Регионсем хушшинчи обществăлла организаци

Чăваш наци конгресĕ

Чувашский национальный конгресс

Чăваш тĕнчи

2016, раштав (декабрь), 3(77) №

Сăнсем

Видеосем

"Атте-анне чĕлхи ытамĕнче" телекăларăм.

Шырав

Çыхăну

Адрес: 428032 г. Чебоксары, ул. Композиторов Воробьевых, д. 10

Телефон: (8352) 62-35-61

Факс: (8352) 62-82-05

Эл. адрес: congress21@mail.ru

20.04.2017 10:59
СЕМИНАР ПĔЛŸЛĔХПЕ ĂСТАЛĂХА ŸСТЕРЧĔ

 

2017 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Шупашкар хулин А.Г. Николаев космонавт летчик ячĕллĕ 10-мĕш шкулĕнче «Кала-ха» кĕнекепе чăваш чĕлхине куçарусăр вĕрентес меслете пурнăçа кĕртесси» темăпа меслетлĕхпе ăслăлăх семинарĕ иртрĕ. Ăна Шупашкар хулин аталанупа тĕрĕслев вĕренÿ центрĕ йĕркелерĕ. Пĕлÿпе ăсталăха ÿстерме Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисен шкулĕсен директор çумĕсемпе «Кала-ха» вĕренÿ пособийĕпе проекта хутшăнса ĕçлекен чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем хутшăнчĕç.

Вĕрентÿçĕсен пĕлĕвне ÿстермелли семинара Шупашкар хулин 10-мĕш шкул директорĕ Светлана Кумалькова уçрĕ. Вăл шкул ĕçĕ-хĕлĕпе, вĕренÿри çитĕнÿсемпе паллаштарчĕ. Раççейĕн виççĕмĕш космонавчĕ Андриян Николаев шкул пурнăçĕнче уйрăмах тарăн йĕр хăварни çинчен çĕкленÿллĕ кăмăлпа каласа пачĕ, семинара тухăçлă ирттерме ырă сунчĕ.

Уçă уроксем 1-мĕш классенче пĕр харăс иртрĕç. «Кала-ха» кĕнекепе сăнавлă ĕçлекен 10-мĕш шкулăн вĕрентекенĕсем: Юлия Анисимова «Шăматкун каçхине», Алина Егорова «Вăрманта», Ольга Яковлева «Вĕреневре», Мария Архипова «Пушă вăхăтра», Лариса Анисимова «Хулара» тата Елена Лебедева «Малалла шутлатпăр» темăсемпе ăста урокĕсем ирттерчĕç. Вĕсем 1-мĕш класра вĕренекенсене хутшăнура чăвашла калаçма хăнăхтарассине тĕрлĕ енлĕ кăтартса пачĕç. Вĕрентекенсем чăвашла пуплев хăнăхăвĕсене ачасен ăшне хывассине пуплешÿ (диалог), ансат калаçу тĕслĕхĕсем, сăвă-юрă, тĕрлĕ хускану тата вăйă урлă туса пычĕç.

Учительсем уроксенче вĕренĕве пĕр чĕлхерен тепĕр чĕлхене куçармасăр йĕркелеме тăрăшрĕç. Вĕсем ачасене чăвашла калаçма хăнăхтарма япаласене алăпа кăтартаса, аудио дисксене итлеттерсе, сăмахсене калаттарса ăнлантарса пычĕç, предметлă ÿкерчĕксемпе, теттесемпе, алă вылятăвĕпе, ятарлă паллăсемпе, вăйă мелĕсемпе анлă усă курчĕç.

Кĕске тăхтав хыççăн «Ăнăçулăх чĕлхи» шкулĕн пуçлăхĕ, куçарусăр вĕрентес меслет тата «Кала-ха» кĕнеке авторĕ А.В. Блинов тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Г.Л. Никифоров семинара хутшăннă ĕçтешсемпе пĕрле вĕрентекенсен паха опычĕсене пĕтĕмлетрĕç. Вĕсем уроксенче çĕнĕ технологи мелĕсемпе анлă усă курни ачасене чăваш чĕлхине ăша хывма лайăхрах май панине палăртса хăварчĕç.

Пĕлÿлĕхпе ăсталăха ÿстермелли семинар пуриншĕн те усăллă иртрĕ. Шупашкар хулин 10-мĕш шкулĕн чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем ăста урокĕсем ирттерсе пултарулăха тĕрлĕ енлĕн кăтартнăшăн тав тăватпăр, ÿлĕм те вĕрентÿри çĕнĕлĕхсене ĕçтешсемпе пĕрле пайлама ăнăçу сунатпăр.

 

Геронтий НИКИФОРОВ,

Чăваш наци конгресĕн вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕн ертÿçи