Регионсем хушшинчи обществăлла организаци

Чăваш наци конгресĕ

Чувашский национальный конгресс

Чăваш тĕнчи

2016, раштав (декабрь), 3(77) №

Сăнсем

Видеосем

Уявсен йыхравĕ

Шырав

Çыхăну

Адрес: 428032 г. Чебоксары, ул. Композиторов Воробьевых, д. 10

Телефон: (8352) 62-35-61

Факс: (8352) 62-82-05

Эл. адрес: congress21@mail.ru

09.01.2017 10:39
Фея» кучченеçӗ

 

Ыркăмăллăх, пархатарлăх çӗр çинче ӗлӗкренпех пулнă. Анчах паянхи кун вӗсем пит нумай тесе калаймăн. Тутарстанри Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми ялӗнчи ача садне вара ырă кăмăллă çынсем пулăшсах тăраççӗ.Умра ачасем чăтăмсăррăн кӗтекен асамлă уяв. Пирӗн ачасем те хăпартланса кӗтеççӗ Çӗнӗ çула, ара, кăçал та хăйсем патне иртнӗ çулсенчи пекех юмахри «Фея» килессе шанаççӗ-çке. Кам-ха вăл? Ку вăл – ытарайми Елена Николаевна Угаслова-Семенова, ăна ачасем «Фея» тесе чӗнеççӗ. Чăннипех те юмахри асамлă сăнара аса илтерет ырă кăмăллă та сапăр чăваш хӗрарăмӗ. «Улми йывăççинчен аякка ӳкмест», – теççӗ ваттисем. Николай Федоровичпа Ирина Евсеевна Угасловсем ачисене ырă тӗслӗх парса çитӗнтернӗ. Ыркăмăллăх, пархатарлăх ламран-лама куçса пырать. Çакна çичӗ çулти Арина та çирӗплетсе парать. Пӗчӗк чăваш хӗрӗ çулсеренех аслисемпе пӗрле пирӗн пата, кукашшӗн тăван ялне васкать, амăшӗпе – Елена Николаевнăпа пӗрле тӗрлӗ парнесем илсе килсе пирӗн садри ачасене савăнтарать. Кăçалхи çул Çӗнӗ çул кучченеçӗсем тата та пуянрах пулчӗç – ылтăн тӗслӗ арчара пылак çимӗç туллиех.Вӗсемпе пӗрле Чăваш Республикин тава тивӗçлӗ артисчӗсем: «Пӗртăван Малинасем» эстрада ушкăнӗ, Алина Федоровапа Денис Пугач ачасене илемлӗ юрăсемпе савăнтарчӗç.

Хăнасемпе тӗлпулăва Хулаçырми ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Сергей Салифановпа шкул директорӗ Юрий Новый та килсе кайрӗç. Уява ача сачӗн заведующийӗ Елена Мутина уçса чăн малтан ял пуçлăхне сăмах пачӗ. Сергей Ананьевич Шупашкар хăнисене пысăк парнесемшӗн тав туса çирӗп туслăха малалла та тытса пыма сунчӗ. Ача сачӗн заведующине Елена Мутинана тата садри ӗçченсене çак мероприятие йӗркеленӗшӗн, хăнасене чыслăн кӗтсе илнӗшӗн мухтарӗ. Ача садне çӳрекен ачасен ашшӗ-амăшӗсен сăмахӗсем:

Елена Мендеева: «Эпӗ пӗрремӗш хут сирӗнпе, çакăн пек чаплă хăнасемпе уявра. Яла нумай пулăшнăшăн Николай Федорович Угаслова тав сăмахӗ калас килет. Асфальт пек çулпа утатпăр, чиркӗве кӗрсе çурта лартатпăр – пурте эсир тăрăшнипе…».

Каранкинсен çемйи вара Хулаçырми ача садне «Поле Чудес» телекăларăмра аса илсе саламланăшăн хӗпӗртенине пӗлтерчӗ. «Çултан çул пысăкран та пысăк парнесемшӗн, ача сачӗн кивелнӗ çуртне палламалла мар çӗнетнӗшӗн пысăк тав», – терӗ йӗкӗрешсен кукамăшӗ Татьяна Николаевна.

Ача садне çӳрекен – Сашăпа Артемăн аслашшӗ Александр Изя тата Нина Еремеева тав сăмахӗсене çирӗплетсе тухса калаçрӗç. Кăмăллă çын яланах пулăшма хатӗр. «Пур – пӗрле, çук – çурмалла», – тесе час-часах калама юратать пирӗн ентешӗмӗр Рамис Арифуллов. Иртнӗ çул ача садӗнчи чашăк-тирӗке, чей куркисене çӗннипе улăштарчӗ пулсан, кăçал вара шăпăрлансем валли магнитлă доска тата ытти теттесем илсе килчӗ. Рамис Реисович пӗрремӗш хут мар ӗнтӗ ача садне пулăшать.

Çавна май, хамăрăн хаклăран та хаклă çыннăмăрсене: Николайпа Ирина Угасловсене, Елена Семенована, Еленăпа Лидия Малинасене, Алина Федоровапа Денис Пугача, Рамис Арифуллова çывхарса килекен Çӗнӗ çул уявӗ ячӗпе хамăр тата ачасем ятӗнчен чун-чӗререн саламлатпăр! Пире пулăшнăшăн сире Турă çул уçса пытăр!

 

Наталья Тарасова