Чăваш наци конгресĕн хăни – Токио университечĕн профессорĕ, чĕлхеçĕ Синджиро Казама

 Паян конгреса ĕçлĕ тĕл пулăва Япони тĕп хулинчи ют чĕлхесене тĕпчекен университет ăсчахĕ Синджиро Казама килчĕ. Вăл Раççее чăваш чĕлхин диалекчĕсене пуçтарма килнĕ. Токиори ученăйсем алтай ушкăнне кĕрекен чĕлхесен калаçу словарьне хатĕрлеççĕ иккен. Чăваш Ене Яппун ăсчахĕ пуçласа килмен, икĕ çул каялла та вăл кунта  çак тĕллевпех  пулнă. Кăçал Шупашкара киличчен малтан Синджиро Казама Самар тăрăхĕнче пулса унта пурăнакан чăвашсен диалектне тĕпченĕ.

Чăваш наци конгресĕнче вăл пĕрремĕш вице-президентпа Валерий Клементьевпа тĕл пулчĕ, конгресс ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Валерий Леонидович ЧНК тĕп тĕллевĕсене ăнлантарса пачĕ. Чипер, тархасшăн, çи, лар тата ытти чăваш сăмахĕсене калаçнă май час часах усă курчĕ Японирен килнĕ ăсчах.

Синджиро Казама чăваш чĕлхи питĕ авалхи чĕлхе пулнине, вăл кăсăклине, пуяннине тата тĕпчеме ансат пулнине палăртрĕ. Пирĕн халăх Япони халăхĕ пекех питĕ ĕçченни тĕлĕнтернĕ тата ăна.

ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева.