Регионсем хушшинчи обществăлла организаци

Чăваш наци конгресĕ

Чувашский национальный конгресс

Чăваш тĕнчи

2017, чӳк (ноябрь), 6(84) №

Сăнсем

Видеосем

Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов РФ Президенчĕн фончĕн грантне илнĕ "Халăхсен наци пуянлăхĕ -Раççей пуянлăхĕ" проект пирки

Шырав

Çыхăну

Адрес: 428032 г. Чебоксары, ул. Композиторов Воробьевых, д. 10

Телефон: (8352) 62-35-61

Факс: (8352) 62-82-05

Эл. адрес: congress21@mail.ru

14.02.2018 15:11
И.В. Тургай хатĕрленĕ «Нарспиана» кĕнеке хаклавне йыхравлатпăр

Нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш наци вулавăшĕнче çамрăк ăсчах Илемпи Туркай çырса хатĕрленĕ «Нарспиана» кĕнекене пахалаççĕ. |

Мероприяти Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн, Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствисем, Чăваш наци конгресĕ, чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ пулăшнипе наци библиотекинче иртет.

Кĕнекене автор вилĕмсĕр «Нарспи» поэма пичетленнĕренпе 110 çул çитнине халалланă.

Илемпи Туркай - искусствовед, педагог, искусствоведени наукин кандидачĕ, чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн наука сотрудникĕ.

Константин Ивановăн "Нарспи" поэми чăваш кино, театр, литература, музыка, ÿнер искусствисенче çĕнĕрен те çĕнĕ хайлавсем, ÿнер ĕçĕсем çуратма хавхалантарнă.

Çакăн çинчен каласа тата сăнÿкерчĕксĕмпе кăтартса парать автор.

Пурне те 16.00 сехетре чăваш наци библиотекинчи 4-мĕш хутри акт залне çĕнĕ кĕнеке хаклавне чĕнетпĕр.