Регионсем хушшинчи обществăлла организаци

Чăваш наци конгресĕ

Чувашский национальный конгресс

Чăваш тĕнчи

2017, чӳк (ноябрь), 6(84) №

Сăнсем

Видеосем

Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов РФ Президенчĕн фончĕн грантне илнĕ "Халăхсен наци пуянлăхĕ -Раççей пуянлăхĕ" проект пирки

Шырав

Çыхăну

Адрес: 428032 г. Чебоксары, ул. Композиторов Воробьевых, д. 10

Телефон: (8352) 62-35-61

Факс: (8352) 62-82-05

Эл. адрес: congress21@mail.ru

03.02.2018 13:51
Пĕрлехи пуху тухӑҫлӑ иртрĕ

 

 

Кăрлач уйăхĕн 30-мĕшĕнче Шупашкар районĕн Тутаркасси шкулĕнче И.Я. Яковлев çулталăкне халалланă «Шкул, ашшĕ-амăшĕ тата чăваш чĕлхи аталанăвĕ» темăпа ачасен, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе учительсен пĕрлехи пухăвĕ иртрĕ. Пухăва Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн ертÿçи Геронтий Никифоров, комитет пайташĕсем: Шупашкар хулин 10-мĕш шкулĕн чăваш чĕлхи вĕрентекен Юлия Анисимова, Çĕнĕ Шупашкар хулин 3-мĕш шкулĕн пуçламăш класс вĕрентекенĕ Татьяна Архипова, Шупашкар районĕн Кăшавăш шкулĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Евгений Майков тата Йĕпреç районĕн Пучинке шкулĕн чăвашлăха аталантарассинче тăрăшакан вĕрентекенсем Людмила Клементьева, Елизавета Михайлова, Лилия Иванова, Алина Максимова, Зоя Кузьмина, Шупашкар хулин 10-мĕш шкулĕн чăваш чĕлхи вĕрентекен Алина Егорова, «Паха тĕрĕ» фабрика директорĕн çумĕ Маргарита Павлова, Тутаркассин хĕрарăмĕсен комитечĕн ертÿçи Любовь Петрушкина, республика шайĕнче иртнĕ «Чăваш тумĕ» конкурсĕн çĕнтерÿçи Галина Павлова хутшăнчĕç.

Залри мĕнпур шкул ачи Чăваш Республикин Гимне хавхаланса пĕр харăссăн илемлĕ шăрантарни ашшĕ-амăшĕшĕн тĕлĕнмелле пулчĕ. Ачасемпе пĕрле учительсем, хăнасем, ачасен ашшĕ-амăшĕ Гимна юрлама хастар хутшăнчĕç.

Пухăва Тутаркасси шкулĕн директорĕ Людмила Петрова уçрĕ. Вăл шкулăн вĕрентÿ ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Кунта чăваш ачисемпе пĕрле ытти халăх ачисем те ăс пухаççĕ, çавăнпа вĕсем чăваш чĕлхине 1-9-мĕш классенче предмет пек вĕренеççĕ. Людмила Васильевна ачасем кăçалхи вĕренÿ çулĕн пĕрремĕш çур çулĕнче чăваш чĕлхине юратса вĕренни, район шайĕнче иртнĕ чăваш чĕлхипе литератури олимпиадинче çĕнтерÿçĕсем пулни, халь вĕсем республика олимпиадине хатĕрленни çинчен каласа пачĕ. Вĕренекенсен çитĕнĕвĕнче чăваш чĕлхи вĕрентекенсен тÿпи те пысăк пулнине палăртрĕ вăл. Пĕтĕмлетÿ сăмахĕнче ачасен ашшĕ-амăшне тав тунипе пĕрле чăваш чĕлхи çине татах та тимлĕрех пăхма сĕнчĕ.

Калаçăва хăнасем те хутшăнчĕç. Вĕсем хальхи саманари тăван чĕлхе пĕлтерĕшĕ пирки, унăн талккăшне сарасси çинчен сăмах каларĕç. Пучинке шкулĕн вĕрентекенĕсем илемлĕ чăваш юррипе саламларĕç.

Унтан шкул ачисем чăваш чĕлхи урокĕсенче мĕн вĕреннине ашшĕ-амăшне сăвă, юрă, ташă урлă кăтартма, инсценировкăсем лартса пама пултарчĕç. Пĕтĕм ĕç-пуç чăвашла иртрĕ. Ачасен анлă пĕлĕвĕпе пысăк пултарулăхĕ тата тавра курăмĕ шкулта чăваш чĕлхине алла илме, тĕрлĕ енлĕ аталанма майсем пуррине çирĕплетрĕ.

Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн пайташĕсем тĕрлĕ ăс-хакăл ăмăртăвĕнче çĕнтернĕ ачасен ашшĕ-амăшне конгресăн Хисеп хучĕпе чысларĕç. Вĕсен йышĕнче Александрова Анна, Иванова Вера, Иванов Валериан, Сиротин Артем, Михайлова Виктория, Козлова Виктория, Михайлова Валентина, Курчин Кирилл ашшĕ-амăшĕ пулчĕ.

Пухăва хутшăннă ачасен ашшĕ-амăшĕ Альбина Ишова тата Людмила Васильева учительсене чăваш чĕлхине малашне те вĕрентме ырă сунчĕç, уява лайăх йĕркеленĕшĕн тав турĕç.

 

Геронтий Никифоров,

Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн ертÿçи