Регионсем хушшинчи обществăлла организаци

Чăваш наци конгресĕ

Чувашский национальный конгресс

Чăваш тĕнчи

2017, çурла (август), 3(81) №

Сăнсем

Видеосем

Тутарстанри чăвашсем çинчен

Шырав

Çыхăну

Адрес: 428032 г. Чебоксары, ул. Композиторов Воробьевых, д. 10

Телефон: (8352) 62-35-61

Факс: (8352) 62-82-05

Эл. адрес: congress21@mail.ru

19.03.2017 16:36
ЧНК президенчĕн пĕрремĕш çумĕ официаллă делегаци йышĕнче Мурманск тăрăхĕнче пулчĕ

-Питĕ лайăх кĕтсе илчĕç. Унта эпир Чăваш Республикин Культура министерстви йĕркеленипе Августа Уляндина ертсе пыракан "Ярды" ушкăнпа пĕрле Мурманск хулинчи филармонинче пысăк концерт патăмăр. Залта туп тулли халăх пулчĕ. Çак таранччен ун пек шайра концерт пулман тесе каларĕç. Мурманск тăрăхĕнчи чăваш наципе культура автономийĕсен пайташĕсем пире чăваш тумĕпе, çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Паллах ĕнтĕ, тĕрлĕ тĕлпулусем пулчĕç,- каласа парать конгресс президенчĕн пĕрремĕш çумĕ Валерий Клементьев.

Çавра сĕтелте ку тăрăхри чăвашсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен, малалла вăйлăрах ĕçлес майсене сÿтсе явни çинчен каласа пачĕ вăл. Кунти хастарсене хавхалантарма ЧНК Хисеп хучĕсене тата парнесене шеллемен Валерий Клементьев.

Мурманск тăрăхĕнче йăлана кĕнĕ "Çурçĕр уявĕнче" пулса курнă пирĕн официаллă делегаци. Ку уява пирĕн Акатуй пекех анлă ирттереççĕ иккен унта.

Пуш уйăхĕн 18 -мĕшĕнче Чăваш Ен пуçлăхĕпе Михаил Игнатьев ертсе пыракан делегаци йышĕпе Валерий Клементьев Полярный хулинче пулнă. Кунта çурçĕр флочĕн çар бази вырнаçнă.

Пирĕн делегаци Мурманск тăрăхĕнче çар службинче тăракан офицерсемпе, ытти çар çыннисемпе тĕл пулнă. "Ядрин" тральщик çинче службăра тăракансемпе те ăшă калаçу пулнă иккен. Ку карапа Етĕрне район администраци шефа илнипе район администрацийĕн ертÿçи Андрей Софронов та ку делегаци йышĕнче пулнă, сăмах каланă.