Регионсем хушшинчи обществăлла организаци

Чăваш наци конгресĕ

Чувашский национальный конгресс

Чăваш тĕнчи

2017, юпа (октябрь), 5(83) №

Сăнсем

Видеосем

Анонс "Раççей чăваш пики - 2017"

Шырав

Çыхăну

Адрес: 428032 г. Чебоксары, ул. Композиторов Воробьевых, д. 10

Телефон: (8352) 62-35-61

Факс: (8352) 62-82-05

Эл. адрес: congress21@mail.ru

10.02.2016 12:22
КИНО ÇУЛТАЛĂКĔ УÇĂЛЧĔ

Нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнче Шупашкар хулин А.Г. Николаев космонавт летчик ячĕллĕ 10-мĕш шкулта кино çулталăкне «Çĕпĕр çирĕплĕхĕллĕ чăвашсем» документлă фильмпа уçрĕç. Кино уявне чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен меслет пĕрлешевĕ йĕркелерĕ.

Шкулăн акт залне 2-11-мĕш классенче вĕренекенсем, вĕрентекенсем тата педагогика практикине килнĕ студентсем пухăнчĕç. Шкул директорĕ Светлана Владимировна Кумалькова кино çулталăкĕпе саламланă хыççăн çын пурнăçĕнчи кино пĕлтерĕшĕ мĕнле шайра пулни, вăл Раççейре мĕнле аталанса пыни çинчен кĕскен каласа пачĕ. Ачасем юратакан чаплă кинокартинăсемпе паллă артистсене аса илчĕ. Ăста та пултаруллă артистсем ырă тĕслĕх пулнине, пурăнма хавхалантарнине, пурнăçра, кĕрешÿре вăй парса тăнине палăртрĕ.

Калаçăва чăваш чĕлхи вĕрентекен Юлия Анисимова малалла тăсрĕ. Вăл кино Чăваш Енре ХХ ĕмĕрĕн 20-30-мĕш çулĕсенче вăй илни çинче чарăнса тăчĕ. 1925 çулта Чăваш правительстви Иоаким Максимов-Кошкинские чăвашла кинокартинăсем ÿкерес ĕçе йĕркелеме хушать. Вăл çак ĕçе питĕ тимлĕн тытăнать: вĕренет, киносценарисем çырать, унтан вара Шупашкарта «Чăвашкино» студи йĕркелет.

30-мĕш çулсенче тĕрлĕ сăлтава пула «Чăвашкино» студи хупăнать, чăвашла киносем кăларас ĕç чарăнса ларать. ХХI ĕмĕр пуçламăшĕнче республикăра кинопа кăсăкланакансем фильмсем уйрăмах ÿкерме тытăнаççĕ, темиçе çул каялла республикăра Чăвашкино пĕрлешĕвĕ йĕркеленчĕ. Çак союз йĕркеленипе 2015 çул вĕçĕнче Шупашкарта «Асам» ятлă чăваш кино фестивалĕ иртрĕ. Кунта пынă халăх тĕрлĕ кинокартина курса савăнчĕ. Куракансем киносене хапăл пулни режиссерсене фильмсем ÿкерме хавхалантарса ячĕ.

Кино ÿкерес ырă пулăм пурнăçа кĕрсе пырать. Кăçал телекуравçăсене курма сенкер экрана «Çĕпĕр çирĕплĕхĕллĕ чăвашсем» документлă фильм тухрĕ. Кино авторĕсем – И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университет профессорĕ Владимир Васильев тата Чăваш наци конгресĕн пресс-служба ертÿçи Зоя Яковлева. Фильм Тюменьре иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери ача-пăча тата кил-йыш «Ноль Плюсь» кинофестивальте "Чăваш культурине аталантарнăшăн" диплом çĕнсе илчĕ.

Уява пухăннисем «Çĕпĕр çирĕплĕхĕллĕ чăвашсем» кинокартинăна туллин курчĕç. Фильмри геройсем – Çĕпĕрте пурăнакан чăвашсем. Вĕсем ку тăрăха тĕрлĕ тапхăрта куçса килсе тĕпленнĕ. Апла пулин те йăхташăмăрсем хамăрăн ырă йăла-йĕркене, юра-ташша, сăмахлăха манман. Вĕсем чăвашăн капăр тумне тата кил-çуртра тыткаламалли ĕлĕкхи япаласене халĕ те упраса пурăннине курсан ачасем пĕрре тĕлĕнчĕç, тепре савăнчĕç. Çĕпĕр чăвашĕсем Сурхури, Хĕр сăри, Çăварни, Акатуй, Кĕр сăри тата ытти уявсене ирттерсех тăраççĕ иккен. Ку уявсен сыпăкĕсене те кинора курчĕç.

«Кино çулталăкне «Çĕпĕр çирĕплĕхĕллĕ чăвашсем» фильмпа уçса пирĕнтен аякра пурăнакан тăвансем чăвашлăха çухатманнине, тĕрлĕ халăхпа туслă пурăннине тĕслĕх вырăнне илсе кунта та, Чăваш Енре туслă та ĕмĕр-ĕмĕр пĕрле килĕштерсе пурăнмаллине кăтартасси пулчĕ», -- терĕ уява пĕтĕмлетсе шкул директорĕ Светлана Кумалькова.

Чăнах та, пирĕн шкулта тĕрлĕ халăх ачисем ăс пухаççĕ, туслă пурăнаççĕ. «Çĕпĕр çирĕплĕхĕллĕ чăвашсем» фильм чăвашлăха упрамаллине, туслăха çирĕплетмеллине, пĕрлĕхре вăй пулнине тепĕр хут аса илтерчĕ.

 

Юлия Анисимова,

ЧНК Президиумĕн пайташĕ,

Шупашкар хулин 10-мĕш шкулăн

чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ