«Пушмак пăру мыскари» 15 çултан…

 Пĕр 15-20 çул каялла Пĕтĕм Раççейри патшалăх телерадиокомпанийĕн Чăваш енри филиалĕн пултарулăх ушкăнĕпе Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ пĕр шухăшлă пулса вăтăра яхăн илемлĕ фильм ÿкернĕччĕ. Ун чухнехи тапхăра халĕ çамрăксен театрĕн артисчĕсем «Ылтăн вăхăтчĕ» тесе хаклаççĕ. «Ма кĕске-ши яш ĕмĕр», «Çĕпĕр дивизийĕ», «Çулçă тăкăнать, «Ывăлсем», «Нарспи», «Çăлтăрсем вăййа тухсан» тата ытти илемлĕ фильмсене чăваш халăхĕ юратса пăхатчĕ. Ку киносене пултарулăх ушкăнĕ Чăваш Республикин тĕрлĕ районĕсене тухса ÿкернĕччĕ, артистсем те тĕлĕнмелле хавхаланупа, ывăнма пĕлмесĕр ĕçлетчĕç.

2003-мĕш çулта вара ун чухне чăваш телевиденийĕнче тăрăшакан Валерий Иовлев режиссер, Сергей Мышев оператор тата Зоя Яковлева режиссер çамрăксен театрĕн тĕп режиссерĕпе Вячеслав Ориновпа Н.Сидоровăн «Пушмак пăру мыскари» камитне кино пек ÿкерме шутланăччĕ. Фильмăн директорĕ пулма Валерий Лукьянов артист хаваспах килĕшнĕччĕ. Вăл çине тăнипех ĕнтĕ пултарулăх ушкăнĕ артистсене илсе Шăмăршă районĕнчи Карапай-Шăмăршăна килсе темиçе кун хушшинче пысăк ĕç тунăччĕ – илемлĕ фильм ÿкернĕччĕ. Унтанпа сисмесĕрех 15 çул иртрĕ…

Паян вара, 2018-мĕш çулхи  çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче  артистсем ял урамĕсем тăрăх утса çав асра юлнă тĕлĕнмелле самантсене аса илчĕç. Ку вырăнта çак сценăна ÿкернĕччĕ, унта Полина Чамжаевăпа Василий Павлов роль выляса Владимир Григорьевран тарнăччĕ, çакăнта Александр Пăрттана пăру кантрипе кăкарăнса сĕтĕрнĕччĕ… Кĕтÿç рольне вылянă Валерий Лукьяновăн ашшĕ Николай Федорович та мăшăрĕпе Елизавета Петровнăпа халĕ ял масарĕнче канлĕх тупнă… Артистсем вĕсен вилтăпри çине кайса килчĕç, асăнса çирĕç. Аса илмелли питех те нумай, ял, унти халăх улшăннă та, улшăнман та пек, кашни вырăнĕ чуна кайса тивмелле çывăх... Карапай-Шăмăршăсем яла 15 çул каялла «çĕмĕрттернĕ» артистсем килнĕ тесен Культура çуртне туллиех пуçтарăнчĕç. Кун пекки час-часах пулмасть çке, чĕрĕ халăх артисчĕсемпе те курнăçас килет. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Вячеслав Яковлев ЧР искусствисен тава тивĕçлĕ деятельне Вячеслав Оринов режиссера, РФ тава тивĕçлĕ артистне Василий Павлова, чăваш халăх артисчĕсене Полина Чамжаевăна, Александр Пăрттана, Владимир Григорьев артиста тата çулла тăван ялĕнче, хĕл каçма - Америкăри Маямине каякан Валерий Лукьянова çакăн пек кăсăклă тĕл пулăва килме кăмăл тунăшăн чунтан тав турĕ, ырлăх-сывлăх сунчĕ.

Малалла аса- илÿ çăмхи «кусма» пуçларĕ. Кашни артист кино ÿкернĕ чух хăй асне юлнă самантсене, пулăмсене аса илсе халăха култарчĕ. Чăн та, 15 çул каялла Карапай-Шăмăршă ялĕнче фильм калăплакансем тĕлĕнмелле хăпартланупа, ывăнма пĕлмесĕр, пĕр-пĕринчен юлташла кулса та йĕплесе ĕçлени халĕ те паянхи пекех çывăх куç умне тухса тăраççĕ… Шел, «Пушмак пăру мыскари» фильмра тĕп роле вылянă талантлă артистка Ольга Почалкина, хулара ÿснĕ пулсан та чăн чăваш чунлă, сăпайлă та хĕвел пек Сергей Мышев телеоператор та пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕç…Вĕсен çутă сăнарĕсене аса илсе чунĕсене те ыраттарчĕç ăшă тĕл пулăва пуçтарăннисем. Килнĕ хăнасен сăмахĕсем хыççăн карапайсем «Пушмак пăру мыскари» илемлĕ фильма çĕнĕрен, пĕрремĕш хут пăхнăн курса чунтан хăпартланчĕç, кулăшла самантсенчен куççÿль тухичченех кулчĕç.

Икĕ сехете яхăн пыракан фильм-камите пурте вĕçне çитиччен пăхрĕç. Апла пулса, 15 çул каялла пултарулăх ушкăнĕ тăрăшни сая кайман, халĕ те чăваш халăхне кăтартма пĕрре те япăх мар кино пулса тухнă ун чух. Шел, Пĕтĕм Раççейри патшалăх телерадиокомпанийĕн Чăваш енри филиалĕн халĕ çак киносене инçет куравпа кăтартма эфир вăхăчĕ çук.

Ман шутпа, ку илемлĕ фильмсене, çак ылтăн фонда Чăваш Ен цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăлла коммуникацисен министерствине кĕрекен Чăваш наци телерадиокомпанине тÿлевсĕрех памалла пек те…Вĕсем халĕ пĕтĕм тĕнче курмалла спутник майĕпе ĕçлеççĕ çке, патшалăх укçине самай тăкаççĕ. Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн артисчĕсем, Карапай-Шăмăршă çыннисем çак илемлĕ те ăшă тĕл пулăва йĕркелекен ял тăрăхĕн администрацине, Культура çурчĕн ĕçченĕсене тата Валерий Лукьянова пысăк тав сăмахĕ каларĕç.

Зоя Яковлева, ЧНК пресс-службин ертÿçи, чăваш кинематографисчĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕ.