Документ: Документ: ЧӐВАШ НАЦИ КОНГРЕСӖН ВАТТИСЕН КАНАШӖ


Документ тĕсĕ:
Документа кĕртнĕ: 26.03.2014
Документа алă пуснă: 14.01.2015
Уçласа ил

 

«Чӑваш наци конгресӗ»

регионсен хушшинчи

общество организацийӗ

 

ХУШУ

__________________ ______№ 1

Шупашкар хули

 

«Чӑваш наци конгресӗ»

регионсен хушшинчи общество организацийӗн

Ваттисен канашне туса хурасси çинчен.

 

1. «Чӑваш наци конгресӗ» регионсен хушшинчи общество организацийӗн Уставĕпе килĕшÿллĕн Чӑваш наци конгресӗн регионсен хушшинчи общество организацийӗн Ваттисен канашне туса хурас.

2. «Чӑваш наци конгресӗ» регионсен хушшинчи общество организацийӗн Ваттисен канашӗ ҫинчен калакан йӗркене (Положение) ҫирӗплетес.

3. «Чӑваш наци конгресӗ» регионсен хушшинчи общество организацийӗн Ваттисен канашӗн ертӳҫине Василий Яковлевич Шадрикова ҫирӗплетес.

4. «Чӑваш наци конгресӗ» регионсен хушшинчи общество организацийӗн Ваттисен канашӗн ертӳҫине В.Я. Шадрикова 2014 ҫулӑн чӳк уйӑхӗн 26-мӗш тӗлне Ваттисен канашӗн пайташӗсен йышне Чӑваш наци конгресӗн Президентне сĕнме хушас.

 

Президент Н.Ф. Угаслов

 

 

 

«Чӑваш наци конгресӗ»

регионсен хушшинчи общество организацийӗн

Ваттисен канашĕн пайташĕсен йышĕ çинчен.

 

«Чӑваш наци конгресӗ» регионсен хушшинчи общество организацийӗн Ваттисен канашĕн ертÿçи В.Я.Шадриков сĕннипе, кандидатсем хăйсем килĕшнипе тата халах шухăшне шута илсе Чăваш наци конгресĕн Ваттисен канашĕн йышне çак çынсене кĕртес:

 

1. Афанасьев Евгений Васильевич - скульптор

2.Афанасьев Порфирий Васильевич - чăваш халăх поэчĕ

3. Гордеев Денис Викторович - çыравçă

4. Григорьев Николай Григорьевич - медицина наукисен

докторĕ

5. Груздева Клара Ильинична - общество тата патшалăх

деятелĕ

6.Дмитриев Иосиф Александрович - Çамрăксен театрĕн тĕп

режиссерĕ

7.Егоров Николай Иванович - филологи наукисен докторĕ

8.Ерусланова Раиса Ильинична - истори наукисен кандидачĕ

9.Иванов Владимир Александрович - филологи наукисен

докторĕ

10. Иванов Николай Иванович — общество тата патшалăх

деятелĕ

11. Карягин Федор Александрович — таврапĕлÿçĕ, профессор

12. Кипеч Анатолий Ильич - çыравçă

13. Кириллов Николай Кириллович — ветеринари наукисен

докторĕ

14. Козлов Михаил Васильевич - строитель

15. Кузьмина Вера Кузьминична СССР халăх артисчĕ

16. Кураков Лев Пантелемонович — экономика наукисен

доктрĕ, академик

17. Мадуров Федор Иванович — скульптор

18. Макаров Христофор Макарович — фермер

19. Марков Анатолий Семенович — физикăпа математика

наукисен докторĕ

20. Матвеев Геннадий Матвеевич- профессор

21. Перов Иван Николаевич — Чăваш радио редакторĕ

22. Пряников Виссарион Семенович — техника наукисен

докторĕ

23. Романов Василий Игнатьевич - РФ тава тивĕçлĕ агрономĕ

24. Сапожников Валерий Васильевич ЧР пенсионерсен союзĕн

ерÿçи

25. Стекольшикова Ираида Ивановна — ЧР Патшалăх

Канашĕн эксперчĕ

26. Федотов Василий Артемьевич - философи наукисен

докторĕ

27. Шадриков Василий Яковлевич — ЧР АПК ветеранĕсен

союзĕн ертÿçи

28. Яковлев Николай Яковлевич — экономика наукисен

кандидачĕ

 

 

Президент Н.Ф.Угаслов

 

 

 

«Чăваш наци конгресĕ» регионсен хушшинчи

общество организацийĕ

Ваттисен канашĕ

 

ЙЫШĂНУ

14.01.2015.

 

Чăваш наци конгресĕн положенипе килĕшÿллĕн Ваттисен канашĕн ертÿçин çумĕсем пулма çак çынсене çирĕплетес:

 

1.Карягин Федор Александрович

2. Мадуров Федор Иванович

3. Федотов Василий Артемьевич

 

Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Н.Ф.Угаслов

 

 

«Чăваш наци конгресĕ» регионсен хушшинчи общество организацийĕн Ваттисен Канашĕ çинчен калакан

ЙĔРКЕ (ПОЛОЖЕНИ)

 

1. Пĕтĕмĕшле йĕркесем

1.1. «Чăваш наци конгресĕ» регионсен хушшинчи общество организацийĕн Ваттисен Канашĕ (малалла - Ваттисен Канашĕ) Чăваш наци конгресĕн (малалла – Конгресс) пĕрле канашлакан органĕ пулса тăрать.

1.2. Ваттисен Канашне Конгресс Президентне суйланă тапхăрта ĕçлеме халăх хуçалăхне, ăслăлăха, культурăна аталантарас, чăваш халăхĕн наци хăй евĕрлĕхне тата наци пахалăхне упраса хăварас ĕçре курăмлă çитĕнÿ тунă 65 çултан аслăрах хастар çынсен йышĕнчен йĕркелеççĕ.

1.3. Ваттисен Канашĕ çинчен калакан йĕркене (положение) Конгресс Президенчĕ çирĕплетет.

1.4. Ваттисен Канашĕ хăйĕн ĕçне обществăлла йĕркепе тата Конгресс Уставне тата çак йĕркене (положение) пăхăнса туса пырать.

1.5. Ваттисен Канашĕн йышăнăвĕсем сĕнÿллĕ майпа пулса пыраççĕ.

1.6. Ваттисен Канашĕн ĕç вырăнĕ: Шупашкар хули, Воробьев композиторсен урамĕ, 10-мĕш çурт.

 

2.Ваттисен Канашĕн тĕп тĕллевĕсемпе тивĕçĕсем

2.1. Конгресс палăртнă тĕп тĕллевсемпе тивĕçĕсене Уставра палăртнă ыйтусене ĕçе кĕртме пулăшасси.

2.2. Экономикăна, чăваш халăхĕн чĕлхипе культурине аталантарма тата хăйне евĕрлĕхĕпе пуян ăс-хакăлне, кăмăл-сипет еткерлĕхне упраса хăварма пулăшакан ыйтусене сÿтсе явни.

2.3. Республика пурнăçĕнче Конгресс йĕркелесе ирттерекен ĕçсене общество экспертизи тума хутшăнни.

2.4. Чăваш Республикин патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе, общество тата бизнес пĕрлешĕвĕсемпе, массăллă информаци хатĕрĕсемпе ăслăлăхпа практика конференцийĕсем, семинарсем, çавра сĕтелсем, ăслăлăх экспедицийĕсем ирттерме, чăваш халăхĕн историйĕпе чĕлхине, культурипе йăли-йӗркине тĕпчес енӗпе пĕрле ĕçлени.

2.5. Чăваш Республикин наци политикине йӗркелесе пырас ĕçре хутшăнни.

2.6. Конкурс комиссийĕсен, жюрисен, наградăсем паракан комиссисен, хула аталанӑвне йӗркелесе пырас ĕçсен канашне тата ытти ĕçсене хутшăнни.

2.7. Чăваш халĕхĕн паллă çыннисен ячĕсене ĕмĕр асра хăварма, тӗрлӗ мероприятисем ирттерме пуçару туни.

2.8. Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенче тата Чăваш Республикин районĕсемпе хулисенче йĕркеленнĕ Ваттисен Канашĕсене информаципе меслетлĕх пулăшăвĕ пани.

2.9. Кÿршĕ республикăсен общество пĕрлешĕвĕсемпе пĕрле тĕрлĕ халăхсем хушшинчи çыхăнусене вăйлатасси.

 

3. Ваттисен Канашĕн йышĕ, тытăмĕ тата ертÿлĕхĕ

3.1. Конгресс Президенчĕн йышăнăвĕпе Ваттисен Канашĕн ертÿçине (председательне) çирĕплетеççĕ.

3.2. Ваттисен Канашĕн ертÿçи Конгресс президиумĕн пайташĕ пулса тăрать.

3.3. Конгресс Президенчĕ Ваттисен Канашĕн ертÿçи сĕннипе, кандидатсем хăйсем килĕшнипе тата халăх шухăшне шута илсе 30 çын таран тăракан Ваттисен Канашĕн йышне йĕркелет.

3.4.Конгресс Президенчĕ Ваттисен Канашĕн ĕçне пĕтĕмĕшле йĕркелет, Ваттисен Канашĕн ертÿçи вара хăйĕн ĕçне тÿрремĕн туса пырать.

3.5. Ваттисен Канашĕн ертÿçи сĕннипе Ваттисен Канашĕ хăйĕн йышĕнчен ертÿçĕн икĕ çумне тата Ваттисен Канашĕн çыруçине суйлать.

3.6. Ваттисен Канашĕн ертÿçи:

- Ваттисен Канашĕн ĕçне йĕркелет

- Конгресс Президенчĕпе килĕштерсе Ваттисен Канашĕн ларăвĕсен кун йĕркине йĕркелесе ертсе пырать.

 

4. Ваттисен Канашĕ хăйĕн ĕçне йĕркелени

4.1. Ваттисен Канашĕ çулталăклăх ĕç планĕ йышăнать, ăна вăл Конгресс Президенчĕпе килĕштерет. Çирĕплетнĕ ĕç планĕ тăрăх ваттисен йышĕнчен ыйтусем хатĕрлекен ĕçлев ушкăнĕсем тăвать, ĕçлев ушкăнĕсен йышне республикăн общество пурнăçне хастар хутшăнакан, социоэкономикăн, чăваш халăхĕн ăс-хакăлĕпе кăмăл-сипетне аталантарас ĕçре палăрнă ветерансене, çавăн пекех экономикăпа культурăн тĕрлĕ енлĕ специалисчĕсене кĕртме пултараççĕ.

Ваттисен Канашĕн ĕçлев ушкăнĕ тĕрлĕ ыйту хатĕрленĕ вăхăтра Конгресс комитечĕсенчен, патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенчен, организацисенчен хăйне кирлĕ информаци ыйтма ирĕк пур.

4.2. Ваттисен Канашĕн ларăвĕсене Конгресăн вице-президенчĕсем тата Комитетсен ертÿçисем хăйсен ĕçĕсемпе тÿрремĕн çыхăннă ыйтусене татса пама хутшăнаççĕ.

4.3. Ваттисен Канашĕн ларăвĕсене малтан килĕшсе татăлнипе Чăваш Республикин патшалăх влаçĕн органĕсен, организацисемпе общество пĕрлешĕвĕсен ертÿçисене чĕнме пултараççĕ.

4.4. Конгресăн ĕç тăвакан комитечĕ Ваттисен Канашне ĕç тума, документсем хатĕрлеме тата информаци енĕпе пулăшса пырать.

5. Ваттисен Канашĕ ĕçлеме пăрахни

5.1. Ваттисен Канашĕн пайташĕсен полномочийĕсем çакăн пек чухне пĕтеççĕ:

а) Ваттисен Канашĕн йышĕнчен тухма ыйтса (заявлени) çырсан;

ё) Конгресс Уставĕн тата çак йĕркен ыйтăвĕ-хушăвĕсене хирĕçле ĕçсем тусан;

б) Ваттисен Канашĕн ĕçĕнчен хăй хальлĕн пăрăнсан;

5.2. Ваттисен Канашĕ Конгресс Президенчĕн йышăнăвĕпе ĕçлеме чарăнать.

 

2015 çулхи кăрлач уйăхĕн 14-мĕшĕ