Регионсем хушшинчи обществăлла организаци

Чăваш наци конгресĕ

Чувашский национальный конгресс

Чăваш тĕнчи

2017, юпа (октябрь), 5(83) №

Сăнсем

Видеосем

Анонс "Раççей чăваш пики - 2017"

Шырав

Çыхăну

Адрес: 428032 г. Чебоксары, ул. Композиторов Воробьевых, д. 10

Телефон: (8352) 62-35-61

Факс: (8352) 62-82-05

Эл. адрес: congress21@mail.ru

14.11.2017 06:40
"Асам" кинофестиваль уҫӑлчĕ

Чӑваш культуришĕн, киноӳнерĕшĕн паллӑ самант- чӳкĕн 13-мĕшĕнче Шупашкарта кӑҫалхипе виҫҫĕмĕш хут Пĕтĕм чӑвашсен "Асам" кинофестивалĕ уҫӑлчĕ.

Пĕлтĕр кинофестивале уҫма чӑваш наци вулавӑшне суйланӑччĕ пулсан, кӑҫал чӑваш киноне хисеплекенсене "Ҫеҫпĕл" кинотеатр, тĕрĕссипе Ҫеҫпĕл Мишши ячĕллĕ чӑваш ҫамрӑксен театрĕ хӑйĕн ҫĕнĕ ҫуртĕнче йышӑнчĕ.

Театр фойинче фестиваль хӑнисене "чĕрĕ" кĕвĕпе культурӑпа ӳнер институчĕн халăх инструменчĕсен ансамблĕ кĕтсе илчĕ.

Чӑвашкино директорĕ, кинематографистсен пĕрлешĕвĕн ертӳҫи Олег Цыпленков, ҫамрӑксен театрĕн директорĕ Елена Николаева Чӑваш Республикин Культура министрне Константин Яковлева, Чӑваш наци конгресĕн президентне Николай Угаслова тата ытти сумлӑ хӑнасене кĕтсе илчĕҫ. Хисеплĕ хӑнасем малтанах конкурса хутшӑнакан киноплакатсен тата ĕлĕкхи киноафишӑсен куравĕпе паллашрĕҫ. Кӑҫал киноплакатсен конкурсĕ кинофестивалĕн ҫĕнĕлĕхĕ пулчĕ.

"Асам" кинфестиваль уҫӑлнӑ ҫĕре Чӑваш Ен культурӑпа ӳнер ĕҫченĕсем, режиссерсемпе сценаристсем, студентсемпе вĕренекенсем, тӑван киноӳнерпе кӑсӑкланакансем пуҫтарӑнчĕҫ. Кинотеатрӑн пĕчĕк залĕ килнисене пурне те шӑнӑҫтараймарĕ, анчах та никам та каялла каймарĕ, "Асамра" асамлӑх кĕтрĕ.

Чӑваш Республикин культура, национальнӑҫсен ĕҫĕсен тата архив ĕҫĕн министрĕ пурне те кинофестиваль уҫӑлнӑ ятпа саламларĕ. Константин Геннадиевич Чӑвашкино никĕсĕ ҫирĕппине, малашлӑхĕ тата та пысӑккине каларĕ, фестивале тухӑҫлӑ ĕҫлесе ҫĕнĕ талантсене палӑртма сунчĕ.

Чӑваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов савӑнӑҫлӑ самантпа, кинофестиваль виҫҫĕмĕш хут уҫӑлнипе, чӑвашкиновĕн малашлӑхне шанса ĕненекенсене пĕр ҫĕре пуҫтарнипе пурне те саламларĕ. Николай Федорович ҫак пархатарлӑ ĕҫе ҫĕнĕрен пуҫарса яракансене тав турĕ, пысӑк ӑнӑҫу сунчĕ.

Шупашкар хулин пуҫлӑхĕн ҫумĕ Виктор Горбунов та паллӑ пулӑмпа саламлама килчĕ. Вӑл та кинофестиваль малашлӑхĕ пуррине, чӑвашкино пысӑк утӑмсемпе малалла аталанассине шаннине каларĕ.

"Асама" илемлĕн те савӑнӑҫлӑн уҫма чӑваш патшалӑх академиллĕ юрӑпа ташӑ ансамблĕ, "Янташ", "Янтал", " Дуняша Стайл" юрӑ ушкӑнĕсем хӑйсен юрри- ташшипе, М. Кошкинский ячĕллĕ халӑх театрĕ кăсăклă инсценировкипе пулӑшрĕҫ.

Пĕтĕм чӑвашсен кинофестивалĕн йĕркелӳ комитечĕн председателĕ Олег Цыпленков кино аталанӑвне патшалӑх шайĕнче ҫӳле ҫĕклеме пулăшнăшăн Чӑваш Ен Пуҫлӑхне тата Культура министрне чунтан тав турĕ, кинорежиссерсене фильмсем ӳкерме ҫанна тавӑрса ĕҫлеме май туса панӑшӑн савӑннине пытармарĕ. Вӑл паллӑ пулӑм уҫӑлнине пĕлтерсе кинематографистсен ятарлӑ хлопушкине шаплаттарчĕ.

Курма килнисем вара конкурса кĕнĕ пĕрремĕш илемлĕ фильмпа паллашрĕҫ. Ку чыса Марат Никитин режиссер ӳкернĕ "Фуга" фильм тивĕҫрĕ.

Паян кинофестиваль малалла ĕҫлĕ.

Аса илтеретĕп, конкурса хутшӑнакан кинофильмсемпе "Ҫеҫпĕл" кинотеатрта, Чӑвашкино тата электронлӑ кинодокументсен архивĕнче, чӑваш наци вулавӑшĕнче паллашма пулать.

 

Сăнÿкерчĕксен репортажĕ https://ok.ru/chvashnats/topic/67696070691600 каçăпа.

 

 

Зоя Яковлева, чӑваш кинематографисчĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕ.