Регионсем хушшинчи обществăлла организаци

Чăваш наци конгресĕ

Чувашский национальный конгресс

Чăваш тĕнчи

2018, пуш (март), 1(84) №

Сăнсем

Видеосем

Николай Угаслов Чĕмпĕрти И.Яковлева халалланă уява хутшăнчĕ

Шырав

Çыхăну

Адрес: 428032 г. Чебоксары, ул. Композиторов Воробьевых, д. 10

Телефон: (8352) 62-35-61

Факс: (8352) 62-82-05

Эл. адрес: congress21@mail.ru

06.04.2018 10:21
ЧНК президенчĕ Питĕрти ентешсене саламларĕ

Ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче Питĕрти А.С. Грибоедов ячĕллĕ нацисен литературин библиотекинче чăваш культурин куравĕ уçăлчĕ. Ăна Ленинград облаçĕнчи чăваш культура обществипе (ертÿçи В.А. Гаврилов) Питĕрти чăвашсен пĕрлĕхĕ (ертÿçи А.Р. Павлов) йĕркелерĕç.

Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов çак ятпа пирĕн ентешсене скайп урлă тÿррĕн çыхăнса саламларĕ.

Вăл Питĕр тăрăхĕнче пурăнакан чăваш пĕрлĕхĕсене çапла хамăр культурăна, йăла -йĕркене тата паллах чĕлхемĕре аталантарассишĕн тăрăшса ĕçленĕшĕн тав турĕ.

-Пĕтĕмпех культурăран пуçланать. Хамăр культурăна, чĕлхене манмасан пирĕн пурнăçĕ те лайăхланать, экономика та аталанать. Тав сире, ăнăçу та ырлăх-сывлăх сунатăп!,- терĕ Николай Угаслов.

 

ЧНК пресс-служби.