Регионсем хушшинчи обществăлла организаци

Чăваш наци конгресĕ

Чувашский национальный конгресс

Чăваш тĕнчи

2017, чӳк (ноябрь), 6(84) №

Сăнсем

Видеосем

Людмила Балтаева куравĕ уçăлчĕ.

Шырав

Çыхăну

Адрес: 428032 г. Чебоксары, ул. Композиторов Воробьевых, д. 10

Телефон: (8352) 62-35-61

Факс: (8352) 62-82-05

Эл. адрес: congress21@mail.ru

10.01.2018 15:14
ЧНК  ĕç тăвакан комитечĕ Питĕрпе Мускав чăваш автономийĕсен ертÿлĕхĕсемпе тĕл пулчĕ

Кăрлачăн 10-мĕшĕнче конгреса Питĕрти чăвашсен автономийĕн ĕç тăвакан комитечĕн председателĕ Дарья Александровна Рогозная тата Мускаври чăваш культурин обществин председателĕ Лира Петровна Смирнова ĕçлĕ тĕл пулăва килчĕç. Раççей регионĕсенчи чăвашсен чи пысăк пĕрлĕхĕсен ертÿçисемпе Чăваш наци конгресĕн президенчĕн пĕрремĕш çумĕ Валерий Клементьев, президиум тата ĕç тăвакан комитет пайташĕсем çавра сĕтел ирттерчĕç.

Валерий Ленонидович кĕтнĕ хăнасене конгресс туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарчĕ. Ку уйăх вĕçĕнче Питĕр хулине ЧНК пысăк делегацийĕ ĕçлĕ тата культура мероприятисем ирттерме кайма палăртнине пĕлтерчĕ. Ленинград облаçĕнчи чăваш пĕрлĕхĕн ертÿçипе Валериан Гавриловпа калаçса татăлнă тăрăх, Питĕр хулинче анлă мероприятисем иртмелле. Раççей Президенчĕн грант Фончĕ ( грант Президента Российской Федерации на развитие гражданского общества, предоставленного Фондом президентских грантов) «Раççей пуянлăхĕ - пĕтĕм халăх пуянлăхĕ" проекта панă грант пулăшнипе иртекен çак сумлă мероприятине Тюмень, Сарă ту, Чулхула, Мускав, Тутарстан, Мурманск тата ытти регионсенчи, Эстони çĕршывĕнчи чăваш пĕрлĕхĕсем хутшăнмалла. Грант проекчĕн йĕркелÿ комитечĕн пайташĕсем çавра сĕтелте яваплă мероприятине йĕркелессипе çыхăннă тĕрлĕ ыйтусене пăхса тухрĕç. Кун пирки Питĕрпе Мускав чăвашĕсен представителĕсемпе сÿтсе яврĕç.

Дарья Рогозная тата Лира Смирнова Питĕрпе Мускав чăваш автономийĕсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен кĕскен каласа пачĕç, 2018-мĕш çула палăртнă мероприятисем пирки сăмах хускатрĕç, Чăваш наци конгресĕн пайташĕсене çак ĕçсене пĕрле хутшăнса ирттерме чĕнсе каларĕç.

ЧНК президенчĕн пĕрремĕш çумĕ Валерий Клементьев килнĕ хăнасене малашне Мускавпа Питĕр чăвашĕсемпе таччăн çыхăнса ĕçлемеллине палăртсах каларĕ. Иртнĕ çулсенче Крымра тата Байкал хĕрринче иртнĕ анлă мероприятисене шăп çак регионсенчи чăвашсем пит хастарах хутшăнманни пăшăрхантарать конгресс хастарĕсене. Малашне пĕрле тачă ĕçлесен çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнакан чăваш халăхĕ валли тата та сумлă ĕçсем пулассине каларĕ Валерий Леонидович.

 

Зоя Яковлева, ЧНК пресс-службин ертÿçи.