Аваллăха упраса малашлăх çулĕпе

 

Шуршăлти Культура çурчĕ çумĕнчи «Çутă çăл» ушкăн хăй тĕллĕн ĕçлеме пуçланăранпа икĕ çул çитрĕ. Ăна ялти халăх хорне çÿренĕ Луиза Алексеевăпа Валентина Мусахранова пуçрса ячĕç. Ерипен вĕсен çумне ыттисем те хутшăнса пычĕç. Халĕ ушкăнра 13 юрлакан. Ертÿçĕ пулма культурăра 30 çул ытла вăй хуракан Алевтина Петровăна шанчĕç. Çапла пуçланчĕ «Çутă çăл» кун-çулĕ.

Ку ушкăн «Аваллăха упраса» проекта тĕпе хурса ăнăçлă ĕçлесе кайрĕ. Проект тĕп тĕллевĕ – Шуршăл ялĕнчи тахçанах манăса тухнă юрăсене, уявсене, йăла –йĕркесене, тумсене çĕнĕрен чĕртсе ярасси, вĕсене халăх умне кăларасси пулса тăчĕ. Чăнах та, кĕске вăхăтра 40 яхăн Шуршăл юрри шыраса тупрăмăр, вĕсене нота çине куçарса «Шуршăл юррисем» ятлă уйрăм кĕнеке кăларма пултартăмăр. Çав вăхăтрах ял халăхĕнчен календарлă тата çемье ритуалĕсемпе çыхăннă 8 йăла-йĕрке çырса илсе тата тепĕр кĕнеке калăпларăмăр. Халĕ ĕнтĕ Шуршăл юррисем, йăли-йĕркисем нихăçан та çухалмĕç тетпĕр.

«Çутă çăл» ушкăнăн тепĕр пысăк ĕçĕ – Культура çуртĕнче чăваш музейĕ йĕркелени, республикăра кăна мар, Раççей шайĕнчи фестивальсемпе конкурссене тăтăшах хутшăнни. Ушкăнăн малти вырăнсене тухса Хисеп хучĕсем, дипломсемпе грамотасем хутшăнсах пыраççĕ.

Кăçалхи утă уйăхĕнче кăна икĕ сумлă конкурсра пултăмăр. Чулхула тăрăхĕнчи Лысая гора ятлă чăваш ялĕнчи «Питрав пуххине» хутшăнтамăр, хамăр ял юрри-ташшине кăтартрăмăр. Утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче вара Мускав хулинчи православи тата халăхсен йăли-йĕркине халалланă Раççейри пĕчĕк хуласемпе ял хутлăхĕсем хушшинче йĕркеленĕ конкурса хутшăнтăмăр. Унта эпир тăваш Шуршăлăн ĕлĕкхи Сумеркине (каçхи вăйă) кăтартрăмăр. Çĕршывăн тĕп хулине Раççейри çав тери пултаруллă 35 юрăпа-ташă ушкăнĕ пуçтарăннăччĕ.

Пирĕн «Çутă çăл» çирĕм чи лайăх ушкăна кĕрсе Дипломант ятне тивĕçрĕ. Хамăрăн тăван ял культурине Раççей шайне çитерме пултарни пире çав тери савăнтарчĕ. Эпир мĕн тери кирлĕ ĕç тунине çакăн хыççăн тата та анлăн туйса илтĕмĕр. Чăвашлăха, тăван культурăна упраса хăварса аталантарасси пирĕн тивĕç тесе шутлатпăр. Эпир мар пулсан, кам-ха тата? Малалла та çапла пултăрччĕ!

Алевтина Петрова, Шуршăл ялĕ, Сĕнтĕрвăрри районĕ.