Регионсем хушшинчи обществăлла организаци

Чăваш наци конгресĕ

Чувашский национальный конгресс

Чăваш тĕнчи

2017, чӳк (ноябрь), 6(84) №

Сăнсем

Видеосем

Людмила Балтаева куравĕ уçăлчĕ.

Шырав

Çыхăну

Адрес: 428032 г. Чебоксары, ул. Композиторов Воробьевых, д. 10

Телефон: (8352) 62-35-61

Факс: (8352) 62-82-05

Эл. адрес: congress21@mail.ru

23.02.2015 12:52
ЧНК Президенчĕн çумĕ, паллă юрăç Валерий Клементьев çавра çулне паллă турĕ

Нарăсăн 21-мĕшĕнче Трактор тăвакансен культура керменне Валерий Леонидович Клементьева çавра çулпа саламлама туп тулли халăх пуçтарăнчĕ. Чăваш халăхĕн юратнă юрăçи, Чăваш наци конгресĕн президенчĕн пĕрремĕш çумĕ Валерий Леонидович 50 çулхи юбилейне самай сумлă ĕçсемпе палăрса кĕтсе илчĕ.

Вăл, Етĕрне районĕнчи Пупăлькасси ялĕнче кун çути курнăскер, пĕчĕкренех хастар та пултарулă çитĕннĕ. Халăх ушкăнĕсенче юрланă, ташланă, ентешĕсене савăнтарнă. Шкул пĕтерсенех Шупашкарти музыка училищине вĕренме кĕрет хастар чăваш каччи. Мал ĕмĕтлĕскер хăйĕн пултарулăхне профессиллĕ шайра малалла туптас тесе Валерий Саратоври консерваторине çул тытать. Унăн ашшĕ вăрçăра сывлăхне хавшатнипе Валерий Леонидович виççĕре чухнех çĕре кĕнĕ, çавăнпа хастар каччă вĕреннĕ чухнех нимле ĕçрен те хăраман, хăйне валли пурăнмалăх укçа ĕçлесе илме хăнăхнă.

Саратовра чăваш юхăмне пуçĕпех парăнса тăрăшаканскере часах унти чăваш наципе культура автономине ертсе пыма шанаççĕ. Çапла Валерий Леонидович пуçĕпех чăвашлăхшăн пурăнма пуçлать.

Сарă ту енчи чăвашсене пĕрлештерес тесе вăй-халне шелемесĕр тăрăшать етĕрне каччи. Çав вăхăтрах тăван чăваш çĕр-шывне те манмасть вăл. Сарă тупа Шупашкарăн вăрăм çулне кĕскетсе кашни эрнере тенĕ пекех чăваш эстрада концерчĕсенче юрлать, ЧНК ирттерекен мероприятисене пуянлатма тăрăшать. Хăй кăна мар, Сарă ту чăвашĕсене те унта хутшăнма май туса парать Валерий Клементьев.

Хăйĕн илемлĕ те çепĕç сассипе, сценă çинче лăпкă та сăпайлă тытнипе часах вăл чăваш халăхĕн чи юратнă шăпчăкĕ пулса тăрать. Унăн профессиллĕ шайри юррисене пĕтĕм чăваш тĕнчи юратса итлеме пуçлать.

Чăваш халăхĕ умĕнче тунă мухтавлă ĕçсемшĕн Валерий Леонидович Клементьева темиçе çул каялла Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ята парса чысланăччĕ.

Нарăсăн 21-мĕшĕнче иртнĕ пултарулăх каçĕнче Чăваш Республикин Культура министрĕ Вадим Петрович Ефимов ЧНК ĕç тăвакан комитечĕн ертÿçи, конгресс президенчĕн пĕрремĕш çумĕ, паллă юрăç Валерий Леонидович Клементьев чăваш халăхĕ умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн республика пуçлăхĕн М.В.Игнатьевăн тав çырăвне тивĕçнине пĕлтерчĕ. Çавăнпа пĕрлех Вадим Петрович Культура министерстви ячĕпе те чунтан тав туса Валерий Клементьева юбилей ячĕпе хисеп хучĕпе чысларĕ.

Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Федорович Угаслов хăйĕн çумне çапла хастар пулнишĕн, конгресс тилхепине çирĕп тытса пыма пулăшнишĕн тав туса хăй ячĕпе хисеп хучĕпе чысларĕ, ырлăх-сывлăх сунчĕ.

Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Валерий Клементьевăн пултарулăх каçĕнче илемлĕ юрăсем нумай шăранчĕç, халăх вĕсене чунтан тав туса йышăнчĕ, кăмăла ирĕке ярса тăвăллăн алă çупрĕ.

Юбиляра çавра çулпа саламлакансем йышлă пулчĕç: Сарă тури наципе культура автономийĕн ертÿçи Сергей Васильев, Тутар чăвашĕсен хастар ертÿçи Константин Яковлев, Чул хулари чăвашсен ертÿçи Алина Артемьева, Пензă, Самар тата ытти тулай чăвашĕсем Валерий Клементьева тав туса чунтан шăранса тухакан саламĕсене калама васкарĕç.

Салам сăмахĕсене Шупашкарти районсен ентешлĕхĕсен пуçлăхĕсем те сцена çине тухса калама май тупрĕç. ЧНК ĕçченĕсем, уйрăмах паянхи юбиляр тăрăшнипе ентешлĕхсем çĕнĕрен вăй илсе чăмăртаннине каларĕç вĕсем.

Чăваш наци конгресĕн ытти хастарĕсем те мал ĕмĕтлĕ чăн чăваша, конгресăн ĕç тăвакан комитечĕн ертÿçине, Президентăн пĕрремĕш çумне Валерий Леонидович Клементьева чун -чĕререн çавра çулпа саламлаççĕ, çемьере телей, пултарулăхра иксĕлми вăй-хăват сунаççĕ.

ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева.