Регионсем хушшинчи обществăлла организаци

Чăваш наци конгресĕ

Чувашский национальный конгресс

Чăваш тĕнчи

2017, чӳк (ноябрь), 6(84) №

Сăнсем

Видеосем

Людмила Балтаева куравĕ уçăлчĕ.

Шырав

Çыхăну

Адрес: 428032 г. Чебоксары, ул. Композиторов Воробьевых, д. 10

Телефон: (8352) 62-35-61

Факс: (8352) 62-82-05

Эл. адрес: congress21@mail.ru

21.10.2014 18:36
Асамлăх таврăнни, ахах-мерченпе кĕмĕл вылянни...

Чăваш тĕрринче илем çеç мар, çырулăх аталанăвĕ те, тĕнче ăнлавĕ те... Паянхи ăрăва чăваш тĕрри, тумĕ пирки каласа пама ыйтсан мĕнех аса илĕ-ши? Тухья, масмак, сарă, сурпан, шупăр... Çак тата ытти хатĕр пĕчĕккĕн манăçа тухса пырать. Авалхи несĕлĕмĕрсем çĕр-çĕр çул каялла шăрантарнă халăх юррисем пекех.

Тĕнче унталла-кунталла пăтрашăнса çĕнĕ йĕркесем, йăласем кăларать. Анчах пирĕн хамăрăн тымара, ĕмĕрсен эрешĕсене татмаллине пĕлтермест çакă. Пин-пин халăх хушшинче чăвашах пулса юлас тесен пирĕн тăван чĕлхене çеç мар, культурăна, йăла-йĕркене те упраса хăвармалла. Çĕр пин юрăпа танах çĕр пин тĕрĕ те чечеклентĕр, халăха савăнтартăр. Анчах сăмахпа калани, кăмăлпа йышăнни çеç сахал, ĕçпе пурнăçламалла. Телее, ку енĕпе тымар татăлсах кайман-ха пирĕн. Çак ĕçе тăсса пыракансенчен пĕринпе - Чăваш Республикин, Раççей культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе Татьяна Шарковăпа паян сире, вулаканăмăрсем, паллаштарасшăн. Татьяна Васильевнăпа тĕл пулса калаçма сăлтав та тупăнчĕ: вăл çак кунсенче юбилейне кĕтсе илет.

Татьяна Шаркова Елчĕк районĕнчи Кавалта çуралса ÿснĕ. 1979 çулта Шупашкарти ÿнер училищинчен вĕренсе тухнă, 1985 çулта И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн /халĕ университет/ дипломне илнĕ. Çавăнтанпа вăл шурă пире авалхи мăн асаннесен мелĕпе эрешлет, тĕрре «вулать», унтан та ытларах - хăйĕн шухăшĕсене, тĕнче курăмне тĕрĕре палăртать. Чăваш ăслайĕсем унăн чылай ĕçĕ тарăн философиллĕ пулнине палăртаççĕ.

Хăй вăхăтĕнче Татьяна Шаркова çинчен «Тĕнче тăршшĕ сурпан сарнă пулăттăм» /«Вышила бы на весь мир узор»/, «Иероглифы Тора», «Из вьюги я вышла» видеофильмсем ÿкернĕ.

Хăй вара çаплах тĕлĕнтерме чарăнмасть. Тĕрĕ вăрттăнлăхне алла илнĕ хыççăн «Три солнца Татьяны Шарковой» альбом-каталог кăларчĕ. Унта - пултарулăх савăнăçĕпе терчĕн «çимĕçĕсем»: ĕлĕкхи эрешсене тĕпченĕ май тĕрĕ никĕсĕ çине куçарнă ĕмĕрхи туйăмсем - çамрăклăх, савăнăç, юрату...

«Три солнца...» кĕнеке пирки çывăх тăванĕ Геннадий Волков çапла çырнăччĕ: «...Чăваш халăхĕн талантлă хĕрĕ пирĕн виçĕ хĕвеле пирех тавăрса пама пултарчĕ. Пехил сана, Татьяна - Танюк, çак ĕçÿсемшĕн».

. Татьяна Васильевна 2012 çулта ЧР Пуçлăхĕн культурăпа искусство сферинчи инновацисен проекчĕсен конкурсĕнче «Чăваш халăх теттин тĕнчи» темăпа гранта тивĕçнĕ. Асăннă ыйтупа кĕнеке - альбом хатĕрлесе кăларасси çăмăл пулманни паллă. Çак ĕçе пурнăçа кĕртес тĕллевпе таçта та çитме тивнĕ. Республикăри аваллăх управçисенче çеç мар, Питĕрти Раççей этнографи, Сарă ту облаç тавра пĕлÿ, Чĕмпĕр, Хусан музейĕсенче пулнă, тĕл пулнă теттесене ÿкерсе илнĕ.

Кĕнекен ум сăмахĕнче филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Николай Егоров Татьяна Шарковăн ĕçне çакăн пек хак панă: «Татьяна Васильевна пухнă, реконструкциленĕ теттесем пире канăçсăрлантараççĕ, иртнĕ аваллăха, хресчен культурин историне, атте-аннесен, асатте-асаннесен, хамăрăн ачалăха тавăрма пулăшаççĕ... Кашни экспонатăн хăйĕн шăпи, уйрăмлăхĕ, историйĕ. Çак коллекци валли малашне Чăваш теттин музейĕнче тивĕçлĕ вырăн тупни - питĕ тĕрĕс пулĕччĕ».

Культура çулталăкне Татьяна Шаркова тулли кăмăлпа, пысăк тепĕр ĕçпе - «Чувашские вышивки и куклы Т.Шарковой» - кĕнекепе кĕтсе илчĕ. Вăл Чăваш кĕнеке издательствинчен «Халăх ăстисен опытĕнчен» ярăмпа /авторĕ Г.Н.Иванов-Орков/ пичетленсе тухрĕ.

Кунта Татьяна Васильевнăн пултарулăхĕ, пурнăçĕ, ăнтăлăвĕ пĕтĕмпех пĕрле, пĕр тĕвĕре. Сăмах май, ентешĕм çинчен сахал мар пĕлетĕп тесе шухăшлаттăмччĕ, кĕнекене алла илтĕм те - çĕнни, халĕччен илтменни темĕн чухлĕ.

Кĕнекере ÿнерçĕ пултарулăхĕнчи виçĕ ен пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Пĕрремĕшĕ. Т.Шаркова Раççейре ÿнер тĕлĕшĕпе пуканесемпе ĕçлекен темиçе художникрен пĕри. Иккĕмĕшĕ. Вăл наци искусствинче çĕнĕ пулăмпа палăрчĕ: авалхи чăваш çĕввисемпе усă курса хальхи йышши паннăсем ăсталать. Виççĕмĕшĕ. Çак икĕ ене çыхăнтарса халăх йăли-йĕркине тĕллевлĕ тĕпчет тата анлă пропагандăлать, çутлăх проекчĕсем пурнăçлать. Ÿнерçĕ çамрăк чунсенче чăвашлăх туйăмĕ чĕртет, мăн-мăн асанне-кукамайсен тĕрĕ вăрттăнлăхне тĕпчесе малалла аталантарнă Екатерина Ефремовăн, Валентина Минеевăн, Альберта Анцыгинăн, ыттисен пархатарлă ĕçне - чăваш тĕррине - çĕр çинчен çухалма памасть.

 

Надежда СМИРНОВА

"Хыпар" хаçатран.