Регионсем хушшинчи обществăлла организаци

Чăваш наци конгресĕ

Чувашский национальный конгресс

Чăваш тĕнчи

2017, юпа (октябрь), 5(83) №

Сăнсем

Видеосем

Анонс "Раççей чăваш пики - 2017"

Шырав

Çыхăну

Адрес: 428032 г. Чебоксары, ул. Композиторов Воробьевых, д. 10

Телефон: (8352) 62-35-61

Факс: (8352) 62-82-05

Эл. адрес: congress21@mail.ru

11.09.2017 15:22
 Чăваш Ен паллă ăсчах, синологи наукин никĕслевçи Никита Яковлевич Бичурин çуралнăранпа 240 çул çитнине анлă уявларĕ

Авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче И.Я.Яковлев ячĕллĕ чăваш патшалăх педагогика университетĕнче çак ятпа наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Унта Чăваш ен, Мускав, Тутарстан, Тюмень тăрăхĕнчен килнĕ ăсчахсемпе таврапĕлÿçĕсем, аспирантсемпе студентсем, общество деятелĕсем хутшăнчĕç.

Мероприятине Уралпа Çĕпĕр тăрăхĕнчи чăваш пĕрлĕхĕсен Канашĕн председателĕ Владимир Логиновпа Тюмень тăрăхĕнчи чăвашсен «Тăван» ассоциацийĕн президенчĕ Ираида Маслова та çитрĕç. Каласа хăвармалла, вĕсем тăрăшнипе Тюмень тăрăхĕнче Никита Бичурин (Иакинф) ячĕпе кăçалхипе вуннăмĕш хут тĕнче шайĕнчи «Бичурин вулавĕсем» иртеççĕ.

Конференцие пуçтарăннисене малтанах университетăн ректорĕ Владимир Иванов, Чăваш Республикин культура, национальнăçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ Вячеслав Оринов, Патшалăх Канашĕн наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Вячеслав Рафинов саламларĕç, тухăçлă ĕçлеме сунчĕç.

Анлă докладсемпе Мускаври наука академийĕнче ĕçлекен философи наукисен докторĕ Владимир Миронов профессор, И.Я.Яковлев ячĕллĕ чăваш патшалăх педагогика университечĕн профессорĕ Валерий Григорьев, Кÿкеçри «Бичурин тата хальхи самана» музей директорĕ Ирина Удалова тухса калаçрĕç. Пурте вĕсем Никита Бичурин Раççей наукине аталанма, инçет Хĕвел анăç культурине тĕпчеме сумлă витĕм кÿнине, чăваш халăхĕн хăйĕн мухтавлă ывăлĕпе тивĕçлипех мухтанмаллине каларĕç.

Çав кунах Кÿкеçри «Бичурин тата хальхи самана» музейра Бичурин вулавĕсем иртрĕç.

Каласа хăвармалла, юлашки вăхăтра пирĕн паллă ентешĕмĕрĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарассипе, унăн пĕлтерĕшне тивĕçлĕн халăх патне çитерессипе ку музей вышкайсăр пысăк ĕç тăвать.

Вулава пухăннисене Шупашкар район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Дмитриев саламларĕ. Вăл уява хутшăнакансене пирĕн ентеш Никита Бичурин тĕнчери наука аталанăвне пысăк витĕм кÿнине манмалла маррине, унăн ятне çÿллĕ шайра тытмаллине каларĕ.

Урал федераллă округĕнчи чăваш наци автономийĕсен Канашĕн председателĕ Владимир Логинов Тюмень тăрăхĕнче кашни çул Бичурин вулавĕсем çÿллĕ шайра иртни çинчен каласа пачĕ, паллă ăсчахăн эткерлĕхне пурте пĕрле тачă çыхăнса тĕпчеме чĕнсе каларĕ.

Бичурин вулавĕсене Мускавран килнĕ философи наукисен кандидачĕ, Китай культурине тĕпчекен центрăн наука сотрудникĕ Алексей Ионов та хутшăнчĕ. Вăл музея китай чĕлхине вĕренмелли кĕнекесем парнелерĕ.

Н.Я.Бичурин ячĕллĕ наука академийĕн филиалĕн аслă сотрудникĕ Борис Каховский доцент чăваш халăхĕн историне малалла тĕпчес ыйтусене хускатрĕ, пирĕн историксем паллă ăсчах Никита Бичурин эткерлĕхне уçассипе тунă çитĕнÿсемпе паллаштарчĕ.

Хăйсен тĕпчев ĕçĕсемпе тухса калаçакансем хушшинче вĕрентекенсем, вулавăшсенче ĕçлекенсем, таврапĕлÿçĕсем тата студентсемпе шкул ачисем пулчĕç.

- Йывăрлăхсене парăнтарса, пуç усмасăр ĕçлесе Никита Бичурин хăйĕн ятне-шывне кăна мар, чăваш халăхне мухтава кăларчĕ,- терĕ Валерий Григорьев профессор Кÿкеçри музейра иртнĕ Бичурин вулавĕсене пĕтĕмлетнĕ май.

Авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче паллă ăсчаха асăнса иртекен мероприятисем Кÿкеç культура çуртне куçрĕç.

Кунта 19-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче ĕçлесе пурăннă, тĕнче шайĕнче чапа тухнă ăсчахăн çуралнă кунне уявлама килнĕ Мускав, Тюмень ăсчахĕсем, Чăваш Енри наука ĕçченĕсем, культура, общество хастарĕсем тата вĕренекенсем пуçтарăнчĕç.

Мероприятине Шупашкар районĕн администрацийĕн культура, туризм тата социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Маргарита Павлова уçса ертсе пычĕ.

Шупашкар район тăрăхĕнче çут тĕнчене килнĕ ученый пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ, вышкайсăр эткерлĕхĕ çинчен пухăннисене Мускав хăнисем Владимир Миронов профессорпа Алексей Ионов наука сотрудникĕ каласа пачĕç.

Чăваш Республикинчи Валерий Григорьев, Владимир Иванов, Николай Егоров профессор - ăсчахсем, наука сотрудникĕ Елена Сухова тата ытти сумлă çынсем чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕн Никита Яковлевич Бичуринăн тĕнче шайĕнче тунă пархатарлă ĕçĕсем çинчен каласа пачĕç.

Уявра Китай чĕлхине вĕрентекенсен Ассоциацийĕн президенчĕ Сунь Сяовей китай халăхĕнчен салам сăмахĕ каларĕ, паллă ăсчахăн сумлă ячĕ Китайпа Раççей хушшинчи çыхăнусене тата та çирĕплетнине асăнчĕ.

ЧНК президенчĕн Николай Угасловăн салам сăмахне уява пуçтарăннисем патне пресс-служба ертÿçи Зоя Яковлева илсе çитерчĕ, Н.Бичурин ăсчахăн эткерлĕхне регионсенчи чăвашсем еплерех аталантарни пирки каласа пачĕ.

Мероприяти хыççăн уява килнĕ сумлă хăнасем паллă ăсчах çуралнă Типнер ялне çитрĕç, асăну чулĕ çине чĕрĕ чечексем хучĕç. Вĕсене вырăнти «Шĕнер» фольклор ушкăнĕ илемлĕ юрăсемпе кĕтсе илчĕ.

Малалла делегаци Сĕнтĕрвăрри районне çул тытрĕ. Никита Яковлевич ку тăрăхри Шĕнерпуç ялĕнче çитĕнсе çын пулнă, кунтанах Хусанти семинарине вĕренме кайнă. Шĕнерпуç ял тăрăхĕн администрацийĕ тата ял халăхĕ хăнасене тарават кĕтсе илчĕ. Никита Бичурин ачалăхĕпе çыхăннă кăсăклă самантсем çинчен истори вĕрентекен Эльвира Иванова каласа пачĕ. Хăнасем кунти асăну палăкĕ умне те чĕрĕ чечексем хучĕç. Унтан вĕсем шкулта йĕркеленĕ краеведени музейĕпе, çĕнĕрен хăпартнă чиркÿпе паллашрĕç.

Сĕнтĕрвăрри районĕн администрацийĕ сумлă делегацине Сĕнтĕрвăрри хулине те йыхравларĕ, унти паллă вырăнсемпе, краеведени музейĕнчи экспонатсемпе паллаштарчĕ.

 

ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева.