Регионсем хушшинчи обществăлла организаци

Чăваш наци конгресĕ

Чувашский национальный конгресс

Чăваш тĕнчи

2017, юпа (октябрь), 5(83) №

Сăнсем

Видеосем

Анонс "Раççей чăваш пики - 2017"

Шырав

Çыхăну

Адрес: 428032 г. Чебоксары, ул. Композиторов Воробьевых, д. 10

Телефон: (8352) 62-35-61

Факс: (8352) 62-82-05

Эл. адрес: congress21@mail.ru

14.11.2017 12:01
"РАÇÇЕЙ ЧĂВАШ ПИКИ-2017" конкурс раштавăн 2-мĕшĕнче иртĕ!

Раççейри чăваш наци культура автономийĕсене, Чăваш Республикинчи районсенчи ЧНК уйрăмĕсене тата "Чăваш пики" конкурсăн вырăнти çĕнтерÿçисене пĕлсе тăма!

Чăваш наци конгресĕ Чăваш Ен Культура, национальнăçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви пулăшнипе ирттерекен "РАÇÇЕЙ ЧĂВАШ ПИКИ-2017" фестиваль-конкурс маларах палăртнă пек чÿкĕн 25-мĕшĕнче мар, раштав (декабрь) уйăхĕн 2-мĕшĕнче, 14 сехетре пуçланать. Палăртнă пекех Шупашкарти культурăпа ÿнер искусствисен институтĕнче иртет.

Конкурса хутшăнакан хĕр-пикесен Шупашкара чÿк (ноябрь) уйăхĕн 29-мĕшĕнче килсе çитмелле. Чăваш наци конгресне "РАÇÇЕЙ ЧĂВАШ ПИКИ-2017" конкурса хутшăнасси пирки ыйтса (заявка) çырса congress21@mail.ru электронлă почтăпа ямалла е Воробъев композиторсен урамĕ, 10 çурта чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕччен килсе памалла.

Ыйтса пĕлмелли телефонсем: (8352) 62-35-61, 89199725359, 89278447648.

 

 

Конкурсăн йĕркелÿ комитечĕ.