Регионсем хушшинчи обществăлла организаци

Чăваш наци конгресĕ

Чувашский национальный конгресс

Чăваш тĕнчи

2017, чӳк (ноябрь), 6(84) №

Сăнсем

Видеосем

Людмила Балтаева куравĕ уçăлчĕ.

Шырав

Çыхăну

Адрес: 428032 г. Чебоксары, ул. Композиторов Воробьевых, д. 10

Телефон: (8352) 62-35-61

Факс: (8352) 62-82-05

Эл. адрес: congress21@mail.ru

11.01.2018 11:43
«Иван Яковлев» оперӑн авторӗн сумлӑ юбилейӗ...

 

Кăçал Александр Васильев çуралнăранпа 70 çул çитрĕ, вăл талантлӑ кĕвĕ ăсти, вĕрентекен, общество деятелӗ.

Мероприяти Чӑваш наци конгресӗ пуҫарса янӑ «Чӑваш Ен пултаруллӑ ҫыннисем» проектпа килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин министерстви, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, Наци библиотеки пулӑшнипе иртрӗ.

Чӑваш халӑхне Александр Васильев композиторӑн пултарулӑхӗ яланах хавхалантарнӑ, халӗ те унӑн ячӗ чӑваш ҫыннисен асӗнче. Унӑн хайлавӗсем манӑҫма пултараймаҫҫӗ, вӑл чӑваш профессилле музыкин шайне ҫӳлтен ҫӳле ҫӗкленӗ ҫын. Çак кунсенче Чӑваш наци вулавӑшӗн «Мерчен» юрӑ-кӗвӗ тӗпелӗнче композиторӑн юбилей кунне халалласа чăваш кĕввин тата ҫӗнӗ кӗнеке уявӗ иртрӗ.

Чӑваш патшалӑх гуманитри ӑслӑлӑхӗсен институчӗнче кун ҫути курнӑ кӗнеке – «Александр Васильев композитор» ятлӑ. Ҫӗнӗ кӗнеке-тӑван культурӑн ылтӑн ҫӳпҫине пуянлатакан кӑларӑм. Ӑна пухса хатӗрлекенӗ – паллӑ ӑсчах, музыковед, доцент, гуманитри ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗ Любовь Бушуева. Тухса калаҫакансем кӗнекен пысӑк пӗлтерӗшне палӑртрӗҫ, вӑл пахалӑхлӑ та кирлӗ пулнине пӗлтерчӗҫ. Кӗнекене пур енчен те хакларӗҫ. Уява Чӑваш Республикин Культура министрӗн ҫумӗ Иван Архипов уҫрӗ. Чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ та чаплӑ ывӑлӗ-Александр Васильев, хамӑр республикӑра ҫеҫ мар, ют ҫӗршывсенче те палӑрнине каларӗ, пирӗн сумлӑ композиторпа мӑнаҫланма, унӑн хайлавӗсемпе паллашма сӗнчӗ. Александр Георгиевичӑн юбилей каҫне паллӑ ӑсчахсем, кӗвӗ ӑстисем, поэтсемпе ҫыравҫӑсем, калем ӑстисем килсе ҫитрӗҫ.

Ӑшӑ тӗлпулура Александр Васильев композитор хайланӑ кӗвӗсем тата юрӑсем янӑрарӗҫ. Чӑваш патшалӑх филармонийӗн камерлӑ оркестрӗ (пултарулӑх ертӳҫи Сергей Григорьев), халӑх артисчӗ Евгений Краснов, Федор Павлов ячӗллӗ музыка училищин вӗрентекенӗ Лилия Салихова, педагогика университечӗн «Иволга» хор ансамблӗ (ертӳҫи - Ирина Медведева, профессор, педагогика ӑҫлӑлӑхӗсен докторӗ, Роза Таймасова-хормейстр), Чӑваш патшалӑх академи капелла оркестрӗн артисчӗ Наталья Егорова, Глинкӑсен ячӗллӗ Чулхулари патшалӑх консерваторийӗн студенчӗ Людмила Фунтикова хӑйсен пултарулӑхӗпе тӗлӗнтерчӗҫ, композиторӑн хайлавӗсене витӗмлӗн куракансем патне илсе ҫитерчӗҫ.

Александр Георгиевич Васильев оперӑсем ҫырнипе те паллӑ. «Иван Яковлев» хайлавӗн пӗлтерӗшӗ калама ҫук пысӑк. Уявра «Косинскийпе Екатерина дуэтне» ӑшшӑн йышӑннине палӑртма кӑмӑллӑ. Чӑваш патшалӑх операпа балет театрӗн солисчӗсене, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ арисӗсчене Людмила Яковлевапа Дмитрий Семкина тата Валентина Архипова концертмейстера чӗререн тав тӑватпӑр.

«Мерчен» тӗпелӗнче «Александр Васильев: композитор, вӗрентекен тата общество деятелӗ» ятпа кӗнеке экспозицийӗ ӗҫлерӗ. Александр Васильев пултарулӑхӗн пуянлӑхне, паллах, кӗнекесем, нота изданийӗсем, медиа-ресурсем уҫса параҫҫӗ.

Чӑваш халӑхӗ хӑйӗн сумлӑ ывӑлӗпе-Александр Васильевпа тивĕçлипех мухтанать: унӑн ӗҫӗ-хӗлӗнчен, пултарулӑхӗнчен тӗлӗнет. Композиторӑн ырӑ ячӗ халӑх чӗринче ӗмӗрлӗхех юлӗ.

Уявран Чăваш наци конгресĕн культура комитетчӗн пайташӗсем -Ирина Лампасова, Алиса Лукина, Роза Степанова, Светлана Азамат, Анастасия тата Максимилиан Севастьяновсем айккинче тӑрса юлмарӗҫ. «Пирӗн пурин те пӗр тӗллев – тӑван халахӑн ламра лама килекен ӑс-пурлӑхне, юрри-кӗввине, йӑли-йӗркине упраса хӑварасси, ҫамрӑк ӑрӑва илемлӗх тӗнчипе туллин паллаштарасси», - ҫирӗплетрӗҫ килнӗ хӑнасем.

 

Вера Архипова, ЧНК культура комитетчӗн ертӳҫи

Ирина Лампасова, ЧНК культура комитетчӗн пайташӗ,

Чӑваш Наци радиовӗн музыка редакторӗ