Регионсем хушшинчи обществăлла организаци

Чăваш наци конгресĕ

Чувашский национальный конгресс

Чăваш тĕнчи

2017, юпа (октябрь), 5(83) №

Сăнсем

Видеосем

Анонс "Раççей чăваш пики - 2017"

Шырав

Çыхăну

Адрес: 428032 г. Чебоксары, ул. Композиторов Воробьевых, д. 10

Телефон: (8352) 62-35-61

Факс: (8352) 62-82-05

Эл. адрес: congress21@mail.ru

13.11.2017 16:09
«Асанне арчи» проект аталанать

Шупашкарти "Нарспи" клуб мĕн уçăлнăранпах чăваш халăх историне, культурине тата чĕлхине аталантарас тĕлĕшпе тăрăшса ĕçлет. Сăмахран, "Асанне арчи" проект 2011-мĕш çултанпах вăй илет. Юлашки çулсенче ку проект чылай аталанса, пуянланса пычĕ. Кунта мероприятисене Чăваш наци конгресĕпе пĕрле йĕркелени те пулăшать. Ку енĕпе "Нарспи" клуб ертÿçи, ЧНК культура комитечĕн пайташĕ Лидия Константинова тата клуб хореографĕ, ЧНК президиум пайташĕ Алиса Лукина тÿпи пысăк.

Чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнче ачасене тăван халăх культурипе тата йăли-йĕркипе тачăрах паллаштарас тĕллевпе Шупашкарти 50-мĕш шкулта «Эп Чăваш, Раççей çынни » ятпа мероприяти йĕркелеççĕ. Юрă-ташă, вăйă-кулă тата ытти те пулĕ кунта. Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, "Нарспи" клуб ертÿçи, паллă ал-ĕç ăсти Лидия Евсеевна Константинова хатĕрленĕ "Асанне арчин тупри" курав та ĕçлĕ.

Уява Чăваш наци конгресĕ çумĕнчи "Хастар" çамрăксен ушкăнне те йыхравланă. Чăваш наци радиовĕн редакторĕсем Алексей Ивановпа Ирина Лампасова тата ытти ЧНК хастарĕсем "Асанне арчин туприне" "уçма" пулăшма шантарчĕç. Пултаруллă çамрăксем уява пуянлатасса тата илем кÿресси пирки иккеленÿ çук.

 

ЧНК пресс-служби.