Регионсем хушшинчи обществăлла организаци

Чăваш наци конгресĕ

Чувашский национальный конгресс

Чăваш тĕнчи

2017, чӳк (ноябрь), 6(84) №

Сăнсем

Видеосем

Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов РФ Президенчĕн фончĕн грантне илнĕ "Халăхсен наци пуянлăхĕ -Раççей пуянлăхĕ" проект пирки

Шырав

Çыхăну

Адрес: 428032 г. Чебоксары, ул. Композиторов Воробьевых, д. 10

Телефон: (8352) 62-35-61

Факс: (8352) 62-82-05

Эл. адрес: congress21@mail.ru

25.01.2018 18:05
Сумлă наградăпа саламлатпăр!

Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн 2018-мĕш çулхи январĕн 24- мĕшĕнче тухнă Указĕпе килĕшÿллĕн общество ĕçĕнче ырми-канми тăрăшнăшăн тата чылай çул хушши чуна парса ĕçленĕшĕн Красноярск тăрăхĕнчи чăваш наципе культура автономине чĕрĕк ĕмĕр ытла çÿллĕ шайра ертсе пыракан Геннадий Иванович Храмова ТУСЛĂХ ОРДЕНĔПЕ чысланă!

Геннадий Иванович Чăваш Енри Каçал тăрăхĕнчи Асанкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ.

Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов, президиум пайташĕсем тата конгресс хастарĕсем пирĕн чаплă та пултаруллă ентеше сумлă наградăпа саламлаççĕ, чăвашсен ятне малашне те Красноярск тăрăхĕнче çапла çÿллĕ шайра тытса пыма ырлăх-сывлăх сунаççĕ!

 

ЧНК пресс-служби.