Регионсем хушшинчи обществăлла организаци

Чăваш наци конгресĕ

Чувашский национальный конгресс

Чăваш тĕнчи

2017, юпа (октябрь), 5(83) №

Сăнсем

Видеосем

Анонс "Раççей чăваш пики - 2017"

Шырав

Çыхăну

Адрес: 428032 г. Чебоксары, ул. Композиторов Воробьевых, д. 10

Телефон: (8352) 62-35-61

Факс: (8352) 62-82-05

Эл. адрес: congress21@mail.ru

15.11.2015 23:32
 ÇĔНĔ ЮРĂÇСЕМ ТУПРĂМĂР

Чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕнче Шупашкар хулин трактор тăвакансен культура керменĕнче чăваш халăх юррисене юрлама юратакан шкул ачисемпе вĕрентекенсен «Шкул шăпчăкĕ» республика конкурсĕ иртрĕ. Конкурса йĕркелекенсем "Трактор тăвакансен культура керменĕ» республикăн халăх пултарулăх центрĕ, Чăваш наци конгресĕ тата «Чăваш Республикин учителĕсен ассоциацийĕ» общество организацийĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен секцийĕ пулчĕç.

Халăх юррисене юрлакансен пултарулăх ăмăртăвне Элĕк, Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Куславкка, Канаш, Хĕрлĕ Чутай, Комсомольски, Муркаш, Елчĕк районĕсенчен, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар тата Çĕрпÿ хулисенчен шкул ачисен 11 фольклор ушкăнĕ, 28 пĕччен юрлакан (солист), учительсен 6 фольклор ушкăнĕпе 9 пĕччен юрлакан (солист) хастар хутшăнчĕ.

Юрăçсен ăмăртăвĕ хĕрÿ иртрĕ. Солистсемпе фольклор ушкăнĕсем чăваш халăхĕн хăна, салтак, вăйă, ĕç, лирика юррисене тăрăшса тата хавхаланса шăрантарчĕç. Уяв каçĕнче сюжетлă вăйăсемпе юрăсем, такмакссемпе ташăсем пĕр-пĕринпе ылмашăнса пычĕç. Хула ачисем те ял ачисенчен кая пулмарĕç, вĕсем те халăх юррисене ăста юрларĕç.

Сумлă жюри ĕçтешĕсен йышĕнче Шупашкар хулин культурăпа ÿнер шкулĕсен фольклор вĕрентекенĕсем тата Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем пулчĕç. Вĕсем илемлĕхе туякан, юрра-кĕвве юратакан пултаруллă чăваш ачисен конкурс çĕнтерÿçисене уйрăммăн палăртрĕç. Кĕçĕн ушкăнра солистсенчен Лев Карасев (Çĕнĕ Шупашкар хули, 17-мĕш шкул) 1-мĕш вырăна, Екатерина Андреева (Çĕнĕ Шупашкар хули, 16-мĕш шкул) 2-мĕш вырăна, Егор Егоров (Канаш районĕ, Янкăлч шкулĕ) 3-мĕш вырăна, Владимир Макаров (Шупашкар хули, 19-мĕш шкул) 3-мĕш вырăна тухрĕç.

Кĕçĕн ушкăнра ушкăнпа юрлакансен йышĕнче Екатерина Федоровăпа Лейла Игнатьева (Йĕпреç районĕ, Пучинке шкулĕ) иккĕн юрласа 1-мĕш вырăнта, «Çăлкуç» фольклор ансамбль (Йĕпреç районĕ, Пучинке шкулĕ) 2-мĕш вырăнта, «Шăпчăк» фольклор ансамбль (Муркаш районĕ, Муркаш шкулĕ) 3-мĕш вырăнта пулчĕç.

Вăтам ушкăнра солистсенчен Даниил Сергеев (Канаш районĕ, Шелттем шкулĕ) 1-мĕш вырăна, Яна Маслова (Çĕнĕ Шупашкар хули, 19-мĕш шкул) 2-мĕш вырăна, Иван Чумаков (Хĕрлĕ Чутай районĕ, Атнар шкулĕ) 3-мĕш вырăна, Юлия Васильева (Йĕпреç районĕ, Пучинке шкулĕ) 3-мĕш вырăна тухрĕç.

Вăтам ушкăнра ушкăнпа юрлакансен йышĕнче «Илем» фольклор ансамбль (Канаш районĕ, Катек шкулĕ) 1-мĕш вырăнта, «Асамат кĕперĕ» фольклор ансамбль (Çĕнĕ Шупашкар хули, 18-мĕш лицей) 2-мĕш вырăнта, «Мăн шур» фольклор ансамбль (Комсомольски районĕ, Çĕнĕ Мăрат шкулĕ) 3-мĕш вырăнта пулчĕç.

Аслă ушкăнра солистсенчен Марина Петрова (Канаш районĕ, Энтрияль шкулĕ) 1-мĕш вырăн, Екатерина Димитриева (Шупашкар хули, 19-мĕш шкул) 2-мĕш вырăн илчĕç.

Вăтам ушкăнра ушкăнпа юрлакансен йышĕнче Глеб Агафонкинпа Рада Глебова (Шупашкар хули, 3-мĕш лицей) 3-мĕш вырăн çĕнсе илчĕç.

Солист учительсенчен Геннадий Чурбанов (Патăрьел районĕ, Çĕньял шкулĕ) 1-мĕш вырăна, Ольга Егорова (Канаш районĕ, Катек шкулĕ) 1-мĕш вырăна, Римма Гаврилова (Шупашкар хули, 40-мĕш шкул) 2-мĕш вырăна, Владимир Трифонов (Куславкка районĕ, Куснар шкулĕ) 3-мĕш вырăна, Надежда Баталина (Шупашкар хули, 17-мĕш шкул) 3-мĕш вырăна тухрĕç.

Учительсен йышĕнче ушкăнпа юрлакансенчен «Шур акăш» фольклор ансамбль (Канаш районĕ, Катек шкулĕ) 1-мĕш вырăн, «Килĕшÿ» фольклор ансамбль (Йĕпреç районĕ, Пучинке шкулĕ) 2-мĕш вырăн, чăваш чĕлхи учителĕсен фольклор ансамблĕ (Шупашкар хули, 35-мĕш шкул) 3-мĕш вырăн, «Телей» фольклор ансамблĕ (Çĕнĕ Шупашкар хули, 12-мĕш шкул) 3-мĕш вырăн çĕнсе илчĕç.

Чăваш халăхĕн çĕр пин юрă тенине эпир хамăр илтрĕмĕр. Илтрĕмĕр те куртăмăр тата вĕсене кăмăлласа йышăнтăмăр. Хаваслă юрă-кĕвĕ пирĕн кăмăла çĕклентерчĕ. Халăх юррисен илемлĕхĕ, сăнарлăхĕ, янăравлăхĕ пирĕн чунсене тыткăнларĕ.

«Шкул шăпчăкĕ» республика конкурсĕнче илемлĕхе туякан, юрра-кĕвве юратакан пултаруллă çĕнĕ юрăçсем тупрăмăр. Фольклор пултарулăх ăмăртăвне хутшăннă мĕн пур шкул ачисемпе вĕрентекенсене, çĕнтерÿçĕсене чăваш халăх юррисене юратнăшăн тав тăватпăр, вĕсене халăхра сарас ĕçре вăй-хал, ăнăçу сунатпăр.

 

ЧНК Президиумĕн пайташĕсем

Юлия Анисимова тата Геронтий Никифоров