Регионсем хушшинчи обществăлла организаци

Чăваш наци конгресĕ

Чувашский национальный конгресс

Чăваш тĕнчи

2016, раштав (декабрь), 3(77) №

Сăнсем

Видеосем

ЧНК халăх ăстисен ассоциацийĕн ертÿçи Зинаида Воронова

Шырав

Çыхăну

Адрес: 428032 г. Чебоксары, ул. Композиторов Воробьевых, д. 10

Телефон: (8352) 62-35-61

Факс: (8352) 62-82-05

Эл. адрес: congress21@mail.ru

12.01.2017 10:00
Чăваш журналисчĕсен премисене палăртнă

Чăваш Енри калем ăстисене паракан Çемен Элкер, Николай Никольский тата Леонид Ильин ячĕллĕ премисен лауреачĕсене палăртнă. Республикăри журналистсен союзĕн председателĕ Валерий Комиссаров пĕлтернĕ тăрăх, комисси членĕсем кандидатсене хĕрÿ сÿтсе явнă, мĕншĕн тесен конкурса тăратнă ĕçсем професси тĕлĕшĕнчен пысăк пахалăхпа уйрăлса тăнă. Аса илтеретпĕр: конкурса массăллă информаци хатĕрĕнче, информаци агентствинче, пресс-службăра тата ытти медиа-тытăмра ĕçлекен Раççей журналистсен союзĕн членĕсем хутшăнаççĕ.

Николай Никольский премийĕпе “Хыпар” Издательство çурчĕн “Çамрăксен хаçачĕн” штатра тăман корреспондентне Альбина Юратăва “Чуна уçса калаçар” рубрикăна ертсе пынăшăн хавхалантарнă.

Çемен Элкер премине Чăваш наци телерадиокомпанийĕн аслă редакторĕ Владимир Егоров “Иксĕлми çăлкуçсем” проектшăн тата “Чăваш Ен” ПТРКн “Шупашкар ТВ” студийĕн шеф-редакторĕ Ольга Петрова “Чебоксарские адреса” историпе çутĕç кăларăмĕшĕн тивĕçнĕ.

Патăрьел районĕн “Авангард” хаçачĕн экономика пайĕн редакторĕ Ольга Павлова Ĕç çыннин çулталăкне халалланă публикацисемшĕн Леонид Ильин премийĕн лауреачĕ пулса тăнă.

 

Алина ИЗМАН.