Регионсем хушшинчи обществăлла организаци

Чăваш наци конгресĕ

Чувашский национальный конгресс

Чăваш тĕнчи

2017, юпа (октябрь), 5(83) №

Сăнсем

Видеосем

Анонс "Раççей чăваш пики - 2017"

Шырав

Çыхăну

Адрес: 428032 г. Чебоксары, ул. Композиторов Воробьевых, д. 10

Телефон: (8352) 62-35-61

Факс: (8352) 62-82-05

Эл. адрес: congress21@mail.ru

06.04.2015 20:43
Питĕрте - чăваш чĕлхин клубĕ

 

Санкт-Петербургри Чăваш наци культура автономийĕ çумĕнче Чăваш чĕлхин клубĕ ăнăçлă ĕçлет. Унта - Наци литературин библиотекинче кашни юнкун иртекен занятисене - Питĕрте пурăнакан йăхташсем, вĕсен унта çуралнă ачисем çÿреççĕ. Нумаях пулмасть хулара Чĕлхесен фестивалĕ иртрĕ.

450 çынлă аудиторире чăваш чĕлхи те янăрарĕ. Фестивале чăваш пики Екатерина Данилова хутшăнчĕ.

Залра ларакансем чăваш чĕлхин хăйевĕрлĕхне тÿрех туйса илчĕç, сасăсем çемçен илтĕннине, юрăри пек юхса пынине палăртрĕç, тĕрĕк чĕлхисенчен, ыттисенчен кĕнĕ сăмахсем пуррипе кăсăкланчĕç. Вĕсем çавăн пекех чăваш тата руна çырулăхĕнчи пĕрпеклĕхсем, чăваш тĕррин пянхи пĕлтерĕшĕ çинчен те пĕлесшĕн пулчĕç.

- Ыйтусене хуравлама уйăрса панă пĕр сехет те çитмерĕ, - тет кăмăллăн Екатерина.

 

Надежда ГЕОРГИЕВА