Регионсем хушшинчи обществăлла организаци

Чăваш наци конгресĕ

Чувашский национальный конгресс

Чăваш тĕнчи

2018, пуш (март), 1(84) №

Сăнсем

Видеосем

Николай Угаслов Чĕмпĕрти И.Яковлева халалланă уява хутшăнчĕ

Шырав

Çыхăну

Адрес: 428032 г. Чебоксары, ул. Композиторов Воробьевых, д. 10

Телефон: (8352) 62-35-61

Факс: (8352) 62-82-05

Эл. адрес: congress21@mail.ru

29.12.2017 13:32
Вăхăтпа ыйтнипе тан утса

Кăçал Чăваш наци конгресĕн «Халăхсен наци пуянлăхĕ — Раççей пуянлăхĕ» проекчĕ РФ Президенчĕн грантне тивĕçрĕ. Çапла майпа çулталăк тăршшĕнче Президент гранчĕсен фончĕ пулăшнипе республикăра, чăвашсем йышлă пурăнакан регионсенче йăхташăмăрсене пĕрлешме, чăвашлăха упраса пырса аталантарма, тăванлăх туйăмĕсен хăватне вăйлатма пулăшакан, тĕрлĕ халăхсен туслăхне çирĕплетме май паракан вун-вун мероприяти иртĕ. Çак ярăмри пĕрремĕш «çавра сĕтеле» ЧНК хастарĕсем «Грант илме хутшăнни — вăхăт ыйтни» ятпа раштавăн 26-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай районĕнче йĕркелерĕç.

Унта Чăваш наци конгресĕн Элĕк, Муркаш, Çĕмĕрле, Етĕрне районĕсенчи уйрăмĕсен представителĕсем, культура, вĕрентÿ учрежденийĕсен ĕçченĕсем хутшăнчĕç. «Çавра сĕтеле» Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров уçрĕ, вăл чăваш халăхĕшĕн федераци проекчĕн пĕлтерĕшĕ пысăккине палăртрĕ. Çавăн пекех сумлă мероприятие ирттерме Хĕрлĕ Чутай районне суйласа илнĕшĕн тав турĕ. Çакă ахальтен мар: Чăваш наци конгресĕн ку районти уйрăмĕ тухăçлă ĕçлекенсенчен пĕри. Юлия Мареева ертсе пыракан хастарсен ушкăнĕ район çыннисемпе çулталăкра вун-вун мероприяти йĕркелет. Вĕсен ĕç-хĕлĕнче хăйне евĕрлĕх те пур: вăйă-конкурса, фестивальсене тĕрлĕ ăру çыннисене явăçтараççĕ. ЧНК пĕрремĕш вице-президенчĕ Валерий Клементьев Хĕрлĕ Чутайсем тĕслĕх пулса тăнине палăртрĕ, вĕсен ĕç-хĕлĕпе ыттисене те паллаштарма, унпа кулленхи ĕçре усă курма сĕнчĕ.

«Халăхсен наци пуянлăхĕ — Раççей пуянлăхĕ» проект пирки ЧНК президенчĕн пулăшуçи, проект мероприятийĕсен консультанчĕ Елена Светлая каласа кăтартрĕ. «Пирĕн пуянлăх — халăх ырлăхĕшĕн, чĕлхене, йăла-йĕркене, культурăна упраса хăварассишĕн ырми-канми ĕçлеме хатĕр çынсем», — терĕ Елена Владимировна. Çак çынсем, паллах, Чăваш наци конгресĕ тавра пуçтарăннă хастарсем, пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланса ĕçлеме пултаракан ушкăн.

Çак йышри маттурсем Хĕрлĕ Чутайĕнче те хăйсен пултарулăхне туллин кăтартрĕç: Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕнче ăсталăх класĕсем йĕркелерĕç. Халăх ăстисен ассоциацийĕн председателĕ Зинаида Воронова, ЧНК культура комитечĕн членĕсем Раиса Васильева, Наталья Захарова-Кульева, Роза Степанова, Любовь Вазюкова ачасене чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарчĕç, пир çине хитре эрешсем тума вĕрентрĕç. Наталья Васильева — хореографи, Людмила Кинер вокал енĕпе ирттернĕ ăсталăх класĕсене те ачасем хаваспах хутшăнчĕç. Çак вăхăтра вĕсен çамрăк чун-чĕринче ташăçă та, юрăçă та пулас ĕмĕт çунатланса çуралчĕ…

…Кашни саманан хăйĕн тĕллевĕ, ыйтăвĕ пур. Паянхи кун ыйтни вăл — тĕрлĕ конкурса-тупăшăва хутшăнса пултарулăха кăтартма ирĕк çĕнсе илесси. Пысăк çитĕнÿ патне мĕнле майпа çул хывмалла? Грант илмелли проекта мĕнле хатĕрлемелле? Шăпах санăн ĕçÿ çĕнтертĕр тесен мĕн çине ытларах пусăм тумалла? Культура тата вĕрентÿ тытăмĕнче тăрăшакансен çак тата ытти ыйтăвĕн Елена Светлая, ЧНК президиумĕн членĕ Михаил Краснов хуравларĕç.

 

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

 

Проект "Национальное достояние народов - достояние России" реализуется Межрегиональной общественной организацией "Чувашский национальный конгресс" при поддержке Фонда президентских грантов.

#ПроектПобедитель

#ФондПрезидентскихГрантов

#ПоддержкаНКО

#ПрезидентРоссии

#ПрезидентРФ