Регионсем хушшинчи обществăлла организаци

Чăваш наци конгресĕ

Чувашский национальный конгресс

Чăваш тĕнчи

2016, раштав (декабрь), 3(77) №

Сăнсем

Видеосем

Мĕнле пурăнан, аякри тăван. "Чăваш хĕрарăмĕ" комитет йĕркеленĕ телепередача.

Шырав

Çыхăну

Адрес: 428032 г. Чебоксары, ул. Композиторов Воробьевых, д. 10

Телефон: (8352) 62-35-61

Факс: (8352) 62-82-05

Эл. адрес: congress21@mail.ru

20.04.2017 16:15
Легендарлă ансамбль хăйĕн 93-мĕш сезонне хупрĕ

 

Ака уйăхĕн 19 -мĕшĕнче филармони залĕнче Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕ хăйĕн 93-мĕш сезонне хупрĕ. Концерта чăваш профессиллĕ музыка никĕслевçи Василий Петрович Воробьев çуралнăранпа 130 çул çитнине халалланă. «Юратса чунтан юрларăм» ятлă программăна курма килнисем «Чунра пултăр савăнăç» («Радость души»), «Çимĕк каçĕ» («Вечер под Троицу») тата ытти сюитăсене курса киленчĕç.

Ансамблĕн балет ушкăнĕ яланхиллех чăн чăваш ташшисене тĕлĕнмелле илемлĕ кăтартрĕ. В.П.Воробьев илемлетнĕ чăваш халăх юррисене, Чăваш Республикин халăх артисчĕн Людмила Семеновăн, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕсен Ольга Луковăпа Рена Грачева, Иван Николаев тата ытти юрăçсем чĕрĕ сасăпа юрланине итлеме питех те кăмăллă пулчĕ.

Çулла вара çак легендарлă ансамбль гастроле Испани çĕршывне тухса каймалла. Унта хамăр халăхăн пуян культурине: ташши-юррине тĕнчери ытти халăхсене кăтартмалла.

 

ЧНК пресс-служби