Регионсем хушшинчи обществăлла организаци

Чăваш наци конгресĕ

Чувашский национальный конгресс

Чăваш тĕнчи

2016, раштав (декабрь), 3(77) №

Сăнсем

Видеосем

Уявсен йыхравĕ

Шырав

Çыхăну

Адрес: 428032 г. Чебоксары, ул. Композиторов Воробьевых, д. 10

Телефон: (8352) 62-35-61

Факс: (8352) 62-82-05

Эл. адрес: congress21@mail.ru

17.03.2017 17:27
ĂСТАЛĂХĔ ТЕ, ХАВХАЛАНĂВĔ ТЕ ПУЛЧĔ

 

Пуш уйăхĕн 14-15-мĕшĕсенче Çĕнĕ Шупашкар хулин 18-мĕш лицейĕнче «Ăсталăхĕ те, хавхаланăвĕ те» педагогика шухăшĕсен 2-мĕш фестивалĕн тытăмĕнче «Чăваш чĕлхипе урок тулашĕнчи уçă мероприяти» меслетлĕх йăла-йĕрке уявĕ иртрĕ. Ăна йĕркелекенсем Çĕнĕ Шупашкар хулин вĕренÿ центрĕ тата чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен секцийĕ пулчĕç. Уявăн тĕп тĕшшийĕ чăваш халăхĕн ырă йăли-йĕркипе тата мешехипе вĕренекенсене паллаштарасси, вĕсене ача чунне ăша хывасси пулчĕ.

Ĕлĕкренпех чăвашсем уявсене çулталăк çаврăмне пăхăнса ирттернĕ: кăрлачра – хĕр сăри, ака уйăхĕнче – сĕрен, çĕртмере – пухăсемпе ака туйсем, утăра – вăйă, юпа уйăхĕнче—автан сăри, раштавра – улахсемпе сурхури. Çак йăласене шута илсе ĕнтĕ Çĕнĕ Шупашкар хулин чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен секцийĕ (ертÿçи – А.А. Такина) ачасене чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе паллаштарас тĕллевпе ятарлă проект пуçласа янă. Шкулсем кăсăклансах çак пархатарлă ĕçе хутшăнчĕç.

Пултарулăх уявне хула шкулĕсен чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсемпе ачисем хавхалансах хатĕрленнĕ. Ачасем кăсăклансах йăла-йĕрке уявĕсен материалĕсене пухнă, буклетсем тунă, сценари çырнă, вĕрентекенсемпе пĕрле сцена çинче лартса пама хатĕрлесе çитернĕ.

Кун тăрăм йăли-йĕрки уявĕ хăй ытамне чăваш сăвви-юррине, вăййине, ташшине савакан ачасене пухрĕ. Вĕсем çулталăк çаврăмĕпе çыхăннă, палăртнă вăхăтра çулсерен пулса иртекен йăла-йĕрке уявĕсене, вăйăсене халăха кăтартма лайăх хатĕрлесе килнĕ. Уявра ачасемпе вĕрентекенсен ăсталăхне те, хавхаланăвне те куртăмăр. Вĕрентекенсемпе вĕренекенсем пĕрле вăйă картине тăрса юрă шăрантарни, ташă ташлани, йăла-йĕркепе мешехесен, вăйăсемпе уявсен тĕслĕхĕсене халăх умĕнче кăтартса пани пире савăнтарчĕ.

1-4-мĕш классем хушшинче 5-мĕш шкул ачисем «Асанне патĕнче улахра» йăлана кăтартса çĕнтерÿçĕ пулчĕç тата 1-мĕш степеньлĕ диплом, 6-мĕш гимназире вĕренекенсем «Çăварни» уявпа 2-мĕш степеньлĕ диплом, 4-мĕш шкул ачисем «Мăнкун» уявпа тата 8-мĕш шкулăн вĕренекенĕсем «Улах каçĕ» йăлапа 3-мĕш степеньлĕ диплом илме тивĕçлĕ пулчĕç.

5-7-мĕш классем хушшинче 13-мĕш шкул ачисем «Сĕрен» уяв лартса çĕнтерÿçĕ тата 1-мĕш степеньлĕ дипломлă, 12-мĕш шкулта вĕренекенсем «Улах каçĕ» тата 20-мĕш шкул ачисем «Улах» йăласемпе 2-мĕш степеньлĕ дипломлă, 2-мĕш шкулта вĕренекенсем «Улах каçĕ» тата кадет лицей ачисем «Улах каçĕ» йăласемпе 3-мĕш степеньлĕ дипломлă пулчĕç.

8-11-мĕш классем йышĕнче 18-мĕш лицей ачисем «Уяв (кĕрлет чăваш вăййи)» тата 14-мĕш шкулта вĕренекенсем «Салтак ăсатни» кăтартса çĕнтерÿçĕ тата 1-мĕш степеньлĕ диплом, 9-мĕш шкул ачисем «Мăнкун» уявпа тата 19-мĕш шкулта вĕренекенсем «Ача чăкăчĕ» йăлапа 2-мĕш степеньлĕ диплом илме тивĕçлĕ, 17-мĕш шкул ачисем вара «Питрав» уяв кăтартса номинант пулчĕç.

Çулталăк çаврăмĕпе çыхăннă кун тăрăм йăли-йĕркин, вăйă-уяв сăмахлăхĕ кирек хăçан та витĕмлĕ, тарăн шухăшлă, сăнарлă пулни палăрчĕ. Тăван халăхăн йăли-йĕркине, ытарайми юрри-сăввине, иксĕлми культурине ачасене тăрăшса вĕрентекен учительсене пысăк тав сăмахĕ калатпăр. Чăваш халăхĕн пурнăçĕпе çыхăннă еткерĕ, сăмахлăхĕ пире иртнине пĕлме, паянхине хаклама, малашлăха курма пулăшнине манар мар.

 

Геронтий Никифоров,

Чăваш наци конгресĕн вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕн ертÿçи