Регионсем хушшинчи обществăлла организаци

Чăваш наци конгресĕ

Чувашский национальный конгресс

Чăваш тĕнчи

2017, чӳк (ноябрь), 6(84) №

Сăнсем

Видеосем

Людмила Балтаева куравĕ уçăлчĕ.

Шырав

Çыхăну

Адрес: 428032 г. Чебоксары, ул. Композиторов Воробьевых, д. 10

Телефон: (8352) 62-35-61

Факс: (8352) 62-82-05

Эл. адрес: congress21@mail.ru

01.08.2017 12:12
Паян паллă режиссер, Чăваш Республикин Культура министрĕн çумĕ Вячеслав Оринов Çавра çулне паллă тăвать

Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ хастар чăваш 1979

çулта Шупашкарти музыка училищинчи актерсене хатĕрлекен уйрăма пĕтернĕ, 1989-мĕш çулта Мускаври В.В. Луначарский ячĕллĕ театр институчĕнче режиссерсене хатĕрлекен факультет дипломне алла илнĕ. Пĕтĕм пурнăçĕ унăн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕпе çыхăннă.

Актер, режиссер, тĕп режиссер юлашки çулсенче кинорежиссер та пулса чăваш халăхĕ валли сахал мар курăмлă ĕçсем турĕ Вячеслав Николаевич.

Пулас артистсене хатĕрлессипе те талантлă режиссер И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕнче, каярах Культурăпа ÿнер искусствисен институтĕнче самай вăй хучĕ.

Вячеслав Николаевич тăван ÿнер культурине мĕн чухлĕ спектакль, илемлĕ фильмсем парнелерĕ.

Чăваш наци конгресĕн чи хастар пайташĕ вăл. Вячеслав Оринов режиссер пулса йĕркеленĕ Мускаври наципе культура автономийĕн Акатуйĕсем, тĕрлĕрен мероприятийĕсем анлă та пуян содержаниллĕ иртеççĕ. Шупашкарти Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне те миçе çул вăл йĕркелесе пычĕ.

Ахальтен мар ĕнтĕ Вячеслав Оринова Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕслĕ деятелĕ хисеплĕ ята панă.

Пĕлтĕрхи нарăс уйăхĕнче унăн иксĕлми хастарлăхне кура республика ертÿлĕхĕ ăна культура, национальнăçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ пулма шанчĕ. Ку яваплă ĕçре кĕске хушăрах вăл çине тăнипех тăван халăхшăн курăмлă ĕçсем самай пулчĕç: Чăвашкино туса хуни, çамрăксен театрĕ тинех хăй çурчĕллĕ пулни, Халăхсен туслăхĕн çуртне туни тата ытти те.

Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов, конгресс президиум пайташĕсем тата ытти хастарсем Вячеслав Николаевич Оринова тăван чăваш халăхĕшĕн тата та нумай ырă ĕçсем тума,

пултарулăх çулĕ вăрăм та тухăçлă пулма ырлăх-сывлăх, телей сунаççĕ.

 

ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева.