Регионсем хушшинчи обществăлла организаци

Чăваш наци конгресĕ

Чувашский национальный конгресс

Чăваш тĕнчи

2018, пуш (март), 1(84) №

Сăнсем

Видеосем

Николай Угаслов Чĕмпĕрти И.Яковлева халалланă уява хутшăнчĕ

Шырав

Çыхăну

Адрес: 428032 г. Чебоксары, ул. Композиторов Воробьевых, д. 10

Телефон: (8352) 62-35-61

Факс: (8352) 62-82-05

Эл. адрес: congress21@mail.ru

14.04.2018 10:01
Апрелӗн 13-мӗшӗнче Теччӗ районӗнче И.Я.Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине  уявларĕç.

Патриархăн тăван çĕрне Чăваш Енрен пысăк делегаци тухса кайрĕ.

Чăваш наци конгресĕн, Чăваш Республикин культура министерствин, Туслăх çурчĕн, Аслă вĕренÿ заведенийĕсен представителĕсем, пресса, пурĕ хĕрĕхе яхăн çын И.Яковлев çуралнă вырăна çитрĕ.

Сумлă делегаци йышĕнче – Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов тата Чăваш Республикинчи халăхсен ассамблейин председателĕ Лев Кураков.

Чăваш Ен делегацине Патриархăн тăван ялĕнче - Кăнна Кушкинче - хапăл туса кĕтсе илчĕç. Тăван халăха çутта кăлараканăн ентешĕсем уява тĕплĕн хатĕрленнĕ. Вĕсем хăнана Тутарстанри ытти районсенчен те йыхравланă. Теччĕ районĕ пĕтĕмпех уяв сывлăшĕпе сывлать темелле.

И.Я.Яковлев уçнă шкул умĕнче, хальхи вăхăтра унта Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн кун - çулĕпе тата ĕçĕ - хĕлĕпе паллаштаракан музей вырнаçнă, митинг иртрĕ. Патриархăмăрăн ырă та пархатарлă кун – çулĕ, ĕçĕ-хĕлĕ, еткерлĕ çинчен митингра Теччĕ муниципалитет районĕн пуçлăхĕ Рамис Сафиуллов, ЧНК президенчĕ Николай Угаслов, Чăваш Республикин халăхсен ассамблейин председателĕ Лев Кураков тата ыттисем тухса калаçрĕç.

Унтан И.Яковлев палăкĕ умне (ку палăка Н.Угаслов пулăшнипе тунă) чĕрĕ чечек кăшăлĕсем хучĕç, музейпе, шкулпа паллашрĕç. Шкулта ал ĕçĕсен куравне пăхса тухрĕç.

Малалла уяв Теччӗ хулине куçрĕ. Теччĕ çĕрĕнче чăваш, тутар, мордва, вырăс халăхĕсен ывăлĕ-хĕрĕ пĕр çемьери пек туслă килĕштерсе пурăнаççĕ. Вĕсем Шупашкар хăнисене тăватă халăх юрри-ташшипе, йăли-йĕркипе кĕтсе илчĕç.

Теччĕ районĕн культура çуртĕнче Аслă Вĕрентекенĕмĕр çуралнăранпа 170 çул çитнине паллă тунă май "И.Я. Яковлев еткерлĕхĕ - паянхи тĕнче пурлăхĕ" ăслăлăх-практика конференцийĕ иртрĕ. Конференцие Теччĕ муниципалитет районĕн пуçлăхĕ Рамис Сафиуллов уçрĕ. Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов паянхи кун чăваш халăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине И.Я. Яковлевăн ĕçĕ- хĕлĕн ят-сумĕ çулсем иртнĕ май ÿссех пынине палăртрĕ, конференцие хутшăнакансене ăнăçлă ĕçлеме ырă сунчĕ.

Чăваш Республикинчи халăхсен ассамблейин председателĕ Лев Кураков "И.Я.Яковлев - чăвашсен паллă педагогĕ-просветителĕ" темăпа тухса калаçрĕ, вăлах конференци ĕçне йĕркелесе пычĕ.

Конференцире сăмах калакансем çавăн пекех Тутарстанри чăваш писателĕсен пĕрлĕхĕн ертÿçи Николай Сорокин, ЧНК президиумĕн пайташĕ Михаил Краснов, И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУ доценчĕсем Тамара Артемьева, Татьяна Осокина, "Тăван Атăл" журнал редакторĕ Лидия Филиппова, ыттисем пулчĕç.

Уява Теччĕ районĕнчи, Чăваш Енри Çĕрпÿ районĕнчи «Ямаш» ытти пултарулăх ушкăнĕсем, ЧНК хастарĕ, юрăç Роза Степанова тата вырăнти юрă ăстисем савăнăçлă концертпа вĕçлерĕç.

 

ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева.

(авторăн сăнÿкерчĕкĕсем ЧНК "Одноклассники", "В Контакте" ушкăнĕсенче)