Чăваш наци конгресĕн президенчĕ çĕнĕ вĕренÿ çулĕпе саламлани.

 Хаклă ачасем! Хисеплĕ вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшĕ!
Пĕлÿ кунĕпе тата çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа сире чун-чĕререн саламлатăп! Хаваслă кану кунĕсем хыçа юлчĕç. Умра тарăн пĕлÿ, тивĕçлĕ воспитани илессишĕн тăрăшмалли хĕрÿ тапхăр кĕтет. Вĕрентÿ ĕçне пахалăхлă йĕркелесси Чăваш Ен Правительстви тытса пыракан çирĕп çул-йĕр шутланать. Çавна май республикăра çамрăк ăрăвăн ăс-хакăлпа пултарулăх хăватне аталантармалли лайăх условисем туса парассинче нумай ĕç пурнăçланать.
Хаклă педагогсемпе ачасем, ашшă-амăшĕ! Сире Чăваш наци конгресĕпе тачă çыхăну тытнăшăн, пĕрлехи ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн тав тăватăп. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче республикăри тата ытти регионсенчи вĕрентекенсем конгресс йĕркелекен конкурссемпе викторинăсене, çавра сĕтелсемпе канашлусене, ытти мероприятие хастар хутшăнчĕç. Ÿлĕмрен те çаплах пуласса, пирĕн туслăх, ĕçлĕ çыхăнусем çирĕпленсе пырасса шанса тăратăп.
Тăван чĕлхене юратасси, унăн çутă малашăлăхĕшĕн тăрашасси, тăван халăхăн ырă йăли-йĕркине упраса хăварса аталантарасси кашни чăвашăн яваплă тивĕçĕ. Мăн асатте-кукаçисен пил - пехилне сума суса малашне те пĕрле тăван халăх ырлăхĕшĕн тăрăшăпăр. Паян республикăра вĕренме, ĕçлеме майсем çителĕклĕ. Чăваш халăхĕ тивĕçлипе мăнаçланакан ачасен ăрăвне воспитани парассишĕн ырми-канми тăрăшакан педагогсене пархатарлă ĕçе малашне те ăнăçлă туса пыма ыр сунатăп. Çамрăк ăру çумĕнче вĕренÿ тĕнчин алăкĕсем яланах уçă пулччăр, тарăн пĕлÿ илсе çĕршыва юрăхлă çынсем пулса ÿсес кăмăл-туйăм нихăçан та ан иксĕлтĕр. Ашшĕ-амăшĕн çак йывăр ĕçре вĕрентекенсене, ывăл-хĕрне пулăшса пымашкăн вăй-хăвачĕ тапса тăтăр. Уяв ячĕпе саламласа сире пурне те çирĕп сывлăх, мĕн пур ырă пуçарăва пурнăçа кĕртме ăнăçу сунатăп!
 
Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай УГАСЛОВ.