Регионсем хушшинчи обществăлла организаци

Чăваш наци конгресĕ

Чувашский национальный конгресс

Чăваш тĕнчи

2016, раштав (декабрь), 3(77) №

Сăнсем

Видеосем

Мĕнле пурăнан, аякри тăван. "Чăваш хĕрарăмĕ" комитет йĕркеленĕ телепередача.

Шырав

Çыхăну

Адрес: 428032 г. Чебоксары, ул. Композиторов Воробьевых, д. 10

Телефон: (8352) 62-35-61

Факс: (8352) 62-82-05

Эл. адрес: congress21@mail.ru

19.04.2017 16:47
ЧНК хастарĕсем "Чăваш ачи чăвашах" фестивале хутшăнакансене саламларĕç

Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи А.Николаев ячĕллĕ Калайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта Чăваш Республикинчи Амăшĕпе Ашшĕ çулталăкне тата Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 110 çул тултарнине халалланă "Чăваш ачи чăвашах" фестиваль иртрĕ.

Уява ку шкулта пĕлÿ пухакансемсĕр пуçне Муркаш районĕнчи шкулсем, Сĕнтĕрвăрри районĕнчен килнĕ хăнасем хутшăнчĕç.

Чăваш чĕлхине сума суса йĕркеленĕ уява килнисене саламлама Чăваш Республикин Культура, национальнăçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Вячеслав Оринов, Информаципе массăлла коммуникацисен министрĕн çумĕ Юлия Стройкова, Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствин специалисчĕ Ирина Степанова, Чăваш наци конгресĕн Президенчĕн пĕрремĕш çумĕ Валерий Клементьевпа Вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕн председателĕ Геронтий Никифоров, Муркаш район администрацийĕн ертÿçи Ростислав Тимофеев тата ытти ĕçлĕ çынсем килчĕç.

-Эпир хамăр чĕлхене çухатсассăн - пирĕн пуласлăх çук. Муркаш районĕнче 22 шкултан 21-шĕ наци программине тĕпе хурса ĕçлет,- палăртрĕ район пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев.

Чăваш Республикин Культура министрĕн çумĕ Вячеслав Николаевич Оринов тăван чĕлхене халалласа çакнашкал илемлĕ уявсем ирттерме май тупнăшăн Калайкассисене тав турĕ."Эпир савăнатпăр сирĕншĕн. Эсир малашлăхра чăн-чăн чăваш патриочĕсем пулса çитĕнессе чунтан ĕненетпĕр",- терĕ вăл шкулта вĕренекенсене. Вячеслав Оринов районта чăвашлăха аталантарас тĕлĕшпе тăрăшса ĕçленĕшĕн ЧНК Муркаш район уйрăмĕн ертÿçине Наталья Николаевăна министерствăн Тав Хутне пачĕ.

Чăваш наци конгресĕн Президенчĕн пĕрремĕш çумĕ Валерий Леонидович Клементьев пурин патне те Николай Федорович Угасловăн саламне илсе çитерчĕ. "Мана кунти ачасем чăвашла таса калаçни, юрлани хавхалантарать. ЧНК хастарĕсене ку питĕ савăнтарать",- терĕ Валерий Клементьев. Малалла вăл конгресс чăваш культурине, чĕлхине аталантарас тĕлĕшпе юлашки вăхăтра тунă ĕçсемпе паллаштарчĕ, Муркаш тăрăхĕнчи чăваш хастарĕсенчен чи пултаруллисене ЧНК Хисеп Хучĕпе чысларĕ.

"Чăваш ачи чăвашах" фестивале официаллă майпа уçнă хыççă н уявăн ĕçлĕ пайĕсем пуçланчĕç. Ачасем ушкăнсене пайланса тĕрлĕ секцисенче тăрмашрĕç. "Вĕрентекенсен пултарулăх лаççи" секцинче акăлчан чĕлхине чăвашла ăнлантарса вĕрентнине курса савăнма май пулчĕ. "Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн" ушкăнра - 3-4-мĕш класра вĕренекенсем чăваш йăли-йĕркине кăтартакан вăйă-уроксене хутшăнчĕç. Виççĕмĕш ушкăнра вара аслă классенче вĕрененсем ăс-тăн вăййинче тупăшрĕç. Ăна фестивале йĕркелекенсем "Сар каччăпа сарă хĕр" кăсăклă ят панă.

Кăнтăрла вара вĕрентекенсем чăваш чĕлхине аталантарас пархатарлă ĕçри йывăрлăхсем пирки "çавра сĕтелре" сÿтсе яврĕç.

 

ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева.

Сăнÿкерчĕксене çак каçăпа пăхма май пур:

https://ok.ru/chvashnats/topic/66903223503632