Регионсем хушшинчи обществăлла организаци

Чăваш наци конгресĕ

Чувашский национальный конгресс

Чăваш тĕнчи

2016, раштав (декабрь), 3(77) №

Сăнсем

Видеосем

"Атте-анне чĕлхи ытамĕнче" телекăларăм.

Шырав

Çыхăну

Адрес: 428032 г. Чебоксары, ул. Композиторов Воробьевых, д. 10

Телефон: (8352) 62-35-61

Факс: (8352) 62-82-05

Эл. адрес: congress21@mail.ru

21.04.2017 12:03
ЧИ ПАХА ЯТСЕНЕ ТИВĔÇРĔÇ

 

Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн историпе филологи факультечĕ «Чăваш пики – 2017» конкурс ирттерчĕ. Пикесен пултарулăх ăмăртăвне чăваш чĕлхи Кунне халалларĕç. Конкурса университетăн тĕрлĕ факультетĕнче вĕренекен чăваш хĕрĕсем хутшăнчĕç.

Уява ректор тивĕçне пурнăçлакан, педагогика ăслăлăхĕсен докторĕ Владимир Иванов уçрĕ. Вăл чипер пикесене пултарулăхпа анлă тавракурăма хастар кăтартма ăнăçу сунчĕ. Историпе филологи факультечĕн деканĕ Анна Скворцова хĕрсене ăшшăн саламласа тавçăруллă пулмаллине палăртса хăварчĕ.

Тупăшу хĕрÿ иртрĕ. Хÿхĕм те илĕртÿллĕ чăваш пикисем хăйсемпе паллаштарчĕç, ăс-тăн çивĕчлĕхĕпе пултарулăх енчен ăмăртрĕç, тутлă та пахалăхлă тăван халăхăн апат-çимĕçне пĕçерсе килсе ун çинчен каласа пама пĕлчĕç, наци тумне халăх умĕнче илемлĕн кăтартма пултарчĕç.

Сумлă жюри йышĕнче Чăваш наци конгресĕн президиум пайташĕ Геронтий Никифоров, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Милютин, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ, поэт юрăç Светлана Асамат, К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕ Иван Иванов тата И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн аспиранчĕ Светлана Трофимова пулчĕç. Вĕсем хĕрсен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕн пăхса хакларĕç, çĕнтерÿçĕсене палăртнă чухне чăваш хĕрĕн чи паха енĕсене туллин кăтарма пĕлнине тата пултарнине шута илчĕç.

«Чăваш пики – 2017» ята управлени факультечĕн 2 курс студентки Анжелика Никифорова тивĕçрĕ. «Вице-Чăваш пики -- 2017» шкул çулне çитменнисен тата коррекци педагогипе психологи факультечĕн 1 курс студентки Таисия Фомина пулчĕ. Жюри пайташĕсем хастар (физикăпа математика факультечĕн 1 курс студентки Елена Жураева), ăста (ÿнерпе музыка пĕлĕвĕ паракан факультечĕн 1 курс студентки Анастасия Волкова), илĕртÿллĕ (технологипе экономика факультечĕн 1 курс студентки Диана Кузнецова), пултаруллă ( шкул çулне çитменнисен тата коррекци педагогикипе психолгоги факультечĕн 1 курс студентки Ольга Елизарова), сăпайлă (историпе филологи факультечĕн 1 курс студентки Анна Гурьева), хÿхĕм (ют чĕлхесен факультечĕн 1 курс студентки Анжела Тенишева), ăслă (педагогикăпа психологи факультечĕн 3 курс студентки Ксения Смаева), çепĕç (ÿнерпе музыка пĕлĕвĕ паракан факультечĕн 1 курс студентки Виктория Герасимова) пикесене палăртрĕç. Хĕр тантăшсен пултарулăхне курма килнĕ студентсем «Куракансем кăмăлланă пикене» вăрттăн сасăласа суйларĕç. Чи нумай сасă пухса ку ята историпе филологи факультечĕн 1 курс студентки Анна Гурьева тивĕçрĕ.

«Чăваш пики – 2017» конкурс И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче пуян ăс-хакăллă, анлă тавра курăмлă, пултаруллă та хÿхĕм хĕрсем вĕреннине çирĕплетрĕ.

 

Геронтий НИКИФОРОВ,

Чăваш наци конгресĕн вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕн ертÿçи