Регионсем хушшинчи обществăлла организаци

Чăваш наци конгресĕ

Чувашский национальный конгресс

Чăваш тĕнчи

2016, раштав (декабрь), 3(77) №

Сăнсем

Видеосем

Мĕнле пурăнан, аякри тăван. "Чăваш хĕрарăмĕ" комитет йĕркеленĕ телепередача.

Шырав

Çыхăну

Адрес: 428032 г. Чебоксары, ул. Композиторов Воробьевых, д. 10

Телефон: (8352) 62-35-61

Факс: (8352) 62-82-05

Эл. адрес: congress21@mail.ru

09.01.2017 15:13
Раштав вулавĕсем иртĕç

Чăваш наци вулавăшĕпе профессионал писательсен Союзĕ кăрлачăн 13-мĕшĕнче 17 сехетре «Раштав вулавĕсем-2017» музыкăпа литература каçне ирттереççĕ. Ăна пуçараканĕ – профессиллĕ писательсен пĕрлешĕвĕн ертÿçин çумĕ тата ЧНКн грантсемпе ĕçлекен координаторĕ Елена Светлая поэт.

Вулава паллă çыравçăсемпе сăвăçсемпе пĕрле тинтерех çеç çырас пултарулăха туптама пуçланă çичĕ çултан иртнисем, хăйсем çырнă юррăсене шăрантаракансем хутшăнма пултараççĕ. Кашни хутшăнас кăмăлли 5 минутран ытла мар вырăсла, чăвашла тата ытти чĕлхепе те сăвăсем вулама е юрлама пултарать.

«Раштав вулавĕсем-2017» наци библиотекинче иртет.

 

Тĕплĕнрех çак электронлă почтăпа ыйтса пĕлме май пур: lenasvetl@mail.ru

 

ЧНК пресс-служби.