Регионсем хушшинчи обществăлла организаци

Чăваш наци конгресĕ

Чувашский национальный конгресс

Чăваш тĕнчи

2017, чӳк (ноябрь), 6(84) №

Сăнсем

Видеосем

Кашни çын вăл-пĕр тĕнче

Шырав

Çыхăну

Адрес: 428032 г. Чебоксары, ул. Композиторов Воробьевых, д. 10

Телефон: (8352) 62-35-61

Факс: (8352) 62-82-05

Эл. адрес: congress21@mail.ru

07.12.2017 09:49
ПĔТĔМЛЕТĔВĔ ТЕ, ПРОЕКТА ХУТШĂНМА ТИВĔÇĔ ТЕ ПУЛЧĔ

Раштав уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕ çĕнелнĕ йышпа лару ирттерчĕ. Конгресăн 10-мĕш Аслă Пухăвĕ хыççăн комитет тытăмне çĕнĕ пайташсем кĕчĕç. Вĕсен йышĕнче И. Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн деканĕ Алена Иванова, Шупашкар хулин чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем: 10-мĕш шкулăн Лариса Анисимова, 5-мĕш гимназин Любовь Алексеева, 40-мĕш шкулăн Римма Гаврилова, Çĕнĕ Шупашкар хулин 3-мĕш шкулĕн пуçламăш классен учителĕ Татьяна Архипова пулчĕç.

Комитет ларăвне Геронтий Никифоров ертсе пычĕ. Ăна комитета ертсе пыма кăçал та президиум явапларĕ. Геронтий Лукиянович ĕçтешсене çĕнĕ пайташсемпе паллаштарнă хыççăн вĕренÿ комитечĕ 2017 çулта тунă ĕçсемпе паллаштарчĕ. Комитет чăвашлăха аталантарассинче, шкул ачисен вĕренÿри пултарулăхĕпе ăсталăхне тата тăван чĕлхе хăватне ÿстерессинче Чăваш Республикин районĕсемпе хулисен чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен ассоциацийĕсемпе Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕпе пĕрле çыхăнса ĕçлет. Комитет пайташĕсем чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсемпе тăтăшах тĕл пулса калаçаççĕ, вырăна тухса районсемпе хуласен чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен ассоциацисем ирттерекен ларусемпе канашлусене хутшăнаççĕ, семинарсенче учительсене меслетлĕх енчен тĕрлĕ шайлă пулăшу параççĕ.

2017 çулта ырă ĕçсем туса ирттерни тата асра юлнă пулăмсемпе самантсем темиçе те пулни çинче чарăнса тăчĕ. Уйрăмах кăрлач уйăхĕнче «Чăваш халăх поэчĕ – Петр Петрович Хусанкай – 110» çул тата çу-авăн уйăхĕсенче пултаруллă драматургăн Федор Павловăн «Ялта» драми тăрăх йĕркеленĕ викторинăсене аван йĕркелесе ирттернĕ. Çак вăйă ăмăртусене хутшăннисен йышĕнче чăваш халăхĕн мухтавлă çыннисем çинчен лайăх пĕлекенсем йышлă пулнишĕн питех те савăнтарчĕ. Тепри Йĕпреç районĕн Пучинке шкулĕ Чăваш чĕлхи кунне халалласа çулсерен ирттерекен «Чăваш вăййи» уявне хутшăнни ĕмĕрлĕхех чунра хаваслăпа мăнаçлăх тата ырă туйăм хăварчĕ. Виççĕмĕшĕ вара пуш уйăхĕн вĕçĕнче Тюмень тăрăхĕнче «Раççее – шанăçпа, Чăваш Ене – юратупа» чăваш культурин кунĕсенче хутшăнса йăхташăмăрсемпе курса калаçни, учительсемпе семинарсем ирттерни, вĕсем тăванлăх туйăмне çирĕп тытса пыни пирĕн чунсене асамлă вăй-хăват хушрĕ. Кунта пурăнакансен чăвашлăх туйăмĕ таса çăлкуç пек тапса тăни чĕрене калама çук хăпартлантарчĕ. Эпир инçе çултан киле пысăк çĕкленÿпе хавхаланса таврăнтăмăр.

2017 çулта тунă ĕçсене пайташсем вăтам тесе хакланă хыççăн Никифоров Г.Л. 2018 çулта тумалли плансемпе паллаштарчĕ. Чи курăмлисенчен И.Я. Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалланă Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн шкулĕсенче 7-11 класĕсенче вĕренекенсемпе аслă шкул студенчĕсен литературăпа ал ĕç пултарулăх конкурсĕ, Шупашкар хулин 10-мĕш шкулĕнче вĕренекен тĕрлĕ халăх ачисемпе И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ тата И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУ студенчĕсемпе «Тăнăçлăх çемми» -- «Ритмы мира» туслăх фестивальне ирттерме палăртнисем пулчĕç.

Чăваш наци конгресĕ Раççей Федерацийĕн Президенчĕн грантне хутшăнса виçĕ миллион та çич çĕр алă пилĕк пин те улт çĕр алă (3.755.650) тенкĕ тивĕçнĕ «Раççей пуянлăхĕ – пĕтĕм халăх пуянлăхĕ» проектра çак пархатарлă икĕ ĕç «Ман халăх – ман Тăван çĕр-шыв» номинацине хутшăнма тивĕçлĕ пулнине савăнса пĕлтерчĕ вăл.

Вĕренÿ комитечĕн ертÿçи Геронтий Никифоров пайташсене пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленĕшĕн тав турĕ. Лару ĕçне-хĕлне пĕтĕмлетсе вăл:– Хаклă туссем! Сире çывхарса килекен 2018 çулпа ăшшăн саламлатăп, Çĕнĕ çулта чăвашлăха çирĕплетессинче курăмлă ĕçсем тума тÿсĕмлĕх, ăнăçупа телей сунатăп. Тăван чĕлхе кашнине пĕрлĕх туйăмĕ парса тăтăр, унăн халăха пĕрлештерекен вăйĕ ÿссех пытăр. Сывлăха упрăр, пурнăçа юратăр, чун-чĕре илемне ан çухатăр, ун хăвачĕпе юрату туйăмĕ ан иксĕлччĕр!», – тесе тăван чĕлхешĕн вăй-хума чăтăмлăх, çирĕплĕх, ырлăх-сывлăх сунчĕ.

 

Юлия АНИСИМОВА, вĕренÿ комитет ертÿçин çумĕ.

(Сăнÿкерчĕксем ЧНК пресс-службин ертÿçин Зоя Яковлеван)