Регионсем хушшинчи обществăлла организаци

Чăваш наци конгресĕ

Чувашский национальный конгресс

Чăваш тĕнчи

2017, юпа (октябрь), 5(83) №

Сăнсем

Видеосем

Анонс "Раççей чăваш пики - 2017"

Шырав

Çыхăну

Адрес: 428032 г. Чебоксары, ул. Композиторов Воробьевых, д. 10

Телефон: (8352) 62-35-61

Факс: (8352) 62-82-05

Эл. адрес: congress21@mail.ru

08.09.2017 13:21
Президиумăн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ

Юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕн 10-мĕш черетлĕ Аслă Пухăвĕ пулмалла. Çавна май хатĕрленÿ тапхăрĕ хĕрсе пырать. Авăн уйăхĕн 7-мĕшĕнче конгресс президиумĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ.

Ăна ЧНК президенчĕ Николай Угаслов йĕркелесе ертсе пычĕ.

Вăл президиум пайташĕсене конгресăн 25 çулне кĕтсе илме тата Аслă Пухăва хатĕрленме пурин те яваплăха туйса ĕçлемеллине асăрхаттарчĕ. Николай Угаслов президиум ларăвĕнче çивĕч ыйтусене хускатма ыйтрĕ, вĕсенчен чи кирлисене Аслă Пухура сÿтсе явассине каларĕ.

Конгресăн «çавра çулне» халалланă кĕнекене йĕркелесе кăларакан Алексей Леонтьев журналист, тĕпчевçĕ пухăннисене кĕнекене пухса çитерни, ăна пичете часах памалли пирки пĕлтерчĕ. Вăлах редакци Канашĕн списокне вуласа пачĕ, ăна президиума çирĕплетме ыйтрĕ.

Ун хыççăн президиум ларăвĕнче рецензи çыракансене суйларĕç. Вĕсен шутне Виталий Станъял ăсчахпа Анатолий Кипеч çыравçа кĕртрĕç.

Президиум ларăвне конгресăн ĕç тăвакан комитечĕн ертÿçи Валерий Клементьев малалла тăсрĕ. Вăл Аслă Пухăва хатĕрленесси мĕнле пулса пынине уçăмлатрĕ. Валерий Леонидович пĕлтернĕ тăрăх, регионсенчи наципе культура автономийĕсене, республикăри район администрацийĕсене, конгресс уйрăмĕсене тата организацисене пухусем ирттерсе квота тăрăх Аслă Пухăва делегатсем суйласси пирки çырусем ярса панă та ĕнтĕ. Халĕ ĕçтăвком хăнасем валли йыхрав хучĕсем хатĕрлессипе ĕçлет иккен.

Паллах, Аслă Пухăва ирттерме тăкакĕ те нумай, çавăнпа та конгресăн тусĕсем, спонсорсем аяккине юлмĕç тесе шутлать Валерий Клементьев.

Хăш-пĕр регионта темиçе чăваш наципе культура автономийĕ йĕркеленĕ. Ларура право тата саккун йĕркипе ĕçлекен комитет председателĕ Петр Ивантаев ун пек регионсенчи квота йĕрки пирки сăмах хускатрĕ.

Петр Васильевич Шупашкар хулинчи конгресс уйрăмĕ йĕркеллĕ ĕçлесе кайманнишĕн пăшăрханнине те пĕлтерчĕ. Унăн ертÿçи Эдуард Бахмисов Халăхсен туслăхĕн çуртне йĕркелессипе вăй хунипе ку ĕçе тытса пыраймарĕ, çавăнпа та тĕп хула уйрăмĕн председательне тепĕр хастара шанса парасси пирки калаçрĕç президиум пайташĕсем.

Черетлĕ ларура республикăри наци телевиденинче чăвашла кăларăмсем хатĕрлесси, чăвашла хаçат-журнал кăларасси мĕнле пулса пыни пирки те сÿтсе яврĕç.

Вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕн председателĕ, президиум пайташĕ Геронтий Никифоров хальхи вăхăтра Раççейре тĕрлĕ наци чĕлхине вĕрентесси пирки çивĕч сÿтсе явни пирки сăмах хускатрĕ. Вăл чăваш чĕлхине вĕрентесси те уксахлани пирки аса илтерчĕ.

ЧНК президиумĕн пайташĕ, Чĕмпĕр тăрăхĕнчен килнĕ Владимир Сваев унти шкулсенче чăвашла мĕнле вĕрентни çинчен каласа пачĕ.

ЧНК президенчĕ Николай Угаслов Аслă Пуху умĕн президиум ларăвĕсене кашни эрнерех ирттерме сĕнчĕ.

 

Зоя Яковлева, ЧНК пресс-службин ертÿçи.