но и плодотворное сотрудничество. Я много лет работаю в национальной политике, такие съезды – это важное событие. В мероприятиях, где собираются разные народы, есть возможность поделиться своей культурой, традициями и победами. В Ульяновской области сформирована хорошая система реализации национальной политики. Это большой вклад Губернатора и всех общественных национальных организаций. Отмечу, что в России созданы все условия для успешной реализации национальной политики. Функционируют Федеральное агентство по делам национальностей, Совет при Президенте, разработана Стратегия национальной политики. Во многом, та национальная политика, которая есть в стране, существует благодаря мудрости нашего Президента. Наша Ассамблея – это одна из самых эффективных организаций, которая работает на единство всех народов», – отметила Светлана Смирнова.

Приветственной речью выступил и президент ЧНК, руководитель Федерального грантового проекта «Национальное достояние народа –достояние России» Николай Федорович Угаслов. От имени Главы Чувашии Михаила Игнатьева и от чувашского народа он передал сердечное поздравление губернатору Ульяновской области и делегатам съезда.

«В мире около 100 чувашских национально-культурных объединений. Благодаря мудрой политике Российского правительства все они успешно работают и развиваются. Хочу сказать, что многонациональному народу Российской Федерации созданы и законодательные и материальные условия для сохранения и развития своей культуры, языка и т.д.»- сказал президент МОО «Чувашский национальный конгресс» Николай Угаслов.

Хочется добавить, что в 2018 году благодаря гранту Президента России ЧНК начал успешно реализовывать проект ««Национальное достояние народа –достояние России» в масштабах всей страны.

 

Руководитель пресс-службы ЧНК Зоя Яковлева.

#президентскиегрантырф

 

С использованием гранта Президента Российской Федерации на развитие гражданского общества, предоставленного Фондом президентских грантов

Проект "Национальное достояние народов - достояние России" реализуется Межрегиональной общественной организацией "Чувашский национальный конгресс" при поддержке Фонда президентских грантов.

#ПроектПобедитель

#ФондПрезидентскихГрантов

#ПоддержкаНКО

#ПрезидентРоссии

#ПрезидентРФ

В.П. Галошевӑн «Кушкӑ шкулӗ 125 ҫулта» кӗнекепе документлӑ фильмӑн хӑтлавӗ

14.03.2018 17:35
В.П. Галошевӑн «Кушкӑ шкулӗ 125 ҫулта»  кӗнекепе документлӑ фильмӑн хӑтлавӗ

Чӑваш наци вулавӑшӗн «Мерчен» тӗпелӗнче Владимир Галошев ӳкернӗ «Кушкӑ шкулӗ 125 ҫулта» фильмӑн тата кӗнекен хӑтлавӗ иртрӗ. Ӑна Елчӗк районӗнчи Кушкӑ шкулӗ 125 ҫул тултарнине халалланӑ. Владимир Петрович Галошев – Раҫҫей журналисчӗсен, Чӑваш ӳнерҫисен пӗрлешӗвӗсен пайташӗ, чӑваш халӑх тӗнчине тӗпчекен нумай-нумай кӗнеке тата фильм авторӗ.

Мероприяти Чӑваш наци конгресӗ пуҫарса янӑ «Чӑваш Енӗн мухтавлӑ ҫыннисем» проектпа килӗшӳллӗн иртрӗ. Уява Чӑваш наци библиотекин тӗп специалисчӗ, Чӑваш наци конгресӗн культура комитетчӗн ертӳҫи Вера Архипова ертсе пычӗ. Мероприяти яланхиллех пуян программӑпа савӑнтарчӗ. «Мерчен» тӗпелӗнче калем ӑстисем, ҫыравҫӑсем, тавра пӗлӳҫӗсем, ӳнерҫӗсем, патшалӑх тата муниципаллӑ службӑра тӑракансем, общество деятелӗсем, тӑванӗсем тата ентешӗсем пулчӗҫ. Ҫавӑн пекех кунта Кушкӑ шкулӗнче тӗрлӗ ҫулсенче ӗҫленӗ, вӗреннӗ ҫынсем сахалӑн мар пуҫтарӑнчӗҫ. Ученӑй–педагог, педагогика наукисен кандидачӗ, Валентина Хлебникова академик; краевед, чӑваш халӑх академикӗ Станислав Отрыванов; филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент, журналист-публицист, «Тӑван Атӑл» журналӑн редакторӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Лидия Филиппова; Чӑваш АССР татат РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ Александр Евтихеев; журналист, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Александр Яковлев; писатель, журналистсен Çемен Элкер премийӗн лауреачӗ Петр Сидоров; Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи Петр Пупин фильмпа кӗнекене пысӑк хак пачӗҫ. Кушкӑ шкулӗнче тӗрлӗ ҫулсенче вӗреннӗ Василий Яковлевпа Галина Мышкина чун-чĕререн хумханнине, ачалăха каялла таврăнса курнăнах туйăннине каларĕç. Вӗсем тӑван шкулӑн исорийӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе тулли кӑмӑлпа паллашрӗҫ. Калас пулать, видеофильма компьютер технологийӗсемпе анлă усӑ курса хатӗрленӗ. Сӑнӳкерчӗксене фильм валли режиссерӑн хӗрӗ Анна тирпейлесе хатӗрленӗ, шкул макетне 3D программăра Александр ывалӗ пурнӑҫланӑ, автор текстне Ольга мӑшăрӗ вуланӑ.

Кушкӑ шкулӗн юбилейӗ тӗлне фильм авторӗ пухăннӑ материалпа усă курса ҫавӑн пекех кӗнеке те хатĕрленĕ. Владимир Петрович калашле çак икĕ калăплав пĕр-пĕрне хушса вăйлатса шкул историне тĕплĕнрех уçса параççĕ. Калăпăр, шкул макетне кĕнекере виçĕ енлĕ пространствора (3D макет) кăтартса пама май çук. Фильмра сăнÿкерчĕк çинчи кашни ачан е педагогăн ятне-шывне палăртма май çук, кĕнекере çакна тума питĕ меллĕ тата ытти те. Пухӑннисене Владимир Галошев хӑйӗн малаллахи шухӑш-ӗмӗчӗсемпе те паллаштарчӗ, ыйтусем ҫине хуравларӗ.

Тухса калаҫакансем Владимир Галошев ӗҫӗ питӗ вăхӑтлӑ пулнине, шкулсенче тӑван ен культурине, историне вӗрентекенсемшĕн ырă тĕслĕх пулнине палӑртрӗҫ. Шкулăн авалхи историне электронлӑ майпа чӗртсе тӑратма пултарнӑшӑн тав сӑмахӗ каларӗҫ. Чӑваш наци конгресӗн пайташӗсем – Лидия Филиппова, Вера Архипова, Роза Степанова, Максимилиан Севастьянов уяв хуҫине тутар поэчӗн Габдулла Тукайӑн «Фаэтон весны» сӑвӑ сборникне парнелерӗҫ. Савӑнӑҫлӑ лару-тӑрăва Конгресăн культура комитечӗн пайташӗ, пӗтӗм чӑвашсен «Кӗмӗл сасӑ» фестиваль-конкурсӑн лауреачӗ Роза Степанова чӑваш халӑх юррисемпе илемлетрӗ. Хӑтлӑ залра «В. Галошев журналистӑн, ӳнерҫӗн тӗнчи» кӗнекепе документ куравӗ ӗҫлерӗ. Кĕскен çапла калама пулать, «Кушкӑ шкулӗ 125 ҫулта» фильмпа кӗнеке – автор хӑй ентешӗсене, шкулăн тĕрлĕ çулсенче ĕçленĕ педагогсен коллективне пуç тайса ҫӗкленӗ палӑк.

Кӑҫал пуш уйăхӗн 10-мӗшӗнче Владимир Галошев 50 ҫул тултарчӗ. Эпир пултаруллӑ чӑваш ывӑлӗпе чӑннипех те мухтанатпӑр, профессилле ӑсталӑхшăн тата суйласа илнӗ ӗҫре парӑнса ĕçленĕшĕн тав тӑватпар! Ҫирӗп сывлӑх, хавхалану, путарулӑхра пысăк ҫитӗнӳсем тата интереслӗ ҫӗнӗ проектсем пурнӑҫлама сунатӑпӑр!

 

Вера Архипова,

Чӑваш наци конгресӗн культура комитетчӗн ертӳҫи

Пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче ЧНК президенчĕ Николай Федорович Угаслов Чĕмпĕр тăрăхĕнче пурăнакан халăхсен пĕрремĕш съездне хутшăнчĕ.

14.03.2018 12:56
Пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче ЧНК президенчĕ Николай Федорович Угаслов Чĕмпĕр тăрăхĕнче пурăнакан халăхсен пĕрремĕш съездне хутшăнчĕ.

ЧНК пуçлăхне Чĕмпĕр тăрăхĕнчи чăваш наципе культура пĕрлĕхĕсен ертÿçи Олег Николаевич Мустаев вице-президент кĕтсе илчĕ.

Çак пысăк пулăма, халăхсен пĕрремĕш съездне кунти общество пĕрлĕхĕсем тахçанах кĕтнĕ. «Современник» киноконцерт лапамне лăк тулли делегат пуçтарăнчĕ. Съезда ку тăрăхри наципе культура автономийĕсен пайташĕсем, çамрăксен пĕрлешĕвĕсем, культурăпа ÿнерте тăрăшакансем, тăван чĕлхе вĕрентекенсем, тĕн конфессийĕсен ертÿçисем, хаçат-журнал, радиопа телевидени ĕçченĕсем, пурĕ 600 делегат пуçтарăнчĕç.

Ку регионта хальхи вăхăтра туслăн, килĕштерсе 36 наципе культура пĕрлĕпе 17 автономи ĕçлеççĕ. Вĕсен хушшинче йышĕпе виççĕмĕш вырăн йышăнакан чăвашсен наципе культура пĕрлĕхĕ тĕслĕх вырăнĕнче. Олег Николаевич Мустаев председатель ертсе пынипе вĕсем те съезда йышлăн хутшăнчĕç.

Форумра ЧНК президенчĕ Николай Угасловсăр пуçне Раççей халăхĕсен Ассамблейин председателĕ Светлана Смирнова, Пĕтĕм тĕнчери Тутар халăхĕн Конгресĕн председателĕ Василь Шайхразиев тата ытти сумлă çынсем пулчĕç, сăмах тухса каларĕç.

Съезда уçнă май, Чĕмпĕр облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов пурне те паллă самантпа саламларĕ.

Кĕпĕрнаттăр ку тăрăхра тĕрлĕ халăх çыннисем тата тĕн конфессийĕсем килĕштерсе ĕçлесе пурăннине асăнчĕ, ку енĕпе малашне мĕнле ĕçлемеллине палăртрĕ.

Сергей Иванович Морозов 2019 -мĕш çула Чĕмпĕр тăрăхĕнче «Халăхсен Пĕрлĕхĕн Çулталăкĕ» тесе палăртма Хушу кăларнине пĕлтерчĕ. Пухăннă делегатсем ку хыпара хăпартланса йышăнчĕç.

Халăхсен пĕрремĕш съездĕнче Ульяновск облаçĕн ертÿлĕхĕ тĕрлĕ тĕн конфессийĕсен пуçлăхĕсемпе пĕрле килĕштерсе ĕçлесси пирки килĕшÿсем туса алă пусрĕç.

Раççей халăхĕсен Ассамблейин председателĕ Светлана Смирнова Чĕмпĕрсене паллă пулăмпа, съезда пуçтарăннă ятпа саламларĕ.

- Раççейре пурĕ 193 тĕрлĕ халăх çынни пурăнать, вĕсем 277 чĕлхепе калаçаççĕ. Раççей Федерацийĕнче кашни халăха хăй чĕлхине аталантарма май туса панă. Пирĕн халăхсен малашлăхĕ ырă пулассине ĕненетĕп эпĕ. Анчах та уншăн кашни наци çыннин, кашни халăхăн тăрăшмалла,- терĕ Светлана Константиновна.

Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов кÿршĕллĕ Чĕмпĕр халăхне Чăваш Ен Пуçлăхĕнчен, чăваш халăхĕнчен салам сăмахĕ çитерчĕ.

-Паянхи кун Раççейри халăхсене тĕрлĕ енлĕ аталанма пур майсем те пур. Пирĕн, чăвашсен пĕрлĕхĕсем сăмахран тĕнчипе 100 яхăн, вĕсем хамăрăн культурăна, чĕлхене тата йăла-йĕркене тĕрлĕ тăрăхра пурăнаççĕ пулин те, ытти халăх хушшинче ирĕклĕн аталантарса, туллин кăтартса пама пултараççĕ. Раççей Федерацийĕнчи халăхсем малашне те çавăн пекех пуян та хăтлă, туслă çĕршывра пурăнасса шанатăп,- терĕ Николай Угаслов.

Чĕмпĕр тăрăхĕнчи халăхсен пĕрремĕш съездне хутшăнакансене «Умарина» Мордва патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ хăйĕн концерчĕпе савăнтарчĕ.

 

Зоя Яковлева, ЧНК пресс-службин ертÿçи.

 

Проект "Национальное достояние народов - достояние России" реализуется Межрегиональной общественной организацией "Чувашский национальный конгресс" при поддержке Фонда президентских грантов.

#ПроектПобедитель

#ФондПрезидентскихГрантов

#ПоддержкаНКО

#ПрезидентРоссии

#ПрезидентРФ

Чăваш наци конгресĕ Раççей Федерацийĕн Президентне суйлас умĕн тăван халăха чĕнсе калани

12.03.2018 15:29
Чăваш наци конгресĕ Раççей Федерацийĕн Президентне суйлас умĕн тăван халăха чĕнсе калани

Хаклă тăвансем, ентешсем!

 

Пуш (март) уйăхĕн 18-мĕшĕ - Раççейре чи яваплă та паллă кун. Эпир Раççей Президентне çĕнĕрен суйласа хамăр çитес 6 çул хушшинче мĕнле пурăнассине татса паратпăр. Суйлав мĕнле иртесси пирĕнтен кашнийĕнчен килет.

Кашни çын хăйĕн Конституци панă правипе туллин усă курмалла.

Чăваш халăхĕ ĕмĕртен-ĕмĕре ытти халăх ывăл-хĕрĕпе килĕштерсе, туслă пурăннă, малашне те çапла пурăнасса шанас килет.

Чăваш наци конгресĕ тăван халăхăн ырă пуласлăхне хамăрăн социаллă пурнăçа, культурăпа йăла-йĕркене çÿллĕ шайра аталантарса, тĕрлĕ наци çыннисемпе килĕштерсе, вĕсен культурипе йăла-йĕркисене хисеплесе ĕçлесе пурăннинче курать.

Çитес суйлав пирĕн нумай тĕрлĕ халăхлă çĕршывăмăрăн тăнăçлăхне тата та лайăхлатма, социаллă пурнăçне, культурипе йăли-йĕркине çÿллĕ шайра аталантарма май туса парасса ĕненетпĕр.

Хисеплĕ ентешсем! Эсир Раççей Президенчĕн суйлавне хастар хутшăнасса, тĕрĕс суйлав туса çĕршывĕн пуласлăхне, шăпине татса парасса шанатпăр.

Çынсем те халăхсем те тĕрлĕрен, тавракурăмĕ те кашнин хăйне евĕр, расна. Анчах пурин те тăнăç, хăтлă та пуян Раççейре пурăнас килет. Пирĕн тĕллевсем пурнăçланччăр тесен – пурин те суйлава хутшăнса хамăр гражданла хастарлăха кăтартасчĕ.

Чăваш наци конгресĕ тăван халăхăн, пирĕн ачасен ырă пуласлăхĕшĕн тăрăшса пурне те пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче çак суйлава хутшăнма чĕнсе калать.

 

Чăваш наци конгресĕн президиумĕ

 

-------------------------------------------------------------------------------------

Обращение Чувашского национального конгресса к чувашскому народу в связи с предстоящими выборами Президента Российской Федерации

 

Дорогие соотечественники!

18 марта состоятся выборы Президента Российской Федерации.

Чувашский народ заинтересован в успешном проведении выборной кампании Президента страны. От нашей гражданской позиции зависит, каким будет курс страны в ближайшие 6 лет.

Выражаем надежду, что выборы Президента Российской Федерации станут новым этапом развития, благополучия и процветания России и дальнейшего углубления федеративных отношений. Чувашский национальный конгресс отстаивает мир и согласие, национально-культурные и духовные потребности, а также единство и равноправие всех народов России.

Надеемся, что предстоящие Выборы послужат мощным фактором единения граждан многонациональной Российской Федерации. Полагаем, демократия и возможность полной реализации конституционных прав и свобод человека и гражданина обеспечат всестороннее развитие народов нашей страны, сохранение их национальной идентичности.

Мы призываем всех граждан Чувашии и наших земляков, проживающих за пределами родной республики, принять активное участие в выборах Президента Российской Федерации, Главы государства, гаранта Конституции Российской Федерации, прав и свобод человека и гражданина.

Дорогие земляки! Все мы хотим незыблемости демократических основ, сохранения суверенной государственности России, процветания нашей Родины, благополучия граждан и счастливого будущего наших детей.

Обращаясь к вам, дорогие соотечественники, мы просим вас 18 марта 2018 года принять активное участие в выборах Президента Российской Федерации и отдать свой голос во имя высших интересов многонационального народа России.

 

Президиум Чувашского национального конгресса.

Тутарстанăн чи хитре чăваш пики хальхинче Карина Туктамышева пулчĕ

12.03.2018 14:40
Тутарстанăн чи хитре чăваш пики хальхинче Карина Туктамышева пулчĕ

«Тутарстан чăваш пики – 2018» республика конкурсӗ мартăн 10-мӗшӗнче Хусанта Халăхсен Туслăх çуртĕнче иртрӗ.

Унта Чăваш наци конгресĕн президиумĕн пайташĕ, ал-ĕç ăстисен ассоциацийĕн председателĕ Зинаида Воронова жюри пайташĕ пулса хутшăнчĕ. Вăлах конкурса хутшăнакансене чăваш тумĕсемпе пулăшрĕ.

Тӗп титулшăн хальхинче Хусан хулипе районсенчен 13 хӗр тупăшрӗç. Сăмах май, кăçалхи конкурс шучӗпе 9-мӗш пулчӗ. Ăна яланхи пекех пултаруллă çамрăксем Дмитрий Глуховпа Джулия Максюткина ертсе пычӗç. Йӗркелӳçӗсем маларах шантарнă пекех, çӗнӗлӗхсем нумай пулчӗç. Çапах та конкурсăн тӗп темине чăваш хӗрарăмне халалланăччӗ.

Йăлана кӗнӗ «Хăйсемпе паллаштарни», «Пултарулăх», « Чăваш апатчӗ», « Ăс-хакăл» тапхăрсемсӗр пуçне кăçал тата тепӗр тапхăр хушнăччĕ.»Анне сана юратса…» ятлăччӗ вăл. Конкурсанткăсем ку тапхăрта амăшӗсене хăйсем мӗнле юратнине чи çепӗç сăмахсем каласа парне памаллаччĕ. Хӗрсем пурте тăрăшса хатӗрленни конкурсăн кашни тапхăрӗнчех курăнчĕ. Тӗслӗхрен, пултарулăх пайӗнче юрă-ташăсăр пуçне чăваш тата вырăс классикӗсен «Нарспи», «Евгений Онегин» поэмисен сыпăкӗсене пăхмасăр илемлĕ вулакансем те пулчӗç. Конкурсанткăсен çаплах модель пулма та тиврӗ. Вӗсем Валентина Яллина предприниматель сутакан çурхи пальто коллекцине кăтартрӗç.

Палăртса хăварар, «Тутарстан чăваш пики» конкурс дирекцине кăçалхи конкурса йӗркелесе ирттерме Тутарстан Халăхсен Ассамблейи, Тутарстан Халăхсен Туслăх çурчӗ, ТР ЧНКА тата ытти организацисем пулăшрĕç.

Пикесен конкурсне çаплах пӗчӗк çăлтăр, «Тутарстан – пирӗн кил» фестиваль-конкурсăн лауреачӗ София Чаркина, Пăва районӗнчи Рункă каччи Алексей Сунейкин, Аксу пики Вера Кожеманова юрласа илем кӳчӗç. «Олимп» спортклуба çӳрекен, республика, тӗнче шайӗнче палăрма ӗлкӗрнӗ çамрăк чăваш спортсменсемпе Егорпа Никита Елисеевсемпе те паллашма май пулчӗ.

Конкурсăн кашни тапхăрӗнчех хӗрӳ тупăшу пычӗ хӗрсен. Çавăнпа çӗнтерӳçӗсене палăртма жюрие хальхинче те пӗрре те çăмăл пулмарӗ-тӗр. Жюри канашланă вăхăтра куракансене Шупашкарти «Ярды» фолк ушкăн хитре юрăсем юрласа савăнтарчӗ.

Тинех çитрӗ кӗтнӗ самант. Жюри самай канашланă хыççăн кăпăк пек шурă кӗпеллӗ конкурсанткăсем пурте сцена çине тухрӗç. Çав самантра вӗсен кăна мар, куракансен те чӗри пӗр хушă тапма чарăнчӗ-тӗр. Чи малтан номинацисен çӗнтерӳçисене палăртрӗç. Вӗсем:

«Сапăр пике» – Регина Сеслюкова (Çӗпрел, Хулаçырми);

«Йăл кулă» – Милена Скобелева (Элмет районӗ, Чăваш Сиреньел);

«Сатур пике» – Диана Мердюкова (Çӗпрел, Кивӗ Чакă);

«Илем пике» – Екатерина Тюплина (Пăва районӗ, Мăкăр);

«Çепӗç пике» – Эльвина Фаррахова (Павлă районӗ, Потап-Тăмпăрлă);

«Илӗртӳллӗ пике» – Анастасия Илюхина (Хусан);

«Хӳхӗм пике» – Карина Туктамышева (Элмет районӗ, Клемтел);

«Ăс-хакăл пике» – Александра Краснова (Çарăмсан районӗ, Акрель);

«Тарават пике» – Кристина Кузнецова (Теччӗ районӗ, Çармăс);

«Кӗмӗл саслă пике» – Екатерина Осипова (Нурлат районӗ, Якуркел);

«Чи килпетлӗ (стильная) пике» – Анастасия Дмитриева (Павлă районӗ, Ваçкино-Туйраллă);

«Куракансем кăмăлланă пике» – Юлия Еликова (Элкел районӗ, Чăваш Пăрнайӗ).

ТР ЧНКА çумӗнчи чăваш çамрăкӗсен «Аталан» ушкăнӗ «В Контактери» ушкăнӗнче кăçалхи конкурсанткăсен сасăлавне йӗркеленӗччӗ. Сасăлав конкурс иртнӗ кун кăнтăрла 12 сехетре вӗçленчӗ. Çак темиçе кунра 30 пин çын кӗнӗ унта, 15 пинӗ хӗрсемшӗн сасăланă. Чи нумай сасă пухса «Интернет пике» номинацие Аксу районӗнчи Кивӗ Тимушкел хӗрӗ Анна Тихонова тивӗçрӗ. Çапах та тӗп интрига малта пулчӗ-ха. Жюри пӗр саслăн пулса «Сар пике» номинацие (III вырăна) – Регина Сеслюкова; «Маттур пике» номинацие (II вырăна) Анна Тихонова çӗнсе илнине палăртрӗ. Тӗп титула вара Карина Туктамышева тивӗçрӗ. Çӗнтерӳçӗсене спонсорсем хаклă парнесем парса чысларӗç.Çапла хаваслă та асра юлмалла иртрĕ 9-мĕш конкурс.

 

Сувар.

ЧНК ПРЕЗИДЕНЧĔН УЯВ САЛАМĔ!

07.03.2018 13:57
ЧНК ПРЕЗИДЕНЧĔН УЯВ САЛАМĔ!

НИКОЛАЙ УГАСЛОВ ПИКЕСЕНЕ САЛАМЛАТЬ

В Шумерле прошел семинар-практикум по технологии написания социальных грантовых проектов

07.03.2018 13:08
В Шумерле прошел семинар-практикум по технологии написания социальных грантовых проектов

5 марта в рамках работы форума активных граждан «Шумерля: содружество поколений» под руководством помощника Президента Национального Конгресса ЧР, писателя, члена Союза профессиональных писателей Чувашской Республики, автора и координатора республиканских социальных и творческих проектов Елены Светлой состоялся семинар-практикум по технологии написания социальных грантовых проектов и реализации данных проектов. Семинар собрал заинтересованных и небезразличных представителей разных возрастов.

Елена Светлая в лёгкой и доступной форме рассказала об основных положениях при написании грантовых проектов, популярных ошибках, совершаемых при написании проектов, а также акцентировала внимание на приоритетных направлениях.

В заключение встречи, заместитель главы администрации города – начальник отдела образования, молодежной и социальной политики Ирина Сасакина вручила модератору площадки Благодарственное письмо, отметив актуальность рассмотренных вопросов и большую практическую помощь.

 

#ГРАНТПРЕЗИДЕНТАРФ

Проект "Национальное достояние народов - достояние России" реализуется Межрегиональной общественной организацией "Чувашский национальный конгресс" при поддержке Фонда президентских грантов.

#ПроектПобедитель

#ФондПрезидентскихГрантов

#ПоддержкаНКО

#ПрезидентРоссии

#ПрезидентРФ

Страницăсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9, 10, 11, ... 123