Паллă эколог, ЧНК Ваттисен Канашĕн председателĕн çумĕ 70 çул тултарчĕ.

ЧНК Ваттисен Канашĕн председателĕн çумĕ, Чăваш патшалăх университечĕн историпе географи факультечĕн профессорĕ, паллă эколог Федор Александрович Карягин 70 çула çитрĕ.Вăл Патăрьел районĕнчи Кивĕ Ахпÿртре çуралнă. Хăй каласа панă тăрăх, вăл çуралсанах амăшĕ кÿмме урапипе туртса ăна тырă вырма илсе кайнă. Кашкăр ами вăрласа кайма пуçланăскере ял халăхĕ хăваласа çитсе аран çăлса хăварнă иккен пулас эколога…

Шăпа темерĕн…Федор Карягин пурнăçне пĕтĕмпех çутçанталăка сыхлас ĕçе парать.Вăл 1971 çулта Горьки хулинче педагогика институчĕнчи географи факультетне пĕтернĕ.1971-1977 çулсенче тăван районĕнчи тата Тюмень тăрăхĕнчи шкулсенче географипе биологи вĕрентнĕ.1977-пе 1981 çулсенче Чăваш АССР çутĕç министерствинче инспектор пулса, 1981-1983-мĕш çулсенче Чăваш Республикин Министрсен Советĕнче, 1985-1989 çулсенче вара чăваш правительствинче тĕрлĕрен должнăçсенче тăрăшнă.Ун хыççăн республикăмăрта Çутçанталăка сыхлас енĕпе ĕçлекен Министр, гидрометеоцентр ертÿçи, кафедра заведующийĕнче вăй хунă.

Федор Карягин Министр пулнă чухне çине тăнипе Чăваш Республикин Хĕрлĕ кĕнекине кăларнă, ятарлă «Присурски» хуçалăх йĕркеленĕ, тата ытти нумай ырă ĕçсем тунă.

Халĕ вăл Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ, çутçанталăка тĕрĕс усă курас, ăна сыхлас кафедрăра вăй хурать.

Студентсем унăн лекцийĕсене кăсăклă, чунлă иртнишĕн хаваспах çÿреççĕ.

Карягин Федор Александрович нумай вăйне наука ĕçне парать.Унăн 240 ăслăлăх ĕçĕ, монографисем кун çути курнă.Вăл çутçанталăка сыхлас енĕпе йышăннă республика программисемпе сакунсен авторĕ, строительствăпа çурт-йĕр тăвакан Министерствăн эксперчĕ, Çутçанталăка сыхлас енĕпе ĕçлекен Министерствăн обществăлла Канашĕн председателĕ.

Пирĕншĕн, конгресс хастарĕсемшĕн вара чи пахи – Федор Александрович Чăваш наци Конгресĕн Ваттисен Канашĕн хастар пайташĕ пулни. Вăл тăрăшнипе пирĕн аксакалсем кĕске вăхăтра чылай усăллă ĕç турĕç. ЧНК пайташĕсене ертсе пырса, усăллă сĕнÿсем тата ăс паракансем паллах ваттисем.

Федор Александрович Карягин – Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, тава тивĕçлĕ эколог.

Хисеплĕ Федор Александрович! Эсир хăвăр анлă тавракурăмăрпа, çÿллĕ шайри çынлăхăрпа тата культурăрпа çамрăксене вĕрентсе пыратăр, тĕслĕх паратăр.

Тайма пуç сире!

ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева.