Регионсем хушшинчи обществăлла организаци

Чăваш наци конгресĕ

Чувашский национальный конгресс

Чăваш тĕнчи

2018, пуш (март), 1(84) №

Сăнсем

Видеосем

Николай Угаслов Чĕмпĕрти И.Яковлева халалланă уява хутшăнчĕ

Шырав

Çыхăну

Адрес: 428032 г. Чебоксары, ул. Композиторов Воробьевых, д. 10

Телефон: (8352) 62-35-61

Факс: (8352) 62-82-05

Эл. адрес: congress21@mail.ru

29.12.2017 16:33
2018-мĕш çулпа!

ЧĂВАШ НАЦИ КОНГРЕСĔН ПРЕЗИДЕНЧĔН САЛАМĔ

Хисеплĕ ентешĕмĕрсем!

Çĕнĕ çул ячĕпе саламлама ирĕк парсамăр!

Çулсем иртсе пырсан та, çак уяв пурне те асамлăх, кĕтменлĕх, шанчăк кÿрет. Çĕнĕ çул пире ĕненÿ, ырăлăхпа çутăлăх, килĕшÿллĕхпе юрату парнелет, кашнинех çак уяв кунĕсенче чунра ырă, кăмăл хăпартуллă.

Кивĕ çул каçалăкĕнче эпир çулталăка пĕтĕмлететпĕр, çитес çул валли тата та пысăк тĕллевсем палăртатпăр.

2017-мĕш çул Чăваш наци конгресĕшĕн тухăçлă та кăтартуллă, юбилейлă çул пулчĕ.

Юпа уйăхĕнче конгреса туса хунăранпа 25 çул çитнине анлă паллă турăмăр, Х Аслă Пухăва пухăнса ăна тивĕçлĕ шайра ирттерсе ятăмăр.

Раштав уйăхĕнче вара Раççей Президенчĕн фончĕ "Раççей пуянлăхĕ - пĕтĕм халăх пуянлăхĕ" проекта килес çул ăнăçлă пурнăçа кĕртме çул уçса пани пирĕншĕн пысăк парне пулчĕ, çавăнпа пĕрлех пирĕн ума пысăк яваплăх та кăларса тăратрĕ.

Апла пулсан, 2018-мĕш çулта Чăваш наци конгресĕшĕн кăна мар, республикăра пурăнакан чăвашсемшĕн, ытти халăх çыннисемшĕн тата регионсенчи йăхташăмăрсемшĕн те çанна тавăрса ĕçлеме каçалăк пур.

Чăваш наци конгресĕн пайташĕсем, тулайри хастар чăвашсем Тăван çĕр-шыв ырлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшса тата пурнăçра хастарлăх кăтартса халăх пурнăçĕн пахалăхĕпе шайне ÿстерме, обществăри тăнăçлăхпа килĕшÿллĕхе тата унăн тĕреклĕхне çирĕплетме яланах ĕçленĕ, малашне тата та тăрăшса ĕçлĕç.

Хисеплĕ ентешĕмĕрсем! 2018-мĕш çулта чăваш халăхĕн ырă пуласлăхĕшĕн усăллă, анлă та пархатарлă ĕçсем чылай пулмалла.

Çавăнпа та сире çирĕп сывлăх, çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм, иксĕлми вăй-хал, ырă пуçарусенче ăнăçу, телейпе юрату сунатăп!

Çĕнĕ çул ячĕпе сире!

 

Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов.