Регионсем хушшинчи обществăлла организаци

Чăваш наци конгресĕ

Чувашский национальный конгресс

Чăваш тĕнчи

2017, чӳк (ноябрь), 6(84) №

Сăнсем

Видеосем

Кашни çын вăл-пĕр тĕнче

Шырав

Çыхăну

Адрес: 428032 г. Чебоксары, ул. Композиторов Воробьевых, д. 10

Телефон: (8352) 62-35-61

Факс: (8352) 62-82-05

Эл. адрес: congress21@mail.ru

05.12.2017 15:30
Чăваш Енре пурăнмасан та, чăн чăвашла пурăнаççĕ Антоновсем

Тюмень хулинче пурăнакан чăваш ачи Сергей Антонов тĕнче шайĕнче иртекен "ÇĔПĔР ÇĂЛКУÇĔСЕМ" фестивальте пĕрремĕш вырăн йышăннă! Унăн амăшĕ Ольга Николаевна Антонова - Сĕнтĕрвăрри районĕнчен, ашшĕ вара, Сергей Константинович Антонов - Йĕпреç районĕнчен.

Сакăр çулти Серуш мĕн çуралнăранпах тенĕ пек Тюмень тăрăхĕнчи чăвашсен "Тăван" Ассоциацийĕ ирттерекен мероприятисене хутшăнать. Пĕчĕк йăмăкĕпе Кирăпа иккĕшĕ те юрлаççĕ. Унсăр пуçне Сережа шкулти хорта юрлать, самбо, ушу спорт мелĕсемпе те кăсăкланать.

Каникулсенче вара асламăшĕпе аслашшĕ тата кукамăшĕ патĕнче канма юратать. Çавăнпа чăваш чĕлхине лайăх пĕлет, чăвашла чылай юрă юрлать.

Иртнĕ çул Тюменьте иртнĕ "Бичурин вулавĕсем" наукăпа практика конференцине те Сергей Антонов (кĕçĕнни) юррипе пуçланăччĕ.

Маттур ача пур çĕре те ĕлкĕрет. Тĕрлĕ фестиваль-конкурссем, çавра сĕтелсем иртеççĕ-и, ăна унта яланах курма пулать.

Чăваш Енре пурăнмасан та, чăн чăваш пулса çитĕнтереççĕ ачисене Антоновсем. Черетлĕ çитĕнÿпе саламлатпăр вĕсене!

 

Зоя Яковлева, ЧНК пресс-службин ертÿçи.