Регионсем хушшинчи обществăлла организаци

Чăваш наци конгресĕ

Чувашский национальный конгресс

Чăваш тĕнчи

2018, пуш (март), 1(84) №

Сăнсем

Видеосем

Николай Угаслов Чĕмпĕрти И.Яковлева халалланă уява хутшăнчĕ

Шырав

Çыхăну

Адрес: 428032 г. Чебоксары, ул. Композиторов Воробьевых, д. 10

Телефон: (8352) 62-35-61

Факс: (8352) 62-82-05

Эл. адрес: congress21@mail.ru

12.04.2018 18:09
Ыр кăмăллăх концертне хатĕрленеççĕ

Çур та килĕ, кĕр те килĕ

Курас çук эп ачама.

Ĕнтĕ кам савăнăç кĕртĕ

Ман вут хыпнă ăшăма...

 

Çапла сăмахсем каланăн туйăнать В.Нагорнов проекчĕпе хатĕрлекен "Хуйхăракан амăшĕ" палăкри салтак амăшĕн сăнарĕ.....

Ку палăка Крым çур утравĕнчи Севастополь хулине Аслă вăрçă вăхăтĕнче хÿтĕлесе яланлăхах куçĕсене хупнă чăваш салтакĕсене асăнса ăсталаççĕ. Ăна кăçалхи август уйăхĕнче лартмалла. Анчах ку сăваплă ĕçе тума нухрачĕ çитмест. Çакна шута илсе çу (май) 7-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем Ыр кăмăллăх концерчĕ йĕркелесшĕн.

Хатĕрленÿ тапхăрĕ пуçланчĕ те ĕнтĕ. Ака уйăхĕн 11-мĕшĕнче конгресăн культура комитечĕ ятарлă канашлăва пуçтарăнчĕ. Вĕсем артистсене йыхравласси, сцена илемлетесси, афиша ăсталасси тата ытти йĕркелÿ ыйтăвĕсене пăхса тухрĕç.

Ку пархатарлă ĕçе ЧНК пур хастарĕ те хутшăнса хăйсен ырă кăмăлне кăтартасса шанаççĕ вĕсем.

Пăр тапранчĕ темелле. Ятарлă счет çине чунлă та ыр кăмăллă чăвашсем хăйсен нухратне куçарма пуçларĕç. Чăваш патшалăх культурăпа ÿнер институтĕнче йĕркелекен Ыр кăмăллăх концертне те вĕсем чылайăн килессе шанас килет.

 

ЧНК пресс-служби.

 

https://ok.ru/chvashnats/topic/68376940972816